Конспект классного часа(1-4 классы) по истории чувашского народа.
методическая разработка по истории
Каждый когда -нибудь задумывается : Кто мы? Откуда? Что за народ наши предки? В материале даются ответы на вопросы относительно истории чувашского народа.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
konspekt_vnekl_meropriyatiya.docx | 36.52 КБ |
Предварительный просмотр:
«Камсем эпир, мĕнле çынсем эпир?»
( 1-4 мěш классем валли).
Новикова А.А.
Урок тěсě: класс тулашěнчи тěпчев мероприяти.
Пěлŷ тěллевě: чăваш халăхěн авалтан пыракан йăли-йěркисемпе тата И.Я.Яковлев ěçě- хěлěпе паллаштарасси. Ачасене чăваш халăх историйĕ çинчен тĕпчеме вĕрентесси.
Аталантару тěллевě: ачасен шухăшлавне аталантарасси, шухăша калама вěрентесси.
Сапăрлăх тěллевě:чăваш чĕлхине юратма , аталантарса, упрама вĕрентесси.; пěр-пěрин калаçăвне тимлěн итлеме хăнăхарасси.
Курăмлăх хатĕрěсем: сăвăсем, выставка «Чăваш халăхĕн пултарулăхĕ»(тěрěсем, тěрлě алă ěçсем), кĕнеке выставки (тěрěсем, тěрлě алă ěçсем çинчен), презентаци.
Мероприяти юхăмĕ:
1.Класа йěркелесси:
Вĕрентекен: Шăнкăрав сас пачě,
Урока чěнсе.
Ачасем шăпланчěç
Парта хушшинче.
Вĕрентекен: Ырă кун пултăр, тусăмăрсем, хăнасем! Пурне те сывлăх сунатăп!
Паян пирĕн пысăк уяв - Тăван чĕлхе кунĕ. Çак уява сума суса пухăннă хăнасем, тăвансем, чăваш чĕлхишĕн тăрăшакансем, ăна аталантарса пыракансем, çавăншăн сире, пурнете - пысăк тав!
2.Кăсăклантарни.
Вĕрентекен: Ачасем, паян эпир сирĕнпе иследовательсем пулатпăр. Эпир ĕмĕрсем хушши аталанса пынă чăваш чĕлхи, чăваш халăх историйĕ çинчен калаçăпăр. Ыйтусем хатĕрлерĕр-и? Атьăр-ха итлер, мĕнле ыйтусем сире канлĕх памаççĕ.
1 ача:- Камсем эпир, мĕнле çынсем эпир?
2 ача: - Мĕнле анне пире савса çуратнă?
3ача: - Мĕнле атте ура сине тăратнă?
4 ача: - Мĕнле çĕр парнеленĕ хăйĕн çăкăрне?
Вĕрентекен: Çак ыйтусене эпир паян хуравлама тăрăшăпăр.
Вĕрентекен: - Пĕрремĕш ыйту:
– Камсем эпир, мĕнле çынсем эпир?
Вĕрентекен: Паллах çак ыйтăва хурав пама историксем çеç пултараяççĕ, çавăнпа – та паян пире иследовани тума пулăшать пирĕн шкулти истори учителĕ – Елена Николаевна, тархасшăн, сире сăмах.
Елена Николаевна -Учёныйсем шутланă тăрăх çĕр çинче пĕтĕмпе 5641 тĕрлĕ чĕлхеллĕ халăх. Пирĕн планета çинче халăх ытларах 13 чĕлхепе усă курать. Чи анлă чĕлхе вăл Китай чĕлхи, унпа 650 миллион çын калаçать, акăлчанла-295 миллион, вырăсла -200 миллион, чăвашла – миллион ытларах.
Чăваш чĕлхине халăх темиçе ĕмĕр хушши аталантарнă, якатнă. Çавăнпа та пулĕ вăл паян та илемлĕ. Янăравлă та çепĕç, ырă та асамлă. Акă еплерех çырнă чĕлхе хăвачĕ пирки чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай:
«Эп сăмах хăватне ĕненетĕп,
Эп пĕлеп : сăмахпа этеме
Амантма та пулать, ÿкерме те,
Ÿкнине те пулать çĕклеме…».
Пирĕн халăхăн авалхи нĕсĕлĕсем Хĕвел тухăçĕнче –Алтай, Китай, Монгол хутлăхĕнче – ытти тĕрĕк халăхĕсен йышĕнче пурăннă.
Вăхăт иртнĕ, самани йывăрланса пынă. Чăваш халăхĕ Атăл тăрăхне хальхи Чăваш республики вырăнне кильсе вырнаçнă. 15-мĕш ĕмĕрте Хусан ханлăхĕ ахăрса кайсан, чăвашсем йывăр пусмăр айне лекнĕ, ялĕ-ялĕпе тутара тухса кайнă. Вутпа çулăм айĕнче пуç касăлнă, нушапа асап хушшинче чун татăлнă. Йывăр пулин те халăх хăй ятне, ăсне, чĕлхине, çĕр-шыва упраса хăварма пултарнă.
Пирĕн ял та вара 1705-мĕш çулта Атăл тăрăхěнчи чăвашсем куçса килнипе пуçланса кайнă. Чăваш халăхě авалтанах ырă кăмăллă, ěçчен халăх пулнă.
Вěсен, паллах, сěм – авалтан хăйсен сăмахлăхě пулнă. Сăмахлăх вăл – çěршыв историйě, халăхăн ěмěрхи ăсě, ăсě-хакăлěпе , кăмăл-туйăмěн пуянлăхě. Мěн чухлě пурăнать халăх, çавăн чухлě пурăнать чěлхе.
Халě Россей Федерациинче 1773,6 пин çын, Теччě районěнче те 5 пин ытларах чăвашсем пурăнаççě.
Вĕрентекен: Пěтěмлетŷ : -Камсем эпир, мěнле çынсем эпир?
- Чăвашсем эпир, ырă çынсем эпир.
Вĕрентекен: Иккěмěш ыйту:
- Мĕнле анне пире савса çуратнă?
Ача: Кам пире ачашшăн
Лăпкать пěчěкрен,
Чипер çын тăвасшăн
Çунать чěререн?
-Кам пултăр пěлеççě
Пурте вăл камне-
Вăл пирěн телей- çке
Вăл пирěн анне.
Вĕрентекен: -Ачасем , мěн-мěн тăва пěлеççě сирěн аннěрсем?
(-апат пěçерме;-нуски-чăлха çыхма;-кěпе çума;-пахча-çимěç ŷстерме;-кěпе çěлеме…)
Вĕрентекен: -Чăваш хěрарăмě авалтанах ал-ěç тăва пěлнě: тěртнě, авăрланă, çěленě, ача-пăча ŷстернě, тěрленě, кил-çурт тытса пынă.Чи авалхи ал-ěç –тěрě. Ытти халăхсен тěррисенчен чăваш тěрри паллах улшăнса тăрать. Пур яка тěрě, пур çип шутласа тěрлекен тěрě, хěреслě тěрě. Эсир паянхи выставка валли хăвăр аннěрсен, кукамăрсен ěçěсене илсе килнě, пăхăр-ха мěнле хитре вěсем.
- Кам каласа парасшăн?
-(Çак алшăллине манăн кукамай тěрленě , ăна вăл турăш умне çакма тунă.)(Тата пирěн кунта пиртен тěртсе , çěленě кěпе пур, ăна пирěн ялти хěрарăм тěртнě, çěленě.)
Вĕрентекен: Чăваш тěррине…пăхнă çемěн пăхас килет. Пирěн кěнеке выставкинче тěрлě кěнекесем пур, курар-ха вěсене( ачасене кěнекесем çинчи ŷкерчěксене кăтартатăп, каласа паратăп.)Çак илеме чăваш хěрарăм аллисем тăваççě! Пирěн ентěш –А.Алга çапла сăвă çырнă:
«…çил- тăвăлра чěрем пăрланасран,
Эп савнă тусăн тутăрне тытаттăм,
Тăван кěтесěн тěррине пăхсан,
Савнин кăвак куçне таçтан куратăм…»
Вĕрентекен:
Пěтěмлетŷ : -Мěнле анне пире савса çуратнă?
- Чăваш анне пире савса çуратнă.
Хускану саманчě: (ачасем ташă ташлаççě)
Çерем ватса вир акрăм.
Эпир ăна таптатпăр.
Эсир мěнпе таптптăр?
Кěтŷ кěртсе таптатпăр.
Эпир ăна тытатпăр.
Эсир мěнпе тытатăр?
Чěн йěвěнпе тытатпăр.
Вĕрентекен: Виççěмěш ыйту:
Мĕнле атте ура сине тăратнă?
Вĕрентекен: -Элěк-авал арçын ал-ěçě те сахал пулман.
-Ачасем, сирěн аçăрсем мěн-мěн тăва пěлеççě?
-(-пирěн атте пура тăва пěлет,- пирěн атте сухапуç тыта пěлет, - пирěн атте лаша кŷле пěлет, - пирěн атте ачасене вěрентет, - пирěн атте йывăçран шкатулкă тăва пěлет…)
Вĕрентекен: -Тěрес ачасем, элěк-авал арçын ал-ěçě сахал пулман, пур ěçе те алăпа тумалла пулнă: пŷрт тума, суха тума, акма, вырма,тěрлě кил япалисене тума, çăпата явма, лашине те кŷле пěлмелле пулнă.
-Çак выставкăра пур пěр япала, вăл мěн-ши ?(çăпата)
-Унпа мěн тунă?(…) Çăпата тăхăнса çуреме мěнле пулнă-ши?
-Кам тăхăнса пăхасшăн?
-Мěнле? (…)
Вĕрентекен: -Вěсене тăхăнса кăна мар, мěнпур арçын ача ява та мěн пěчěкрен пěлнě. Халě ку ěç паллах манăнса кайнă, çăпати вара сыхланса юлнă.
-Пирěн выставкăра арçын ал-ěçěсем синчен кěнекесем пур. (ачасене кěнекесем çинчи ŷкерчěксене кăтартатăп, каласа паратăп).
Вĕрентекен:
Пěтěмлетŷ :- Мĕнле атте ура сине тăратнă?
-Чăваш атте ура çине тăратнă.
Вĕрентекен: Тăваттăмěш ыйту.
- Мĕнле çĕр парнеленĕ хăйĕн çăкăрне?
-Сăвă сыпăкне итлěр-ха:
«…Кăнна Кушки ăна туран куратăн
Çырмаллă ял, ял вěçěнче çаран,
Тахçан кунта тăлăх-туратăн,
Кěтŷ кěтсе, вăл ŷснě ачаран…»
-Кам çинчен ку сăвă сыпăкě?(…И.Я.Яковлев çинчен)
-Кам ăна çырнă?(…А.Алга).
Вĕрентекен: -Эпир ачасем, çав тери телейлě, мěншěн тесен эпир И.Я.Яковлев çуралса ŷснě çěр-шывра пурăнатпăр, вăл сывланă сывлăшпа сывлатпăр.
-Ачасем ,эпě пěлетěп,эсир пурте пултаруллă. Халě сирěн хăвăр пултаруллăха кăтартма май пур. Эпир сирěнпе синквэйн мелěпе усă курса И.Я.Яковлев çинчен сăвă çырса пăхатпăр.
Япала ячě – И.Я.Яковлев
Паллă ячě – паллă, мăнаçлă
Глагол – пулăшнă, тăрăшнă, вěрентнě
Предложени – Чăваш халăхне çутта кăлараканě.
Пěтěмлетŷ сăмахě – Вěрентекен.
Вĕрентекен: Ун çинчен тата мěн пěлетěр-ха? Халě эпир сирěнпе вăйă вылятпăр, эпě сире ыйтусем паратăп, эсир хуравлатăр .
1. Кам вăл И.Я.Яковлев? Хăçан тата ăçта çуралнă?
- (И.Я.Яковлев 1848-мěш çулта Кăнна Кушки ялěнче çурална. Вăл чăвашсен çырулăхне йěркелесе яраканě.)
2. Ун çинчен тата мěн пěлетěр ?
- ( Вăл чăваш алфавитне çырнă. Чăвашла букварь хатěрленě. Вырăс çыравçисен хайлавěсене чăвашла куçарнă. Библие чăвашла куçарнă .Чěмпěрте чăваш учительсен шкулне уçнă. Чăваш ялěсенче шкулсем уçнă.Пирěн ялта 1871-мěш çулта шкул уçнă.)
Вĕрентекен: -19-мěш ěмěрте чăвашсен çěнě шкулне, çырулăхне Иван Яковлевич Яковлев йěркелесе ярать. Чěмпěрти чăваш шкулě тăван сăмах, чěлхе, ŷнер çул-йěрне хамăрăн тěп тымар тăрăх янă. Яковлев шкулě чăваш сăмахлăх аталанăвне тěлěнмелле пысăк хăват, вăй парса хăварнă. 20-мěш ěмěр Иван Яковлевич Яковлев чăваш халăхě валли нушапа асап витěр суйласа илнě çул тěрěс пулните хыттăнах çирěплетсе пачě.
Хальхи чăваш чěлхи – темиçе ěмěр хушши аталаннă, пуянланнă, илемленнě чěлхе. Çавăнпа вăл пуян, янравлă та çепěç, ырă та асамлă. Тăван чěлхе пуриншěн те чи хакли, чи юратни, чи çывăххи. Тăван чěлхерен ăс-тăн аталанма пуçлать. И.Я.Яковлев тăрăшнипе эпир паянхи кун çак чěлхепе ирěклěнех калаçма пултаратпăр.
1-мěш ача:
Эй, чěлхеçěм, сана юратса
Çак сăвва эп вулатăп чунтан.
Ирхи сывлăм пек эсě таса,
Эс хрусталь савăт пек янăран.
Эй , чěлхем! Анне панă чěлхем!
Янăра эсě çут тěнчере!
Ыттине çěр чěлхе хуть пěлем,
Эсě маншăн пěрре çеç, пěрре!
(Н.Сандров. Тăван чěлхе.)
2-мěш ача: Чăваш чěлхи! Эсě чăваш юманě пек ватă та патвар, хăвăн хăватна çухатмасăр çултан – çул тěрекленсе пыратăн.
3-мěш ача:
Чухăн мар вăл! Пуян та чаплă та,
Çемçе те, вутлă та, хăватлă та.
Вăл çиçĕмлĕ, сисĕмлĕ, тÿсĕмлĕ.
4-мĕш ача:
Эп чăваш ачи. Саватăп
Хамăрăн чăваш çĕрне.
Вăл кипке те ман, сăпка та,
Ăна манмăп ĕмĕрне.
Эп чăваш ачи. Саватăп
Чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхене,
Юратап сăвва-юрра та,
Купăса та кĕслене. (П.Хусанкай).
5-мĕш ача:
…Савăнатăп хам чăваш пулнишĕн,
Тăпăл-тăпăл тăпăлка ташшишĕн,
Асамат кĕперĕ пек тĕрришĕн,
Атăл шывĕ пек çемçе чĕлхишĕн,
Савăнатăп хам чăваш пулнишĕн…
Вĕрентекен: -Чăваш çĕршывĕ! Çĕр-пин юрă, çĕршывĕ! Чăваш чĕлхи – халăхăн ĕмĕр сÿнми ăс-тăн чечекĕ. Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев хăйĕн халалĕнче çапла çырса хăварнă: «…Туссем, тăвансем, ытарайми чăваш çыннисем! Мĕн ĕмĕрĕм тăршшĕпех чунăмпа, чĕремпе çунса пурăнтăм сирĕншĕн… Ан манăр, астуса тăрăр çакна! Эсир хăвăр халăхăрăн чĕлхинчен ютшăнмасан, халăх кăмăлĕ пĕтемпех сирĕн аллăрта пулĕ…».Халĕ вара пирĕн И.Я.Яковлевăн ĕçне малалла туса пымалла, тăван чĕлхене аталантармалла, тĕпчемелле, упрамалла.
6-мěш ача:
Юрататпăр эпир хамăр çĕршыва, хамăр чĕлхене.
Эй, аслă асаттемĕрсен кивелми чĕлхи!
Ирĕклĕ çĕршывра ирĕклĕн янăра эсĕ!
Яланах хапăл чăваш халăхĕ килсе çÿрекен хăнасене.
Вĕрентекен:
Пěтěмлетŷ :
-Мĕнле çĕр парнеленĕ хăйĕн çăкăрне?
-Чăваш çĕрĕ парнеленĕ хăйĕн çăкăрне.
Паянхи ĕçсене пирĕн чăвашсен ваттисен сăмахĕпе хаклама пулать:
«Ăсти епле, ĕçĕ те çапла». Маттур , ачасем. Ку ĕçе эпир пĕтĕмпе пурнăçларăмăр.
Рефлекси:
Вĕрентекен:
- Пирěн тěл пулу сирěншěн усăллă пулчě-и?(…)
- Хăвăра валли мěн çěнни пěлтěр?(…)
- Çак тěл пулăва мěнле кăмăлпа вěçленине ăнăçу йывăççи çинче кăтартса парăр.
«Ăнăçу йывăççи»(дерево успеха).
-симěс çулçă – мероприяти килěшрě, нумай çěнě информаци илтěм;
-сарă çулçă – пурне те ăнланса çитереймерěм;
-хěрлě çулçă – питě йывăр ěçсем пулчěç.
Вĕрентекен: Паянхи тěпчеве манăн тата И.Я.Яковлев сăмахěсемпе вěçлес килет: «…Пěр-пěринпе сапăр пулăр…Эсир чăваш хушшинчен тухнă, ěçлесе те вěсемшěн ěçлемелле…».
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Конспект классного часа в 11 классе
Коспект классного часа в 11 классе. Тема "Участники ЕГЭ и правила поведения во время экзамена"...
Конспект классного часа для 5 класса школы VIII вида по теме "Герб, флаг, гимн, Конституция"
Данный классный час решает задачу формирования представлений о происхождении и назначении государственных символов и Конституции....
Конспект классного часа в 8 классе на тему "Что такое толерантность"
Конспект классного часа...
Конспект Классного часа в 9 классе не тему: "О дружбе и товариществе"
Классный час на тему: "О дружбе и товариществе"Цель классного часа:Раскрыть личностную и социальную значимость дружбы и товарищества как высших человеческих чувств; ,дать представление отом, какие кач...
Конспект классного часа в 11 классе "Память за собою позови"
Сегодня вам чуть-чуть тревожно,Сегодня радостно чуть-чуть, И вас понять, конечно, можно,Ведь перед вами новый путь!...
"Конспект классного часа в 1 классе"
конспект "Дружба"...
Сценарий классного часа на тему: «Обряды, традиции, обычаи чувашского народа»
Обряд, обычаи, традиция являются отличительной чертой отдельно взятого народа. В них перекрещиваются и отражаются все основные стороны жизни. Они являются могучим средством национального воспитания и ...