Обобщающее зянятие на чувашском языке для детей старшей группы. " В гостях у животных".
методическая разработка (старшая группа)

Ежова Светлана Юрьевна

Обобщающее занятие на чувашском языке для детей старшей группы." В гостях у животных".

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл ezhova_s.yu_._metodicheskaya_razrabotka_1.docx23.47 КБ

Предварительный просмотр:

ШКУЛ ÇУЛНЕ ÇИТМЕН АЧАСЕН МУНИЦИПАЛЛĂ  БЮДЖЕТЛĂ  ВĔРЕНŸ УЧРЕЖДЕНИЙĔ  «11-МĔШ «ЙĂВАЧА» АЧА САЧĔ

«ЧĔР ЧУНСЕМ ПАТĔНЧЕ ХĂНАРА» АСЛĂ  УШКĂНА  ÇŸРЕКЕН АЧАСЕМ ВАЛЛИ ÇИРЕПЛЕТŸ  ЗАНЯТИЕ.

                                                                      ÇЫРСА ХАТĔРЛЕКЕНĔ

                                                                      ВОСПИТАТЕЛЬ:

                                                                      ЕЖОВА С.Ю.

                                     ÇĔНĔ ШУПАШКАР, 2020

Тĕллевсемпе задачисем :

-ачасен  чĕр чунсем çинчен пĕлевне çиреплетесси.

-хăйсем тĕллен танлаштарасине, сăнасине аталантарасси.

-ачасен шухăшлавне, калаçавне, аталантарасси.

-чăваш чĕлхине юратма тата кăсăкланма вĕрентесси.

Словарь ĕçе: чĕр чунсем, тискер тата килти чĕр чунсем, чĕрĕп, упа пыл юратать, кушак сĕт юратать, пакша мăйăр юратать, мулкач кишĕр юратать, йытă какай юратать.

Урока кирлĕ хатĕрсем: теттесем (чĕр чунсем); пахча-çимĕç: кишĕр, купăста, пан улми, пыл, тырă пĕрчисем, сĕт, аш-какай, пулă, сумка тата почтальон картусси, йыхрав хучĕ.

Урок юмахĕ:

1 пайĕ. Почтальон килет.

-ырă кун пултăр, ачасем! Ку «йăвача» ача сачĕ-и? «пукане» ушкăн-и?

-ачасем хуравлаççĕ: çапла, ку «йăвача» ача сачĕ.

Ачасене йыхрав хучĕ парать. Ачасем тав сăмахĕ калаççĕ «тавтапуç»

Воспитатель  йыхрав хутне вулать. «сывлăх  сунатăп ачасем. Эпĕ вăрман хуралçи. Сире вăрмана чĕнетĕп.

Воспитатель: эпир сирĕнпе паян чĕр чунсем патне хăнана каятпăр. Кунта  аякра мар çуранах çитетпĕр. Çул тăрăх чĕр чунсем çинчен калаçатпăр. Ачасем «животные» сăмах чăвашла мĕнле куçать (чĕр чунсем). Оля, кала-ха! Дима, эсĕ мĕнле шутлатăн? Аня, Дима тĕрĕс хуравларĕ-и? çапла! Айтăр-ха пĕрле калатпăр!

Акă эпир çитрĕмĕр.

2 пайĕ. Ырă кун пултăр. Айтăр-ха палашар! Ку  мĕн? (кто это?)

-ку упа, кашкăр, тилĕ, мулкач, пакша, кушак, йытă, кăвакал, ĕне, сысна, автан, чĕреп.

-халĕ эпĕ сиренпе вăйă вылятăп. Эпĕ куç хупатăп та пĕр-пĕр  чĕр чуна  алăпа  лексе тупатăп. Эсир вара лайăх сăнăр, Эпĕ чĕр чунсене тĕрес пĕлсен. Эсир çапла, ку кушак, е пĕлмесен: «çук, ку кушак мар, ку мулкач теĕр,» (малтан вопитателĕн тĕрĕс  хуравламалла, кайран йăнăшнă пек тусан юрать)

3 пайĕ. Халĕ чĕр чунсем сирĕнпе «пытанмалла» вылясшăн. Эсир халĕ куçусене хупăр. Эпĕ вара çав вăхăтра пĕр чĕр чунне пытаратăп. Эпĕ сире «куçсене уçăр!»тесен куçсене уçса кам çукине чăвашла калăр. Кам пĕрремеш хурав парать çав тепĕр чĕр чунне пытарать (4-5 хут)

4 пайĕ. Физкультминутка. «чĕр чунсемпе савăнатпăр»

Тяп-тяп-тяп утма тяппи пур

Çат-çат-çат çупма алли пур.

Нăш-нăш-нăш тума сăмси пур

Чăр-чăр-чăр пăхма куçĕ пур (П.Эйзин)

5 пайĕ. Вăйă «чĕр чунсен шкулне уçатпăр».чĕр чунсем шкулта тĕрлерен тĕрле çулсенче. Вĕсене тĕрле класа лартса тухмалла. Тискер чĕр чунсене - пĕр класа. Килти чĕр чунсене - тепĕр класа. Вĕсене çулĕшпе тĕрĕс лартмалла. Пĕчĕккисене мала, пысăккисене кайра.

- ачасем, вăрманта мĕнле чĕр чунсем пурăнаççĕ? - тискер чĕр чунсем. Çынсемпе юнашар?-килти чĕр чунсем. Çиреплететпĕр: упа, тилĕ мулкач, пакша, чĕрĕп, кашкăр - тискер чĕр чунсем. Кушак, йытă, ĕне, автан, кăвакал, сысна, сурăх, лаша - килти чĕр чунсем

- пакшана ăçта лартатпăр? упана? Мĕншен? - пакша пĕчек, упа-пысăк.

6 пайе. Сăвă вĕренетпĕр.

Нарт-нарт кăвакал

Кÿлĕ тавра çаврăнать

Ик çуната шарт çапать.

Нарт-нарт кăвакал

Кÿллĕ чăмать çухалать

Лăпкă шыва хумхартать.

7 пайе. Хăнасем  валли кученеç. Вăйă «тутине пĕл»

- ачасем пирĕн чĕр чунсем сирĕн валли кученеçсем хатĕрленĕ. Анчах кученеçсене эпир хамăр валли ку мĕн тата камран пулнине каласан кăна илейретпĕр. Халĕ пурте куçсене хупăр. Эпĕ сире кученеçсене тутанса пăхма паратăп. Эсир мана  ку мĕн пулнине тата мĕнле чĕр чун юратнине калăр. Анчах хуравне мана шăпăн калăр ыттисем ан илтчĕр. Кайран вара эсир тĕрĕс хурав панă е терес  маррине сÿтсе яватпăр. Ачасем мĕншĕн упа пылпа хăналать?

-упа пыл юратать.

Çапла ытти чĕр чунсем çинчен ыйтса пĕлетĕп. Ачасем хуравлаççĕ. Ачасене тĕрĕслеме пулать. (йăнăш каласа) «пакша сĕт юратать.»асăрхануллă ачасем йăнăшне тавçăрса илмелле. «çук, пакша мăйăр юратать». Кайран чĕр чунсем ачасене кученеçсемпе хăналаççĕ.

8 пайе. Ачасем чĕр чунсене тарават кĕтсе илнĕшен мухтаççĕ. Тав сăмахĕ калаççĕ: «тавтапуç». Сывпулашаççĕ: «сывă пулăр».

9 пайе. Ачасем пирĕн  халĕ каялла таврăнмалла. Пурте  пĕрле асамлă  сăмахсем калар-ха.

1,2,3,4,5 хăв тавра çаврăн.

Хамăр ушкăна таврăн.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Конспект НОД по обучению русскому языку для детей старшей группы "Магазин игрушек".

Конспект НОД по обучению русскому языку для детей старшей группы "Магазин игрушек" с использованием учебно-методического комплекта " Изучаем русский язык" Гаффаровой С.М....

Дидактическая игра по обучению чувашскому языку для детей средней группы «Угадай,что изменилось» «Кала, мӗн улшӑнчӗ»

Данная игра предназначена детям средней группы для закрепления уменя образовывать множественное число имен существительных на чувашскос языке....

КОНСПЕКТ ЗАНЯТИЯ ПО АНГЛИЙСКОМУ ЯЗЫКУ У ДЕТЕЙ СТАРШЕЙ ГРУППЫ НА ТЕМУ: " ЖИВОТНЫЕ. ПУТЕШЕСТВИЕ В ЗООПАРК".

Конспект занятия по английскому языку ( кружковая деятельность в детском саду) для детей старшей группы на тему: " Животные. Путешествие в зоопарк"....

Конспект непосредственной образовательной деятельности по речевому развитию на тему: «Обобщающие слова для однородных предметов» для детей старшей группы.

Современная и эфективная,  интерактивная панель "Колибри",способствует не только повышать уровень понимания и скорости передачи информации,но и развивает важные качества как интуиция, о...

Конспект занятия по формированию лексико-грамматических средств языка для детей старшей группы компенсирующей направленности для детей с ТНР. Тема: "Согласование существительных с глаголами единственного и множественного числа. Лексическая тема «Почта»."

Цель: Учить согласовывать имена существительные с глаголами единственного и множественного числа.Задачи:1. Упражнять в подборе имён существительных к именам прилагательным и учить согласовывать их в р...

Технологическая карта образовательной деятельности по развитию речи детей в старшей группе "В гости к животным жарких стран"

Представлен конспект занятия с указанием содержания, деятельности детей и педагога, предполагаемыми результатами...