Конспект НОД Аслă ушкăнри ачасене куҫăм ӗҫ-хӗлӗ урлă чăваш литературипе интереслентересси
план-конспект занятия (старшая группа)

Кожевникова Ирина Геннадиевна

· Ачасене тĕрĕс утма вĕрентессине анталантарасси: ҫăмăллăн утма, чупма, урисене ҫÿллĕ йăтса утма хăнăхтарасси;

· Ачасен хускану опытне пуянлатса пырасси тата хăрушсăрлăх майӗсене пăхăнса ӗҫлесси;

· Пӗлнӗ юмахсен ячĕсене аса илесси, унти тĕп геройăн ячĕсене палăртасси;

· Ачасене хăйсен тата ытти ҫынсен сывлăхне упрама вĕрентесси.

· Этеплӗх пахалăхне пăхăнма тата ăна шута илме, юлташлăх туйăмне пĕр –пĕрин хушшинче аталантарасси.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл pylemre_chavash_tume_tahanna_anyuk_heracha_chupsa_keret.docx20.54 КБ

Предварительный просмотр:

Аслă ушкăнри ачасене куҫăм ӗҫ-хӗлӗ урлă

чăваш литературипе интереслентересси

Тема: «Сывлăх патши патӗнче хăнара»

Хатěрлекенě:

 аслă категориллě

воспитатель

Кожевникова Ирина Геннадиевна

Муркаш сали - 2021

«Сывлăх патши патӗнче хăнара»

Ěҫ тĕллевӗсем:

  • Ачасене тĕрĕс утма вĕрентессине анталантарасси: ҫăмăллăн утма, чупма, урисене ҫÿллĕ йăтса утма хăнăхтарасси;
  • Ачасен хускану опытне пуянлатса пырасси тата хăрушсăрлăх майӗсене пăхăнса ӗҫлесси;
  • Пӗлнӗ юмахсен ячĕсене аса илесси, унти тĕп геройăн ячĕсене палăртасси;
  • Ачасене хăйсен тата ытти ҫынсен сывлăхне упрама вĕрентесси.
  • Этеплӗх пахалăхне пăхăнма тата ăна шута илме, юлташлăх туйăмне пĕр –пĕрин хушшинче аталантарасси.

Словарь ĕҫĕ: икерчĕ, ҫил арманĕ, уйăх. Чăваш сăмахӗсенчи «ҫ», «ӗ» сасăсене ҫирӗплетсе хăварасси.

Умӗнхи ĕҫ: ачасене «Кахал хӗрача», «Тукмак, йытă, кушак, шăши», «Уйăх ҫинчи хӗр» чăваш юмахĕсемпе паллаштарасси, ÿкересси, геройсен ячĕсене ҫирĕплетесси.

Усă курмалли хатĕрсем: ҫыру конверчĕ, пĕчĕк тункатасем, авăк патак,  юхан шыв валли материал, проэктор, компьютер, «Уйăх ҫинчи хӗр» юмахри иллюстрацийӗ.

Уйрăм ачапа ĕҫлесси: ачана шыв кÿлленчĕкĕ урлă тĕрĕс сиксе каҫма вĕрентесси, сывлăш хăнăхтарӗвӗсене аталантарасси.

Ěҫ йĕрки:

Пÿлĕмре чăваш тумĕ тăхăннă Анюк хĕрача чупса кĕрет. Аллинче унăн ҫыру.

- Тинех ку ача садне шыраса тупрăм. Анчах та ăҫта – ха ачасем?

(Ачасем юрă кĕввипе утса кĕреҫҫĕ.).

- Сывă –и, ачасем! Эпĕ сирĕн пата Сывлăш патши патĕнчен килтĕм. Сывлăх патши сире валли ҫыру парса ячĕ. Ачасем, ҫыру ҫинче мĕн ҫырнине пĕлес килет- и?

Ачасем: Пĕлес килет.

(Анюк ҫыруне воспитатĕле парать. Воспитатель ҫыруна уҫать, вулать.)

«Эпĕ сирĕн ача садĕнче питĕ хаваслă ачасем пурăннине пĕлтĕм.  Вĕсем ăслă, спортпа туслă, выляма, юрă – ташă ташлама юратаҫҫĕ. Нимĕнле йывăрлăхран та хăрамаҫҫĕ.»

Воспитатель. – Ку сăмахсем сирĕн ҫинчен –и, ачасем?

Ачасем. – Пирĕн ҫинчен.

(Воспитатель ҫыруна малалла вулать)

«Эпĕ кĕҫех хамăн патшалăхра ăслă, спортпа туслă, выляма, юрă – ташă ташлама юратакан ачасем валли туслăх каҫӗ ирттеретĕп. Унта тĕрлĕ юмахри геройсем пулаҫҫĕ. Килĕр, эпĕ сире кĕтетĕп. Сывлăх патши».

Воспитатель: Мĕнех, ачасем кайма килĕшетĕр–и? Анюк, пирĕнпе пĕрле пыратăн-и?

Анюк: - Пыратăп.

Воспитатель. - Ҫул ҫинче хаваслăрах пултăр тесе зарядка ҫинчен юрă юрлар.

(Ачасем юрă-кĕввипе ҫула тухаҫҫĕ, пĕр- пĕрин хыҫҫăн утаҫҫĕ.)

«Ирхи зарядка»:

Илемлĕ площадка

Пĕве хĕрринче

Кĕтет физзарядка

Пире ир ҫинче

Епле сывлăш уҫă

Хĕвел йăл кулать

Строя пирĕн ушкăн

Васкаса тăрать.

Команда парсассăн

Хавас ачасен

Чĕкеҫ ҫунатланнăн

Выляҫ  аллисем

Зарядка тăватпар

Эпир ирсерен

Хăюллă та паттăр

Пулма пĕчĕкрен.

Воспитатель: Маттур, ачасем. Халӗ вара, Сывлăх Патши патне ҫитес тесен, ал-урасен вăйне ҫирӗплетес пулать.

1-мӗш хăнăхтару:  «Улатакка»

Тĕллев: мăй мышцисене ҫирĕплетесси.

 Ача мăйне тăсать те «тук-тук» тет. (8 хут тумалла)

2-мӗш хǎнǎхтару:   «Хачǎ» (8 хут алсемпе)

Тĕллев: алă мышцисене ҫирĕплетесси.

1.Алăсене ҫĕклемелле, урлǎ-пирлĕ хусканусем тумалла.

2. Каялла вырнаҫса тăмалла. Сывлавĕ йĕркеллĕ пулмалла.

3-мӗш хăнăхтару: «Кайǎк» хǎнǎхтарǎвĕ (7-8 хут).

Тĕллев: ҫурăм, алă мышцисене ҫиреплетесси.

Кавир ҫине тӳррĕн лармалла, урисене ик енне сармалла, ура пӳрнисене туртǎнтармалла. Аллисене ҫурǎм хыҫĕнче пĕрлештермелле.

1. Аллисене ҫӳлелле ҫĕклемелле.

2. Аллисене аялалла антармалла.

4-мӗш хăнăхтару: «Икерчĕ пĕҫерни» (8 хут тумалла)

Тĕллев: Кĕлетке мышцисене ҫирĕплетесси.

Урисене  кăштах сармалла, аллисене пысăккăн уҫса сармалла. Пуҫ урлă алăпа алла сылтăм енне тата сулахай еннеле пĕрлештерсе «Икер-чӗ, Икер-чӗ» тесе каламалла.

5-мӗш хăнăтару: «Ҫил арманĕ»

Тĕллев: пĕтĕм кĕлетке мышцисене ҫирĕплетесси.

Ачасем урисене сарса тăраҫҫĕ, малалла пĕшкĕнеҫҫĕ. Ал пÿрнисепе ура пÿрнисене хĕреҫлĕн пĕрлештереҫҫĕ. (7-8 хут тумалла)

6-мӗш хăнăхтару:  «Пысăк тата пĕчĕк пÿскесем».

Тĕллев: ура мышцисене ҫирĕплетесси.

Ачасем пĕрре ҫÿллĕ пысăк пÿске пек сикеҫҫĕ,тепре пĕчĕк пÿске пек сикеҫҫĕ».

Урасене кантарма утаҫҫĕ.

7-мӗш хăнăхтару: «Тĕрĕс сывла»

Ачасене тарăн тата тĕрĕс сывлама вĕрентесси.

Ачасем зарядка тунă хыҫҫăн ҫула тухаҫҫĕ.

(Утсан-утсан ҫул ҫинче пĕр хĕрача макăрса ларнине кураҫҫĕ)

Воспитатель. - Эсĕ мĕншĕн макăратăн?

Хĕрача: - Асанне мана хăварчĕ. Эпĕ ывăннă, утаймастăп.

Воспитатель. - Ачасем, мĕнле юмахран-ши ку хĕрача?

Ачасем: - «Кахал хĕрача» юмахран.

Воспитатель: -Кахаланса ларсан нимĕн те пулмасть. Айтăр-ха, ачасем алсем, урасем вăлă пулчĕр тесе зарядка тăватпăр.

(Ачасем ҫаврашкана тăрса зарядка тăваҫҫĕ. Зарядка хыҫҫăн пĕр минут хушши чупаҫҫĕ).

Кĕҫех ҫул ҫиче Тукмака, йытта, кушака тата шăшине тĕл пулаҫҫĕ. Вĕсем пĕр- пĕрин ҫине ҫилленнĕ.

Воспитатель: Ачасем, кусем тата мĕнле юмахран-ши?

Ачасем: - «Тукмак,йытă,кушак тата шăши»

Воспитатель:  Инҫе ҫула тухсассăн вăйлă пулни кăна кирлĕ мар тата мĕнле пулмалла-ши?

Ачасем: - Туслă пулмалла.

Воспитатель: - Тĕрĕс, туслă пулмалла. Ҫирĕп туслăхран вăйли нимĕн те ҫук. Ҫак карҫинккара манăн шурă чечекĕн пайăркисем пур. Вăл ахаль чечек мар, асамлă. Кашни чечек пайăрки ҫинче туслăх ҫинчен ваттисен сăмахне ҫырса хунă:
«Юлташа йывăрлăхра ан пăрах»,  «Яланах туслă пулăр», «
Ҫĕр пус укҫа пуличчен, ҫĕр тус пултăр»

Воспитатель: - Эпир Сывлăх патши патне хăнана каятпăр, пирĕнпе пыратăр-и?

Юмахри геройсем: Пыратпăр!!!

Ҫул ҫинче вĕсем тĕрлĕ пăтăрмахсене ҫӗнтерсе пыраҫҫĕ:

Тӗп хусканусем:

-пĕчĕк тункатасем тăрăх утаҫҫĕ,

-авнă патак айĕнчен тухаҫҫӗ («туратсем айĕнчен»),

-юхан шыв урлă сиксе каҫаҫҫĕ.

Ҫула тухаҫҫĕ. Пĕр ҫаврашка утса ҫаврăнаҫҫĕ. Ҫав хушăра воспитатель компьютер экранне ҫутать. Унта «Уйăх ҫинчи хĕр» юмахăн курăмлăх материалӗ тухать.

Воспитатель: - Ачасем, ку юмах мĕн ятлă-ши?

Ачасем: - «Уйăх ҫинчи хĕр»

Воспитатель: - Эпир Сывлăх патши патне хăнана кайма тухнă. Анчах  та каҫ пулса килет, ҫул та курăнми пулать.Уйăхăм, хăвăн ҫутупа ҫул кăтартса памăн-ши пире?

Уйăх: - Паратăп.

Ачасем ҫула малалла тухаҫҫĕ. Сывлăш патши патне ҫитеҫҫĕ. Пĕрле тăрса «Ташă кĕвви» кĕвĕпе ташлаҫҫĕ. Выляса пĕтерсен, Сывлăш патши ачасене асамлă панулми парать. Панулмин асамлă вăйӗпе паллаштарать (ачасене пылак ҫеҫ ҫиме юраманни ҫинчен пӗлтерет).

Воспитатель: Ачасем, каҫ та пулса килчӗ. Пирӗн васкас пулать. Тен, ҫак панулмин асамлăхӗпе усă курса ача садне васкарах таврăнатпăр:

Ма-ма-ма – тутлă-ҫке улма.

Ҫи-ҫи-ҫи – панулми эс ҫи.

Ěр-ӗр –ӗр – ача садне кӗр!

 

Ачасем каялла ача садне таврăнаҫҫĕ.

Воспитатель: Ачасем, юмахăн хăш геройӗ патӗнче ытларах килӗшрӗ. Пире Сывлăх Патши патне ҫитме мӗн пулăшса пычӗ? (Туслă пулни, пӗр-пӗрне илтни тата пулăшни).

                                                Усă курмалли хатĕрсем.

Петĕр Ялгир поэтăн «Ирхи зарядка».

Илемлĕ площадка

Пĕве хĕрринче

Кĕтет физзарядка

Пире ир ҫинче

Епле сывлăш уҫă

Хĕвел йăл кулать

Строя пирĕн ушкăн

Васкаса тăрать.

Команда парсассăн

Хавас ачасен

Чĕкеҫ ҫунатланнăн

Выляҫ   аллисем

Зарядка тăватпар

Эпир ирсерен

Хăюллă та паттăр

Пулма пĕчĕкрен

Юрă: «Ташă кĕвви»

  1.Атьăр ташша пуҫлар-и те, атьăр ташша пуҫлар-и?

   Ура тапса ташлр-и те, ура тапса ташлр-и?

  2.Ма юрлас мар ташлас мар та,ма юрлас мар ташлас мар.

    Савăнăҫлă ÿснĕ чух та (4 хут)

  3.Атьăр ташша пуҫлар-и те? (4 хут)

     Ура хуҫса ташлр-и те? (4хут)

Асамлă сăмахсем:

Ма-ма-ма – тутлă-ҫке улма.

Ҫи-ҫи-ҫи – панулми эс ҫи.

Ěр-ӗр –ӗр – ача садне кӗр!


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Конспект открытого занятия в подготовительной к школе группе Конспект открытого занятия в подготовительной к школе группе Конспект занятия в подготовительной группы педагога-психолога со слабослышащими детьми

Дата проведения:  21  февраля  2012  г. Участники:   дети подготовительной группыПроводит:  педагог-психолог Панова  М.М.Цель:способствовать формиров...

Конспект комплексного занятия по математике и конструированию во второй младшей группе Конспект комплексного занятия по математике и конструированию во второй младшей группе Конспект занятий

Познакомить детей с числом и цифрой 6.Совершенствовать навыки счета и сравнения совокупностей предмета.Формировать умение детей различать понятия вчера, сегодня, завтра.Закреплять знания о геоме...

Методическая разработка Ачасен пуплевне аталантарассипе сырна занятийен конспекче "Асамла тенче"

Путешествие в чувашскую сказку, используя инновационную технологию "синквейн"....

1. Конспект по рисованию 2. Конспект по конструированию 3. Конспект по математике. 4. Конспект по окружающему миру.

Тема1. Рисование "Осенний пейзаж. Дождь" (05.10.2021)2. Окружающий мир «Такие разные, такие важные ». бытовые предметы и техника. Их значение в жизни человека. (11...

ТРИЗ технологийӗпе усӑ курса ачасен пуплевне аталантарасси

Кашни воспитатель хӑйне евӗр ҫул-ҫӳревре. Мӗн те пулин ҫӗнни,кӑсӑкли шырать. Ачасене ҫӗнӗлӗх вӗрентес тет, кӑтартас тет. Ачасем мӗн шухӑшланине, вӗсене мӗн кирлине пӗлме тӑрӑшать. Хӑйне ачасен вырӑнне...

Кинезиологи мелӗпе усӑ курса ачасен пуплевне аталантарасси.

Ачасен пуплевне аталантарас тесе мӗн тумалла- ха? Чи малтанах ачапа калаҫмалла,ачасене кӗнеке вуласа памалла,юрӑ-кӗвӗ итлетермелле,ташлатармалла,юрлаттармалла,ачесен ыйтӑвӗсем ҫине тӗрӗс хурав памалл...

Кĕçĕн ушкăн валли ачасен ăс-тăнне,тавракурăмне аталантарас тĕллевпе хатĕрленĕ „Асанне патĕнче хăнара” темăпа ирттермелли заняти конспекчĕ

Кĕçĕн ушкăн валли ачасен ăс-тăнне,тавракурăмне аталантарас  тĕллевпе хатĕрленĕ  „Асанне патĕнче хăнара” темăпа ирттермелли  заняти конспекчĕПрограмма тытăмĕ:Вĕренÿ тĕллевĕсе...