УЛАТАККА. 4 класс
план-конспект урока (4 класс)
Открытый урок для 4 класса по чувашскому языку.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
ulatakka_4_klass.docx | 32.92 КБ |
Предварительный просмотр:
Урок теми: Ула такка. (4 класс)
Пĕлÿ тÿллевĕ: кайăк ячĕсене аса илсе çирĕплетсе хăварасси, пĕр-пĕрне ыйтусем парас, хуравлас хăнăхусене аталантарасси. Хисеп ячĕсене тĕрĕс вулама тата калама вĕренесси.
Ăталантару тĕллевĕ: çыхăнуллă пуплеве, шухăшлава, тимлĕхе, илемлĕ те тĕрĕс вулав хăнăхăвĕсене аталантарасси, сăмах йышне пуянлатасси, тишкерме тата пĕтĕмлетÿ тума вĕрентесси.
Сапăрлăх тĕллевĕсем: кайăксене упрама, вĕсене сыхласа хăварма вĕрентесси.
Усă курнă технологисем: информаципе хутшăну, проблемăллă вĕренÿ, сывлăха упракан, харпăрлăха аталантаракан, ушкăнра хутшăнса ĕçлеме хăнăхтаракан технологисем.
Урок мелĕсем: ыйту-хурав, фонетика зарядки, вĕрентекен сăмахĕ, калаçу, шырав- тĕпчев, хăнăхтарăва çырса пурнăçласси, проблемăлла ыйтăва хуравлани, тишкерÿ – пĕтĕмлетÿ, çурма сасăпа вуласси, суйлавлă вулав, илемлĕ палăртуллă вулав, мăшăрсенче, ушкăнпа ĕçлесси, монолог тăвасси.
Курăмлăх хатĕрĕсем: компьютер, проектор, экран, темăпа хатĕрленĕ презентаци, çыру ĕçне ирттермелли карточкăсем, кайăк ÿкерчĕкĕсем, йывăç ÿкерчĕкĕсем.
Паянхи çанталăк | Число Ула такка. Çĕнĕ сăмахсем: Сиенлĕ - хурт-кăпшанкă - пулăшу – сăнарăмăр- килентĕмĕр –
|
|
- Класа урока йĕркелени.
В. Ырă кун пултăр, ачасем!
А. Ырă кун пултăр, вĕрентекен!
В. Ырă кун пултăр, хăнасем!
В. Паянхи урок ăнăçлă ирттĕр тесе пĕр-пĕрне ăнăçу сунар.
Ачасем калаççĕ:
А.А. Эпир Сире паянхи урокра«5» паллă илме сĕнетпĕр.
Х.А. Эпир сире паянхи урокра лааайăх ĕçлеме сĕнетпĕр.
В: Эпĕ те сире паянхи урокра пурне те ăнăçу сунатăп.
(Ачасем лараççĕ)
1слайд
Пурте. Эс, чăваш, ан имен нихăçан
Чăвашла пуплеме хулара
Эс чĕлхем, тепĕр алă çултан
Тата хытăрах янăра.
- Дежурнăйпа калаçни.
Паян класра кам дежурнăй?
Класра пурте пур-и?
Паянхи çанталăк çинчен калаçасси. (Схемăпа каласа пани)
В: Паян мĕнле уйăх, миçемĕш число, мĕнле кун?
А. паян нарăсăн 26-мĕшĕ, тунти кун
Паян мĕнле çанталăк?
Хĕвел пăхать-и?
Тÿпе мĕн тĕслĕ?
Юр çăвать-и?
Çил пур-и? Мĕнле çил вĕрет?
Ачасем мĕнле тăхăнаççĕ?
Ачасем урамра мĕн тăваççĕ?
Сана паянхи çанталăк килĕшет-и? Мĕншĕн?
2 слайд тăрăх Чĕлхене çемçетсе илер-ха
Вăр –вăр, вăр –эпĕ кайрăм вăрмана
Хĕл-хĕл-хĕл –хĕл илемне сăнама
Вăн-вăн-вăн – савăнаççĕ мулкачсем
ççĕ-ççĕ-ççĕ- ав вĕçеççĕ кайăксем.
3. Урокăн темине тупасси.
В. Паянхи урокра эпир сирĕнпе çĕнĕ пай пуçлатпăр. Вăл мĕн ятлине пĕлес тесен, эпĕ каланине тимлĕ итлĕр.
- Вĕсем сылăшра вĕçеççĕ. Хăшĕсем Чăваш Енрех пуранаççĕ, теприсем пирĕн пата ăшă енчен вĕçсе килеççĕ. Пире хăйсен илемлĕ юррисемпе савăнтараççĕ, çут çанталăка усă кÿреççĕ.
-Мĕнсем –ши вĕсем? Эсир пĕлетĕр-и?
А: Кайăксем.
В:Кĕнекĕрсене уçăр-ха, раздел ятĕнче Кайăксем сăмах пур-и? тĕрĕсех пĕлтĕмĕр-и?
Кайăксем – пирĕн туссем.
4. Кайăк ячĕсене аса илесси.
В. Апла пулсан, айтăр вăйă выляр-и?
Кайăк ячĕсене пĕлнине тĕрĕслесе пăхар-и?
В: Паянхи урокра эпир яланхиллех икĕ ушкăна пайланса ĕçлĕпĕр: арçын ачасем тата хĕр ачасем. Арçын ачасен ушкăнĕ «Уйăпсем» пулас терĕç, хĕр ачасен ушкăнĕ «Кăсăясем» ята суйласа илчĕç. Урок вĕçĕнче хăш ушкăн çĕнтернине пĕлес тесен, сирĕн ушкăна кайăксем вĕçсе килĕç.
Кашни ушкăнтан пĕрер ача доска умне тухать, кайăк ÿкерчĕкне илет, кайăк ятне чăвашла тупса доска çине çыпастарса хурать. Кам хăвартрах та ытларах çыпăçтарать, çав ушкăн маттур пулать:
çерçи
курак
куккук
чакак
чана
-тĕрĕслетпĕр, вырăсла куçаратпăр, пĕр ушкăнĕ==== балл-кайăк илет.
В: Кайăксем мĕн тума кирлĕ?
Ачасен хуравĕ:
Çут çанталăка илем кÿме, вăрмансене сыватма, юррисемпе савăнтарма.
В. Маттур ачасем. Халĕ тепĕр ĕç туса ирттерĕпĕр.
5.. Вăл «Рифмăсем тупăр» ятлă.
Сире парта çине хутсем валеçсе панă. Хут çинче çырнă йĕркесене вуласа рифмине тепĕр командăн вĕçлемелле.
1-мĕш ушкăн вулама пуçлать, 2-мĕш ушкăн йĕркесене вĕçлет. Кайран 2-мĕш ушкăн вулать, 1-мĕш ушкăн йĕркесене вĕçлет.
Арçын ачасем Уйăпсем хĕр ачасене Кăсăясем валли вулаççĕ
1) Уйăпсем
Ку! Ку! Ку!
Авăтать … (куккук). Вырăсла - кукушка
2) Кăсăясем хĕр ачасем Арçын ачасем валли
Тăрр! Тăри! Тăрр! Тăри!
Тÿпере юрлать … (тăри). Вырăсла - жаворонок
3) Уйăпсем
Чак! Чак! Чак!
Чаклатать … (чакак). Вырăсла -сорока
4) Кăсăясем
Крак! Крак! Крак!
Краклатать … (курак). Вырăсла- сорока
5) Уйăпсем
Хĕл ларсан пилеш йывăççи çинче эп курăп
Хĕрлĕ пĕсехеллĕ …(уйăп). Вырăсла- снегирь
6 Кăсăясем.
Ĕçлеме пит юратать,
Ун пек харсăр çук- тăр.
Йывăçа та сыватать
Каснă лартнă тухтăр. (ула такка) Вырăсла- дятел
Баллсем – 3-шер кайăк паратăп
3№ ĕç. Халĕ кăшт канса илер-ха. Физкультминутка.
Эпĕ кайăк, эсĕ кайăк.
Эпĕ пĕчĕк, эсĕ пĕчĕк.
Эсĕ лайăх, эпĕ лайăх.
Эс вĕçетĕн, эп вĕçетĕп.
Эс ларатăн, эп ларатăп.
4 № ĕç. Ачасене диалог тутарни.
- Эсĕ ула такка курнă-и?
Эпĕ ула такка курнă.
- Эсĕ ула таккана ăçта курнă?
Пирĕн шкул умĕнче пăх-ха пилеш йывăçĕ ÿсет.
Çак пилеш йывăççи çинче курнă. Унта вăл йывăçа сиплеччĕ.
- Ула такки мĕн тĕслĕччĕ вара?
- Эпĕ питĕ лайăх курса юлтăм. Ула такки шурă-хура çунатлă, шурǎ хырăмлă, пуçĕ хĕрлĕччĕ.
- Вăл мĕн пысăкăшчĕ?
- Вăл пысăках мар кайăк.
- Сассине илтсе юлтăн –и вара?
- Сасси так-так тесе илтĕнет.
В: ачасем мĕн çинчен калаçрĕç?
А: ула такка çинчен
В: Паянхи урок темине мĕнле ят парăпăр?
А: Ула такка ( доска çине çыратăп, картинине çыпăçтарса хуратăп).
В: Ачасем, сирĕн паян ула такка çинчен мĕн пĕлес килет?
- Манăн ула такка çинчен вуласа пĕлес килет
- кайăк ячĕсене аса илес килет
- çĕнĕ сăмахсем пĕлес килет
- ыйтусем парас килет
- ыйтусем çине хуравлама юрататăп
- вăйă выляс килет
- Манăн ула такка çинчен ытларах пĕлес килет
В: Ачасем, паянхи урокра эпир вĕреннĕ кайăк ячĕсене аса илсе çирĕплетсе хăварăпăр, ула такка çинчен вуласа пĕлĕпĕр, çĕнĕ сăмахсене ас туса юлма тăрăшăпăр, пĕр-пĕрне ыйтусем парса хуравлăпăр. Хисеп ячĕсене тĕрĕс вулама тата калама вĕренĕпĕр.
5 № ĕç В: Атьăр-ха апла пулсан ула такка çинчен кĕнекери тексра вуласа пĕлер. Тĕрĕсех курса юлнă-и эсир ку кайăка?
Текстпа ĕçлесси. 5-мĕш ĕç.119 стр.
А) Аудировани.
-Текста учитель вуласа паратăп. Ачасем, йĕрлесе пырăр, пĕлмен Çĕнĕ сăмахсене паллă туса пырăр. ( тупса куçарни).
Ачасем, тимлĕ пулăр, енчен те эсир паянхи урокра 5 чăвашла çĕнĕ сăмах ас туса юлатăр пулсан, маттурсем пулатăр. Ку çĕнĕ сăмахсем пирĕн тексра тĕл пулчĕç.
Б) Çĕнĕ сăмахсене ачасене вулаттарни, вырăсла куçарни, текстра тупса вулани .
- Пулшăу –помощь
- Хурт-кăпшанкă- насекомое
- Асăрхарăмăр – заметили
- Хăвăл -дупло
- Ашшĕ–амăшĕ- родители
А). Правило)
В:- ребята,в тексте встречаются цифры 5-7, 380. Как вы думаете, эти цифры как называются?
Имя числительное — это самостоятельная часть речи, которая обозначает число, количество и порядок предметов. Отвечает на вопросы: сколько? который? , а в чувашском языке отвечает на вопрос –миçе?
В: Давайте находим предложения с числительными и прочитаем, а затем поставим вопрос к числительным.
1-мĕш абзаца пĕрер предложени вуласа, вырăсла куçараççĕ
2- мĕш абзаца ДАНИЛ чăвашла вулать, тепри вырăсла куçарать
3- мĕш абзаца пурте пĕрле вулаççĕ, вырăсла куçараççĕ
4- мĕш абзаца – хĕр ачасем вулаççĕ, арçын ачасем куçараççĕ
5- мĕш абзаца - арçын ачасем вулаççĕ, хĕр ачасем куçараççĕ
В: текста мĕнле ят пама пулать?
А: ула такка.
- Пĕр- пĕрне ыйту парса хуравлаççĕ, мĕн ăнланнине чăвашла каласа пани.
6 № ĕç. Халĕ текста мĕнле ăнланнине «Кăсăясемпе» « Уйăпсем» «(крестики и нолики)» вăйă выляса çирĕплетĕпĕр .
Хĕр ачасем пушă клеткăсене К саспалли çыраççĕ, арçын ачасем У саспалли çыраççĕ. Камсем маларах пуш клеткăсене тĕрĕс тултараççĕ?
В. Арçын ачасем предложени ула такка çинчен тупса вуласан «У» паллă лартăр, хĕр ачасем ахаль предложени тупса вуласан «К» паллă лартăр.
Х.а) Паян эпир аттепе вăрманта пултăмăр.
А.а) Пĕр йывăç çинче ула таккана асăрхарăмăр.
Х.а) Унта йĕлтĕрпе ярăнтăмăр, йывăçсене сăнарăмăр.
А.а) Пирĕн патра ытларах пысăк ула таккана курма пулать
Х.а) Манăн атте биологи учителĕ
А.а) Ула такка çут çанталăка пысăк пулăшу парать.
Х.а )Хĕллехи вăрман илемĕпе килентĕмĕр
А.а) Вăл сиенлĕ хурт –кăпшанка пĕтерет.
Çĕнтерÿçĕсене баллсем памалла.
7№ ĕç. Физкультминутка. Куçсене кантарса илер.
1, 2, 3, 4
Куçсене кантармалла.
5,6,7,8
Вĕсене упрамалла.
9,10 – пирĕн сывă ÿсмелле.
8 № ĕç. 7 –меш хăнăхтарупа ĕçлени. Выбрите два правильных ответа из четырех предложенных:
Халăхра ула таккана вăрман тухтăрĕ, вăрман санитарĕ теççĕ. Мĕншĕн çапла калаççĕ? - Мĕншĕн ула таккана вăрман санитарĕ теççĕ?
- Ула таккана вăрман санитарĕ теççĕ. Мĕншĕн тесен вăл йывăçсене сиенлĕ хурт-кăпшанкăсенчен тасатать.
8 № ĕç. В: Халĕ эпир сирĕнпе ПĔЛМЕ ИНТЕРЕСЛĔ рубрика уçатпăр.
А: ПĔЛМЕ ИНТЕРЕСЛĔ рубрикăна эпĕ, НИКИТА. ертсе пыратăп. Манăн юлташсем сире валли ула такка çинчен интереслĕ материал тупнă, акă мĕн каласа параççĕ вĕсем:
Юлиана: Ула такка тÿррĕн вĕçеймест, хăпарса – анса вĕçет. Çĕрле çÿреме юратмасть. Утаймасть - аран - аран куçкалать кăна. Йывăç тăрăх улăхма ула такка пек маçтăр çук.
Арина. Кун çутинче кунĕпех апат шыраса çÿреççĕ. Çак ĕçре ула таккасем питĕ тимлĕ. Йывăçа тĕпĕнчен пуçласа вĕçне çитичченех тĕрĕслесе тухаççĕ, мĕнпур хушăка, таккаса тĕпчеççĕ. Йывăç хуппи айĕнчи хурт- кăпшанка е унăн личинкисене тупсанах ула такка вĕсене сăмсипе хыпса илет.
Ваня. Кĕркуннерех ула таккасен апачĕ улшăнать. Ытларах лăсăллă йывăçсен вăррисемпе тăранса пурăнма тытăнаççĕ. Йĕкеле сăмсипе шаккаса уçать, йĕкел хуппи ăшĕнчен вǎррине туртса кăларать. Сăнанă тăрăх, ула таккана пĕр йĕкеле çисе яма 5 – 8 минут кирлĕ.
Федя. Ула таккасем йывăç хăвăлĕсем тăваççĕ. Ытти вĕçен кайăксене ĕрчеме лайăх условисем туса параççĕ. Вăрман, парк, сад ĕçченĕсене йывăçсен сывлăхне пĕлтерсе тăраççĕ, мĕншĕн тесен ула таккасем чирлĕ йывăçсене çеç таккаççĕ
В. Халĕ ачасем, паянхи урока çирĕплетсе хăварма схемăпа усă курса виçĕ енлĕ дневник тăвăпăр. ( ватман)
Тĕп сăмах | Автор çырать | Эпĕ шухăшлатăп |
Ула такка | 1. Çĕр çинче 380 ытла тĕрлĕ ула такка пурăнать. 2.Пирĕн патра ытларах пысăк ула таккана курма пулать. 3.Ула таккасен 5-7 чĕпĕ пулать. Ашшĕ – амăшĕ чĕпписене икĕ уйăх пăхать. 4. Ула такка çут çанталăка пысăк пулăшу парать. Вăл сиенлĕ хурт-кăпшанка пĕтерет. | 1.Çапла, эпĕ килĕшетĕп. 2. Пирĕн патра хура ула такка сайра (сахал) тĕл пулать. Ăна Хĕрлĕ Кĕнекене кĕртнĕ. 3. Чĕпписене хурт-кăпшанкăпа тăрантарать. 4. Ула такка чирлĕ йывăçсене çеç таккать. Ытти вĕçен кайăксене пурăнма хăвăл туса парать. |
Урока пĕтĕмлетни.
В.-Ачасем, паянхи урокра эсир мĕн çĕннине пĕлтĕр ? Паянхи урок тĕллевĕсене пурнăçларăмăр –и? (Ачасем хуравлаççĕ).
- Ушкăнпа ĕçлеме килĕшрĕ
- Çĕнĕ сăмахсем вĕрентĕмĕр
- Вăйă выляма килĕшрĕ
- Хисеп ячĕсене ас туса юлтăм
- Ула такка çинчен нумай пĕлтĕмĕр
- Дневник туни килĕшрĕ
- Кайăксене пулăшмалла
В: Вĕсем пире мĕнле усă параççĕ?
А.:(Сиенлĕ хурт-кăпшанкăсене пĕтереççĕ, йывăçсене сиплеççĕ, хăйсен илемлĕ юррисемпе савăнтараççĕ).
В: -Вĕçен кайăксен, çав шутра ула такасен те, çут çанталăкри пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Вĕсем сиен кÿрекен хурт- кăпшанкăсене пĕтереççĕ, çавăнпа та вĕсене упрăр, пулăшăр, кайăк çăмартисене ан тытăр, йăвисене ан тустарăр! Вара кайăксем пире яланах илемлĕ сассисемпе савăнтарĕç.
В: Ачасем, кайăксем савăнтарччăр тесен (алла тăсатăп) ПИРĕН мĕн тумалла?
- Кайăксене пулăшмалла
- Кайăксене упрамалла
- Эпĕ те Кайăксене пулăшатăп
- Эпĕ вĕсене çитеретĕп
- Ула такка пек санитарсем нумай пулмалла
- Эпĕ кайăк юррисене итлеме юрататăп
- Кайăк йăвисене ан тустар
- Кайак çăмартисене ан тыт
- Ула такка тухтăр, кайăксем хурт-кăпшанкăсене пĕтереççĕ
- Эпĕ те вĕсене çитеретĕп
Рефлекси
1. - Сирĕн пата урокра лайăх ĕçленĕшен кайăксем вĕçе килчĕç . КĂСĂЯСЕН миçе кайăк вĕçсе килчĕ? УЙĂПСЕН миçе кайăк ? (ШУТЛАÇÇĕ) (Йывăçа доска çине çакатăп)
Эсир вĕсене халĕ доска çине тухса çыпăçтаратăр. Енчен те урок сире килĕшрĕ пулсан, пĕтĕмпех ăнлантăр, ыттисене те каласа параятăр пулсан кайăка йывăç çине лартатăр. Урокра ăнланман самантсем юлчĕç пулсан кайăка йывăç айне лартăр. Енчен те сире паян урокра ĕçлеме йывăртарах пулчĕ пулсан, татах пулăшу кирлĕ пулсан кайăка йывăçран аяккарах вырнаçтарăр.
Киле ĕç пани.
- 58 –мĕш урока çыру тетрадĕнче пурнăçлăр
- Хăвăра килĕшекен кайăка ÿкерĕр.
- текстпа усă курса ула такка çинчен пĕчĕк калав тăвăр, 8 –мĕш ĕç..
Ачасен ĕçне хаклани.
В. Паянхи урокра эсир тăрăшса ĕçлерĕр. Мана эсир урокра тăрăшса ĕçлени савăнтарчĕ. Пурте маттур ĕçлерĕр. Эпĕ сире урокра тăрăшуллă пулнишĕн, мана пулăшнишĕн тав тăватăп. Вĕренÿре ăнăçу сунатăп. Чăваш чĕлхине малашне те юратса вĕренессе шанатăп.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Урок литературного чтения в 3-4 классах по темам "Мари калык муро. Мыскара влак." (3 класс), "Мари калык муро. Такмаквлак." (4 класс)
Урок проводится в малокомплектной школе на марийском языке. Урок посвящен использованию культуры, обычаев, традиции марийского народа в учебно-воспитательной работе. Культурно- педагогическое наследие...
Разработка урока литературного чтения во 2 классе Автор Пушкарных Людмила Ивановна, учитель начальных классов МОУ «СОШ № 17» г. Палласовки Волгоградской области 2 «А» класс 2010/2011 учебный год УРОК ЛИТЕРАТУРНОГО ЧТЕНИЯ (2 КЛАСС, СИСТЕМА Л.В. ЗАНКОВ
Разработка урока литературного чтения во 2 классеАвтор Пушкарных Людмила Ивановна,учитель начальных классовМОУ «СОШ № 17»г. Палласовки Волгоградской области2 «А» класс 2010/2011 учебный год...
Конспект урока по русскому языку в классе комплекте (1-2 класс) Тема урока: 1 класс Прописная буква З. 2 класс Проверяемые и не проверяемые гласные в корне слова
Конспект урока по русскому языку в классе комплекте (1-2 класс). По теме: 1 класс Правописание буквы З. 2 класс Проверяемые и непроверяемые гласные в корне слова. Поможет учителю при работе с двумя кл...
Рабочая программа учителя начальных классов по изо в 1 классе по УМК "Начальная школа XXI века"Изобразительное искусство: 1 класс: • Изобразительное искусство: 1 класс: учебник для учащихся общеобразовательных учреждений / Л.Г.Савенкова, Е.А. Ермолинска
Документ содержит рабочую программу и календарно-тематическое планирование....
Примеры математических ребусов: 1 класс, 2 класс, 3 класс, 4 класс, в картинках, с ответами
Родина ребуса — Франция. Именно в этой стране в 16 веке был издан первый сборник ребусов, составленный Этьеном Туаро. В переводе с латинского rebus означает — «при помощи вещей». К настоящему времени ...
Технологическая карта изучения темы по математике "Разряды и классы. Класс единиц и класс тысяч" 3 класс
Технологическая карта изучения темы по математике "Разряды и классы. Класс единиц и класс тысяч" 3 класс...
"Творчество С.Я.Маршака", 1 класс; "Л. Н. Толстого "Котёнок"", 2 класс; "знакомство с произведением В. Астафьева "Капалуха"", 3 класс; "П.П.Бажов "Серебряное копытце". Характеристика героев" ,4 класс
Любимые конспекты, которые были разработаны мной и темы уроков, которые были проведены мной на практике...