Праздник Пасхи.
план-конспект

Семенова Елена Васильевна

Мероприятие для детей чувашской школы.

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon man_kun.doc47.5 КБ

Предварительный просмотр:

                                     Мăн кун  - аслă кун.

Тĕллевсем : 1) Мăн кун уявĕн йăлине кăтартса парасси;

                    2) ачасен тавра курăмне анлăлатасси;

                    3) ачасен пултарулăхне аталантарасси;

                                   

                                             Мерприяти юхăмĕ:

1-мĕш ача:    Мăн кун- Аслă кун,

                      Çут çанталăк чĕрĕлнĕ кун.

                      Клентĕр,  премĕк,  çăмарта-

                      Тутлă çимĕç çăварта.

Вĕрентекен: Хаклă ачасем! Паян пирĕн Мăн куна халалланă уяв.  Çак уяв кашни çулах    пирĕн пата çуркунне килет.Уява кĕтсе пурте пÿрт- çурта тирпейлеççĕ, таса тум тăхăнаççĕ, тутлă апат –çимĕç пĕçереççĕ, сухан хуппипе Христос ячĕпе çăмарта хĕретеççĕ, килен- каяна хăналаççĕ. Аслă праçникре пĕçермелли йăлана кĕнĕ апат- çимĕç хушшинче куличпа

Çăмарта сумлă вырăн йышăнаççĕ.

2- мĕш ача:    Çурхи чи паллă уявсенчен пĕри-Мăн кун – Аслă кун. Вăл пĕр эрне хушши тăсăлать.Çак кун мĕн ĕлĕкренех тутлă апат- çимĕç пĕçернĕ,  сăра сĕрнĕ, çăмарта хĕретнĕ.  Аслисем хăйсен тăванĕсемпе, ратнисемпе килрен киле çÿренĕ, рет тунă. Пурин патĕнче те хăналаннă, юрласа –ташласа савăннă.  Мăн  кунăн пĕрремĕш кунне,ирхине, ачасемпе ваттисем  хĕвеле курма тухнă та çапла каланă:

                     

                           Хĕвел эсĕ, сар хĕвелĕм,

                           Пăхсам эс чÿречерен.

                        Хĕвел эсĕ, сар хĕвелĕм,

                        Шуса  тух та чиперлен!

Вĕрентекен: Ачасем, халĕ сире тупмалли юмахсем парам-ха.(Мультимедиапроектор урлă экран çине тупмалли юмахсем тухаççĕ).

          1.Çиелте пăр, аялта пăр, варринче вара –пыл. ( Çăмарта)

          2.Çĕнĕ пÿртре такам пур, тухнă чух пÿрчĕ ишĕлсе анать.(Çăмартаран чĕп тухни) .

          3.Шурă чиркÿ, ниçтан кĕме алăк çук.(Çăмарта)

         Ачасем, эсир асăрхарăр пулĕ ĕнтĕ, тупсăмсем пурин те пĕр япала- çăмарта.Çапла вара, Мăн кунăн тутлă апачĕ вăл илемлĕ те тутлă çăмарта. Çынсем çак кун пĕр-пĕрне «Христос чĕрĕлнĕ!»,  «Чăн чĕрĕлнĕ!» тесе саламлаççĕ,виçĕ хут чуп тăваççĕ те Мăн кун çăмарти параççĕ. Хĕрлĕ  çăмарта – чĕрĕлĕх символĕ. Хĕрлĕ тĕс-савăнăç палли, этемлĕх чĕрĕлнине пĕлтерет.

3-мĕш ача:     Эпĕ шурă çăмарта

                       Питĕ юрататăп.

                      Чăх çăмарта тăвасса

                      Сыхласа тăратăп.

4-мĕщ ача:  Илтĕм икĕ çăмарта,

                    Ятăм сахăр та хăйма.

                    Пулчĕ питĕ тутлă торт,

                    Атте калать: «Высший сорт!»

5-мĕш ача:   Суханпа çăмартаран

                     Юрататăп эп салат

                     Çук тутли çак апатран,

                     Ăна тума пит ансат.

6-мĕш ача:   Анне сухан шуратать,

                     Хуппине вăл пуçтарать.

                     Мăн кун валли çĕмарта

                     Унпала вăл саратать.

7-мĕш ача:   Ваттисен йăлипеле

                     Хĕрлĕ çăмарта тытса,

                     Çăт! та çат! Ăна çапса

                     Пĕрин паттăр пулмалла.

 

8- мĕш ача: Мăн кунта çăмартаран тĕрлĕ апат пĕçерме пулать.Кашни  хăй мĕн пĕçернине каласа пачĕ.

       Мăн кунта çакăн пек йăла та пулнă: ачасем çăмартана хире-хирĕç çаптарнă.Хăшĕн çĕмĕрĕлмест, çав нумайрах пурăнать иккен.Ан шикленĕр ,ачасем: тен сирĕнтен пĕри 105 çул пурăнĕ, тепри вара 106.

           

                        Алăка шаккаса автан кĕрет.

Автан: Сывă-и, тусăмсем! Çурхи салама йышăнса илсемĕр манран. Ман чăхсем çав тери нумай çăмарта тунă. «Мăн кун çитет, кайса пар-ха ачасене»-терĕç вĕсем.Çавăнпа килтĕм паян сирĕн пата! (Карçинккине лартать).Манăн сирĕн тавçăрулăха тĕрĕслесе пăхас кăмăл пур. Калăр-ха мана:

          - Камăн чăххи сар çăмарта тунă тет? Тĕрĕс, Сармантейĕн.

          -Юмахри Кащейăн вилĕмĕ ăçта пытаннă тет? Çапла, асамлă çăмартара.

          -Вырăс халăх юмахĕнчи ылтăн çăмарта туса панă чăх ячĕ мĕнлеччĕ-ха? Тĕрĕс.Ряба пулнă вăл.(Автан ачасене илемлĕ çăмарта парса тухать).

Вĕрентекен: Ачасем, автан мĕнле илемлĕ тум тăхăннă.Ĕлĕк ачасене тата мĕнле çи- пуç тăхăнтартнă –ши?

 

    9-мĕш ача:     Мăн кун ячĕпе тесе

                             Парнелерĕ асанне.

                             Ик кĕсьеллĕ пит хитре

                             Мăкăнь çеçкиллĕ кĕпе.

10- мĕш ача:      Марук çĕнĕ саппунпа,

                            Сарпи хитре кĕпепе,

                            Элпи пурçăн тутăрпа

                            Вăйă выляç улăхра.

11-мĕш ача:      Чăваш ачи чăвашах,

                          Тымар янă авалах.

                          Асаттесен йăлине

                          Асра тытăр яланах.

12-мĕш ача: Эй, ачасем, айтăр çăмарта пуçтарма, хĕрлĕ çăмарта çиме!( Зал йĕри – тавра çаврăнса тухса каяççĕ те асанне пÿрчĕ умне çитсе чарăнса  шакаççĕ)

              Эй, хуçа! Килтех –и? Пур-и?

Асанне:    Килтех, килтех!

                   Килĕр, килĕр,ачасем,

                   Манăн кĕтнĕ хăнасем!

13-мĕш ача: Ну ,хуçасем, мĕн паратăр?

                     Витре çурă сăра,

                     Чăкăт çурă чăкăт,

                     Çăмарта çурă çăмарта.

                   Ăна памасан-

                    Выртатпăр та çывратпăр!

 (Ача урайне выртать, кил хуçи (асанне) пÿртрен чашăкпа çăмарта илсе тухать)

Асанне:    Килĕр, килĕр, ачасем!

                Мăн кун уявне хатĕрленсе

                Пысăк чанпа сăра турăм,

                Пыл куркипе пыллантартăм,

                Çăмартасем те хĕретсе хатĕрлерĕм.

(Ачасем асанне çумне сак çине лараççĕ)

1 – мĕш ача : Эпир туслă ачасем,

                         Асанне мăнукĕсем.

                        Пурте пĕрле пурăнатпăр,

                        Пурте пĕрле савăнатпăр.

3-мĕш ача:   Эпир туслă ачасем,

                      Асанне мăнукĕсем.

                      Асаннене юрататпăр,

                      Пулăшма та тăрăшатпăр.

2-мĕш ача:   Ачасем, айтăр- ха асннене юрă юрласа парар. Асанне, санăн хурсем пур-и?

                   (Ачасем «Асаннен хурĕсем» юрлаççĕ.) Тепĕр юрă юрлар –ха.( «Пукане» юрăна юрлаççĕ).

Асанне: Ах, маттур, ачасем.Эсир мана хăвăр пултарулăхпа питĕ савăнтартăр.Çынсем тăванĕсем, пĕлĕшĕсем патне хăнана çÿреççĕ, савăнаççĕ, парнесем параççĕ.Эпĕ те сире хамăн кучченеçпе савăнтарам.(Асанне ачасене Мăн кун çăмартипе хăналать.)Тавтапуç сире, ачасем, ман патăма килнĕшĕн, мана савăнтарнăшăн.

4-мĕш ача:    Ырă сунса кĕтнĕшĕн,

                      Сĕтел тавра лартнăшăн,

                       Мăн кун парни панăшăн

                       Тавах сана ,асанне.

Вĕрентекен: Ĕлĕкренех Мăн кун эрнинче хăйне  евĕр йăла- йĕркене çирĕп пăхăннă.Çак уява çĕнĕ  тумпа кĕтсе илсен ытлă- çитлĕ пурнăç кĕтет тенĕ.Çĕнĕ япала тăхăнсан мĕн ĕмĕтленни пурнăçланать тенĕ.

                        Çакăнпа уяв вĕçленчĕ. Пурне те тавтапуç.

                 

                       

             


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Внеклассное занятие «Праздник Пасха».

Религиозные праздники всегда занимали важное место в жизни народа. Приведённая разработка занятия создана на базе общеизвестного праздника народного календаря - Пасха. Структура разработки содержит ...

Праздник пасхи

На праздник Святой Пасхи  сказочные герои....

Внеклассное мероприятие для младших школьников; "СВЕТЛЫЙ ПРАЗДНИК ПАСХИ"

Аннотация. Внеклассное мероприятие поможет создать  праздник  ПАСХИ. И вы сможете встретить и провести его, соблюдая традиции, с которыми есть возможность познакомиться на этом  заняти...

Фольклорный праздник "Пасха"

Фольклорный праздник...

"Светлый праздник Пасха"

Внеклассное мероприятие.«Светлый праздник Пасха»Цели: познакомить детей с пасхальными традициями, обычаями, пробудить интерес к старинным русским обрядам; формирование интереса и воспитание уважения к...

Сценарий праздника «Пасха, Светлая пасха» в 4 классе

Знакомство детей с событиями Страстной седмицы...

Православный праздник "Пасха - праздник праздников!"

Праздник православного праздника - Пасха....