Внеурочная деятельность во 2 классе на чувашском языке
классный час (2 класс)
Занятие посвящено к Году выдающися земляков. Рассказывается о подвигах односельчан.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
Классный час | 23.42 КБ |
Презентация "Выдающиеся земляки" | 1.96 МБ |
Предварительный просмотр:
Районный фестиваль учителей начальных классов, 2022 год
Внеклассное занятие на чувашском языке
во 2 классе
«2022 год –
Год выдающихся земляков»
Работу выполнила
учительница начальных классов
Васильева Венера Альбертовна,
МБОУ «Старочелны-Сюрбеевская СОШ»
Комсомольского района
Чувашской Республики
2 – мĕш класра ирттерекен класс сехечĕн план- конспекчĕ
Теми: Аслă Çĕрпÿел тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ мухтавлă ентешсем.
Класс сехечĕн тӗллевӗпе задачисем:
Тĕллевĕ: Ачасен чăвашла пуплевне аталантарасси.
Задачисем:
- Вĕренекенсене тăван тăрăхри ĕçпе чапа тухнă тата чыса тивçĕлĕ çыннсемпе паллаштарасси;
- Ачасен тăван чĕлхине тĕрлĕ енлĕ аталантарса сăмах йышне ÿстересси;
- Кĕçĕн класс ачисен тавракурăмне ÿстересси, хамăр ентешсемпе мăнаçланма, вĕсенчен тĕслех илме вĕрентесси.
Мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, ачасен калаçăвĕ, ыйту-хурав, пĕтĕмлетÿсем туни.
Занятие йĕркелесе янӑ тапхӑр: ачасене çепĕç пуплев саманчĕпе тата паянхи кӑмӑл-туйӑмĕсене хакласа заняти теми патне илсе пыни.
Кирлĕ хатĕрсем: компьютер, мультимедиа проекторĕ, экран, слайдсем.
Заняти юхӑмӗ
I. Класа занятие йĕркелесси.
- Шăппăн вырнаçса ларатпăр, пĕр-пĕрин çине ăшă куçсемпе йăл кулса пăхса илетпĕр те савăк кăмăлпа калаçăва пуçлатпăр.
Паянхи кун эпир хамăр тăрăхри паллă çынсем çинчен калаçăпăр.
- Ачасем, мĕншĕн çак темăна суйларăмăр, кам тавçăрать? (3 – слайд)
2022 çул – пирĕн Чăваш Республикинче мухтавлă çынсене халалланă. Çак шÿхăша республика президенчĕ Олег Николаев панă. Унăн шухăшĕпе, çакă вăл иртнĕ çулхи хÿтĕлевçĕ паттăрĕсене аса илсе сума сунин тăсăмĕ пулать.
2. Тĕп пайĕ.
Районти кирек хăш яла илсен те аслă ÿсĕмри çынсен хушшинче фермăра, механизаторта, агроном пулса, ертÿçĕ вырăнĕнче чылай çул вăй хунă çынсем нумай. Вăрçă хыççăнхи вăхăтсенче çеç мар, 70 – 80 çулсенче те ялхуçалăхĕнче ĕçлеме питĕ йывăр пулнă. Пур ĕçе те алă вăйĕпе тумалла пулнă. Ирхине ирех тухса кайса кунĕпех пушанайманни те пулнă. Çак йывăрлăхсене вăл вăхăтсенче те пурте чăтайман. Фермăра, çĕр çинче пĕр улшăнмасăр 20,30,40 çул ĕçлесе тивĕслĕ канăва кайнисем чăннипех те чыс-хисепе тивĕçлĕ.
Эпир паян сирĕнпе хамăр тăрăхри хăшпĕр маттур та хастар ентешсем çинчен аса илĕпĕр. Вĕсен хушшинче вĕрентÿ системинче, искусствăра, наука сферинче чылай çул вăй хунă паллă çынсем çинчен чарăнса тăрăпăр.
- Ялхуçалăхра вăй хунă ентешсем:
- Ефимова Анна Максимовна – тава тивĕçлĕ доярка.
Анна Максимовна нумай çул Кĕçĕн Çĕрпÿел ферминче доярка пулса тăрăшнă, орден – медальсене тивĕçнĕ. (4-мĕш слайд)
- Арсентьев Василий Афанасьевич – тава тивĕçлĕ агроном, ертÿçĕ. Вăл ертсе пынипе «Красный Октябрь» колхоз яланах малти вырăнсенче пулнă, вăйлă аталаннă. Эпир вĕренекен шкул çуртне те Василий Афанасьевич ĕçленĕ çулсенче тунă. (5-мĕш слайд)
- Козлов Николай Алексеевич – агроном, Кĕçĕн Çĕрпÿел ялĕнче пурăннă. Николай Алексеевич ертсе пынипе тĕш-тырă туса илес енĕпе пысăк çитĕнÿсем тунă. (6-мĕш слайд)
- Акчурин Леонтий Николаевич – тава тивĕçлĕ механизатор. Вăл Мускав хулинче иртекен съезда та хутшăннă. Вăл вăхăтра çĕр-шывшăн татса палли ыйтусене съездсенче пăхса тухнă. Леонтий Николаевич Хирти Шăхасан ялĕнче кун çути курнă. (7-мĕш слайд)
- Вĕрентÿ тата наука, культура сферисенче чапа тухнă ентешсем:
- Григорьев Федор Яковлевич – учитель; физика тата математика предмечĕсене вĕрентнĕ. Федор Яковлевич чылай çул завуч, шкул директорĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. Вăл «Отличник народного просвещения» паллăна илме тивĕçлĕ пулнă. Кĕçĕн Çĕрпÿел ялĕнче пурăнать. (8-мĕш слайд)
- Григорьев Владимир Яковлевич – учитель, тĕпчевçĕ, наука ĕçченĕ. Вăл Комсомольски районĕ, хамăр ял тăрăхĕн историйĕ çинчен нумай тĕпченĕ. Ентешсен ушкăнĕпе «Люди нашего района», «На истоке Малой Булы» ятлă кĕнекесем кăларнă. Ку вăл çав тери пысăк ĕç. (9-мĕш слайд)
- Павлов Пётр Павлович – учитель, шкул директорĕ. Вăл Аслă Çĕрпÿел ялĕнче пурăннă. Пётр Павлович шкул ертÿçĕ пулса вăй хунă вăхата аслă ăрури çынсем ун çинчен ырăпа çеç аса илеççĕ. (10-мĕш слайд)
- Захаров Пётр Павлович – агроном, наука ĕçченĕ, доцент. Пётр Павлович Шупашкарти ялхуçалăх академинче ĕçленĕ. Вăл Хирти Шăхасан ялĕнче кун çути курнă. (11-мĕш слайд)
- Козлова Зинаида Алексеевна – искусство çынни, тĕпчевçĕ. Чăваш юррисене юратакан çынсем ăна пурте пĕлеççĕ. Зинаида Алексеевна пуçарса янипе «Уяв» юрăпа ташă ансамблĕ йĕркеленнĕ, паянхи кун та куракансене савăнтарать. (12-мĕш слайд)
- Василий Петрович Разумов – инженер, подводник. Вăл Аслă Çĕрпÿел ялĕнче кун çути курнă. Пирĕн шкул стени çинче унăн асăну хăми çакăнса тăрать. (13-мĕш слайд)
3.Пĕтĕмлетÿ.
- Ачасем, эсир çак çынсем çинчен мĕн калама пултаратăр? (Вĕсем пурте маттур çынсем, çĕр-шыва малалла аталантарас тесе вăй хунă, ырми-канми тăрăшса ĕçленĕ.)
- Кам паян çĕнĕ ятпа паллашрĕ?
- Кам паян мĕн çĕнни пĕлчĕ?
- Эпир паянхи калаçу тăрăх мĕнле пĕтĕмлетÿ тума пултаратпăр? (Пирĕн ватă çынсене сума сумалла. Вĕсем пире валли паянхи лайăх пурнăç пултăр тесе нумай вăй хунă. Пирĕн вĕсене нихăçан та манмалла мар. Эпир вĕсемпе мухтанатпăр, вĕсенчен тĕслĕх илме тăрăшатпăр.)
- Манăн сире тата çакна калас шухăш пур. Паян паллашнă мухтава тивĕçлĕ ентешсем çинчен килте аçар-аннĕрсенчен, ватă çынсенчен ыйтса пĕлме тăрăшăр. Вĕсем тата та нумай интереслĕ, паттăрла ĕçсем синчен каласа пама пултараççĕ. Тавах, интереслĕ калаçушăн.
Предварительный просмотр:
Подписи к слайдам:
Тĕллевĕ: ачасен чăвашла пуплевне аталантарасси Задачисем: Вĕренекенсене тăван тăрăхри ĕçпе чапа тухнă тата чыса тивĕçлĕ çынсемпе паллаштарасси; Ачасен тăван чĕлхине тĕрлĕ енлĕ аталантарса сăмах йышне ÿстересси; Кĕçĕн класс ачисен тавракурăмне ÿстересси, хамăрăн ентешсемпе мăнаçланма, вĕсенчен тĕслĕх илме вĕрентесси
Аслă Çĕрпÿел тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ мухтавлă ентешсем 2022 –мĕш çул камсене халалланă ?
Паллă ентеш: Ефимова Анна Максимовна Тава тивĕçлĕ доярка
«Красный октябрь» колхоза нумай çул ертсе пынă. Арсентьев Василий Афанасьевич – тава тивĕçлĕ агроном, депутат Паллă ентеш:
Козлов Николай Алексеевич Паллă ентеш:
Паллă ентеш: Хирти Шăхасан çынни- тава тивĕçлĕ механизатор Леонтий Николаевич Акчурин – кам вăл?
Паллă ентеш: Учитель, шкул директорĕ Григорьев Федор Яковлевич
Паллă ентеш: «На истоке Малой Булы» кĕнеке авторĕ
Паллă ентеш: Нумай çул Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕн директорĕнче тăрăшнă: Павлов Пётр Павлович
Паллă ентеш: Агроном, доцент, ялхуçалăх наукисен кандидачĕ
Аслă Çĕрпÿел ялĕнче Зинаида Алексеевна Козловăн тăванĕсем хăш ялта? Паллă ентеш:
Паллă ентеш: Василий Разумов- подводник, инженер Шкул зданине кĕнĕ чухне камăн асăну хăмине куратпăр?
Тавтапуç!
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Рабочая программа внеурочная деятельность 2 класс русский язык
Рабочая программа внеурочной деятельности"Занимательный русский язык"2 класс...
Календарно-тематическое планирование внеурочная деятельность 2 класс русский язык
"Занимательная грамматика" календарно-тематическое планирование. Внеурочная деятельность 2 класс...
Конспект выступления по внеурочной деятельности в общеобразовательной школе по внеурочной деятельности 1 класс
Выступление по внеурочной деятельности в общеобразовательной школе по внеурочной деятельности 1 класс с презентацией...
Рабочая программа по внеурочной деятельности 3 класс английский язык
Рабочая программа по внеурочной деятельности 3 класс английский язык...
Рабочая программа по внеурочной деятельности 4 класс английский язык
Рабочая программа по внеурочной деятельности 4 класс английский язык...
Рабочая программа по внеурочной деятельности 3 класс «Занимательный русский язык»
Рабочая программа по внеурочной деятельности 3 класс "Занимательный русский язык"...
программа внеурочной деятельности 3 класс "Веселый немецкий язык"
программа расчитана на учащихся, не владеющих немецким языком....