Методическая разработка Ачасен пуплевне аталантарассипе сырна занятийен конспекче "Асамла тенче"
методическая разработка по развитию речи (старшая группа)
Путешествие в чувашскую сказку, используя инновационную технологию "синквейн".
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
Путешествие в сказку "Печек весен кайак" | 234 КБ |
Предварительный просмотр:
Ачасен пуплевне аталантарассипе çырнă
занятийĕн конспекчĕ
«Асамлă тĕнче»
5-6 çулхи ачасем валли
Хатĕрлекенĕ:воспитатель Хораськина
Галина Николаевна
2019ç.
Тĕп тĕллев: сăмах пулăвĕн ϛĕнĕ мелĕпе «синквейн» усă курса, литература хайлавне юратма вĕрентесси.
Ĕϛ содержанийĕ:
Вĕренÿ ĕϛĕн задачисем: ачасен словарьне «Пĕчĕк вĕϛен кайăк» темипе пуянлатасси, сăнарсене палăртакан паллă ячесемпе (хавас, ырă); сăнарсене сăнланă чухне «синквейн» мелĕпе усă курса чи кăсăклине, пĕлтерĕшлине суйласа илесси, астăвăма ϛирĕплетесси, тимлĕ пулма вĕрентесси.
Воспитани парса аталантармалли задачăсем:
- ыркăмăллă пулма вĕрентесси, хăй тĕллĕн ĕϛлеме вĕрентесси, ϛĕнĕ мелпе «синквейн» усă курас туртăма хавхалантарасси.
Словарь ĕϛĕ: вĕϛен кайȧк , пĕчĕк, ырȧ, ырă кăмăл, хурлăх, мĕскĕн, хĕрхеннĕ.
Заняти хатĕрĕсем: презентаци, куϛ кĕски, кĕнеке, чечексем, «синквейн» мелĕн алгоритм-модель, «синквейн» мелĕпе хайлама ÿкерчĕксем.
Ӳмĕнхи ĕϛĕ: «Пĕчĕк вĕϛен кайăк юмаха вуласа тухни, презентаци «Библиотека» пăхни
Заняти аталанăвĕ:
Воспитатель: Ырȧ кун, ачасем! Манȧн питĕ лайăх кăмăл! Сирĕн мĕнле? Атьăр пĕрле кулăпăр. Алăсем ϛине вĕрĕпĕр те хамăр кулăсене пĕр-пĕрне парнелĕпĕр.
Воспитатель: Ачасем, калăр-ха,тархасшăн, кĕнекесем ăϛта нумай?
Ачасем: Библиотекăра.
Воспитатель: Библиотекăна урăхла мĕнле калаϛϛĕ?
Ачасем: Кĕнекесен ϛурчĕ.
Воспитатель: Маттур, тĕрĕс. (урайĕнче кĕнеке выртать)
Воспитатель: Пăхăр-ха, кĕнеке урайĕнче выртать. Вĕсен унта выртма юрать-и? Кĕнекесен ăϛта выртмалла?
Ачасем: Полка ϛинче, шкафра.
Воспитатель: Кĕнекесене мĕнле упрамалла?
Ачасем: Тирпейлĕ тытмалла, ϛĕтес ϛук, листисем ϛине ÿкерес ϛук.
Воспитатель: Çапла, ачасем. Эпĕ сире кĕнеке вулама сĕнесшĕн. Ачасем, пăхăр-ха. Кĕнеке пушă. Юмахĕ вара ăϛта? Листисем те ϛухалнă. Вĕсем хăйсемпе япăх усă курнăшă ϛилленнĕ те ϛухалнă.
Сасă кĕнеке ϛинчен: Ачасем, пулăшăр! Усал асамϛă мана вуласран тухатланă. Вăйлă ϛил листасене асамлă тĕнчене вĕϛтерсе кайрĕ. Испытанисем урлă тухăр-та. Мана юмахсем тавăрса парăр, тархасшăн.
Воспитатель: Пулăшăпăр-и, ачасем?
Ачасем: Пулăшатпăр.
Воспитатель: Апла пулсассăн юмахсем шырама асамлă тĕнчене кайăпăр. Унта ϛитме пире куϛ кĕски пулăшĕ. Ун витĕр тухȧпăр.
Воспитатель: Акă эпир ϛитрĕмĕр. Мĕнле хитре кунта. Тĕрлĕ тĕслĕ чечексем ϛитĕнеϛϛĕ. Йывăϛсем те пур кунта. Чечек ϛинче тупмалли юмах. Ку пирĕн пĕрремĕш испытани. Пирĕн тупсăмне пĕлмелле. Итлĕр:
Пĕчĕк, хитре
Вĕϛет, ыйтать, йĕрет
Вĕϛен кайăк хÿтлĕх шырать
Кайăк
Воспитатель: Мĕн вăл?
Ачасем: Пĕчĕк вĕϛен кайăк.
Воспитатель: Халĕ вара, ачасем кăштах канса илĕпĕр. Вăйă выльăпăр. Вăйă ячĕ «Ҫиччӗн пӗртӑван».
( Ку вӑййа ачасем ушкӑнпа выляҫҫӗ. Юрланӑ чухне аллисемпе кӑтартса пыраҫҫӗ.)
Эпир карчӑк патӗнче
Лутра пӳртре пурӑнатпӑр (лараҫҫӗ).
Эпир ҫиччӗн пӗртӑван.
Ак ҫакӑн пек куҫлӑ (аллисемпе куҫсем туса кӑтартаҫҫӗ).
Ак сакӑн пек пуҫлӑ (аллисемпе туса катартаҫҫӗ).
Вылятпӑр та кулатпӑр.
Пурте ҫапла тӑватпӑр (тӑпӑр-тӑпӑр туса илеҫҫӗ).
Воспитатель: Маттур, ачасем. Канса илтĕмĕр те Халĕ вара тепĕр испытани. Кайăк мĕнле йывăçсенчен пулăшу ыйтнă-ха?
?
Кĕмĕл, шур вулăллă
Тăрать, кĕртмест, хумханса ларать
Хамăн ϛулϛăсене усрамалла
Йывăϛ
Ачасем: Хурăн
Воспитатель: Тĕрĕс, ачасем
?
Пысăк, паттăр
Вăрϛать, хăвалать, шеллемест
Кайăка хăваласа ярать
Йывăϛ
Ачасем: Юман.
Воспитатель: Тĕрĕс. Тепĕр тупмалли юмах
?
Симĕс, йĕплĕ
Шеллет, хуплать, ыйтать
Сивĕ ϛилсенчен сыхлать
Ыркăмăллăх
Ачасем: чăрăш.
Воспитатель: Ачасем, эпир испытанисем витĕр тухрăмăр. Кĕнеке патне юмахсем таврăнчĕϛ.
Кĕнеке сасси: Тавтапуϛ, ачасем, мана пулăшнăшăн. Сывă пулăр.
Воспитатель: Халĕ вара садике таврăнма вăхăт ϛитрĕ. Куϛ кĕски патне çитĕпĕр. Каялла тухăпăр та асамлă тĕнчерен килĕпĕр. Сывă пул, кĕнеке.
Приложени №1
Вăйă «Ҫиччӗн пӗртӑван»
Ку вӑййа ачасем ушкӑнпа выляҫҫӗ. Юрланӑ чухне аллисемпе кӑтартса пыраҫҫӗ.
Эпир карчӑк патӗнче
Лутра пӳртре пурӑнатпӑр (лараҫҫӗ).
Эпир ҫиччӗн пӗртӑван.
Ак ҫакӑн пек куҫлӑ (аллисемпе куҫсем туса кӑтартаҫҫӗ).
Ак сакӑн пек пуҫлӑ (аллисемпе туса катартаҫҫӗ).
Вылятпӑр та кулатпӑр.
Пурте ҫапла тӑватпӑр (тӑпӑр-тӑпӑр туса илеҫҫӗ).
Приложени №2
Алгоритм-модель «синквейн»
Приложени №3 (Юмах)
Пӗчӗк вӗҫен Кайӑк
Ку ӗҫ тахҫан-тахҫанах, авалах пулнӑ...
Кӗр пуҫланнӑ-пуҫланманах сасартӑк чӑтма ҫук сивӗсем килсе ҫитнӗ тет. Пур кайӑк-кӗшӗк пӗрле пуҫтарӑнса канаш тӑвать те карталанса ӑшӑ еннелле вӗҫе пуҫлать. Ҫӗлен-калта ниҫта кайса кӗреймесӗр ӑҫта шӑтӑк пур, ҫавӑнта кӗре-кӗре пытанаҫҫӗ. Анчах пӗр пӗчӗк вӗҫен Кайӑк, ӑнсӑртран ҫунатне хуҫнӑскер, вӗҫсе каяйман та пӗчченех тӑрса юлнӑ. Нимӗн те тума пӗлмен. Пуҫне чикнӗ те ҫакӑнтах шӑнса вилмелле пулать пуль ӗнтӗ тесе шухӑшласа ларнӑ. Йӗри-тавра пӑхкаласа хӳтӗ вырӑн шыранӑ.
Пӑхать-пӑхать те инҫе те мар аслӑ вӑрмана курать. «Ҫав вӑрмана кайса пӑхам-ха, йывӑҫсем мана ӑшӑтмӗҫ-ши?» — тет пӗчӗк Кайӑк сывласа илсе. Хӑйӗн аманнӑ ҫунатне йӑкӑлт-йӑкӑлт тутарса вӑрман хӗррине ҫитет вӑл.
Вӑрман хӗрринче кӗмӗл Хурӑн ларать хумханса. Кайӑк ун умне йӑлӑнма пырать.
— И-и-и, лӑс Хурӑн, лӑс Хурӑн, хӑвӑн патна ҫуркуннеччен пурӑнма яр-ха, — тет.
— Чипер калаҫ! Мӗн хӑтланасшӑн эсӗ? Ман хамӑн ҫулҫӑсене пӑхса усрамалла, саншӑн чӑрманаса пулмастех, — тет Хурӑн шурса кайса.
Сиккелесе пырать Кайӑк хуҫӑлнӑ ҫунатне сӗтӗрсе. Пӑхать — пысӑк Юман ларнине курать.
Кайӑк Юмана йӑлӑнать:
— Эй, паттӑр Юман, хӑвӑн ӑшӑ тураттусем хушшине ҫуркуннеччен кӳртсем, — тет.
— Ҫапла пулмасӑр! — тет Юман турачӗсене сиктерсе. — Сан пеккисене кӳртсе ҫеҫ яр, хӗл каҫиччен манӑн пӗр йӗкеле те хӑвармӑн эсӗ. Кай, кай, ан та тӑр кунта нӑйкӑшса.
Мӗскӗн Кайӑк каллех малалла каять, йӑкӑлт-йӑкӑлт сикет хуҫӑк ҫунатне сӗтӗрсе. Шыв хӗррине ҫитет те унта пысӑк Йӑмра ларнине курать. Кайӑк Йӑмрана калать:
— Ырӑ йывӑҫӑм, Йӑмраҫӑм, санӑн тураттусем ҫӑра, яр-ха мана хӑвӑн патна хваттере хӗл каҫиччен пурӑнма, — тет.
— Утах малалла! Эпӗ пули-пулми йывӑҫ мар, сан пеккисемпе сӑмах та хушмастӑп, — тет мухтанса.
Мӗскӗн Кайӑк аптӑрасах ҫитет, нимӗн тума та пӗлмест. Ывӑннипе аран-аран лӑкӑштатса, хуҫӑк ҫунатне сӗтӗрсе вӑрман варрине ҫитсе кӗрет.
Мӗскӗн Кайӑка катаранах симӗс Чӑрӑш асӑрхать те:
— Ай-яй, мӗскӗн, ӑҫта каятӑн капла? — тесе ыйтать.
— Хам ӑҫта кайнине хам та пӗлместӗп, — тет Кайӑк.
— Епле пӗлместӗн?
— Телее мар, хурлӑха, — тет Кайӑк хурлӑхлӑ сасӑпа.
— Мӗншӗн юлташусенчен тӑрса юлтӑн-ха? — ыйтать Чӑрӑшӗ.
— Ман ҫунатӑм хуҫӑлчӗ, ҫавӑнпа эп вӗҫейместӗп. Вӑрманти йывӑҫсенчен хваттере яма йӑлӑнса пӑхрӑм та, нихӑшӗ те хӗрхенмерӗҫ.
— Э-э-э, апла пулсан хам патӑмра пурӑн. Ак лар ҫак туратӑм ҫине, вӑл чи ӑшши, — тет Чӑрӑш ӑшӑ кӑмӑлпа.
Чӑрӑшпа юнашарах ватӑ Хыр ӳснӗ. Вӑл та мӗскӗн Кайӑка хӗрхенсе каланӑ:
— Манӑн туратсем ӑшша питех тытмаҫҫӗ те, ҫапах эпӗ сана сивӗ ҫилсем тивесрен сыхласа тӑрӑп.
Кайӑк чӑрӑш турачӗсем хушшине ӑшӑ ҫӗре кӗрсе ларать. Хыр ӑна сивӗ ҫилсенчен хӑйӗн шанчӑклӑ турачӗсемпе сыхласа усрама тытӑнать.
Кӑна пӗчӗк ҫеҫ Уртӑш йывӑҫ курать те калать:
— Сана, пӗчӗкҫӗскерне, эпӗ хӗл каҫичченех хам ҫырласемпе тӑрантарса усрӑп.
Ҫапла вара телейсӗр Кайӑк питӗ лайӑх пурнӑҫпа пурӑнма пуҫлать. Ытти Йывӑҫсем ҫакна курнӑ та тиркешсе калаҫнӑ:
— Эй, чӑрманӑп-и ҫав ӑҫтиҫук Кайӑкшӑн, — тесе кулнӑ Хурӑн Чӑрӑшран.
— Ма парӑп эпӗ ӑна хамӑн йӗкелӗмсене, — тет Юманӗ хумханса.
— Эпӗ пули-пулми кайӑкпа калаҫмастӑп та, — тет Йӑмра.
Ҫапла вӗсем сухӑрлӑ йывӑҫсене тиркесе мӑн кӑмӑлланса кулкаласа калаҫнӑ.
* * *
Пӗр каҫхине вӑрманта сивӗ ҫил улама тапратнӑ. Тискер тӑвӑл тулашнипе йывӑҫ ҫулҫисем пурте тӑкӑнса пӗтнӗ.
Анчах Тӑвӑл ачи малтан ашшӗнчен кайса ыйтнӑ:
— Пур йывӑҫсен ҫулҫисене те ҫаратмалла-и е хӑшӗсенне хӑвармалла-и? — тенӗ.
— Ҫук, апла юрамасть, пӗчӗк Кайӑка усрава илнӗ йывӑҫсен ҫулҫисене пӗрне те ан тивнӗ пултӑр, вӗсем хӗлӗпех симӗс тӑччӑр, — тенӗ.
Ҫил вара Чӑрӑшне те, Хырне те, Уртӑшне те тивмен тет.
Вӗсем ҫавӑнпа ку таранчченех хӗлле те, ҫулла та, ӗмӗр-ӗмӗрех симӗс юлнӑ тет.
Приложени №4 Презентаци («Пирĕн патри йывăçсем»)
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Методическая разработка. Стенд – приветствие «Капельки» своими руками. Пояснительная записка Методическая разработка. Стенд – приветствие «Капельки» своими руками. Пояснительная записка
Методическая разработка.Стенд – приветствие «Капельки» своими руками.Пояснительная запискаСтенд оформлен как приветствие группы (визитная карточка группы) под названием «Капельки». Изображение с...
Методическая разработка Дидактическая игра « Накорми колобка» Методическая разработка Дидактическая игра « Накорми колобка» Методическая разработка Дидактическая игра « Накорми колобка»
Разработала:Саламатина Ирина Борисовна воспитатель ГБДОУ № 48 Кировского района горохом или фасолью). Санкт ПетербургаОписание игры:Цель: развитие мелкой моторики , тактильной чувствительнос...
Методическая разработка ( для старшего дошкольного возраста) по теме: Методическая разработка диагностики вокальных способностей.
В данной разработке представлен материал, помогающий прослеживать развитиевокальных способностей: таблица-диагностика + критерии....
Методическая разработка. НОД по нетрадиционному рисованию в подготовительной группе «Летние превращения»Методическая разработка. НОД по нетрадиционному рисованию в подготовительной группе «Летние превращения»
Дети с самого раннего возраста пытаются отразить свои впечатления об окружающем мире в своём изобразительном творчестве. Моя работа заключается в использовании нетрадиционных техник в рисовании. Рисов...
ТРИЗ технологийӗпе усӑ курса ачасен пуплевне аталантарасси
Кашни воспитатель хӑйне евӗр ҫул-ҫӳревре. Мӗн те пулин ҫӗнни,кӑсӑкли шырать. Ачасене ҫӗнӗлӗх вӗрентес тет, кӑтартас тет. Ачасем мӗн шухӑшланине, вӗсене мӗн кирлине пӗлме тӑрӑшать. Хӑйне ачасен вырӑнне...
Кинезиологи мелӗпе усӑ курса ачасен пуплевне аталантарасси.
Ачасен пуплевне аталантарас тесе мӗн тумалла- ха? Чи малтанах ачапа калаҫмалла,ачасене кӗнеке вуласа памалла,юрӑ-кӗвӗ итлетермелле,ташлатармалла,юрлаттармалла,ачесен ыйтӑвӗсем ҫине тӗрӗс хурав памалл...