Урок "Куç туллии илем "
учебно-методический материал по чтению (4 класс) на тему

Хуран сыннан пурнасенче пелтерешле выран йышанать

Скачать:


Предварительный просмотр:

Урок теми:

    Куç туллии илем (Мария Волковăн «Кĕрхи хурăн» тата Вера Скалдинăн «Осенняя берёза» сăввисем тăрăх).

 

Урок тĕсĕ: Шухăшлав – тишкерÿ урокĕ.

Урок тĕллевĕсем:

  Сапăрлăх (воспитани) тĕллевĕ:

1. Ачасен калаçу чĕлхине аталантарасси.

2. Харпăр хăйĕн шухăшне уççăн калама вĕрентесси.

3. Тăван тавралăх илемне курма, туйма хăнăхтарасси

Пĕлÿ тĕллевĕ:     1. Мария Волковăн «Кĕрхи хурăн» тата Вера Скалдинăн «Осенняя берёза» сăввисенене вуласа тишкересси.

                            2. Ачасене çут çанталăк  пулăмĕсем  çинчен  тарăннăн   шухăшлама вĕрентесси.

Аталантару  тĕллевĕ:  Хурăн çыннăн пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн  йышăнса   тăнине  ăнланса илме пулăшасси, ачасен пĕлес туртăмне ÿстересси.

Урокра усă курмалли хатĕрсем:

       Вĕренÿ кĕнеки, Мария Волкова портречĕ, Хурăн ÿкерчĕксем, Николай Матвеевăн «Асамлă тавралăх» кĕнеки, ваттисен сăмахĕсем, вырăс çыравçин  Вера Скалдинăн   «Осенняя береза»

Березы, русские березы,

 Одевшись в золото, стоят,

 Своей окраской самой яркой

 Они к себе зовут, манят…

 Листочки желтые такие,

 Кажется, тронь их -  зазвенят,

 Ты подойди, задень рукою,

 Они тихонько зашуршат.

 Но тишину, сменив порою,

 Примчится ветер озорной,

 И, приласкав березы ветки,

 Засыплет желтою листвой.

 Но и теперь она прекрасна,

 Оставшись даже в неглиже,

 Прикрылась ветками стыдливо,

 И виден белый ствол уже.

Словарь ĕçĕ

Хурлă – хурлăхлă

Савăк мар –илемлĕ мар

Шăпăрланнă – шăп пулнă

Тухъя – ĕлĕкхи хĕрсен пуçа тăхăнмалли хатĕр

Уçăм – кĕрхи калча

Урок эпиграфĕ:

                                   Ваттисен сăмахĕ.                                                                          

Урок юхăмĕ:

  1. «Кĕркунне» темăпа калаçса илесси.

     Кĕрхи илем… Мĕншĕн ылтăн-ши вăл кĕркунне? Йывăç çулçисем сарă, хĕрлĕ, хăмăр, симĕс, кĕрен… Çулçă тăкăнать…

     Мĕнле йывăçсем ÿсеççĕ-ха пирĕн тăрăхра? Мĕнле йывăçсем кĕр илемне кÿреççĕ?

     Юман, çăка, вĕрене, хурăн, хурама, йăмра, çĕмĕрт, çирĕк, шĕшкĕ, палан, пилеш, ăвăс, йĕлме, катăркас, чăрăш, хыр, каврăç, хăва…

     Йывăçсем те чĕрĕ: çын пекех сывлаççĕ, ĕçлеççĕ, канаççĕ, пăшăлтатаççĕ, çуралаççĕ, вилеççĕ… Анчах та вĕсем калаçаймаççĕ.

     

2.  Хурăн  çинчен калакан юрă çаври итлетересси  .    

      «Хурăн çулçи» чăваш халăх юрри

3. Мария Волкова  пултарулăхĕпе паллаштарасси.

    Йывăçсем çинчен чăваш çыравçисем нумай сăвă-калав çырнă. Вĕсенчен пĕри – Мария Волкова.

    Волкова Мария Андреевна 1934 çулхи чÿк 7-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи Карак-Çырма ялĕнче çуралса ÿснĕ. Чăвашран  тухнă пĕрремĕш хĕр арăм- сăвăç. Малтанхи сăввисенче Мария Волкова тăван тавралăхăн илемне мухтать. Унăн чылай сăвви тăрăх чăваш композиторĕсем юрă кĕвĕленĕ. Тĕслĕхрен, «Чĕкеç вĕçет», «Шупашкар каçĕсем» тата ыт. те. Мария  Волковăн “Ак мĕнле эп пысăккă”,  “Сăвăсем”. “Хурлăханăм, ан хурлан”, “Юхăм”  тата ытти кĕнекесем пичетленсе тухнă.

4. Урок тĕллевĕсемпе паллаштарасси.

Вĕрентекен. Урок пуçламăшĕнче эпир çут çанталăкăн хăш тапхăрĕ пирки калаçрăмăр? Ÿкерчĕкре мĕнле йывăçа куратăр? Вăл мĕнлерех ларать?

Ачасен хуравĕ. Ÿкерчĕкре хурăн куратпăр, унăн çулçисем тăкăнса пĕтнĕ.

Вĕрентекен. Ачасем, ÿкерчĕке мĕнле ят панă пулăттăр? Мĕншĕн?

Ачасен хуравĕ. Кĕрхи хурăн тесе ят пама пулать, мĕншĕн тесен унăн çулçисем тĕрлĕ тĕслĕ тата чылайăшĕ çĕр çине ÿкнĕ.

    Вĕрентекен. Маттур, ачасем.  Паян эпир Мария Волковăн «Кĕрхи хурăн» тата  Вера Скалдинăн «Осенняя берёза» сăввисенене вуласа тишкерĕпĕр, çут çанталăк пулăмĕсем  çинчен  тарăннăн  шухăшлама вĕренĕпĕр. Икĕ авторăн хурăна сăнланă йĕркисене палăртăпăр.

5. Сăвăсене  вуласа тишкересси.

 1. Вĕрентекен вуланине итлесси.

 2. Хайлавсене  ачасене хăйсем тĕллĕн вулаттарасси.

 3. Ыйту-хурав.

– Авторсем  хурăна еплерех сăнласа панă-ши? Сăвăçсем  мĕнле пĕр пек шухăша палăртаççĕ?

Çаврасем

Мария Волкова  

Вера Скалдина  

1.

Шăпăрланнă хурăн

Çил лăсканăран

Березы, русские березы,

 Одевшись в золото, стоят

2.

Урăхла сăн пачĕ

Шурă хурăна.

Ты подойди, задень рукою,

 Они тихонько зашуршат

3.

Тухйине вăл хывнă

Ылтăн тенкине

Сапаланă хунă

кĕр арки çине.

Примчится ветер озорной,

 И, приласкав березы ветки,

 Засыплет желтою листвой.

4.

Маншăн çара пуçăн

Вăл илемлĕрех.-

Но и теперь она прекрасна,

 Оставшись даже в неглиже.

- Вуласа тишкернĕ сăвăсем тăрăх кластер туни. Вĕрентекен хурăнпа çыхăннă тĕрлĕ сăмах майлашăвĕсем панă, ачасем содержанипе килĕшÿллĕ сăмах çыхăнăвĕсене суйласа кластера тултармалла.

Синквейн  хурăн

Паллă ячĕ : шурă, çара пуçăн

Глагол: шăпăрланнă, хывнă, çаралнă

Предложени:  Маншăн хурăн пурпĕрех илемлĕ.

Тĕп шухăш: Çут çанталăк илемĕ.

  1. Хура кĕр сăнĕ сăвăра мĕнле сăнар урлă курăнать?

     «Хурăн шăпăрланнă», «кил карти те хурлă», «кĕр каçĕ тарăн курăнать», «хурăн тухйине хывнă», «ылтăн тенкине кĕр арки çине сапаланă хунă»

      5. Мĕнле туйăмсем çуратать-ши çак сăвă?

     

7.  Сăввăн тĕп шухăшне уçса паракан ваттисен сăмахĕсене çыртарни.

8. Пĕтĕмлетни.

    Кашни чĕрĕ чунах хÿтлĕх кирлĕ. Пурте пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă, пурне те тимлĕх уйăрмалла. Кашни çыннăн чунпа та, шухăшпа та ырă, илемлĕ пулмалла.

10. Ачасен пĕлĕвне, шухăшлавне, ĕçне, хастарлăхне палăртасси.

11. Киле ĕç парасси. 

1. «Кĕрхи хурăн» сăвва пăхмасăр вĕренмелле;

2.  «Кĕрхи хурăн» сăвăра сăнланă хурăна ÿкер;

3. Эссе ««Кĕрхи хурăн» сăвă мĕнле туйăм çуратрĕ?»

Усă курнă литература

[1]  Литература вулавĕ: Ылтăн пучах, 3-мĕш класс вали /Т.В.Артемьева, О.И.Печников.Ш.,2010.

[2]  Интернет ресурсы Вера Скалдина  «Осенняя береза»

[3]  

Шăпăрланнă хурăн

Çил лăсканăран.

Кил карти те хурлă,

Савăк мар урам.

Уйăхлă çĕр каçĕ

Тарăн курăнать,

Урăхла сăн пачĕ

Шурă хурăна.

Тухйине вăл хывнă,

Ылтăн тенкине.

Сапаланă хунă

Кĕр арки çине.

Çил ăна пуçтарĕ

Кустарса ирпе,

Сиккипе хăй тарĕ

Шăхăрса хирпе…

Чĕтренет-и уçăм-

Хурăншăн пĕрех.

Маншăн çара пуçăн

Вăл илемлĕрех.



Предварительный просмотр:

Васильева Любовь Геннадьевна ,

Вăрмар районĕнчи Урнарти тĕп шкулта

кĕçĕн класс вĕрентекенĕ.

Кĕçĕн  класра литература вулавне йĕркелесси

«Кĕнекесем- вăхăт хумĕпе ишекен шухăщ

карапĕсем пекех, вĕсем хаклă тупрана пĕр

ăру патĕнчен тепĕр ăру патне илсе çитереççĕ».

Бэкон Ф.

Литература вулавĕ кĕçĕн класра вĕренекенсемшĕн тĕп предметсенчен пĕри шутланать. Вырăс чĕлхипе пĕр танах вăл ачасен тавра курăмне аталантарать, кăмăл - сипет енчен палăрма пулăшать, тĕрĕс çырма та хăнăхтарать. Хальхи вăхăтра кĕçĕн класра вĕренекенсем те çĕнĕ технологи хатĕрĕсене хăнăхса пыраççĕ.

Литература вулавĕпе палăракан ача кĕçĕн класра ытти предметсемпе те ăнăçлах ĕлкĕрсе пырать. Унăн тĕп тĕллевĕ 1-4 класра вĕренекенсене вулав йĕркине хăнăхтарасси, хăйсен пĕлÿ шайне ÿстересси. Анчах та никамшăн та вăрттăнлăх мар пулĕ, пĕрремĕш класри ача тин çеç вĕренме хăнăхса пырать пулин те вулама юратмасть тата литература вулавне «юратман» предметсен шутне кĕртесшĕн. Çавăнпа та кĕçĕн класра вĕрентекенĕн текст содержанийĕпе кăна ĕçлеме май килмест, ачасен вулав кăсăклăхне ÿстерсе пыракан мелсемпе усă курма тăрăшмалла. Çакна шута илсе ачасен вулавне йĕркелес тĕллевпе тĕрлĕ мелсемпе ĕçлеме кирлине ăнлантăм.

Текстпа паллашнă май  ачасемпе тĕрлĕ пултарулăх ĕçĕсене  явăçтарма тăрăшатăп. Кĕçĕн класра вĕренекенсем вулава пĕрремĕш вырăна лартчăр тесе литература вулав урокĕсем ирттерни вырăнлă, анчах та вулав хайлава  вуласа тухса содержани калани çинче çеç тăмалла мар тесе шутлатăп. Ачасем вулавпа кăсăкланччăр тесен  вăйă формипе ĕçлетĕп. Вăйă тĕлĕнмелле кăсăкла пулăмсене уçма пулăшать тата ачасене пĕр –пĕринпе туслăн ĕçлеме, пĕр – пĕрне итлеме хăнăхтарать. Чылай чухне кун пек вăйăсенче ачасем кăна мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем те хутшăнма пултараççĕ. Вăйăсене тĕрлĕ пĕлтерĕшлисене усă курмалла, çавăн чухне тин ачасене вулавпа кăсăклантарса яма пулать.

Тĕслĕхрен:

  1. Вуланă хайлавсем патне ачасен ÿкерчĕксем шыраса тупмалла.
  2. Класра ачасемпе «Машăпа упа» юмаха вуласа тухиччен  пур ÿкерчĕксене доска çине çакса хуратпăр.  Унтан  текста вуласа пыратпăр, абзацра калакан сюжета çывăх   ÿкерчĕкне   тупатпăр,  вуласа пĕтеричченех черетпе пĕр-  пĕрин хыççăн доска çине çакса хуратпăр. Çакă текста туллин ăнланма пулăшать, ачасен чунне тыткăнлать.
  3. Кашни ача хайлаври сăнар портретне  хăй мĕнле курать, çавăн пек ÿкерет. Çак ÿкерчĕксем тăрăх сăнара кам тĕплĕнрех ăнланнине пĕтĕмлететпĕр. Унтан сăнарсен хушшинче портрета çывăх сăмахсене тупса вуласа памалла. (Тĕслĕхрен,  Н.Ивановăн  «Кириле мучи» калавĕ тăрăх ÿкернĕ портретсем).
  4. «Сиктерсе хăварнă сăмах» вăйă. Вĕрентекен текст вулать, анчах пĕр кирлĕ сăмахне сиктерсе хăварать. Ачасен çав кирлĕ сăмаха шыраса тупмалла.
  5.  Текстăн пуçламăш  икĕ-виçĕ предложенине кăна  панă, ачасен хăйсен  текстăн вĕçне шыраса тупмалла, сăнарсен ĕçĕ – хĕлне палăртмалла.
  6. Учебникра панă текст патне ваттисен сăмахне тупмалла. Г.Мальцевăн «Арланпа каюра»  хайлава вуласа тухнă хыççăн ачасем панă  ваттисен сăмахĕсем хушшинче текстăн шухăшне уçса параканнине тупмалла. (Юлташсăр çын тымарсăр йывăç пек. Çула тухсан юлташу хăвăнтан лайăхрах пултăр. Ĕç апат ыйтмасть, вал хăй çынна тăрантарать. Çынсăр çын пурăнаймасть. Тухман çын тухсан тăман тухать. Лаша пуласси тихаран паллă.)
  7. Шухăша малалла тăс («Ыраш пусси». М.Ухсай.  Пусă   пуçланать →ыраш ларать →сывлăш ăшă тăрать→путенесем авăтаççĕ→тÿпе юрăпа янраса тăрать→ыраш шăппăн ларать→ыраш пирĕнтен çÿллĕ→?)
  8. Текста вуланă май ачасем авторне ыйту параççĕ, хуравĕсем текстра, анчах вĕсене тÿрех тупма çук. Тĕслĕхрен,  Б.Даниловăн «Ваççа лаша çухатнă» хайлавĕ тăрăх йĕркеленĕ вăйă. Ваççан аслă аппăшĕ Верук колхозра лаша витинче ĕçлет. Ваççа час-часах унта каять, аппăшне лашасене апат пама, шăварма пулăшать. Пĕррехинче вăл шыв хĕррине вунă лашапа каять, анчах пĕрне çухатать.(Вуннăмĕшĕ ăçта çухалма пултарнă?)

Вĕрентекен вулав урокĕсене мĕнле йĕркеленинчен нумай килет, мĕншĕн тесен тĕплĕ вулакан вăл анлă тавра курăмлă, вулава  малти вырăна лартакан пулĕ.  Çапла вара ача литература хайлавĕсене вĕрентекен хушнипе мар, хăйсен кăмăлĕпе вулаччăр тесен çирĕп плана пăхăнмалла. Литература хайлавĕ вăл  ачасем патне такам вăрттăн янă çыру евĕр пулмалла,  вĕсен  вăрттăнлăха пĕлес  шухăш çуралтăр,  ача хăйĕн чунне çывăх шухăшсене уçса паракан сăнарсене шырама вĕрентĕр.  Вĕрентекен пур ачан вулавне хакласа, палăртса хăвармалла, çакă та ăна хавхалантарать. «Вуласси вăл хамăр пуçпа кăна мар, иккĕн харăс шухăшлани» тесе палăртнă нимĕç философĕ Артур Шопенгауэр.

Литература вулавĕ вшкул программине кĕрекен пай кăна мар, вăл савăнтарать те кулянтарать, йывăрлăха çĕнтерме пулăшать, шухăшлав анлăланать, ачасен çитменлĕхĕсене пĕтерме май парать. Хамăн калаçăва С.Фетисовăн сăмахĕпе вĕçлетĕп: «Кам шырамасть, вăл вуламасть. Кам вуламасть, çав пĕлмест, кам пĕлмест, вăл пурăнмасть.Çавăн евĕр çын  пурнăçри тĕп пулăма та асăрхамасăр юлать».


Предварительный просмотр:


Подписи к слайдам:

Слайд 1

Критикăлла шухăшлав технологийĕн мелĕсем Чи кирли - çынна шухăшлама вĕрентни . Бертольд Брехт

Слайд 2

Критикăлла шухăшлав - ăс-тăн ĕçĕн пĕр енĕ , çын ăнлавне , пĕтĕмлетĕвне , шухăшлавне палăртать . Шухăшлав ĕçĕн виçе тапхăрĕ :

Слайд 3

Эйзин (Дмитриев) Петр Егорович 1943 çулхи августăн 1-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Энехмет ялĕнче çуралса ÿснĕ . Педуниверситетăн историпе филологи факультетĕнче пĕлÿ илнĕ . Учительте ĕçленĕ . Çарта пулнă . 1968 çултанпа кĕнеке издательствинче вăй хурать . Вăл редакциленипе чылай паха кĕнеке пичетленсе тухать . Хăй те сахал мар çырать . Вăл чăваш поэзийĕнче верлибр ( ирĕклĕ сăвă ) аталантарма тăрăшать . Унăн « Кăвайт », «Сар хĕвел », « Çĕмĕрт çути », « Юлашки çил-тăман » кĕнекисем уйрăмах илĕртÿллĕ . « Юлашки çил-тăман » кĕнекере 151 сăвă пичетленнĕ .

Слайд 4

Малаллине палăртни . П анă сăмахсемпе тата сăмах майлашăвĕсемпе усă курса сăввăн пулас сюжетне йĕркелетпĕр : Ват йăмра … Хурăн … Ача-пăча алхасса ( выляса )… Кăçал йăмрана … Инкек-синкек ( нуша , айăп )… Илемĕ пĕтрĕ … Ларать … Йăмра хÿтлĕхĕнче …

Слайд 5

Çын çынпа пурăнать . Ваттисен сăмахĕ Мĕн пĕлнĕ ? Мĕн пĕлтĕм ? Мĕн пĕлесшĕн ? Йăмра - вăрăм çулçăллă , хурăн-вĕтĕ çулçăллă . Иккĕшĕ те пирĕн тăрăхра ÿсеççĕ . Йăмра хунавпа каять , хурăн - вăрăпа е хунавпа . ? ? Виçĕ енлĕ дневника тултарасси « Йăмрапа хурăн » сăвă

Слайд 6

Чарăнса тăрса вулани 1.Ват йăмрапа çап-çамрăк хурăн пурнатчĕç юнашар . Йăмри-лутра , курпун , хурăнĕ - йăрăс , илĕртÿллĕ , сар пикене ас илтеретчĕ вăл . Йăмра Хурăн Пĕрремĕш пайне вуласа тухсан таблица тултаратпăр

Слайд 7

2.Ача-пăча, иртен-çÿрен е алхасса , е ахальтен хурăн çине пăхса савăннă май ялан кÿрентеретчĕç йăмрана . Хурăн çине ал çĕклеме никам та хăяймастчĕ . Кăçал тавралăх илемне ярать тесе, касрĕç йăмрана . - Йăмрана каснă хыççăн хурăнпа мĕн пулма пултарнă ?

Слайд 8

3.Вара мĕнпур инкек-синкек хурăн çине тиенчĕ . Пĕри ун хуппине вистенĕ , тепри шывне юхтарнă . Кĕçех илемĕ пĕтрĕ йывăçăн . Ларать вăл халь пуçне усса ытла та хурлăхлăн , ватă йăмра хÿтлĕхĕнчи ыр вăхăта аса илсе . - Ватă йăмрапа çамрăк хурăна пурнăçра камсемпе танлаштарма тăрăшнă ? Чунра вĕсем мĕнле шухăш-туйăм çуратрĕç ?

Слайд 9

Пĕтĕмлетÿ туни

Слайд 10

Киле ĕç . Сăвăпа усă курса ăслав çырасси : « Ватă çын - çамрăк çын »


Предварительный просмотр:


Подписи к слайдам:

Слайд 1

. Проект Хавхалантаракан самант .

Слайд 2

Мĕн вăл хавхалантару ?

Слайд 3

Хĕпĕртÿ .

Слайд 4

Туслăх .

Слайд 5

. Тĕлĕнни .

Слайд 6

. Савăнăç .

Слайд 7

. Телей .

Слайд 8

. Шанăç .

Слайд 9

. Юратаканскер

Слайд 10

. Кайăксем çине пăхсан манăн та калав авторĕ пекех кайăк-кĕшĕк патне çепĕç туйăм , вĕсемшĕн мĕн те пулин ыррине тăвас шухăш çуралчĕ .


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

«Учителя на фронте и в тылу» презентация с. Ильинка

Презентация к открытому мероприятию «Учителя на фронте и в тылу»...

Былина "Илья Муромец и Святогор". 3 класс. Тестовая работа.

Тест по литературному чтению по содержанию былины....

Литературное чтение. "Илья Муромец и Соловей разбойник"

Презентация к уроку литературного чтения по теме "Былины" + аудиозапись  (по программе "Планета знаний")...

Былина "Илья Муромец и Соловей-разбойник"

Презентация к уроку литературного чтения. на уроке представлены различные виды работ, способствующие активизации деятельности и более прочному усвоению материала....

Сравнение богатырской сказки "Илья Муромец" и былины "Илья Муромец и Святогор"

Учимся сравнивать былины и богатырские сказки. Что в них общего и чем они не похожи....

Илья Муромец богатырь земли Русской. А. К. Толстой. ”Илья Муромец”.

Литературное чтение 4 класс. "Планета знаний"...