Сценарий развлечения для детей старшего дошкольного возраста "Пасха"
план-конспект занятия (старшая группа) на тему

Клюшкова Олеся Сергеевна

Сценарий развлечения  "Пасха" (Манкун) предназначен для детей старшего дошкольного возраста для детских садов с приоритетным осуществлением обучения  чувашского языка.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл mankun_uyave_-_kopiya.docx24.48 КБ

Предварительный просмотр:

Ырă кун, ырă кун

Çитрĕ ырă кун,

Эпир сире курма хавас

Ырă сунатпăр кăмăлтан.

Ертсе пыракан: Ырă кун сунатăпхисеплĕ куракансем. Çак чаплă çĕр çинче вăрçă ан пултăр тесен, халăхсен пĕр-пĕрин хушшинче туслă пурăнмалла. Паян эпир сирĕнпе , çак  халăх хушшинче, хамарăн чаваш халăхĕн, йăли-йĕркине , юрри –ташшисене, чăвашсен вайине  аса илĕпĕр.Эсир пĕлетĕр ĕнтĕ чăвашсем ĕлĕкренех Мăнкун уявне паллă тунă . Эпир те , çак йăлана пăхăнса паян Мăнкун уявне иртерес терĕмĕр.

Сцена çине икĕ ача лаша çинче утланса ял ачисене  Мăнкун уявне иртерме укăлчана тухма ихравласа çуреççĕ.

Клара: Мăн кун çитрĕ, ачасем.

                 Рет кĕтеççĕ тăвансем

                 Эпир ача-пăчасем

                ирттеретпĕр вăйăсем.

1-мĕш ача Вика: Ванюк, Манкун вăйине  укăлчана тухар.

2-мĕш  ача Максим: Анна, Манкун вăйине пуçлатпăр  укăлчана тухар.

Икеште пĕрле кăшкăрса тухса каяççĕ.Мăнкун, Мăнкун уявне.

Ачасем  «Илемлĕ,илемлĕ » юрăпа     карталанса кĕреççĕ.

«Илемле,илемле».

1.Илемле,илемле,

Илемле чаваш кепи .

Илемле чаваш кепи те

Таханма пелсен кана.

2.Илемле,илемле,

Илемле чаваш терри.

Илемле чаваш терри те

Терлеме пелсен кана.

3.Илемле,илемле,

Илемле.чаваш ташши.

Илемле чаваш ташши те

Ташлама пелсен кана.

4.Илемле.илемле.

Илемле,чаваш юрри.

Илемле чаваш юрри те,

Юрлама пелсен кана.

Ертсе пыракан :  Ачасем сывлăх сунатăп! Христос чĕрĕлнĕ.

Ачасем:  Чăн чĕрĕлнĕ !

Карина:  Ака уйăхĕ çитрĕ

           Ашшăн пăхрĕ хĕвелĕ

            Аслă Мăнкун çитнипе

            Пĕтĕм ача савăнать.

Валерия: Килче ыра суркунне,

                  Килче яче ашатса.

                  Хевел савать тенчене

                  Хел ыйхинчен варатса.

Ксюша И: Тусем сартсем хуп-хура

                    Юре кайса петнерен

                    Тухать курак сап-сара

                     Хевел хыта хертнерен.

Женя: Теттем варман черелет,

             Ешел тумтир таханать,

             Сесен хир те ешерет,

             Илемепе мухтанать.

Ертсе пыракан :Чăваш-йăваш , тенĕ ĕлĕкрен, вăл вăрçма , харкашма юратмасть, Юрра –ташша вара пит ăста! Çавăнпах пулĕчăвашсем тĕрлĕрен уявсем иртернĕ.Ачасем,эпир паян сирĕнпе Мăнкун уявне иртерме пухăнтăмăр,çак уява иртерме  Верук аппа хăйăн патне чĕнчĕ.Вăл мĕн пĕчĕкрен юрлама ташлама юратнă. Ăна  савăнтарса килĕпĕр.

Халĕ аларан тытанса «Печексес путене юрра юрласа»  Верук аппа патне кайăпăр.

«Печек сес путене»

1.Печек сес путене

Сара тулла юратать,

Юратать,юратать,

Чанахах та юратать.

2.Печек ачи сар ачи

Юра ташша юратать.

Юраать,юратать.

Чанахах та юратать.

Пÿрт тĕлне çитсен ,ачасем Верук аппана чĕнсе илеççĕ.

Верук аппа пÿртрен ачасен сассине илтсе тухать.

Ертсе пыраканпа ачасем: Сывлăх сунатпăр Верукаппа! Христос чĕрĕлнĕ!

Верук аппа: Сывлăх сунатăп сире  ачасем!  Чăн  чĕрĕлнĕ!

Ертсе пыракан:  Верук аппа,эпир паян сирен пата  Мăнкун уявне уявлама килтĕмĕр .

Верук аппа: Тавах сире килнишĕн.

Ертсе пыракан : Верук аппа,эсир пире  Мăнкун уявĕ çинчен каласа памăр –ши ?

Верук аппа: Кăшт каласа парам ара.

Ачасем Верук аппа умне пуçтарăнса лараççĕ.

Верук аппа:Мăнкун –çуркуннехи чи пысăк уявсеннчен пĕри. Ăна аслисем те ачасем те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Çак кун мĕн ĕлĕкрен çĕнĕ тумтир тăхăннă,тутлă апат çимĕç пĕçернĕ, çăмарта хĕретнĕ. Мĕншĕн çăмартана  хĕрлĕ тĕспе пĕветеççĕ –ха ? Хĕрлĕ –савăнăç палли, этемлĕх чĕрĕлнине пĕлтерет .  Çаван пекех вăл  Иисус  Христос юн тĕсĕ те теççĕ.Хĕрлĕ  çăмарта –чĕрелĕх символе.Шăмат кун каçхине Мăнкун апат –çимĕçне чиркĕве илсе кайса  кĕл тутарнă. Мăнкун кунхи чăн сасси  урăмах  янравлă та хавас илтĕннĕ. Çак кун пĕтĕм çына чан çапма ирĕк панă. Хĕвелте Мăнкун та ташласа тухнă.

Ертсе пыраканпа ачасем : Тавах сире, Верук аппа.

Верук аппа : Ачасем, эсир Мăнкун сăввисене пĕлетĕр-и ?

Ачасем: Пĕлетпĕр .

Верук аппа :Хаваспах итлĕпĕр.

1-мĕш ача:  Тая Анне сухан шуратать ,

                           хуппине вăл пуçтарать

                           Мăнкун валли çăмарта

                           унпала  вăл саратать

 2-мĕш ача  Ксюша П : Мăнкун ячĕпе тесе

                                       Парнелерĕ асанне

                                      Ик кĕселлĕ, пит хитре

                                      мăкăнь çеçкеллĕ кĕпе.

3-мĕш ача Оля:        Илтĕм икĕ çăмарта.

                                Ятăм сахăр па хăйма.

                                Пулчĕ питĕ тутлă торт.

                         Атте калать: «Высший сорт!».

Верук  аппа: Ну маттур та эсир. Мĕн тĕрлĕ кăна вăйă выляман пулĕ эпир сирĕн пек чух.

Кашни чăваш вăйи е çут çанталăка , е йăла-йĕркене кăтартса парать, е пĕр-пĕр ĕçе сăнать. Эсир ачасем мĕнле те пулин чăваш вăйине пĕлетĕр-и?

Ертсе пыракан : Акă Верук аппа пĕр вăйине выляса та кăтартатпăр.Сире те пĕрле выляма чĕнетпĕр. Çапла –и ачасем?

Халь сирĕнпе вăйă выляс.

«Çерем пусса вир акрăм»-вăйă.

Ертсе пыракан : Ачасем ку вăйа выляма икĕ пайа пайланмалла, пĕрисем ту енне, теприсем анат енне.

Верук  аппа:Апла пулсан пĕрисем анаткассем пулаççĕ, теприсем турикассем.

Тарки-тарки шур парса,

Сиктермелле выляр-и?

Ан кайар ха танташсем

Ал татмалла выляр-и?

Верук  аппа: Ну сире ку вăйă килĕшрĕ-и ?

Ачасем:  килĕшрĕ,килĕшрĕ…

Верукаппа: Хĕвел ăшшипе

                         Мăнкун пуçланать !

                         Атьăр , ачасем савнар-и?

                         Савăк юрă халь юрлар.

Ачасем «Асамат кĕперĕ» юрă юрлаççĕ.

1.Асамат кепере

   Султи тупере

 Сут хевел терлере-

 Тенче сескере

Х Ю:Асамат кепере .

         Сар хер пек хитре ске.

          Юлче ун чипере пирен

          сан-питре.

2.Асамат кепере

Ыталать сере

Пус тайса пиллере

Террине пире.

Верук аппа : Сирĕнпе эпĕ хам ачалăха аса илтĕм, тавтапуç, халь вара мĕн тăвăпăр?

Ертсе пыракан : Мăнкун  уявĕнче çăмрта па нумай вăйă вылянă.Чăвшсем ĕненĕвĕ тăрăх ,  кам чилай çĕнтерет ,çавна  кăçал телей кÿрет . Выльăх- чĕрлĕхĕ ,пахча-çимĕçе те ăнса пулать. Пĕр çĕнтернĕ çăмартана çуркуннехи ака чен упраса  ,ака пуçласан  çак çăмартана çĕр айне чаваса хăвармалла  пулнă.

Ачасем эпир те  çăмарта   савармалла выляр.(Каман самарти чилай савранать сав сентерусе пулать).

Савран,савран,самарта

Перре,икке,виссе.( ку самартана майине хума хварап).

Ачасем, «Пахчи,пахчи» юра юрлар ха перле.

1.Пахчи,пахчи сырла пахчи

Сырла сисе усремер

Эх.усремер,саванпа хитре пултамар.

2.Пахчи,пахчи палан пахчи

Палан сисе усремер

Эх,усремер,саванпа палла пултамар.

3.Пахчи,пахчи,семерт пахчи

Семерт сисе усремер

Эх ,усремер,саванпа хура пултамар.

4.Пахчи,пахчи хаяр пахчи

Хаяр сисе усремер

Эх ,усремер,саванпа хаяр пултамар.

5.Пахчи,пахчи,майар пахчи

   Майар сисе усремер

Эх ,усремер саванпа сара  пултамар.

Верук аппа : Хале перле ташлапар.

Ертсе пыракан : Чăваш ташши.Тух-ха Ванюк пирĕн ума.

Ертсе пыракан : Ачасем  Верукк аппана савасем каласа савантарар ха.

1.Вика: Чекес,чекес,чекесе,

                Кунепе вессе сурет вал,

                 Пертте канма пелмест вал,

                 Шана-паван пустарать,

                 Чепписене тарантарать.

2.Игнат:

3.Илюша:

4.Максим: Эпе упа-утаман,

                    Ик урапа утакан,

                     пур кайакран хытарах

                     Мекерттерсе улакан.

5.Аня

6.Даша: Сене пурть укертем,

                      Турам майрине

                       Тухре  сар хевел те

                        Янкар тупене.

7. Сергей.

Ертсе пыракан :  Ачасем Верукк аппана тата такмаксем юрласа савантарар ха.

Аня:1.Шап шура купаста

         Эпир симе пит аста

         Юрламасан ,ташламасан

         Пире кунта намаста.

Клара2. Анкартинчи чечекне

   Апи татма каламан

   Кирек аста кайсассан та

  Намас курма каламан

Сергей3.Аттене те хуман эп

   Аннене те хуман эп

  Шупашкарти артистсен

  Кукамашне хуна эп.

Богдан4. Ташши,ташши,

салакайак ташши,

салакайак ташши мар

ача -пача ташши.

Ваня5.Йамра тымарри,

             Хурама тымарри,

              Эпир кам тымарри те

               Катькас тымарри.

Семен 6. Анаталла-тавалла

             Сапса сумар сумалла

             Ташлар хале ташшине

              Син теленсе тамалла.

Илья 7.Туп-туп-тупата

              Ик урара сапата

              Атя , Ванюк урама.

               Ура хусса ташлама.

Ян 8.    Эпир кам,эпир кам?

               Асанне манукесем!

                Эпир кам,эпир кам?

               Юра .таша астисем.

Ертсе пыракан :  Ачасем епле маттур эсир.Айтарха «Ача-пача урамра-урамра юрра юрлар»

Ертсе пыракан :  Ачасем. пирĕн  уяв каçне вĕçлемелле пул,енчен те çăк паянхи уяв сирĕн асăрта юлчĕ пулсан , чăваш халăхĕн юрри-ташши сирĕн чуна пырса тиврĕ, ăшă кăмăл çуратайрĕ пулсан, чăваш халăхĕ –малалла та пуласса, аталанасса шанас килет!

Верук аппа : Пысăк пулăр, пысăк пулăр

                        Уссен маттур ача пулăр

                        Юрлама та ăста пулăр,

                        Ташлама та ăста пулăр.

Ку Мăнкун вăйи манăн асăма юлĕ, питĕ тав сире ачасем манпа пĕрле пулнăшăн.

Ертсе пыракан :  Тавтапуç сире Верукаппа паян пирĕнпе юрланăшăн,ташланăшăн, вăйăсем вылянăшăн, пире çĕнĕ пĕлÿ панăшăн.

Верукк аппа :Халĕ вара ачасем ,эпе сире кучченес пе ханалатап.

Список

1.Сергей

2.Аня

3.Богдан

4.Тая.

5.Максим.

6.Ксюша П.

7.Илюша.

8.Карина.

9.Иван

10.Оля.

11.Ян.

12.Клара.

13.Игнат

14Вика.

15.Семен.

16.Женя.

17 Витя.

18.Лера.

19.Даша.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

"РУССКОЕ КРАСНОРЕЧИЕ" Сценарий развлечения для детей старшего дошкольного возраста

Сценарий развлечения составлен совместно с учителем-логопедом. Советую провести его в конце учебного года. Можно использовать материалы сценария для проведения выпускного вечера в подготовительной к ш...

«Здоровые дети в здоровой семье». Сценарий развлечения для детей старшего дошкольного возраста.

Уважаемые коллеги, представляю вам сценарий развлечения, которое мы проводили в логопедических группах , когда была неделя здоровья....

Сценарий развлечения для детей старшего дошкольного возраста ко дню 8 марта для старшей и подготовительной групп

Мероприятие посвящено празднованию 8 Марта и проходит с приглашением мам и бабушек....

Сценарий развлечения для детей старшего дошкольного возраста «Лето красное встречаем, день защиты детей отмечаем»

Методическая разработка развлечения, посвященное дню Защиты детей для старшего дошкольного возраста...

Сценарий развлечения для детей старшего дошкольного возраста. "Герои спасают мир" (использование в сценариях персонажей современной мультипликации)

Интересный и увлекательный сценарий развлечения на современную тематику очень понравился наши малышам, они были в восторге от встречи с современными героями своих любимых мультфильмов....

Сценарий развлечения для детей старшего дошкольного возраста "Как дети спасли Витаминку"________________________________________

Формировать положительную мотивацию дошкольников к здоровому образу жизни....

Сценарий развлечения для детей старшего дошкольного возраста «Как дети учили Бабу –Ягу колядовать»

Современная система народных праздников  -   это педагогическая система, которая органически связана со всей воспитательной системой дошкольных образовательных учреждений.Для формирован...