Сценка "В новый год - с новыми друзьями"
методическая разработка (1, 2, 3, 4 класс)

В преддверии новогодних приаздников сценарий поможет педагогам начальной школы подготовить с детьми веселую сценку на чувашском языке. 

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл novyy_god.docx25.33 КБ

Предварительный просмотр:

«В новый год – с новыми друзьями»

«Çĕнĕ Çула - туссемпе пĕрле»

Автор разработки:

учитель начальных классов

 МБОУ «Москакасинская СОШ»

 Моргаушского района Чувашской Республики

Миронова Наталия Александровна

(Пуçламăш классемпе ирттермелли уявăн сценарийӗ)

Хĕрлĕ Калпак. Ырă кун, ачасем! Тинех Хĕл мучи шăнкăравларĕ,  пурне те Çĕнĕ Çул уявне чĕнчĕ.

Кĕлпике. Ырă кун, Хĕрлĕ Калпак! Пирĕн уява хатĕрленмелле, икĕ пĕчĕк сар автан вара каллех вăрçаççĕ, çапăсаççĕ. Чарса пĕтермелле мар. Акă, курăр!

Марук. Икĕ пĕчĕк сар автан тытăннă вăрçма паян.

              Эх, сăхаççĕ, эх касаççĕ пĕр-пĕрне куçран, пуçран.

              Патак илтĕм те пĕрне хАваларăм кил енне:

             «Мĕн пустуй çапăçмалла? Тус юлташлă пулмалла!»

(Сăвă вăхăтĕнче автансем пĕчĕк патаксемпе е хĕçсемпеле «çапăçаççĕ».)

Юрă «Икĕ пĕчĕк сар автан» (Юрă вăхăтĕнче автансем ташă композицине кăтартаççĕ.)

Хĕрлĕ Калпак (автансене). Эй, тусăмсем, сире вали Хĕл Мучи темле çыру парса янăччĕ. Те парас? Кашни кун вăрçатăр!

Автансем. Урăх вăрçмастпăр. Пар ĕнтĕ! (Вулаççĕ.) 

«Манăн пĕчĕк тусăмсем!

           Сирĕн çул – автан çулĕ çывхарса килет. Уява хăвăрăн пĕтĕм тусăрсене чĕнсе килме пултаратăр.Юрлăпăр, ташлăпăр, савăнăпăр.

Кĕçех çитĕп. Хĕл Мучи.»

Кĕлпике. Хĕл Мучи çитнĕ вăхăта тусăрсене чĕнсе ĕлкĕрес пулать.

1-мĕш автан. Пирĕн çулла вылянă туссем вăрманта пурăнаççĕ. Хĕлле вĕсен пурнăçĕ самаях улшăнать.

2-мĕш автан. Тен хăшĕ-пĕри çывăрма та выртрĕ пуль. Пĕлместпĕр.

Марук. Ачасем сире пулăшĕç. Асăннă чĕр-чунсем, кайăксем çинчен тĕрĕс каланă пулсан алă çупăпăр, тĕрĕс мар пулсан – урасемпе тапса систерĕр.

  1. Хĕлле мулкач шурă тум тăхăннă.
  2. Упа вара вăрман тăрăх уткаласа çÿрет.
  3. Тилĕ çывăрма выртнă.
  4. Чĕрĕп те çывăрать.
  5. Ула такка вара хĕлле те чирлĕ йывăçсене сиплет.
  6. Чĕкеçсемпе шăнкăрчсем пилеш çинче çырла çиеççĕ.
  7. Кăсăясемпе салакайăксем сырăш патне пуçтарăнма юратаççĕ.

1-мĕш автан. Ăнлантăм, упапа чĕрĕпе вăратмалла.  Тилĕпе мулкача тÿрех тĕл пулăпăр – вĕсем хĕлĕпех хăваламалла выляççĕ.

2-мĕш автан. Кайăк –туссем сырăша апат сапса парсан хăйсемех вĕçсе килĕç.

Хĕрлĕ Калпак. Сирĕнпе вăрмана эпир те пырăпăр. Хĕл Мучин асамлă арчинче асамлă юр пĕрчи пур. Вăл пире çул кăтартса пырĕ.

Автансем. Мĕнле асамлă юр пĕрчи тата вăл?

Кĕлпике. Ун çинчен юрăран пĕлме пулать.

«Юр пĕрчи» юрă

Хĕр ача. Курăр, юр çума та пуçларĕ.

«Юр пĕрчисен ташши»

Упа. Мĕн шавлатăр? Çывăрма памастăр!

Чĕрĕп. Паян вăрманта иртенпех шăв-шав. Çĕнĕ Çул уявĕ çитмерĕ пуль те?

1-мĕш автан. Салам, тусăмсем. Уяв çав, уяв. Çĕнĕ Çул уявĕ çывхарса килет. Эсир вара çывăрса выртатăр.

2-мĕш автан. Пирĕн çул çитсе пырать – автан çулĕ. Çавăнпа пурне те уява чĕнсе çÿретпĕр.

Упапа чĕрĕп. Эпир хаваспах пырăпăр.

Упа. Ман пĕр катка пыл илес. Хăнана пуш алăпа çÿремеççĕ. («Пыл катки» йăтать.)

Чĕрĕп. Эпĕ вара пĕр кутамкка пан улми илĕп. (Çурăм хыçне кутамкка çакать.)

1-мĕш автан. Çывăхра мулкача курмарăр-и?

Хĕрлĕ Калпак. Ав çав чăрăш хыçĕнче кĕске хÿре ларать маар-и?

Кĕлпике. Тен тилĕрен пытаннă?

Автансем (чăрăш патне ик енчен пыраççĕ). Мулкач тус, салам! Тух-ха чăрăш хыçĕнчен. Тен эс такамран пытаннă?

Мулкач (салху). Салам… Тилĕрен пытантăм çав.

1-автан. Ан хăра, сана паянхи кун никам та тивмĕ. Паян Хĕл  Мучи пурне те уява пуçтарма хушрĕ. Сана та чĕнетпĕр.

2-мĕш автан. (унталла- кунталла пăхкалать.) Тилли ăçта тата?

Тилĕ. Эпĕ кунтах-ха. Мулкача тытса çисе ярас терĕм те. (Хырăмне шăлкалать.)

Хĕрлĕ Калпак. Паян Çĕнĕ Çул уявĕ пулнине манса кайнă эс, Тилĕ тус!

Кĕлпике. Мулкачпа туслаш, ăна ан хăрат. Сана валли Хĕл Мучипе Юр Пике тутлă канфет хатĕрленĕ.

Тилĕ. Канфе-ет… Апла пулсан лайăх. Юрĕ эппин, килĕшмелле, мулкача тытмăп.

1-мĕш автан. Эй, уйăпсемпе кăсаясем, çерçисем! Акă сире валли çăкăр тĕпренчĕкĕсем. Хамăр юратнă кĕрпене те сире вали илсе килтĕмĕр.

2-автан. (Сырăша çăкăр тĕпретсе хурать.)Акă вĕçсе те килчĕç. Вĕсене те пĕрле уява илсе каяр.

Марук. Сырăша хамăр чăрăш çине çакар.

Автансем. Тинех пурте те пуçтарантăмăр. Атьăр уява!

Юрă «Шăнкăравсем» (Пурте пĕрле юрлаççĕ.)

 


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Современное образование : новые требования и новые возможности

Жизненный ритм меняется и ускоряется постоянно, что диктует нам новые требования  и даёт новые возможности в образовании....

Тема: «Век ХХ. Новые встречи со старыми друзьями». По творчеству А. П. Гайдар «Тимур и его команда»

1.На этапе актуализации знаний была проведена проверка повторения прошлого материала урока, тем самым  мотивировала  детей на деятельность.Результат проверки  показал, что у...

Новые образовательные стандарты - новый формат урока

Статья о возможностях, которые открываются благодаря использованию  ИТ в учебном процессе....

«С Новым годом!» сценарий нового года

Дети входят в зал, поют песню, все рассаживаются по местам.    Слайд №3            Под музыку выходят ведущие.Ведущий. Снова ...

Новый год в кругу друзей

Сценарий новогоднего праздника для учеников 1-4 классов...

Сценарий к новому году. Здравствуй Новый 2017год.

Сценарий к новому году. Здравствуй Новый 2017год....