Юмах тĕнчи
план-конспект урока (3 класс)

1-4-мĕш класс ачисемпе урок ирттерме хатĕрленĕ материал.

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon urok._yumah_tenchinche._piren_pechek_teatr.doc267.5 КБ

Предварительный просмотр:

Чирĕккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул

Юмах тĕнчинче

Пирĕн пĕчĕк театр

(1,3 классенче ирттерĕ класс тулашĕнчи вулав урок.)

         Урок планне çырса хатĕрлекенĕ    

             Етĕрне районĕнчи

             Чирĕккассинчи пĕтĕмĕшле

             пĕлÿ паракан вăтам        

             шкулăн вĕрентекенĕ

             Атласкина Элла Сергеевна

Урок теми:  Юмах тĕнчинче. (Пирĕн пĕчĕк театр.)

    Урокăн сăпарлăхпа пĕлÿ тĕллевĕ: 1.Чăваш юмахĕсене аса илесси,  театр çинчен  пĕлесси: проект çырасси. 2. Ачасен çыхăнуллă пуплевне аталантарасси, сăмахсемпе вырăнлă та тирпейлĕ сасă хатĕрĕсемпе пĕлсе усă курма вĕрентесси. 3. Вĕренекенсене тĕрлĕ ситуацире пуплев хăвăртлăхне, кĕвĕлĕхне, сасă хулăнăшне улăштарса калаçма, сцена çинче выляма хăнăхтарасси.

     Урока кирлĕ хатĕрсем ачасен ÿкерчĕкĕсем, пÿрт макечĕ, спектакльте вылямалли костюмсем,  ачасен чёваш тумĕсем, вĕрентекенĕн чăваш тумĕ, баян, юмах кĕнекисем, компьютер, экран, проектр, касса кăларнă ÿкерчĕксем, театра кĕмелли билет.

 

     Ялти шкулсенче ачасем сахал пулнипе класра уроксене пĕрле ирттеретпĕр, 1-3-мĕш класра.

Урок юхăмĕ.

Вĕрентекен: Ырă кун пултăр хаклă ачасем!

Ачасем: Ырă кун!

Вĕрентекен:  Ачасем, паян пирĕн ытти чухнехи пек мар- вăйăлла урок пулĕ. Эпир сирĕнпе юмахсем нумай вуланă.  Паян урокра сирĕнпе вуланă  юмахсене аса илетпĕр (Ачасем хуравлаççĕ.) Халĕ пире Шукши Мучи юмах каласа парать.(Видеопреентаци)Юмах „Сармантей“ Вĕрентекен: Пирĕн те Шукши Мучи пек юмахсем каласа пама вĕренмелле.  

Вĕрентекен: Кăçал пирĕн Раççейра  театр çулталăкĕ. Эпир сирĕнпе театрта пулнă. Паян вара эпир сирĕнпе вуланă  юмахсене театрта выляса пăхатпăр. Пирен патра хăнара Илемпипе Сентти.

 

   Илемпи: Сентти, паян Шупашкар театрĕсене çитсе курар-и

   Сентти: Тĕлĕнмелле чаплă шухёш ку, Илемпи. Атя хăвăртрах!

   Илемпи: Сентти! Шупашкарта театр нумай. Чăваш патшалăх академи драма театр.: Чăваш патшалăх çамрёксен театр.: Чăваш патшалăх оперăпа балет театр.: Чăваш патшалăх пукане театр.(Слайдсем?)

   Сентти:  Илемпи, театр мĕнле пулса кайнă.Çынсем хăçан спектакль лартма пуçланă.

   Илемпи: Пире кун çинчен Катя (Кĕтерук)  каласа парĕ.

 

     Катя Чăваш театрĕн историйĕ çинчен каласа парать. (Слайдсем?)

     Сентти:  Илемпи, хăш театрне кайса куратпăр. Хăшĕ чи лайăххи;

     Илемпи:  Итлесе пăхар-ха Даринăна.

 

     Дарина Шупашкарти паллă театрсем çинчен каласа парать? (Слайдсем?)

     Сентти: Манăн та артист пулас килет.

     Илемпи: Тăрăшсан артист пулма пултаратăн. Тен, пирĕн шкулта вĕреннĕ Василий Николаев пекех паллă артист пулăн. Ăна пирĕн вĕрентекен Элла Сергеевна вĕрентнĕ.

     Илемпи:  Пирĕн районтан тухнă паллă артистсем нумай. тата ытти ятлё-сумлă çынсем. (Слайд.)

     Сентти: Манăн часрах спектакль курас килет?

     Илемпи: Ытлашши ан васка-ха: Сентти? Театра кĕме малтан билет илес пулать?

     Сентти: Билетсене ăçта илмалле .Илемпи.Кассăра. Вĕрентекен: Билетсене эпĕ сутатăп. Билетсене илес пулсан çак ĕçсене пурнăçламалла.

Кану саманчĕ: «Линка-линка» ташă ташлани. Класс ачисем ташлаççĕ, ыттисем юрласа алă çупаççĕ.

 

     1-мĕш класс ачисен тупмалли юмахсен тупсăмĕсене пĕлмелле. Çав вăхăтра 3-мĕш класс ачисем тест ыйтăвĕсемпе ĕçлеççĕ.

     

     1. Пуçĕ тура пек: хÿри çурла пек, виççĕ тăрса кăшкăрсан пĕтĕм ял-йыш вăранать. (Автан.)

     2. Урлă ура утаман. (Упа.)

     3. Çулла кăвак, хĕлле шурă.  (Мулкач.)

     4. Хĕрлĕ хĕрлемес хир чăххине хĕрхенмест. (Тилĕ.)

     5. Çĕрле çăра вырăнне. кăнтăрла кĕле вырăнне, çынпа туслă, кашкăрпа тăшманлă. (Йытă.) Тупсăмсене каланă хыççăн Автан çинчен юрă юрлатпăр. Упа çинчен сăвă калатпăр. Мулкач çинчен алă хусканăвĕсемпе кăтартса юрă юрлатпăр. Тилĕ çинчен ÿкерчĕк тăрăх каласа паратпăр. Йытăлла вĕретпĕр..  

     

     Словарь ĕçĕ.

     Кĕле –алăка çаклатмалли (задвижка)

     Ачасем тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тĕрĕс пĕлсен билетсене илеççĕ.

   

     «Тилĕпе Мулкач» юмахпа ĕçлесси.

     

     Çак чĕр чунсем мĕнле юмахран? Сире хăш сăнарĕ килĕшрĕ? Хăшĕ килĕшмерĕ? Ачасем юмахри чĕр чунсене сăнлакан пайне выляса кăтартаççĕ.  

   

     Кашни ача доска умне тухса карточка çине çырнă чĕр чун ячĕсене кирлĕ çĕре вырнаçтарать, çав вăхăтрах сăнарсене хак парать.

       

     1-мĕш класс ачисен ребуссене вуламалла.

     1. Б.ЛЕТ

     2. Б.ЛЕТ

     3. .РАМА

     4. Т.АТР

     5. АРЕПО

      3 - мĕш класри ачасен тест ыйтăвĕсем çине хуравламалла.

                                                  ТЕСТ

     1. «Мухтанчăк Куян» юмахра Куян кама çăлать?

     А) мулкач çурисене*

     Ё) ула курака*

     Б) йытта?

     

     2. «Урасем утмаççĕ» юмахри Ольăна киле кам илсе çитернĕ?

     А) чĕрĕп*

     Ё) тимĕр шапа:*

     Б) хăех çитнĕ.

     

     3. «Тилĕпе кашкăр» юмахра Тилĕ Кашкăра мĕнле улталать?

     А) вилнĕ пек туса выртать*

     Ё) кашкăра хÿрине вакка чикме хушать*

     Б) «Пулă çук:»_ тесе калать.

     4. «Тилпе Мулкач» юмахра миçе сăнар.

     А) 4*

     Ё) 5*

     Б) 6?  

   

      Тест тепĕр енче ĕçсене  маларах туса пĕтернĕ ачасем валли тата ыйтусем.

  1. «Кушакпа автан» юмаха кам çырнă?

     А) И.Я.Яковлев*

     Ё) М. Юхма*

     Б) Полоруссов-Шелепи.

     2? «Кушакпа автан» юмахра автана кам хăтарать?

     А) шăна*

     Ё) кушак*

     Б) сăвăр.

     3? «Кушакпа автан» юмахра тилĕ тусăн аслă  хĕрĕ м.н ятлă.

     А) Пукане*

     Ё) Путене*

     Б) Пулене?

     4? «Кушакпа автан» юмахри тилĕ кама качча илет?

     А) автана*

     Ё) упана*

     Б) кушака?

     

     4

     Вĕрентекен: Эсир хăвăр ĕçсене аван пурнăçларăр. Акă сире билетсем.  Театра кĕрсен малтанах мĕнле зала лекетпĕр?

     - Фойене.

     - Тата театрпа çыхăннă мĕнле сăмахсем пĕлетĕр?

Телевизорпа «Устами младенца» вăйă курнă-и; Эпир те çавён пек вăйă выляса илетпĕр? Пĕрреĕшсем театрпа çыхăннă ăнлавсем çинчен калаççĕ, сирĕн вĕсем мĕн çинчен каланине пĕлмелле?

     Пĕрремĕшсем каласа параççĕ.

     Афиша-

     1 ача: Ăна маларах çырса çакаççĕ.

     2 ача: Вăл спектакль, концерт пуласси пирки пĕлтерет.

     Билет –

     1 ача: Ăна укçа тÿлесе илеççĕ.

     2 ача:  Унсăр театра кĕртмеççĕ.

     3 ача:  Ăна çухатма юрамасть.

     Антракт-

     1 ача:  Вăл -  канмалли вăхăт.

     2 ача: Ун чухне пирожки: мороженёй çиме, сок ĕçме пулать.

     3 ача:  Вăл спектакль пайĕсем хушшинче пулать.

     Тавтапуç. Тата мĕнле сăмахсем пĕлетĕр? (Партер,: сцена, опера, актер, пьеса,ложа, декорации, драма, гример, балкон, художник:,бутафор, çĕвĕç)

     Класра выставка йĕркеленĕ. Кунта эсир хăвăр вуланă юмахсем тăрăх ÿкернĕ картинăсем.

     Шăппăн лартăмăр.  Спектакль вăхăтĕнче хамăра мĕнле тытмалла?

     _ Калаçмалла мар.

     _ Семечки: конфет: ытти япала  çимелле мар.

     _ Телефонсене сÿнтермелле.

Паян эпир «Тилĕпе Мулкач» юмах куратпăр.

Ачасем юмах лартаççĕ.

 

     

 

     

    Ачасем пурте тимлĕн пăхса лараççĕ.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

М. Ухсайӑн «Услан кайӑк юмахӗ» тӑрӑх ирттернӗ урок (Литература вулавӗ, 4-мӗш класс)

Урок тӗллевӗпе задачисем: - палӑртуллӑ вулав хӑнӑхӑвӗсене аталантарасси;- илемлӗх мелӗсене тупса палӑртма хӑнӑхтарасси;- вуланине ыйтусем тӑрӑх каласа парас хӑнӑхусене ҫивӗчлетесси;-атте-аннене хисепл...