Я-Исследователь
проект по чтению (1 класс) на тему
Эпĕ суйласа илнĕ тĕпчев ĕçĕ паянхи пурнăç ыйтăвĕсемпе тачă çыхăнса тăрать. Мĕншĕн тесен 2016 çул – «Ĕç çыннин çулталăкĕ».
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
kosmos.docx | 96.42 КБ |
Предварительный просмотр:
Чăваш Республикин Елчĕк район администрацийĕн вĕренÿ тата çамрăксен политикин пайĕ
Пĕтĕмешле пĕлÿ паракан муниципаллă вĕренÿ учрежденийĕ Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи «Шăмалакри пĕтĕмешле пĕлÿ паракан тĕп шкул»
Чăвашсен чаплă та мухтавлă çынни
Ĕçне тăваканĕ:
Пĕтĕмешле пĕлÿ паракан муниципаллă
вĕренÿ учрежденийĕ Чăваш Республикин
Елчĕк районĕнчи «Шăмалакри пĕтĕмешле
пĕлÿ паракан тĕп шкул» 1 мĕш классра
вĕренекен Усанова Вероника
Руководителĕ – Долгова Валентина
Александровна – кĕçĕн класс учителĕ.
Шăмалак -2016
Тупмалли
- Умĕн калани
- Тĕп пайĕ.
- А. Г. Николаев – чăвашсен чаплă та мухтавлă çынни.
- Пĕтĕмлетни.
- Усă курнă литература.
Умĕн калани
Эпĕ суйласа илнĕ тĕпчев ĕçĕ паянхи пурнăç ыйтăвĕсемпе тачă çыхăнса тăрать. Мĕншĕн тесен 2016 çул – «Ĕç çыннин çулталăкĕ».
Эпĕ -Усанова Вероника Шăмалакри пĕтĕмешле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 1-мĕш класра вĕренетĕп. Манăн пĕрремĕш кĕнеке- «Чăвш азбуки». Сас паллисене вĕреннĕ май эпĕ кĕнекери хайлавсене хамах вула пуçларăм. Куç тĕлне «Андриян Григорьевич Николаев» хайлав тĕл пулчĕ. Андриян Григорьевич Николаев —виççĕмĕш космонавт лётчик иккен. Вăл чăваш ачисемшĕн уйрăмах çывăх.Çапла пулмасăр та,вăл пирĕн ентеш-çке. Андриян Николаев чăваш çĕрĕнче чăваш çăкăрне çисе, чăвш вăййисене выляса, чăваш юррисене юрласа ÿснĕ чăваш ачи. Ялти ача мĕнле çулпа тĕнче уçлăхне тухма пултарнă-ха? Манăн ун çинчен тата нумайрах пĕлес килчĕ. Хамăн ума çакăн пек тĕллев лартрăм:
- пирĕн ентеш космонавт кун-çулĕпе, космоса аталантарас ĕçре мĕнле вырăн йышăннине тĕплĕнрех пĕлес терĕм.
Задачăсем:
А.Г. Николаев кун-çулĕпе, ĕçри çитĕнĕвĕсемпе паллашасси;
Чăваш çĕрĕнче çуралса ÿснĕ космонавтсен ячĕсене пĕлесси;
Тăван çĕр-шыва, тăван халăха юратас, унпа мухтанас, унăн историне хисеплес туйăмсене аталантарасси
Меслетсем :
- шырав,
- шухăшлав,
- тишкерÿ,
- тĕпчев,
- ăнлантару,
- пĕтĕмлетÿ
Кĕтекен результат: Раççей гражданинĕн патриотла туйăмне аталантарасси, тĕрлĕ халăхсемпе туслă пурăнма, вĕсен культурине хисеплеме вĕренесси
Тĕп пайĕ
СССР космонавт-лётчикĕ, Совет Союзĕн икĕ хут геройĕ, авиации генерал-майорĕ Андриян Григорьевич Николаев- чăваш халăхĕн чысĕпе мухтавĕ, унăн ятне çăлтăрсем таран çĕкленĕ чăн-чăн Улăп, наци паттăрĕ. Вăл 1929 çулхи авăн уйăхĕн 5- мĕшĕнче чăваш Республикин Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче çуралнă. Амăшĕпе, Анна Алексеевнăпа,пĕр кунтах çут тĕнчене килнĕ. Çакă питĕ пысăк телее пĕлтерет тесе шутланă ĕлĕк-авалах ваттисем.
1944 çулта Шуршăлта 7 класс пĕтерсен Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăх техникумĕнчен вĕренме кĕнĕ. Шкулта Андриян лайăх вĕреннĕ.
1947 çулта Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухсан Карелире «Южкареллес» трестра вăрман каснă.
1950 çулта çар хĕсметне кайнă.
1951 çулта Фрунзери çар авиаци летчикĕсен училищинче вĕренме пуçланă.
1954 çулта училище хыççăн Мускав çывăхĕнчи авиаци пайĕсенче хĕсметре тăнă.
1960 çулта совет космонавчĕсен ушкăнне чĕнсе илнĕ. «Восток» ятлă карапсем çинче вĕçев ĕçĕсене вĕреннĕ.
1961 çулхи çурла уйăхĕнче Г. С. Титов «Восток-2» космос карапĕ çинче вĕçнĕ чухне унăн дублёрĕ пулнă.
1962 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче А.Г.Николаев «Восток-3» караппа космоса вĕçсе пĕтĕм тĕнчене тĕлĕнтернĕ. 3 талăк та 22 сехет пынă унăн вĕçевĕ, çав вăхăтра пирĕн паттăр ентешĕмĕр Çĕр чăмăрĕ тавра 64 хут çаврăннă. Халиччен пĕлмен Шуршăл пĕтĕм тĕнчипе паллă пулса тăнă.
1963-1968 çулсенче космонавтсен ушкăнĕн командирĕ. Ӗçленĕ чухнех 1968 çулта Çар-вĕçевçĕ инженерсен Н. Е. Жуковский ячĕллĕ академинчен вĕренсе тухнă.
1968 - 1974 çулсенче - космонавтсене хатĕрлекен Ю. А. Гагарин ячĕллĕ Тĕпĕн пуçлăхĕң çумĕ. Уйăх çине вĕçме хатĕрленнĕ.
1969 çулхи чӳк уйăхĕнче Союз-8 карапăн дубль экипажăн командирĕ пулнă
1970 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче В.И. Севастьяновпа пĕрле тепĕр хут тĕнче уçлăхне çĕкленнĕ Андриян Григорьевич . «Союз-9» космос карапĕпе 17 талăк та 16 сехет те 59 минут вĕçнĕ.
В 1974 çултанпа - космонавтсене хатĕрлекен Ю. А. Гагарин ячĕллĕ Тĕп пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ
2004 çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче йывăр чире пула Андриян Григорьевич Николаев пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Паттăр космонавта хăйĕн тăван çĕрĕнче, Шуршăл ялĕенче пытарнă.
Ăна асăнса Шуршăлта музей уçнă. Шуршăлти Космонавтика музейĕ- Раççейри пĕртен-пĕр космонавтика музейĕ.
Андриян Николаев- Чăваш Ен мухтавĕ. Унăн ырă ячĕ-сумĕ, çутă сăнарĕ яланах халăх асĕнче упранĕ.
Хисепĕсем
Совет Союзĕн икĕ хут Паттăрĕ. Ленин икĕ орденĕпе, Ěçлĕ Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсемпе, медальсемпе чысланă. К. Э. Циолковский ячĕллĕ, «Космос», де Лаво тата Ю. А. Гагарин ячĕллĕ ылтăн медальсемпе тивĕçтернĕ. НРБ Социализм Ěç Паттăрĕ. ДРВ Ěç Паттăрĕ. МНР Паттăрĕ. Георгий Димитров, Кириллпа и Мефодий (Болгари), Ялавăн бриллиантсемпе I степеньлĕ (Венгри), Сухэ-Батор (Монголи), Çăлтăр II класлă (Индонези), Ожерелье Нила (Египет) орденĕсене парса чапланă. Даниэльпе Флоренс Гуггенхеймсен премине илме тивĕç пулнă. Тĕнчери астронавтика академин хисеплĕ членĕ. СССР патшалăх преми лауреачĕ (1981). Калуга, Смоленск, Ржев, Махачкала, Нальчик, Каспийск (Раççей), Караганда (Казахстан), Дархан (Монголия), София, Петрич, Стара-Загора, Варна, Плевен (Болгари), Карлови-Вари (Чехи), Буира (Алжир) хулисен хисеплĕ гражданинĕ. Уйăх çинчи кратера Николаев ятне панă.
Андриян Григорьевич ĕçне тăсакансем тата пур иккен. Вĕсем: Чăвш çĕрĕнче çуралса ÿснĕ Николай Бударинпа Муса Манарав.
Пĕтĕмлетни
Чăваша, пысăках мар республикăна ,тĕнче умĕнче чапа кăларнă пĕрремĕш космос Улăпне Андриян Николаева тата унăн ĕçне малалла тăсакан космонавтсене - Николай Бударинпа Муса Манарова , ĕмĕр тăршшĕпех тав туса пурăнмалла пирĕн. Виçĕ ентеш пирĕн халăха, тăван Чăваш Ене чапа кăларчĕç, ятне – сумне çăлтăрсем таран çĕклерĕç.
Чăваш халăхĕ ентешсен космосри ĕçĕсемпе мухтанать, сума сăвать. Пирĕн те вĕсем пек пултаруллă пулас тесен тăрăшса вĕренмелле, çитĕнÿсем патне ăнтăлмалла. Вĕсем пирĕншĕн ырă тĕслĕх пулмалла!
Паттăр Андриян
Тÿпере вĕçсе çÿрерĕн
Кăйкăрпа пĕр тан,
Эс чăваш ятне çĕклерĕн,
Паттăр Андриян.
Уйăха салам каларăн
Анлă Атăлтан,
Çăлтăра та эс пуç тайрăн, Паттăр Андриян.
Ю.Сементер
Усă курнă литература.
«Самант» журнал, №3 2011
«Самант» журнал, №9 2005
«Тăван Атăл» журнал, №9 1999
«Тетте» журнал, №9 2004
«Хыпар» хаçат, №38, 2011
Андриян Николаев «Тĕнче уçлăхĕнче»
Кави Латыпов «Çăлтăр тупнă каччă»
Интернет ресурс сайчĕсем http://inset.chv.su/
Эпĕ -Усанова Вероника Шăмалакри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 1-мĕш класра вĕренетĕп. Манăн пĕрремĕш кĕнеке- «Чăваш азбуки». Сас паллисене вĕреннĕ май эпĕ кĕнекери хайлавсене хамах вула пуçларăм. Куç тĕлне «Андриян Григорьевич Николаев» хайлав тĕл пулчĕ. Андриян Григорьевич Николаев —виççĕмĕш космонавт -лётчик иккен. Вăл чăваш ачисемшĕн уйрăмах çывăх.Çапла пулмасăр ,вăл пирĕн ентеш-çке. Андриян Николаев чăваш çĕрĕнче чăваш çăкăрне çисе, чăваш вăййисене выляса, чăваш юррисене юрласа ÿснĕ чăваш ачи. Ялти ача мĕнле çулпа тĕнче уçлăхне тухма пултарнă-ха? Манăн ун çинчен тата нумайрах пĕлес килчĕ. Хамăн ума çакăн пек тĕллев лартрăм:
-пирĕн ентеш космонавт кун-çулне, вăл космоса аталантарас ĕçре мĕнле вырăн йышăннине тĕплĕнрех пĕлес терĕм.
Тĕп пайĕ
СССР космонавт-лётчикĕ, Совет Союзĕн икĕ хут геройĕ, авиации генерал-майорĕ Андриян Грирорьевич Николаев- чăваш халăхĕн чысĕпе мухтавĕ, унăн ятне çăлтăрсем таран çĕкленĕ чăн-чăн Улăп, наци паттăрĕ. Вăл 1929-мĕш çулхи авăн уйăхĕн 5- мĕшĕнче чăваш Республикин Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче çуралнă. Амăшĕпе, Анна Алексеевнăпа,пĕр кунтах çут тĕнчене килнĕ. Çакă питĕ пысăк телее пĕлтерет тесе шутланă ĕлĕк-авалах ваттисем.
Андриян 1944-мĕш çулта Шуршăлта 7 класс пĕтерсен Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăх техникумне вĕренме кĕнĕ.
1947-мĕш çулта вĕренсе тухсан инҫетре вăрман каснă.
1950 –мĕш çулта салтака кайнă. Çар авиаци летчикĕсен училищинче вĕреннĕ.
60- мĕш ҫулсенче «Восток» ятлă карапсем çинче вĕçев ĕçĕсене вĕреннĕ
1962-мĕш çулхи çурла уйăхĕн вун пĕр мĕшĕнче Андриян Григорьевич Николаев пĕрремĕш хут «Восток-3» караппа космоса вĕçсе хăпарнă. 3 талăк та 22 сехет пынă унăн вĕçевĕ.
1963-1968 – мĕш çулсенче космонавтсен ушкăнĕн командирĕ пулнă.
1970-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче Виталий Иванович Севастьяновпа Андриян Григорьевич Николаев космонавтсем иккĕмĕш хут тĕнче уçлăхне çĕкленнĕ.
Кирек ăçта пурăнсан та Андриян Григорьевич Николаев Чăваш енпе тачă çыхăну тытнă.
2004-мĕш çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче йывăр чире пула Андриян Григорьевич Николаев пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Паттăр космонавта хăйĕн тăван çĕрĕнче, Шуршăл ялĕенче пытарнă.
Ăна асăнса Шуршăлта музей уçнă. Шуршăлти Космонавтика музейĕ- Раççейри пĕртен-пĕр космонавтика музейĕ.
Унăн ырă ячĕ-сумĕ, çутă сăнарĕ яланах халăх асĕнче упранĕ.
Андриян Николаевăн ĕçне тăсакансем тата пур иккен. Вĕсем: Чăваш çĕрĕнче çуралса ÿснĕ Николай Бударинпа Муса Манаров- космонавтсем.
Пĕтĕмлетни
Чăваш халăхĕ паттăр ывăлĕсен космосри ĕçĕсемпе мухтанать, сума сăвать. Пирĕн те вĕсем пек пултаруллă пулас тесен тăрăшса вĕренмелле, çитĕнÿсем патне ăнтăлмалла. Вĕсем пирĕншĕн ырă тĕслĕх пулмалла!
Паттăр Андриян
Тÿпере вĕçсе çÿрерĕн
Кăйкăрпа пĕр тан,
Эс чăваш ятне çĕклерĕн,
Паттăр Андриян.
Уйăха салам каларăн
Анлă Атăлтан,
Çăлтăра та эс пуç тайрăн, Паттăр Андриян.
Ю.Сементер
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Программа кружка "Юный исследователь"
Программа кружка "Юный исследователь" для 4 класса...
Я - исследователь
Предлагаемый материал поможет включить ребенка в исследовательский поиск. Вы узнаете какими могут быть темы исследования, как выбрать тему, что такое гипотеза исследования, как поставить цели и задачи...
Как стать исследователем.
Презентация создана для мотивации к созданию проектов по летним наблюдениям. Использованы матералы тетради "Я - исследователь" Савенкова....
Программа дополнительного образования "Я исследователь"
Программа для внеурочной деятешльности 1-4 классы ФГОС...
Адаптированная образовательная программа "Хочу всё знать" детского объединения "Исследователь"
План работы кружка для детей 8-9-летнего возраста (2 класс) по математике и русскому языку. Содержит пояснительную записку ,учебно-тематический план, содержание (название тем),этапы педагогического ко...
Конкурс исследователь- ских работ «История моей семьи –история моего народа»
Работа по изучению биографии своих предков. Составление генеалогического древа семьи....
Занятие по дополнительной образовательной программе "Я-исследователь" Тема: "Что такое эксперимент?"
Конспект занятия по подпрограмме "Тренинг". Подпрограмма "Тренинг" направлена на развитие исследовательских способностей учащихся. В ходе занятий дети овладевают специальными знаниями, уме...