Хупă сасăсем
методическая разработка (5 класс) на тему

Салюкова Ольга Петровна

Хупă сасăсем

Скачать:

ВложениеРазмер
Office presentation icon khupa_sasasem.ppt116.5 КБ

Предварительный просмотр:


Подписи к слайдам:

Слайд 1

Л.Г.Петрова хатĕрленĕ «Хăнăхтару пуххи» кĕнекипе уса курнă. Хупă сасăсем вăрăммăн илтĕнни

Слайд 2

Хупă сасăсем вăрăммăн илтĕнни [ ] [ ] [ ] [ = 2 [ ] [ ] [ ] [ = [ ] 2 [ = [ ] ] 1. 2 . 4 . 3 . [ ] 1 [ = [ ] ] [ ] 1 [ = [ ] ] а, ă у ы о и э ĕ ÿ а, ă у ы о и э ĕ ÿ а, ă у ы о и э ĕ ÿ а, ă у ы о и э ĕ ÿ а, ă у ы о и э ĕ ÿ а, ă у ы о и э ĕ ÿ в л н р м й в л н р м й

Слайд 3

2§ . Алфавитра сас паллисем çакăн пек ушкăнланаççĕ: п ĕ р сасса пĕлтерекеннисем тата ик ĕ сасса пĕлтерменнисем. Сасса пĕлтерекеннисем хăйсем икĕ ушкăна уйрăлаççĕ: пĕр сасса пĕлтерекеннисем; 2) икĕ сасса пĕлтерекеннисем . Пĕр сасса пĕлтерекеннисем уçă сасса тата хупă сасса кăтартаççĕ. Уçă сасса кăтартаканнисем — 9 : а, ă, ĕ, и, у, ӳ, ы, э, о . Хупă сасса кăтартаканнисем — 21 : б, в, г, д, ж, з, й, к, л, м, н, п, р, с, ç, т, ф, х, ц, ч, ш . Икĕ сасса пĕлтерекеннисем — 5 : е, ё, ю, я, щ . Сасса пĕлтерменнисем — 2 : ъ, ь . Чăваш сăмахĕсенчи хупă сасăсем икĕ ушкăна уйрăлаçç ĕ : 1) ялан янăравлисем : в, й, л, м, н, р ; 2) шавлă хупă сасăсем : к, п, с, ç, т, х, ч, ш .

Слайд 4

11§ . Чăваш сăмахĕсенче к, п, с, ç, т, х, ч, ш шавлă хупă сасăсем икĕ уçă сасă хушшинче тата умĕнхи ялан янăравлă хупă сасăпа хыççăнхи уçă сасă хушшинче янăраса (кĕскен) е янăрамасăр (вăрăммăн) илтĕнеççĕ. Янăраса (кĕскен) илтĕннĕ чухне вĕсене пĕр сас паллипе ( атă, сасă, лаша, пурçăн, килчĕ ), янăрамасăр (вăрăммăн) илтĕннĕ чухне икĕ сас паллипе палăртмалла ( атта, сасса, ăшша, ирччен, килсеччĕ ). Ытти чухне чăваш сăмахĕсенчи шавлă хупă сасăсем янăрамаççĕ, вĕсене пĕр сас паллипе кăтартаççĕ ( кукша, пĕтрĕ, кустăрма, пахча ). Асăрхаттарни . Вырăсларан çыру урлă йышăнакан сăмахсенче янăрамасăр илтĕнекен шавлă хупă сасăсене, вырăс çырулăхĕнчи пекех, пĕр сас паллипе те, икĕ сас паллипе те палăртаççĕ: парта, акаци, лампа, раса, офицер; анчах та аттестат, аппарат, касса, аккорд, эффект.

Слайд 5

Çак пулăм чăн чăваш сăмахĕсенче çеç сарăлнă. Хупă сасăсем икĕ уçă сасă хушшинче е ялан янăравлă хупă сасăпа уçă сасă хушшинче янăраса илтĕнеççĕ: а) икĕ уçă сасă хушшинче — атте, аппа, манакка, теттĕм, суккăр, паттăр, касса (кас глаголран), хыççăн, каччă, тăххăр, виççĕ . Ку сăмахсенчен хăшне-пĕрне пĕр саспаллипе çырсан, пачах урăх сăмах пулать, илтĕнессе те вăл сасă янăраса илтĕнет: тĕттĕм — тĕтĕм (тĕдĕм), акка — ака (ага); ă) янăравлă хупă сасăпа уçă сасă хушшинче — чăпăркка, мăнтăркка, кутамкка

Слайд 6

13§ . Ялан янăравлă в, й, л, м, н, р хупă сасăсене кĕскен илтĕннĕ чухне пĕр сас паллипе, вăрăммăн илтĕннĕ чухне икĕ сас паллипе палăртмалла. Танл.: сăвă — сăвви, вăйă — вăййи, пулă — пулли, вăрăм — вăрăмми, ана — анне, тырă — тырри . Асăрхаттарни . Й хупă сасă вăрăммăн илтĕннине пур формăра та пĕрешкел — икĕ сас паллипе палăртмалла: вăйă — вăййăм, вăййу, вăййи, вăйпа; хăйă — хăййăм, хăййу, хăййи, хăййа.

Слайд 7

14§ . Сăмах вĕçĕнчи ă е ĕ сасă умĕн пĕр хупă сасă пулсан япала ячĕсен сăпат тата камăнлăхпа пару падеж аффиксĕ умĕн икĕ сыпăкла чăваш сăмахĕсенче икĕ пĕр пек хупă сас палли çырмалла, ытти падеж формисенче — пĕрре çеç: тулă — туллăн, тулли, тулăра, тулăран; сĕлĕ — сĕллĕн, сĕлле, сĕлли, сĕлĕре, сĕлĕрен . Асăрхаттарнисем . 1. Çын сăмах формисене çырасси çак йĕркенех п ă хăнать: çын— çыннăн, çынна, çынни, çыннăм, çынну, çынра, çынран. 2. Хăш-пĕр пĕрлешӳсенче юлашки хупă сасă вăрăмланмасть: пыл тути, çавар тути (тутти мар) улăх ути; кун (хĕвел е уйăх) çути; анчах утта тух, çутта кăлар.

Слайд 8

15§ . Ум, çум япала ячĕсене пару падежĕнче пĕр м -па çырмалла: ума, çума ( умма, çумма мар). 16§ . Ă е ĕ сасăпа пĕтекен япала е паллă ячĕсенче çав сасă умĕн пĕр хупă сасă çеç тăрать пулсан -ăн(-ĕн) аффмкс хушăннă чух вăрăмланакан хупă сасса икĕ пĕр пек сас паллипе палăртмалла: ала — аллăн (пар), тырă — тыррăн (ил); шурă — шуррăн (курăнать), уçă — уççăн (кала ) ; ă(ĕ) умĕн юнашар икĕ хупă сасă тăрать пулсан пĕр сас палли çырмалла: лăпкă — лăпкăн, йӳçенкĕ — йӳçенкĕн . -Ăн(-ĕн) аффикс хупă сасăпа пĕтекен япала ячĕ çумне хушăнать пулсан çав аффикс умĕн пĕр хупă сас палли çеç çырмалла: алăкăн — тĕпелĕн, айăн — çийĕн .

Слайд 9

17§ . Хупă сасăпа пĕтекен паллă ячĕсем çумне -ăн(-ĕн) аффикс хушăннă чухне икĕ пĕр пек сас палли çырмалла: вăрăм — вăрăммăн, чалăш — чалăшшăн, хаяр — хаяррăн, çирĕп — çирĕппĕн . 18§ . Япала ятне ăнлантаракан хисеп ячĕсенче пĕр хупă сас палли, ытти пуплев пайне ăнлантараканнисенче икĕ сас палли çырмалла: икĕ çын — иккĕ хутла, çичĕ тетрадь — çиччĕ виç, алă кĕнеке — аллă тултар . 19§ . Темиçе иртнĕ вăхăт форминчи глаголсене 1-мĕшпе 2-мĕш сăпатсенче пурлă формăра икĕ т -па, çуклă формăра пĕр т -па çырмалла: каяттăм — каймастăм, каяттăн — каймастăн . 20§ . -Тар(-тер) аффикс уçă сасăпа е р хупă сасăпа пĕтекен икĕ е темиçе сыпăклă глагол çумне хушăннă чухне аффиксра икĕ т çырмалла ( сыхла — сыхлаттар, эрешле — эрешлеттер, шăвар — шăварттар, хӳтĕле — хӳтĕлеттер ), пĕр сыпăклă глагол çумне хушăннă чухне — пĕр т ( хыр — хыртар, пӳл — пӳлтер, çу — çутар, шӳ — шӳтер ).

Слайд 10

21§ . Хушу наклоненийĕнчи глаголăн 3-мĕш сăпатри нумайлă хисеп аффиксĕнче миçе ч çырасси сăмах мĕнле сасăпа пĕтнинчен килет: глагол янăравсăр хупă сасăпа пĕтет пулсан аффиксра пĕр ч çырмалла ( чуп — чупчăр,кас — касчăр, иш — ишчĕр ); янăравлă хупă сасăпа е уçă сасăпа пĕтет пулсан — икĕ ч ( ан — анччăр, савăн — савăнччăр, кала— калаччăр, тӳле— тӳлеччĕр ). 22§ . Пулас причасти аффиксĕнче -ăн(-ĕн) , -и , сăпат тата пару падеж аффиксĕсем умĕн икĕ с çырмалла: курас — курассăн, пĕлес — пĕлессе, вĕренес — вĕренесси, ĕçлес — ĕçлессĕм, ĕçлессӳ, ĕçлесси, ĕçлессĕмĕр, ĕçлессĕр . 23§ . Пулмалли причасти аффиксĕнче икĕ л çырмалла: юрла — юрламалла, кур — курмалла, ĕçле — ĕçлемелле, тӳле — тӳлемелле, пĕл — пĕлмелле . 24§ . Хальхи причастире -и аффикс умĕн икĕ н çырмалла: кăмăллакан — кăмăллаканни, килĕштерекен — килĕштерекенни .

Слайд 11

25§ . -Лăх(-лĕх), -лан(-лен) аффикссенче яланах пĕр л çырмалла: пултару — пултарулăх, хăю — хăюлăх, виçе — виçелĕх, çăмăл — çăмăллăх, несĕл — несĕллĕх, лайăх — лайăхлан, хĕр ÿ — хĕр ÿ лен, нуша — нушалан, тăвăл — тăвă л лан, кăмăл — кăм ă л л ă н, çекĕл — çекĕ л лен . 26§ . -Лă(-лĕ), -ла(-ле) аффикссем уçă сасăпа пĕтекен сăмах çумне хушăнсан аффиксра икĕ л çырмалла: ача — ачаллă, ачалла; пукане — пуканеллĕ, пуканелле; иккĕ — иккĕллĕ, иккĕлле . Хупă сасăпа пĕтекен сăмахсенче яланах пĕр л çырмалла: кăвар — кăварлă, кăварла, çиçĕм — çиçĕмлĕ, çиçĕмле, тус — туслă, тусла .

Слайд 12

27§ . -Чĕ(-ччĕ), -чен(-ччен) аффикссене янăравсăр хупă сасăпа пĕтекен сăмах çумне хушатпăр пулсан вĕсене пĕр ч -па, ытти чухне икĕ ч -па çырмалла: каç — каçчĕ, каçчен; тасатас — тасатасчĕ; ир — ирччĕ, ирччен; виççĕ — виççĕччĕ, виççĕччен; пиллĕк — пиллĕкчĕ, пиллĕкчен; хитре — хитреччĕ; тасатнă — тасатнăччĕ, тасататтăм — тасататтăмччĕ, тасататтăн — тасататтăнччĕ . 28§ . Ялан янăравлă ( в, й, л, м, н, р ) хупă сасăпа пĕтекен сăмах çумне хушăннă -ка(-ке) аффиксра икĕ к , ытти чухне пĕр к çырмалла: ырхан — ырханкка, мăран — мăранкка, вăрăм — вăрăмкка, йăпăл — йăпăлкка, чипер — чиперкке; çавра — çаврака, кăпăш — кăпăшка .

Слайд 13

Нумай точка вырăнне кирлĕ сас палли хушăр. Хĕвел хула хыçне анса пытанчĕ. Анчах Канаш нихçан та çывăрмасть. Кунта кунĕн-çĕрĕн ĕç шавĕ тăрать. Канаш çы…исем каçхи пурнăç симфонийĕн кĕ...ине тахçанах хăнăхнă ĕнтĕ. Пĕр вĕçĕмсĕр чупакан пуйă…сем хула çы…исене ним чухлĕ те кансĕрлеме…ĕ. Канашран па…ажир пуйăсĕ хашкаса иртет. Локомотив вăрă…ăн кăшкăрса ярать. Ту…и вакунсем çул тăрăх чупа…ĕ. Акă Мускав енчен килекен хитре экспресс пĕ...емĕш çул çинче чарăнать.

Слайд 14

Текста вулăр. Вăрăм хупă сасăллă сăмахсене хĕрлĕ тĕспе паллă тăвăр. Ÿкĕт Ырă çын пул. Саккуна пăхăнса тăр. Ватă çынсене, хăвăнтан аслисене хисепле. Тантăшусем умĕнче пуçна ан каçăрт, хăвăнтан кĕçĕннисене ан кÿрентер. Аçупа аннÿне, çынсене хисепле, вĕсен сăмахĕнчен ан тух. Сана усал тума çуратман, ырă тума çуратнă! Ăна эсĕ ан ман. Мĕн вăй çитнĕ таран çынсене ырă тума тăрăш. Пуринпе те тÿрĕ пурăн, пĕринпе те урлă-пирлĕ ан пул. Усал ĕç тума мар, усал сăмах та ан калаç. Ваттисем калаçнă чух вĕсен сăмахне ан пÿл, пĕр чĕнмесĕр итлесе тăр. Пĕлмен япала çинчен пĕлнĕ пек ан калаç, малтан тĕплĕ ыйтса пĕл. Япалана ан хапсăн, ку манăн пулинччĕ тесе ан шухăшла. Çыннăнне ан вăрла, хăвăн мĕн пуррипе тутă пул. Çынтан кивçен илсессĕн вăхăтра каялла пар. Каланă сăмаха тыт. Нихăçан та ан суеçтер. Наян ан пул. Ĕçчен те хастар пул. Çынна мĕн вăй çитнĕ таран пулăш. Çынпа хирĕç пулсассăн ырă, ăшă сăмах кала. Хăвăнтан ыйтакан çынна тÿррипе каласа пар. Пĕлмен çынна вĕрент, хуйхăллă çынна йăпат. Çакăнта каланă сăмахсем тăрăх пурăнсассăн ырă çын пулăн. Юлташусем, пĕлĕшÿсем пурте юратĕç. Тăшманусем нимĕн те тăваймĕç. Санăн пурнăçу вара телейлĕ пулĕ. (И.Яковлев.)

Слайд 15

Текстра каланă сăмахсемпе эсир килĕшетĕр-и? Хăвăр шухăшăра каласа парăр. Текстран хирĕçле пĕлтерĕшлĕ сăмахсене çырса илĕр.

Слайд 16

II . Çăмăллăн утать Миша кÿршĕ ял кĕперĕ патнелле. Таврари илемпе киленсе пырать, хĕвел патнех хăпарса тăрлатакан тăри сассипе савăнать. Пуçри йывăр шухăшсем те таçта сапаланнă. Миша утнă май хĕвелĕ те пĕр вырăнта тăрасшăн мар, çÿлтен çÿле кармашать, хĕрÿрен хĕрÿ хĕлхем сапалать. Вăхăт кăнтăр апачĕ тĕлнелле çывхарнă ĕнтĕ, шăпах шыв-шур алхасмалли вăхăт. Пĕчĕк çырмасем те хавхаланса, туллин пăтранса юхаççĕ. Тилçери шыв вара чăнкă çырансене тулнăçем тулса, вăйланнăçем вăйланса пырать. Пăр шатăртатса, кĕрĕслетсе çурăлнине те аякранах илтет Миша. Паян пăр каять. Çавăнпах ял халăхĕ çырма хĕррине васкать. Тилçе çырминче пăр кайнине курма ватти-вĕтти, утаканни-утайманни хăпса тухать. Капланса килекен пăр хăш-пĕр чух çÿл енчен пăсса ĕлкĕреймен кĕперсене, пĕвесене çĕмĕрсе килет, шыв хĕрринче сарăлса ларакан çÿçе-йăмра-хăва таврашĕсене тĕпĕ-тымарĕпех тăпăлтарса ывăтать, юхтарса каять. (Н.Симунов.) Хирĕçле пĕлтерĕшлĕ сăмахсене тупăр. * «Япала ячĕ+япала ячĕ», «паллă ячĕ+япала ячĕ» сăмах майлашăвĕсене çырса илĕр.

Слайд 17

Нумай точка вырăнне кирлĕ сас палли хушăр. Сăмахсенчи хупă сасăсем мĕнле сасăсем хушшинче вăрăмланнине кăтартса парăр. Раман ашшĕ колхоз утарне пăхса пурăнать. Утарĕ ялтан и…ĕ километрти вăрманта вырнаçнă. Унта çитме вăрма…е кĕрсен те тепĕр и…ĕ километр кайма…а. Анчах Раманăн хăрас шу…ăшĕ çук. Акă вăл вăрмана çитсе кĕчĕ. Вăрман хĕ...инче лапсăр…а чăрăшсем, кăтра юмансем, ярапа…ă хурăнсем йăваш çилпе ху…ен кашласа лара…ĕ. Тÿ…ĕнрех каяс тесе Раман çултан пăрăнчĕ те ансăр сукмакпа вĕтлĕхе пырса кĕчĕ. Вăл е…ĕл сукмакпа, çемçе кĕ...е тăрăх утнă пек, шă…ăн та пĕр сасăсăр пырать. Вă…ăм курăкпа çинçе йывăç тура…исем çеç ăна перĕ...ипе су…анса ху…ен чăштăртатса илеççĕ. (Ç.Элкер.) Пĕр йышши членлă предложенисене тупăр. Пĕр йышши членсене мĕншĕн запятойпа уйăрнипе уйăрманнине ăнлантарăр.

Слайд 18

Скобкăра кăтартнă хупă сасă вăрăммăн е кĕскен илтĕннине тĕрĕс çырса палăртăр. Кĕрку(н, нн)е пуçламăшĕ. Çанталăк лăпкă, уяр. Ахаль те илемлĕ çĕрте вырнаçнă Çырмапуçĕ çак кунсенче пу(ш, шш)ех хитре курăнать. Хăйăрлă аслă çул кĕпер хывнă ю(х, хх)ан шыв тĕлне илсе çитерет. Сарлака мар вăл, вăра(х, хх)ăн юхать. Шывĕ те унăн тап-таса. Хĕ(р, рр)исем çÿ(л, лл)ĕ курăкпа витĕ(н, нн)ĕ. Хутран-ситрен хĕвел çинче пулă вы(л, лл)яни курăнать. Сире çак шыв хăй патне ахаль савăнса ларма, шыва кĕме илĕртет. Кĕпер патĕнче хурăнсем ÿсе(ç, çç)ĕ. Вĕсем çине пăхма пу(р, рр)инчен ытла хĕвел а(н, нн)ă вăхăтра ырă. (К.Пайраш.) Чипер сăмахăн синонимĕсене текстра тупăр. Сăпат местоименийĕсене тупăр, сăпатне, хисепне калăр.