Кĕçĕн ушкăн валли ачасен ăс-тăнне,тавракурăмне аталантарас тĕллевпе хатĕрленĕ „Асанне патĕнче хăнара” темăпа ирттермелли заняти конспекчĕ
план-конспект занятия по окружающему миру (младшая группа)
Кĕçĕн ушкăн валли ачасен ăс-тăнне,тавракурăмне аталантарас тĕллевпе хатĕрленĕ „Асанне патĕнче хăнара” темăпа ирттермелли заняти конспекчĕ
Программа тытăмĕ:
Вĕренÿ тĕллевĕсем:
Ачасене килти выльăх-чĕрлĕхсемпе тата вĕсен ачисемпе тĕплĕнрех паллаштарасси: ĕне, качака, чăх, автан, кушак, йытă - вĕсем çынсемпе юнашар пурăнаççĕ,çынсене усă кÿреççĕ(ĕне сĕт-турăх парать,чăх-çăмарта тăвать,йытă киле сыхлать,кушак шăши тытать...).Хăйсене чĕрчунсемпе асăрхануллă, тĕрĕс тытмаллине вĕрентесси.Тупмалли юмахĕсен тупсăмĕсене пĕлме пулăшасси.
Аталану тĕллевĕсем:
Килти выльăхсен тата вĕсен ачисен ячĕсене тĕрĕс калама,астуса юлма пулăшасси.Воспитателĕн ыйтăвĕсем çине туллин хуравлама хăнăхтарасси. Ачасен пуплевне,тавракурăмне аталантарасси,сăмах йышне пуянлатасси: килти выльăх-чĕрлĕх,мамăк, Кампур,кушак çурисем.
Воспитани тĕллевĕсем:Килти выльăх-чĕрлĕхе ăшă кăмăлпа пăхма кăмăлĕсене çĕклесси,вĕсемшĕн тăрăшма хавхалантарасси.
Кирлĕ хатĕрсем:
Ял- картиш панорами.
Теттесем – килти чĕрчунсем(ĕне,качака,чăх,автан,чăх чĕпписем,йытă,кушак тата кушак çурисем).
Картинăсем: симĕс курăк,аш шăмми,сĕт,вир кĕрпи.
Пĕçернĕ икерчĕ.
Асанне валли тăхăнмалли тумтир.
Маларах туса ирттернĕ ĕçсем:
Килти чĕрчунсем çинчен хайлав вулани.
Килти выльăх-чĕрлĕх çинчен калаçу ирттерни.
Тетте чĕрчунсемпе выляни.
«Çат-çат...»йăпанăва калама вĕрентесси.
«Мăр-мăр кушак», «Икĕ савăк хур»йăпанусене вулани.
«Килти выльăх-чĕрлĕх»картинăна пăхасси.
Уйрăм ачасемпе ĕçлесси:
Хăюсăртарах ачасене йăпатмăшсене пĕрле калама илĕртесси.
Ачасем çур çаврака туса лараççĕ.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
asanne_patenche_hanara.docx | 20.49 КБ |
Предварительный просмотр:
Кĕçĕн ушкăн валли ачасен ăс-тăнне,тавракурăмне аталантарас тĕллевпе хатĕрленĕ „Асанне патĕнче хăнара” темăпа ирттермелли заняти конспекчĕ
Программа тытăмĕ:
Вĕренÿ тĕллевĕсем:
Ачасене килти выльăх-чĕрлĕхсемпе тата вĕсен ачисемпе тĕплĕнрех паллаштарасси: ĕне, качака, чăх, автан, кушак, йытă - вĕсем çынсемпе юнашар пурăнаççĕ,çынсене усă кÿреççĕ(ĕне сĕт-турăх парать,чăх-çăмарта тăвать,йытă киле сыхлать,кушак шăши тытать...).Хăйсене чĕрчунсемпе асăрхануллă, тĕрĕс тытмаллине вĕрентесси.Тупмалли юмахĕсен тупсăмĕсене пĕлме пулăшасси.
Аталану тĕллевĕсем:
Килти выльăхсен тата вĕсен ачисен ячĕсене тĕрĕс калама,астуса юлма пулăшасси.Воспитателĕн ыйтăвĕсем çине туллин хуравлама хăнăхтарасси. Ачасен пуплевне,тавракурăмне аталантарасси,сăмах йышне пуянлатасси: килти выльăх-чĕрлĕх,мамăк, Кампур,кушак çурисем.
Воспитани тĕллевĕсем:Килти выльăх-чĕрлĕхе ăшă кăмăлпа пăхма кăмăлĕсене çĕклесси,вĕсемшĕн тăрăшма хавхалантарасси.
Кирлĕ хатĕрсем:
Ял- картиш панорами.
Теттесем – килти чĕрчунсем(ĕне,качака,чăх,автан,чăх чĕпписем,йытă,кушак тата кушак çурисем).
Картинăсем: симĕс курăк,аш шăмми,сĕт,вир кĕрпи.
Пĕçернĕ икерчĕ.
Асанне валли тăхăнмалли тумтир.
Маларах туса ирттернĕ ĕçсем:
Килти чĕрчунсем çинчен хайлав вулани.
Килти выльăх-чĕрлĕх çинчен калаçу ирттерни.
Тетте чĕрчунсемпе выляни.
«Çат-çат...»йăпанăва калама вĕрентесси.
«Мăр-мăр кушак», «Икĕ савăк хур»йăпанусене вулани.
«Килти выльăх-чĕрлĕх»картинăна пăхасси.
Уйрăм ачасемпе ĕçлесси:
Хăюсăртарах ачасене йăпатмăшсене пĕрле калама илĕртесси.
Ачасем çур çаврака туса лараççĕ.
Заняти йĕрки:
Асанне:Сывă-и.ачасем!Сире курма эпĕ питĕ хавас.
Питĕ нумай çын хулара пурăнать,эпир вара асаттепе ялта пурăнатпăр.Хамăрăн киле питĕ хытă юрататпăр эпир.Пирĕн кил-картишĕнче питĕ нумай чĕрчун пурăнать.Вĕсене килти выльăх-чĕрлĕх теççĕ,мĕншĕн тесен вĕсем кил-çуртпа юнашар пурăнаççĕ.Эпир вĕсене пăхатпăр:тăрантаратпăр,шăваратпăр,вĕсем хыççăн тасататпăр.Килти чĕрчунсем пурте усă параççĕ(тетте ĕне катартать):
Ирĕн-каçăн вăл кавлет,
Нумай сĕт пире парать.
Ачасем,ĕне пире мĕнле усă парать тесе щутлатăр эсир?(Ачасен хуравĕсем).
Тĕрĕс,ачасем,ĕне сĕт парать.Сĕт вара çитĕннисене те,ачасене те питĕ усăллă.Эсир вара сĕт юрататăр-и,ачасем?Сĕтрен эпĕ хăйма тата тăпăрчă тăватăп.Качака пире сĕтпе мамăк парать.Мамăкран çип арлатăп,мăнуксене валли ăшă нускисем çыхатăп(Тетте качаки çине тата карта çинче çакăнса тăракан нускисем çине тимлеттерет).
Тата пирĕн картишĕнче чăхсемпе кăвакалсем пур.Вĕсенчен мĕнле усă пулĕ тесе шутлатăр?(Ачасен хуравĕсем).
Паллах.вĕсем пире çăмарта туса параççĕ.Çăмарта çиетпĕр эпир тата çăмартапа çăнăха хутăштарса икерчĕсем пĕçеретпĕр.Манăн мăнуксем питĕ икерчĕ çиме юратаççĕ.
Çак мамăклă пĕчĕк чăмăрккасем мĕн иккенне пĕлетĕр-и эсир?(Чĕпĕсем кăтартать).Паллах ĕнтĕ,чăх чĕпписем,вĕсем ÿссе çитсен чăн-чăн чăхсемпе автансем пулĕç.Пăхăр-ха,мĕнле илемлĕ автан.
Пирĕн хапха умĕнче
Автан тырă пĕрчи сăхать.
Автан тырă пĕрчи сăхать
Чăхсене вăл йыхарать.
-Ку-ка-ре-ку!
Ку-ка-ре-ку!Ку-ка-ре-ку!-
Чăхсене пурне те чĕнĕп!
Асанне:Ачасем,айтăр эпир те сирĕнпе самантлăха автан пулса пăхатпăр (Çавракана тăраççĕ те автан çинчен сăвăна пурте пĕрле каласа тĕрлĕ хусканусем тăваççĕ,кайран хăйсен вырăнне кĕрсе лараççĕ).
Пирĕн асаттепе иксĕмĕрĕн тата йытă пур.Эсир, ачасем, мĕнле шутлатăр,мĕншĕн кил-хушшинче йытă кирлĕ-ши?(Ачасен хуравĕсем)
Тĕрĕс,йытă пирĕн тус.Анчах вăл кăна та мар тата йытă пирĕн кил-çурта сыхлать.Эпĕ йытăсене питĕ юрататăп.Хăйне ачашланине йытă юратать,вăл савăнать,сиккелет те хÿрине вылятать.Йытăсем хăйсен хуçисене юратаççĕ,анчах та ют çынсене вĕсем çыртма пултараççĕ.Çавăнпа ют йытăсем патне çывăха пыма юрамасть.Ачашлама та, йĕкĕлтеме те юрамасть.Итлесе пăхар-ха «Йытă»ятлă сăввине:
Алăк умĕнче лапсăркка йытă
Сăмсине ури айне хурса,
Лăпкăн,тăнаçлăн мăшлатса
Тен тĕлĕрет пулĕ,тен çывăрать.
Вăрă-хураха сиссен
Пĕр самантрах вăранать.
Эсир,ачасем,мĕнле шутлатăр,йытă мĕншĕн вĕрме пултарать?Йытă пурăнакан пÿрт мĕн ятлине пĕлетĕр-и эсир?(Ачасен хуравĕсем).
Йытă мĕнле вĕрет,кам туса кăтартать?(Ачасем :Хам-хам-хам! – теççĕ).
Асанне йытă вĕрнине итлеттерет ачасене.
Пирĕн йытă -тусăм хăйĕн йăвинче пурăнать.Ăна Кампур тесе чĕнеççĕ.Сирĕн килте йытă пур-и?(Ачасен хуравĕсем).Тата мĕнле килти чĕрчунсем пурăнаççĕ сирĕн килте?(Ачасен хуравĕсем).
Асанне:Пирĕн патра тата кушак пурăнать.Ăна Муркка тесе чĕнеççĕ(Кушакпа кушак çурисене кăтартать).
Муркка кушакăн пĕчĕк çурисем пур.Кушак çурисем кунĕпех урамра чупса çÿреççĕ,выляççĕ,çывăрма амăшĕпе юнашар карçинкка çине выртаççĕ.Кушак çурисене те,вĕсен амăшне Мурккăна та ачашлама юрать.Вĕсем хăйсене ачашланине питĕ юратаççĕ.Анчах пур чухне те кăмăлламаççĕ.Кушаксем хăйсене тыттарас килмен чух,вĕсем е тараççĕ,е хыттăн мăрлатаççĕ.
Тата мĕн тума пултарать-ши кушак хăйне тыттарас килмен чух?Кушак чăрмалама тата çыртса илме те пултарать.Унăн шăлĕсем тата чĕрнисем питĕ шĕвĕр.Пирĕн чĕрчунсен кăмăлне туйса тăмалла.Алла килти кушака е хуçи ирĕк парсан çеç тытма юрать.Кушака эпир ачашлани килĕшет пулсан вăл мăрлатма пуçлать,хăйĕн юррине юрлать.Кушак мĕнле юрлать-ха? Мăр-мăр-мăр!(Пурте калаççĕ).Эсир мĕнле шутлатăр,кушак килте мĕн тума кирлĕ?
Хулара кушак хуçисене савăнтарать.Ялта вара кушак тата шăшисене тытса усă парать.Пире килте шăши кирлĕ мар,мĕншĕн тесен вĕсем апат-çимĕçсене кăшлама пултараççĕ.Паян эпĕ сире хамăрăн юратнă чĕрчунсем çинчен каласа патăм.Ачасем,айтăр-ха халĕ тепĕр хут аса илетпĕр,мĕнле чĕрчунсем пурăнаççĕ пирĕн кил-картишĕнче?(Ĕне.качака,йытă,кушак.автан,чăхсем тата чĕпписем).
Вĕсем пурте килти выльăх-чĕрлĕх шутланаççĕ.Итлесе пăхăр-ха вĕсем çинчен çак сăвăра:
Ку чĕрчунсем килте пурăнаççĕ,
Килтисем тесе çавăнпа чĕнеççĕ.
Эпир вĕсене сивĕре ăшăтатпăр,
Çитеретпĕр,шăваратпăр.
Вĕсене ачашлатпăр,яланах упратпăр.
Вĕсем пире çывăх юлташ пек,
Сассене таçтанах уйăраççĕ.
Йытăсем çурта тимлĕн хураллаççĕ,
Кушаксем вара пирĕн килте
Шăши ересрен сыхă тăраççĕ.
Ой, эпĕ йăлтах пăтраштарса пĕтертĕм апатсене.Кашни чĕрчун хăйĕн апатне юратать.Манăн симĕс курăк,сĕт,какай шăмми тата вир кĕрпи пур(Ÿкерчĕксем кăтартать).Ачасем,тархасшăн,мана выльăхсене тĕрĕс çитерме пулăшăр.
Асанне ачасемпе пĕрле выльăхсене апат çитерет:ĕнепе качакана – ешĕл курăк,йытăна – какай шăмми,кушакпа çурисене – сĕт,килти кайăк-кĕшĕке – вир кĕрпи.
Асанне:Ачасем,эсир мĕнле шутлатăр, ман чĕрчунсене шыв кирлĕ-ши?(Ачасен хуравĕсем).Çынсем мĕнле шыв ĕçесшĕн,выльăхсене те çавăн пекех шыв кирлĕ.Çавăнпа эпир пурне те шыв ярса паратпăр.
Акă мĕнле лайăх пулăшакансем эсир манăн,мана хуçалăхра пулăшрăр.Тавтапуç сире уншăн.Халĕ эпĕ сире хам сĕт,çăмарта,çăнăх ярса пĕçернĕ икерчĕсемпе хăналасшăн.
Ачасем аллисене кайса çăваççĕ.Асанне вĕсене маларах пĕçерсе хатĕрленĕ икерчĕсемпе хăналать.
Асанне йăпатмăш вулать:
Çат-çат алли,çат-çат алли,
Асанне пĕçернĕ икерчи
Питĕ тутлă курăнать.
Çупа ăшаланă,ачасене панă.
Тарьене – иккĕ,
Ванюка – иккĕ,
Петюка – иккĕ,
Улькана – иккĕ,
Сашука – иккĕ,
Машука – иккĕ,
Питĕ тутлă икерчисем
Пирĕн ырă асаннен.
Ачасем тутлă кучченеçсемшĕн асаннене тав тăваççĕ.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
8-мěш март уявěнче ача садěнче ирттерме сěннě уяв сценарийě «Чи çывăх та юратнă çыннăмсене» 2-мěш кěçěн ушкăн валли
Çурхи хěвел пайăркисем таврана ыйхăран вăратса пирěн пата савăнăçлă, çутă, ăшă уяв илсе килчěç. Хаклă аннесем, асаннесем, кукамайсем, ирěк парсамăр сире тěнчери хěрарăмсен кунě ячěпе салам...
Мои разработки: "Аннесен уявĕ валли çырнă литмонтаж" 27.11.2019г.
quot;Аннесен уявĕ валли çырнă литмонтаж"...
Методическая разработка Ачасен пуплевне аталантарассипе сырна занятийен конспекче "Асамла тенче"
Путешествие в чувашскую сказку, используя инновационную технологию "синквейн"....
ТРИЗ технологийӗпе усӑ курса ачасен пуплевне аталантарасси
Кашни воспитатель хӑйне евӗр ҫул-ҫӳревре. Мӗн те пулин ҫӗнни,кӑсӑкли шырать. Ачасене ҫӗнӗлӗх вӗрентес тет, кӑтартас тет. Ачасем мӗн шухӑшланине, вӗсене мӗн кирлине пӗлме тӑрӑшать. Хӑйне ачасен вырӑнне...
Кинезиологи мелӗпе усӑ курса ачасен пуплевне аталантарасси.
Ачасен пуплевне аталантарас тесе мӗн тумалла- ха? Чи малтанах ачапа калаҫмалла,ачасене кӗнеке вуласа памалла,юрӑ-кӗвӗ итлетермелле,ташлатармалла,юрлаттармалла,ачесен ыйтӑвӗсем ҫине тӗрӗс хурав памалл...
Синквейн тавракурăма аталантарать
Вера Геннадьевна воспитатель занятисене интереслĕ те кăсăклă ирттерме тăрăшать. Уйрăмах вăл синквейн мелĕпе тăтăшах усă курать. Синквейн ачасен пуплевне аталантармалли лайăх мелсенчен пĕри шутланать, ...
Конспект НОД Аслă ушкăнри ачасене куҫăм ӗҫ-хӗлӗ урлă чăваш литературипе интереслентересси
middot; Ачасене тĕрĕс утма вĕрентессине анталантарасси: ҫăмăллăн утма, чупма, урисене ҫÿллĕ йăтса утма хăнăхтарасси;· Ачасен хускану опытне пуянлатса пырасси тата хăрушсăрлăх майӗсен...