Внеклассное мероприятие по родному (чувашскому) языку "Давайте вместе поиграем"
методическая разработка (1, 2, 3, 4 класс) на тему

Яковлева Валентина Георгиевна

В ходе мероприятия учащиеся познакомились с разными видами устного народного творчества чувашского народа как пословицами, играми,  загадками. 

Скачать:


Предварительный просмотр:

Чăваш Пăрнай вăтам шкулĕ

Элкелти муниципалитетлă районĕ

Тутар Республики

                                                                                                                 

    Класс тулашĕнче ирттернĕ    

     экранизациленĕ мероприяти

   «Айтăр  пĕрле выляр - и?»

                                                                                   

                 

                                                                    Яковлева В.Г. кĕҫĕн классенче чăваш  

                                                                               чĕлхипе    литературине вĕрентекен

 Пĕлӳ тĕллевĕ:

  •  ачасен пурнăҫĕнче вăййа тĕленмелле пысăк пĕлтерĕшлĕ  пулнине кăтартасси;
  •  расна ӳсемри ачасен юратса вылянаă вăййисемпе паллаштарасси;

  Воспитани тĕллевĕ:

  • ачасен тавра курăмне, ҫынлăхне, ерет-несĕпне хăпартас тĕллевпе чăваш халăх сăмахлăхĕн тĕслехсемпе пурнăҫра усă курма вĕрентесси;

  Эстетика тĕллевĕ:

  • вăйăсенче чăваш культури, чĕлхи, ачасен пурнаҫĕ туллин ӳкереннине кăтартасси, илемлĕ туйăмсене ачасенче вăратса ҫиреплетесси, вăйăсене выляс килнине аталантарасси;

  Зала йеркелесси: «Ҫĕр пин юрă, ҫĕр пин сăвă, ҫĕр пин  тĕрĕ ҫĕршывĕ» плакат, ачасем тĕрленĕ чăваш тĕррисем ҫакăнса тăраҫҫĕ, тĕрленĕ ĕлекхи чăваш саппунĕсем, кĕписем…  

                 

Мероприяти йĕрки:

       /Ачасем зала алла-аллăн тытăнса «Ҫĕмĕрт ҫĕски ҫурăлсан» чăваш халăх  

       юррине юрласа кĕреҫҫĕ. Икĕ картана тăрса юрлаҫҫĕ. Вĕсем хăнасене  

       сывлăх сунаҫҫĕ, пуҫ таяҫҫĕ./

Ертсе пыракан: - Ырă кун пултăр, сывă - и, хаклă ял-йыш: ачасем, хăнасем! Паян эпир сирĕнпе чăваш халăхĕн пултарулăхне тепĕр хут аса илсе мĕн вĕреннине, пĕлнине ҫирĕплетсе хăварар - ха.

Иреклĕ ҫĕр-шыв ытăмĕнче,

Ҫутă хумлă Атăл хĕрринче

                                                                         Ĕҫлĕ халăх,

                                                                        Чăваш халăх пурăнать.

-тесе ҫырнă П. Афанасьев. Чăваш халăхĕ хăйĕн уявĕсемпе паллă. Мĕнле илемлĕ чăваш ҫи-пуҫĕ, тĕрри. Чăваш халăхĕ мĕн авалтан ĕҫчен халăх пулнă. Вăл  уй-хирте те ĕҫленĕ, ал ĕҫне те тунă, юрра-ташша та пултарнă.

   Чăваш хĕрĕсемпе каччисем кунĕпе ĕҫлесе ывăннă хыҫҫăн каҫсерен вăййа тухнă. Вăйăра час-часах ывăнни ҫинчен мансах кайнă.

   -Ачасем, эпир те  асаттесемпе асаннесем ҫамрăк чух вăййă тухнă пек вăййă ирттерер, ташлар, выльар, савăнар. Хамăран ваййа йеркине уҫса пырса тĕлентерер-ха!

1-мĕш чĕрĕк « Пулмасла халап»

Ертсе пыракан: Ҫуркунне… Хĕвел пăхать… Хĕрачасем ҫерĕм ҫинче шакчульпе выляҫҫĕ.

(Пĕр ача сцена хĕрринче теттесем туса ларать,

пĕчĕкрех ача кĕрет, пысăкраххипеле калаҫма пуҫлать)

-Пичче, эс мĕн тăван?                               -Курмастăн- и, теттесем.

-Теттесемпе мĕн тăван?                            -Пасара кайса сутатăп.

-Сутса мĕн тăван?                                      -Укҫа тăватăп.

-Укҫапа мĕн тăван?                                    -Укҫа чул касать, теҫҫĕ ваттисем.

-Мĕнле касать вара вăл чулне?                -Мĕнле, мĕнле?! Ӳссен пĕлĕн ак.

-Тата мĕн сутаҫҫĕ пасарта?                       -Тем те сутаҫҫĕ пасарта.

-Атя, пичче, пасара.                                  -Ҫăпату ҫук.

-Пичче, ҫăпата туса пар.                           -Пушăт сук.

-Пушăт аҫта?                                              -Вăрманта.

-Вăрман аҫта?                                             -Йăлăмра.

-Атя, пичче, вăрмана.                               -Лаша ҫук.

-Лаша аҫта?                                               -Пасарта.

-Атя, пичче, пасара?                                 -Ҫăпату ҫук…

       -Эй, санпа калаҫса ҫăвар тутине ярас мар.  (Аслăраххи алă сулать те пăрахса каять)

2 –мĕш чĕрĕк «Кулăшлă вăйăсем»

Ертсе пыракан:- Чăваш халăхĕ сĕре сăнавлаă халăх пулнă, ĕлĕкренех ҫут-ҫанталăка сăнаса унăн йĕркине хăйне кирлĕ май ҫавăрса ĕҫлеме тăрăшнаă, юлхав та наян ҫынсенчен кулма, вĕсене вĕрентме тăраăшнă.

                                   /Ачасем пĕчĕкҫĕ сценкăсем выляҫҫĕ/

Пĕр ача:                    -Ачасем, пăхăр-ха, эп мĕн тупрăм?

-Уяр, уяр, уяр пулсан – ҫӳлелле кай,

Ҫумар пулсан – аяллалла кай.

Ачасем:                                                       Ҫӳлелле кайрĕ! Ҫӳлелле! Уяр пулать!

Тепĕр ача:                                                          -Ав,ав, тăри вĕҫет.

 Ачасем:                                                         -Ăҫта? Ăҫта?

-Ав, хĕвелпе ҫумăн.

Тăр-тăри, тăр-тăри,

Тăри килне куртăр-и?

Пăри пăтти ҫакрăр-и?

Мана ҫиме чĕнтĕр-и?

/Ҫĕр ҫине выртса йăваланать./

-Мĕн тăватăн эсĕ?

-Тăри курсан, ҫĕр ҫинче выртса йăваланмалла, теҫҫĕ, ваттисем. Вара ҫын чирлемест, тет.

-Апла эпир те выртса йăваланар.

/Виҫҫĕше те выртса йăваланаҫҫĕ/

/ Пĕчĕкҫĕ ачасем лашалла выляса чупса кĕреҫҫĕ. Пĕр ачи пĕчĕкреххине чарса ыйтать:/

-Пасара кайса-и?                                 -Кайса.

-Купăс илсе-и?                                    -Илсе.

-Калама юрать –и?                             -Юрать!

           / Пысакки пĕчĕккине кăтăклать. Пĕчĕкреххи кула-кула тухса каять.

                            Иккĕн сцена ҫине тухса тăраҫҫĕ. Пĕри теприне:/

-Итле-ха. Эсĕ ман хыҫҫăн «эп те» тесе пыраятăн-и?                 -Пыраятăп.

 -Эп пасара кайрăм.                                       -Эп те.

-Эп кулачă илтĕм.                                           -Эп те.

-Эп кулач ачасене ҫитертĕм.                         -Эп те.

Эп хура пыльчăк  ҫирĕм.                               -Эп те.

                                      3-мĕш чĕрĕк «Юмахсем»

Ертсе пыракан: - Чăваш халăхĕн ытти халăхсем пекех сĕре нумай юмах. Паян эпир, ачасем, ҫав юмах ҫĕршывне кайса килĕпĕр. Итлеме хатĕр-и?

(Сцена ҫине пĕр ушкăн ача тухса ларать, вĕсемпе ватă асанне)

Ватă асанне:                           - Уҫланкăра, сĕм вăрманта,

                                                Юмах калать ват тунката.

                                                Ăна итлет пин-пин кăмпа

                                                Питех хаваслă кăмăлпа.

-Итлеме хатĕр пулсан, итлĕр ман юмаха…

«Автанпа тилĕ»

       Фермă картишĕнче темĕн чухлĕ чăх-чĕп уткаласа ҫӳрет. Ту леш енче, ҫӳллĕ карта хыҫĕнче, хĕрлĕ тилĕ йăпшăнать. Шĕвĕр сăмсине унта-кунта тĕрткелесе пăхать, анчах ниҫтан та кĕмелли ҫук.  

 Акă хӳме ҫине автан вĕҫсе ларчĕ, ҫуначĕсене ҫат-ҫат-ҫат ҫапса илчĕ те янравлăн юрласа ячĕ: « -Ки-ку-ре-ку-у!»

-Ах, автан тус! –йăпăртатса пычĕ ун патне чее тилĕ. – Сассу ытла та хăватлă санăн. Вăйлă пулас эсĕ. Ан кунта, кĕрĕшсе пăхатпăр.

  -Вăхăт ҫук манăн санпа выляма. Эп Хураҫка туса кĕтетĕп. Вăл паян ирех вăрмана тилĕ тытма кайрĕ.

-Ки-ку-ре-ку-у!- каллех хыттăн кăшкăрчĕ автанĕ.

    Ҫакна илтсен тилĕ вĕлт ҫаврăнчĕ те тарăн ҫырма енелле вĕҫтере пачĕ.

Асанне: - Мĕнле, ачасем, килĕшрĕ - и сире ман юмах?

Ачасем : -Килĕшрĕ. Килĕшрĕ. Тата каласа пар – ха, асанне.

Асанне:  - Юрать. Малалла итлĕр. Пĕр юмах каласа парап. Михали, Кĕркури, Ҫатлаттар кимĕпе ишнĕ, тет. Михалипе Кĕркури шыва ӳкнĕ, кимĕ ҫинче кам юлнă?

-Ҫатлаттар!

/Малтан кăшкăраканнине ҫемҫе ҫупкă лекет/

-Эс мана ма ҫатлаттартăн?

-Ху каларăн вет, ҫатлаттар тесе. /Ачасем кулаҫҫĕ/

- Ертсе пыракан: - Пирĕн уяв малалла тăсăлать…

4-мĕш чĕрĕк « Ташăсемпе юрăсем…»

-Ертсе пыракан: 

- Ташлăр, ташлăр темесен те     -Юрлăр, юрлăр темесен те      

Ташлаканĕ пулас ҫук та,             Юрлаканĕ пулас ҫук та,

Ташлаканĕ пулас ҫук та.            Юрлаканĕ пулас ҫук.

                                         (Ачасем сцена ҫине пуҫтарăнса тухаҫҫĕ, хуравлаҫҫĕ)

-Ма юрлас мар, ташлас мар та

Савăнăҫлă ӳснĕ чух та,

Савăнăҫлă ӳснĕ чух.

/Ачасем «Кукаҫипе кукамай»  юрра юрлаҫҫĕ, иккĕн инценировка кăтартаҫҫĕ,  ун хыҫҫăн «Линка-линка» юрă-ташă янрать./

Ватă асанне: - Вĕсем ташланине курса, хамăн та ташлас,  юрлас килсе кайрĕ. Атьар, хĕрсем, юрлар, ташлар.

/Ташлани, такмаксем янравлă кĕвви илтĕнсе каять/

Хĕрсем:                                                                -Каччăсем:                              

1. -Анаталла тăвал:                              2. -Анаталла тăвалла

 Хыт шăпăрпа шăлмалла,                        Хыт шăпăрпа шăлмалла,

Ҫакă ялăн каччисене                            Ҫакă ялăн хĕрĕсене

Тапмалла та утмалла.                                 Пăрпа лартса ямалла.

3.- Ҫырмара лачăка,                                     4.-Хура вăрман ҫырлине

Лачăкара вĕт шапа.                                          Чĕреспеле пухмалла,

Пирĕн ялăн каччисем                                      Сирĕн пире тиркеме

Чисти усал качака.                                     Шухăшласа пăхмалла.

             Пĕрле:        - Ҫырмара, лапара                         -Анне те вăрҫать мана,

                                   Лапра пулать-и вара,                    Атте те вăрҫать мана.

                                 Эпĕр кунта ташланăшăн                Вĕсем вăрҫни ним те мар

                                  Намăс пулать-и вара.                       Савни юратать мана.

5- мĕш чĕрĕк «Юмах ярап юптарап, йанаш ҫулпа  чуптарап …»

Ертсе пыракансем:  -Пирĕн чăваш халăхĕ сĕре пултаруллă, ăста тупмалли юмахсем калама, юптарусем юптарма. Эсир пĕлетĕр-и вĕсене? Тупсăмĕсене тупма пултартăр-и? Апла пулсан, итлер:

-Сер си                 - Ҫĕр ҫинче мĕн ҫемсе? (ал тупанĕ)

-Ҫĕр ҫинче мĕн ҫивĕч? (ҫивĕч сăмах)

- Ҫĕр ҫинче мĕн тутлă? (ыйхă)

-Ҫĕр ҫинче мĕн вăйлă? (ҫын)

                            -Авалхи чăвашсем кĕрхи вăхăта питĕ хакланă. Кĕр пуҫтарать, хĕл салатать, тенĕ вĕсем. Кĕрхи кунсенче хĕл каҫмалăх апат-ҫимĕс, утă-улăм тата хуҫалăхра кирлĕ япаласене пухма тăрăшнă. Кĕрхи апат-ҫимĕҫ ҫинчен тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупса пама пултаратăр-и эсир, ачасем?

-Теп сакайне ҫĕрсисем кĕрр! вĕҫсе кĕчĕҫ. (Ҫĕр улми)

                                   -Хăй ҫаврака – уйăх мар, хӳреллĕ –лаша мар, ҫап-ҫара та - ҫар ҫу мар, ҫулси симĕс – вăрман мар. Мĕн - ши ку? (Ҫарăк)

- Сарă Сарпикен сакăр вунă сараппан. (Сухан)

- Хĕрлĕ хĕр тĕрмере ларать, ҫӳҫĕ тулта. (Кишĕр)

-Ҫитмĕл хут тăхăннă, пĕрне те ҫелемен. (Купăста)

6 – мĕш чĕрĕк  «Пĕленккей е пĕлменккей»

Ертсе пыракан: - Ваттисен самахĕсемсĕр пирĕн тăван чĕлхе чухăн, янăравсăр, кăнттам янранă  пулĕччĕ. Ахальтен  мар ассаннесемпе асаттесем кулленхи калаҫура, ҫыравҫăсемпе сăвăҫсем ҫырура вĕсемпе анлăн усă кураҫҫĕ.

-Ачасем, эсир ҫак ытарлă пĕлтерĕшсене аҫта, хаҫан тĕл пулатар? Кам калама пултарать?....Тĕрĕс, ҫав тери пултаруллă вĕт-ха эсир!

  -Сирĕнпе вайă ирттеретĕп: эсир «пĕленккейсем-и»  е  «пĕлменккейсем-и» ?

     Пирĕн паллă учитель, ҫутта кăларакан И.Я.Яковлев чăваш халăхне халал парса хăварнă: вырăс халăхĕпе килĕштерсе пурăнма хушнă. Ҫак халала тĕпе хурса, вырăс халăхне сума-суса ваттисен сăмахĕсене икĕ чĕлхепе янраттарма тăрăшăпăр. Пултаратăр-и, тĕрĕслĕтпĕр?

-Аллупа ĕҫле, пуҫупа шухăшла. /Руками делай, а головой думай/

-Васкаса тунă ĕҫ тĕплĕ пулмасть./ Сделанное наспех не бывает прочным/

-Ĕҫрен хăраман ăста пулнă./Кто не боится работы, тот станет мастером./

-Калаҫассине сахал калаҫ, ĕҫлессине нумайрах ĕҫле./Меньше говори, больше работай/

-Ҫĕр ҫинче этем туман ĕҫ ҫук./На земле нет такого дела, которое не мог бы совершить человек./

 - Маттур, ачасем, эсир мана сĕре килĕшрĕр!

                         -Халь сире, хăнасене, пирĕн ăста ачасем юптарусемпе паллаштараҫҫĕ. Тимлесе итлĕр, хăвра вĕсем хушшинче палласа илмĕр-и?

                                                     «Вĕҫевҫĕсем» (юптару)

                                                           Кăркка хăпартланать,

Лупас урлах вĕҫмешкĕн хăтланать:

-Халех,- тет вăл,-халех!...

Анчах хăпартланни ун ахалех.

-Санран пулать-и! – тет автан.-

Ҫатан ҫине те эс ларса курман.

Манран вĕрен: тем ҫӳллĕш каштана

Вĕҫсе ҫитетĕп вăшт! кăна.

-Мухтанчăксем! –тесе вĕлт ҫеҫ

Ҫӳлтен вĕҫсе иртет Чĕкĕс. /А.Калкан/

«Чăрсăр автансем» (юптару)

Пĕр ирхине ик сар автан пĕр харăс курнă тулă пĕрчине.

-Эп куртам чи малтан!- пуҫланă янрашма пĕри.

-Ҫук, эпĕ! – тенĕ тапăнса тепри,- кĕҫтет-им сан пуҫу?!

Пуҫланнă акăш-макăш сапăҫу.

Ăна ҫерси илтсе кĕҫ пынă та сиксе

тул пĕрчине кап! хыпнă та вĕҫтернĕ йăвине.

Сисмен ҫакна «мăнаҫлă» автансем;

Ҫĕрси сăмси пек тулăшăн вĕсем

юнпа пĕветне пĕр-пĕрне.

Туссем! Ун пек ан пулăр ĕмĕрне!

7-мĕш чĕрĕк « Ача-пăча  вăййисем»

/Сак ҫинче ватă асаннепе хĕр ачасем лараҫҫĕ. Асанне ачасене тĕрĕ тĕрлеме вĕрентет. Хĕр ачасем саппун тĕрлеҫҫĕ, пĕри асанне патĕнче тăрать/

Асанне: -Эсĕ, хĕрĕм, йĕппе икĕ хутчен вĕттĕн чик те ҫип вĕҫне татса ил. Ҫĕвĕ сӳтĕлсе каймасть.

Хĕр ача: -Ай, пӳрнесем ывăнчĕҫ!

Асанне: -Пӳрнесем ывăнсан калама пӳрне такмакĕсем пур: эпĕ ыйтатăп, ыттисем хуравлаҫҫĕ.

-Пуҫ пӳрне, атя ларма!          -Пуҫ ыратать, пымастăп!( пуҫне тытса ахлатать)

-Шĕвер пӳрне, атя ларма!     -Шĕвĕртетĕп, пымастăп! (шĕвертне пек тăвать)

-Вăта пӳрне, атя ларма!         -Вăтана-а-тăп, пымастаăп! (вăтаннине кăтартать)

-Кача пӳрне, атя ларма!         -Качча каятăп, пымастăп! (тăрса саркаланать)

-Ятсăр пӳрне, атя ларма!       -Ятсăр эпĕ, каймастăп!

Ачасем: -Асанне, эпир тĕрлесе пĕтертĕмĕр.

Асанне: -Ну-ка, ну-ка, саппунусене ҫакăр-ха, сирĕн ĕҫе курам./Ачасем сакассе/. Ай, мĕнле маттурсем эсир! Ĕпле хитре сирĕн тĕррĕрсем!

-Кĕрем-ха эп пӳрте, эсир выльăрах.

             / Ачасем ҫĕнĕ вăйă тытанаҫҫĕ «Шур куянла»/

Вылякансем мулкачсем пек сиккелеҫҫĕ, ертсе пыракан патне пĕшкенсе лараҫҫĕ, сăмах калаҫҫĕ:

- Мулкач ларать пашкаса,

Ик хăлхине вылятса.

Ак ҫапла, ак ҫапла

Ик хăлхипе вылятса.

/Ачасем, мулкач хăлхисене вылятнă пек, аллисене ҫӳлелле ҫĕклесе вылятаҫҫĕ/

-Тӳсеймерĕ сиввине

Ăшăтать вăл тяппине.

Ак ҫапла, ак ҫапла

Ăшăтать вăл тяппине.

/Ачасем сиксе тăраҫҫĕ те аллисемпе ҫупаҫҫĕ, унтан аллисене умĕнче хĕрĕслесе тытса сылтăм аллипе сулахай хулпуҫҫине, сулахай аллипе сылтăм хулпуҫҫине ҫапкалаҫҫĕ, хăйсене ăшăтаҫҫĕ/

-Сивĕрех ăна тăма,

Вăл пуҫларĕ ташлама.

ак ҫапла, ак ҫапла

вăл пуҫларĕ ташлама.

/Ачасем пĕр вырăнта икĕ урипе хăрассăн сиксе ҫаврăнаҫҫĕ/

Ертсе пыракан: /пӳрнине ҫӳлелле ҫĕклесе, вăрттăн ҫапла калать:/

-Хӳри тукмак, шăлĕ шак-шак!

Ав килет!

Кашкар:                           -Эпĕ кашкăр – кашаман,  Выҫăх чухне ăсакан,    У-у-у!

/Мулкачсем кашкăртан тарса пытанаҫҫĕ, кашкăр никама та тытаймасть. 2-3 хут выляма юрать./

Ертсе пыракан: - Сывхарать вĕҫне пирĕн пĕчекҫĕ уяв.Юрă-кĕвĕпе пурăнакан ҫын вăл пуян чун-чĕреллĕ, усă кăмăллă, ырă шухăшлă, илемлĕ ҫын. Уншăн юрă та ырă ҫимĕс, сиплĕ эмел пекех. Сăпка сиктерет-и, вăййа тухать-и, ĕҫре вăй хурать-и – хай емерне юрăпа, ваййăпа, шӳтпе ирттернĕ чăваш ҫынни.

-Ырă йаласем пуррине

Асра тытса пурнар-и?

Атте-аннен сăввисене

Чунтан савса калар-и?

-Ачасене сăмах паратăп.

1-мĕш ача «Чи хитри»

1.Эпĕ ыйтрăм чечекрен:     3.  Эпĕ ыйтрăм чĕкесрен:       5.  Эпĕ ыйтрăм аннерен:

«Чи хитри мĕскер?»           «Чи хитри мĕскер?»                     «Чи хитри мĕскер?»

Хуравларĕ вăл кĕскен:        Хуравларĕ вăл кĕскен:                Хуравларĕ вăл кĕскен:

«Ҫӳлелле тинкер:               «Ман ҫине тинкер:                        «Таврана тинкер:

2.Сар хĕвел унта ҫисет,     4. Эп вĕҫетĕп ирĕкре,                 Пур ҫĕрте те ҫынсенче

Ҫич тĕсле шевли.                 Ҫул тӳпе карри                         Савăнăҫ йĕрри.

Пĕр тĕсне мана пиллет –     Пуринчен те кирлерех -             Ырлăх пултăр ҫĕр ҫинче –

Вăл чи илемли».                   Вăл чи чиперри».                      Пурнăҫ чи хитри».  /В.Эктел/          

2-мĕш ача «Ҫĕр пин юрă ҫĕршывĕ»

Сĕм вăрман, ылтăн хир, Атăл шыве… Ман ҫĕршыв – ҫĕр пин юрă ҫĕршывĕ,

Тĕрлĕ халăх кунта пурăнать.                 Калаҫать вăл ҫĕр пин сăмахпа.

Чăваш ҫĕре – юратнă ҫĕршывăм           Ун ҫĕр пин тĕррине эс куҫ хывăн          

Ҫулсĕрен ҫĕнелсе улшăнать.                 Чи илемлĕ таса туйăмпа.

Ман ҫĕршыв – чăн сăмах ҫĕре-шывĕ,  Ман ҫĕршыв – тус-тăванлăх ҫĕршывĕ,

Икселми вăй-хăватлăн сывлать.             Чапĕ ун хĕвел пек ялтăрать.  

Вăл ӳстернĕ ҫунатлă хĕр-ывăл                Улăп ĕвĕр эпир паттăр, сывă,

Ҫăлтăрсем патнелле ҫул хывать.            Ырă ĕмĕт мала йыхăрать.

                                                                                                           /Ю. Петров/

Ертсе пыракан:- Эпир сирĕнпе, ачасем, ваттисем – пурте Тутар Республикинче пурăнатпăр. Пирĕн туслă, килештерсе,  пĕр-пĕрин культурине хисеплесе паллă уявсене: Ҫăварние, Сабантуя, Мункуна… ирттермелле. Мĕншен тесен туслăха ҫитесси пурăнан пурнăҫра нимĕн те ҫитмест. Ĕмĕрне ҫапла пултăр!

                                         3-мĕш ача   «Тавтапуҫ – рахмат»

Чăвашла та вырăсла

Вулама, ҫырма пĕлетĕп.

Халĕ акă тутарла

Калаҫма эп вĕренетеп.

Пулăшать мана Асхат,

                                           Тавтапуҫ ăна, рахмат.   /Анатолий Тимофеев/

- Сывă пулăр, ан чирлĕр,  пĕр-пĕринпе туслă пурăнăр!



По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Внеклассное мероприятие "Папа, мама, школа, я - вместе дружная семья"

Данное мероприятие – заключительный этап проекта. В рамках этого проекта детьми были проведены исследования: «Моя родословная», «Моя фамилия», «Мое имя». Также учащиеся писали сочинения: «Моя семья», ...

Внеклассное мероприятие "Как хорошо, когда мы вместе".

Данное мероприятие проводилось совместно с родителями в День семьи и гимназии....

Внеклассное мероприятие. Семейный праздник:"Вся семья вместе, так и душа на месте."

Шуточные и игровые конкурсы, танцевальные номера для семейных команд. Завершается праздник чаепитием....

Внеклассное мероприятие ко Дню Семьи "Счастливы вместе"

Внеклассное мероприятие ко Дню Семьи "Счастливы вместе"...

Внеклассное мероприятие на тему "Вся семья вместе и душа на месте"

Этот материал является сопровождением к слайдам. В ходе мероприятия разыгрываются конкурсы для детей и для родителей....

Внеклассное мероприятие "Мы разные, но мы вместе!"

Данное мероприятие направлено изучение с учащимися понятие "Толерантности", воспитывает такие качества, как вежливость, уважение к людям, внимательность....

Презентация к внеклассному мероприятию "Мы разные, но мы вместе!"

Данное мероприятие направлено на изучение с учащимися понятие "Толерантности", воспитывает такие качества, как вежливость, уважение к людям, внимательность....