Ваттисемсĕр кил-çурт илемсĕр
план-конспект урока (6 класс) по теме

 После изучения раздела "Уважай старого, тебе тоже быть старым" можно провести как обобщающий урок. Урок как повторение, урок о жизни с приглашением старшего поколения. 

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon vattisemser_kil-surt_ilemser.doc80 КБ

Предварительный просмотр:

Тема:   «Ваттисемсĕр кил-çурт илемсĕр».

(6-мĕш класc валли хатĕрленĕ урок).

Урок тĕсĕ:  хутăш урок.                                                                                                        

Пĕлÿ тĕллевĕсем: 

                       1. Ачасене тăванлăха пĕлтерекен сăмахсемпе паллаштарасси;

                       2. Кукамай  сăмаха пуплевре тĕрĕс усă курма хăнăхтарасси;

                       3. Ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлесси;

Сапăрлăх тĕллевĕ:

  1. Пурнăçра кирек хăçан та «Çын пулма» вĕрентесси;
  2. Ĕç çыннине хисеплемелли, пулăшмалли çинчен ас тутарасси.

Аталантару тĕллевĕ:

                      1.  Вĕренекенсен калаçу чĕлхине якатасси.

                      2. Ватă çынсене хисеплеме вĕрентесси.

Словарь ĕçĕ:

                                        - Доска çинче çĕнĕ сăмахсем:

  1. Сум-честь, почет, уважение (чыс)
  2. Сума су-уважать, почитать ( хисепле)
  3. Сумлă-уважаемый (хисеплĕ)
  4. Пултаруллă-способный, даровитый
  5. Тирпейлĕ-аккуратный
  6. Тĕрт-ткать

Урокра кирлĕ хатĕрсем: 6-мĕш класс учебникĕ, чǎвашла-вырǎсла словарь,

кукамай тата асанне темǎпа çыхǎннǎ слайд-шоу, ваттисен сǎмахĕсем:

                                     1) Ватă çын ăспа пуян.

                                     2) Ватă çынна хисепле.

                                     3) Ватă çын-тăват çын.

                                     4) Ватта сума сăвакан- хăй те сумлă пулакан.

                                     5) Ватта хурлăх тăвакан хăй те хурлăх курать.

                                     6) Ваттисем калани вырăнлă.

                                     7) Ваттин вĕрентес пулать, çамрăккин итлес пулать.                

- Ватă çынсене урока чĕнме юрать.

        Урок эпиграфĕ:  Ватта сума сăвакан -  хăй те ватă  пулакан,  ватта хурлǎх тǎвакан - хǎй те хурлǎх      куракан.      Г.Н. Волков

                                             

                                                Урок юхăмĕ:

1.Ачасене урока хатĕрлесси.

2.Учитель сăмахĕ:  

-Анне, атте - пирĕншĕн çав тери çывăх сăмахсем. Ăçтан манăн-ха ку сăмахсене?! Пире атте-анне çуратса, мĕн пĕчĕкрен ачашласа пăхса ÿстерет-çке-ха, çын тăвать.

     Пирĕн аннесемпе аттесемшĕн те анне, атте сăмахсем хаклăран та хаклă   çынсене пĕлтерекен сăмахсем пулнă.

     Ыйтусем: Эпир аттен ашшĕне мĕнле чĕнетпĕр?

                      Аттен амăшне?

                      Аннен ашшĕ пирĕншĕн кам?

                      Аннен амăшĕ? Хуравсем:  асатте, асанне, кукаçи, кукамай.

Учитель сăмахĕ:  Анне, атте, асанне, асатте, кукамай, кукаçи сăмахсемсĕр пуçне эпир хамăр тăвансене палăртмалли ытти сăмахсене те пĕлетпĕр: пичче, аппа, шăллăм, йăмăк.

    Чăвашсен тăванлăх терминĕсем вăйлă аталаннă, ун пек сăмахсен çирĕп йĕрки пур. Вырăс чĕлхинче аттен ашшĕне те, аннен ашшĕне те»дедушка» теççĕ. Авалтан пыракан йĕрке тăрăх чăвашсем ĕлĕк пĕр-пĕрне ятран сахал чĕннĕ. Чĕнмелли сăмахсем вара: атте, анне, хăта, тăхлач, кĕрÿ, кин, мучи, кинемей … тата ытти те. Ятпа кăна чĕнни çынна хисеплеменнине пĕлтернĕ.

-Апла пянхи урокра эпир мĕн çинчен калаçăпăр-ши?

- (Ачасен хуравĕ).

-Эпир паянхи урокра, шǎпах,  кукамай, асатте, асанне тата кукаçи çинчен калаçăпăр.

-Урок темине мĕнлерех йĕркелесен аван-ши?

-(Ачасен хуравĕ).

- Урок теми «Ваттисемсĕр кил-çурт илемсĕр» (малтан учитель, унтан хорпа калаççĕ). Паян пирĕн пата хăнана Дашăн кукамăшĕ тата Петĕрĕн асаннĕшĕ килчĕç. Вĕсем эсир мĕнле вĕреннине пĕлесшĕн, эсир чăвашла мĕнле калаçнине итлесшĕн, эсир урокра мĕнле ĕçленине курасшăн. Атьăр-ха, ачасем, хамăр хăнасене лайăх ĕçлесе савăнтарар.

3.Кукамай - аннен амăшĕ. Вырăнти калаçусенче куками, коками, кокам тесе те

   калаççĕ. Кукаçи сăмах пекех икĕ тымартан тăрать.

Кăк+ама= кăк ами=куками:

-ай-чĕнÿ аффиксĕ шутланать

Как- тымар тени пулать (корень)

Ама- сăмах авал «анне» пĕлтерĕшпе çÿренĕ

Куками вара пирĕн тымарăн, тĕпĕн амăшĕ тени пулать.

Асанне тени вара аслǎ + анне = асанне сǎмахсем хушǎннипе пулать. Кун пек сǎмахсене эпир хутǎш сǎмахсем тетпĕр.

4.Çĕнĕ сăмахсемпе ĕçлесси.

    Паянхи урокра пирĕн çак сăмахсене астуса юлмалла пулать (доска çинчи

 сăмахсемпе ĕçлемелле). Сум-честь, почет, уважение (чыс)

  Сума су-уважать, почитать ( хисепле)

Сумлă-уважаемый (хисеплĕ)

Пултаруллă-способный, даровитый

Тирпейлĕ-аккуратный

Тĕрт-нуша.

  а)  Вулама вĕренесси (малтан учитель, учитель хыççăн хорпа, ретпе, арçын ачасем, хĕр ачасем вулаççĕ).

ă)  Кам ытларах  сăмах астуса юлчĕ-ши?

  б) Çĕнĕ сăмахсемпе предложенисем йĕркелесси.

5. Кластерпа тата синквейнпа ĕçлесси.  (Доска умĕнче тата тетрадь çинче ĕçлеççĕ).

Учитель сǎмахĕ: Халĕ сирĕнпе синквейн тǎватпǎр.

Асанне

ырǎ, ĕçчен;

пĕçерет, тасатать, çĕлет;

Манǎн асанне тутлǎ пĕçерет;

Кукамай

ǎслǎ, вǎйлǎ;

пулǎшать, çыхать, юрлать;

Манǎн кукамай хитре чǎлхасем çыхать;

       

    Кукамайпа асаннене сăнлатпăр: (Ромашка чечекĕ евĕр ăсталаççĕ).

-çÿçĕ: çырă, шурă, хура, сарă, кăвак.

-куçĕ:  чакăр, симĕс, кăвак, тĕттĕм кăвак, хăмăр, хура.

-алли:  çемçе, ачаш, ылтăн, ĕçчен.

6. Валентина Элпи çырнă «Ваттисемсĕр кил-çурт илемсĕр» калав тǎрǎх вĕренекенсем сценка кǎтартса параççĕ.

7. «Кукамипе кукаçи» юрă (физкультминутка). Ку юрра эпир хамăр хăнасене парнелетпĕр.

     

8. Ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлесси: (тĕрĕс вулама вĕренесси, тетрадь çине çырса хурасси)

                                     1) Ватă çын ăспа пуян.

                                     2) Ватă çынна хисепле.

                                     3) Ватă çын-тăват çын.

                                     4) Ватта сума сăвакан- хăй те сумлă пулакан.

                                     5) Ватта хурлăх тăвакан хăй те хурлăх курать.

                                     6) Ваттисем калани вырăнлă.

                                     7) Ваттин вĕрентес пулать, çамрăккин итлес пулать.

-Тĕнчипе паллă педагог Г.Н.Волков хăйĕн «Ăслă ача» ятлă калавĕнче акă мĕн  çырнă: «Ватта сума сăвакан – хăй те ватă пулакан, ватта хурлăх тăвакан  - хăй те хурлăх куракан».

-Мĕнлерех ăнламалла-ши çак сăмахсен пĕлтерĕшне?

9. И.Я.Яковлев вĕрентĕвĕ. (Калав сыпăкĕ пур ача умĕнче те пур.)

   Аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев пире вĕрентсе нумай хайлавсем ăсталанă.

   ( «Ўкĕт» ятлă калав сыпăкĕпе ĕçлесси.)

 «Ырă çын пул. Ватă çынсене, хăвăнтан аслисене хисепле, тантăшусем умĕнче пуçна ан каçăрт, хăвăнтан кĕçĕннисене пурне те кăмăл ту. Сана усал тума çуратман, ырă тума çуратнă! Ăна эс ан ман. Мĕн вăй çитнĕ таран çынсене ырă тума тăрăш. Усал ĕç тума мар, усал сăмах та ан кала. Ваттисем калаçнă чух вĕсен сăмахне ан пÿл, пĕр чĕнмесĕр итлесе тăр.»

Учитель ачасене ыйтусем парать:

  1. Мĕн çинчен манма хушмасть пире И.Яковлев?
  2. Çын çĕр çине мĕн тума çуралать?
  3. Ватă çынсемпе пирĕн мĕнле пулмалла?
  4. Хамăр юлташсемпе пирĕн мĕнле пулмалла?
  5. Кĕçĕннисемпе?
  6. Ваттисем калаçнă чух пирĕн мĕнле пулмалла?
  7. И.Я.Яковлев  калавĕнче мĕнле ваттисен сăмахĕсене тĕл пултăмăр?  

10.  Ачасем хйсен асаннĕшесене халалласа çырнǎ,  хаçатра пичетленнĕ хайлавĕсене  вуласа параççĕ.

 11. Хăнасем (Дашăн кукамăшĕ тата Петĕрĕн асаннĕшĕ )ачасен ĕçĕсене хаклаççĕ. Хăйсем çинчен кĕскен каласа параççĕ. Ачасем хăнасене ыйтусем параççĕ. Урокра лайăх ĕçленĕшĕн ватǎсем юрă юрласа параççĕ.

12. Ачасен пĕлĕвне хаклани.

       Учитель сǎмахĕ: Маттур ачасем! Эсир паян питĕ лайǎх ĕçлерĕр.  

13.  Урока пĕтĕмлетесси.

Учитель сǎмахĕ: Ачасем, пирĕн кил-çурт хǎçан пуян? Хǎçан илемлĕ?

14. Киле ĕç: ваттисен сăмахĕсене вĕренмелле тата юратнǎ асаннепе кукамайăн сăн  ÿкерчĕкĕсене ăсталамалла.