Театрализация сказки "Теремок" на свой лад
методическая разработка (средняя группа) на тему
Теремок - Взрослый приглашает всех зверей и детей к себе жить. Лягушка, Машенька, два волка, заяц, лисичка и Медведь просятся пожить в Теремке.Все герои сказки поют песни , танцуют, рассказывают стихи.Заканчивается сказка пением песни всеми "Кермен".
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
kermenkke.docx | 21.04 КБ |
Предварительный просмотр:
Кĕвĕ майăн юмахçă тухса калать:
- Юмах юпа тăрринче,
Халап хапха тăрринче.
Сикĕр, ачасем, кунтарах,
Тимлĕр мана хытăрах.
Пирĕн аслă вăрманта,
Юмахри пек вырăнта
Акă пĕр çурт курăнса
Ларать çуттăн ялкăшса.
Юмахçăран керменкке пулса тăрать.
Керменкке:- Эп – Керменкке, Керменкке,
Илĕртÿллĕ чиперкке.
Юратмастăп тунсăха,
Кăмăллатăп савăнма.
Васкăр халех ман пата
Пурăнмашкăн ушкăнпа.
Кĕвĕ майăн сиксе кĕрет Шапа.
Шапа: -Эп – пысăк тута, ват шапа,
Вăрманпа пырап сиксе.
Çурт шыратăп пурăнма
Ак, тамаша, тупрăм та!
(Муз. инструменчĕпе выляса шакканă пек тăвать).
Шапа: - Хуçи пур-и, майри пур-и,
Кам пурăнать ку керменре?
Ква-ква-ква!
Керменкке: - Никам та пурăнмасть ман патра.
Шапа: - Апла пулсан мана кĕрт-ха пурăнма?
Керменкке: - Кĕртессе кĕртĕп-ха та, анчах юрру-ташшу мĕнле-ши сан?
Шапа: - Халех сăвă каласа паратăп, итле,Керменкке.
Шапа сăвă калать:
Вĕçме, утма пĕлместĕп,
Йăкăлт-якăлт сиккелеп.
Шывра ишеп пит хастар
Пулăсемпе юнашар.
Хĕртĕнетĕп çу каçа
Çыранта вырта-вырта.
Хитре юрă юрласа
Тĕлĕнтереп таврана.
Керменкке: - Ну маттур та шапа тус, кĕр ман пата пурăнма.
(Шапа кĕрсе чÿречерен пăхса тăрать).
Кĕвĕпе Маша кĕрет карçинккапа, пĕр аллинче шăнкăрав.
Маша: - Ау! Ау! Ау! (кăшкăрать), никам та сас памасть.
(кермене курать): - Ай, мĕнле хитре пÿрт ларать.
(Шăнкăравпа шăнкăртаттарать).
Маша: - Хуçи пур-и, майри пур-и,
Кам пурăнать ку Керменре?
Шапа: - Эп – пысăк тута, ват шапа
Эсĕ кам?
Маша: - Эпĕ Маша хитрескер
Киле çул çухатнăскер,
Кĕрт-ха мана çĕр каçма?
Керменпе Шапа: - Юрласа пар малтан.
Маша: - Халех юрласа паратăп.
Частушкисем юрлать:
1.Эпĕ пĕчĕк хĕрача,
Эп шкула каймастăп.
Илсе парăр сандали
Эп качча каятăп.
2.Анне виççĕччен кăна
Хушрĕ выляма мана.
Эп вылярăм улттăччен –
Мĕн пулать киле çитсен?
3.Атте мана юратать,
Шаккалат илсе парать.
Каланине итлемесен
Хăлха чикки те парать.
4.Сарă-сарă чĕпписем
Кĕрпе сăхма пĕлмеççĕ.
Курма килнĕ çыннисем те
Алă çупма пĕлмеççĕ.
Шапа: - Кĕр Маша ман пата
Питĕ хитре юрлатăн
Ква-ква-ква!
(Маша кĕрсе чÿречерен пăхса тăрать).
Бибика музыкипе 2 кашкăр тухаççĕ, очкисемпе.
1кашкăр- Марат: - Ай мĕнле хитре кермен ларать,
Кам пурăнать-ши унта?
(кастаньетăпа шакканă пек сас тăваççĕ).
2кашкăр- Никита: - Хуçи пур-и, майри пур-и
Кам пурăнать ку керменре?
Шапа: - Эп пысăк тута, ват шапа.
Маша: - Эпĕ Маша хитрескер,
Киле çул çухатнăскер.
Пурте: - Эсир камсем?
Икĕ кашкăр пĕрле: - Вăрманта эпир пурнатпăр,
Никамран та хăрамастпăр.
Пире хытă юратса
„ Кашкăр,”- тесе чĕнеççĕ.
- Кĕртĕр-ха пире пĕрле пурăнма?
Пурте: - Малтан ташласа кăтартăр.
Кашкăрсем: - Халех ташласа паратпăр.
„Бибика” ташă ташлаççĕ сысна çурисемпе.
Кермен: - Кун пек хитре ташлакансене пурне те кĕртетпĕр.
(Кашкăрсем кайса икĕ енчен пăхса тăраççĕ).
Кĕвĕпе мулкач параппанпа сиксе кĕрет.
Мулкач: - (кĕвĕ чарăнсан параппанне пăнтăртатта-рать).
- Хуçи пур-и, майри пур-и,
Кам пурăнать ку керменре?
Шапа: - Эпĕ пысăк тута, ват шапа.
Маша: - Эпĕ Маша хитрескер,
Киле çул çухатнăскер.
Кашкăрсем: - Эпир вара кашкăрсем.
Пурте: - Эсĕ кам?
Мулкач: - Эпĕ мулкач, мул пухакан
Сăрт хыçĕнче пурăнакан.
Кĕртĕр-ха мана пĕрле пурăнма?
Пурте: - Малтан юрласа кăтарт пире.
Мулкач юрлать:
1. Атте паян пасартан
Илсе килчĕ параппан.
Пăт – пат параппан
Пăнтăртатать пит аван.
2.Тĕмеске те тунката
Нимĕн те мар мулкача.
Карта урлă ялт! сиксе
Кĕрсе каяп пахчана.
Мулкач: - Кĕртетĕр-и мана пĕрле пурăнма?
Пурте: - Кĕр!
Кĕвĕпе тилĕ кĕрет йăпшăнса.
Тилĕ: - Ай мĕнле хитре кермен ларать.
- Хуçи пур-и, майри пур-и
Кам пурăнать ку керменре?
Шапа: - Эпĕ пысăк тута, ват шапа.
Маша: - Эпĕ Маша хитрескер
Киле çул çухатнăскер.
Кашкăрсем: - Эпир вара кашкăрсем.
Мулкач: - Эпĕ мулкач - мул пухакан.
Пурте: - Эсĕ кам?
Тилĕ: - Эпĕ тилĕ маттурскер,
Халап çапма ăстаскер.
Манăн кĕрĕк те паха,
Илем кÿрет вăл мана.
- Кĕртĕр-ха мана пĕрле пурăнма?
Пурте: - Малтан ташласа кăтарт-ха пире.
Тилĕ ташши.
Пурте: - Кĕр тилĕ пирĕн пата.
„Маша и Медведь” мультфильмри кĕвĕпе Упа кĕрет велосипедпа ярăнса, аллинче бубен.
Упа: - Ай-уй, мĕнле хитре керменкке (бубенпа çапса шакканă пек тăвать):
- Хуçи пур-и, майри пур-и
Кам пурăнать ку керменккере?
Шапа: - Эпĕ пысăк тута, ват шапа.
Маша: - Эпĕ Маша хитрескер,
Киле çул çухатнăскер.
Кашкăрсем: - Эпир вара кашкăрсем.
Мулкач: - Эпĕ мулкач – мул пухакан.
Тилĕ: - Эпĕ тилĕ маттурскер,
Халап çапма ăстаскер.
Пурте: - Эсĕ кам?
Упа: - Эпĕ - Упа- утаман
Ик урапа утакан.
Пур чĕрчунран хытăрах
Мĕкĕрттерсе çÿрекен:
У-у-у-у-у-у!
Пурте: - Эсĕ мĕн тума пĕлетĕн?
Упа: - Эпĕ ташша пит ăста,
Юрататăп савăнма.
(Упа бубенпа выляса ура хуçса ташлать, юрлать):
- Ташши, ташши,
Салакайăк ташши.
Салакайăк ташши мар та,
„Аистёнок” ташши. Хоппа! Хоп!
Упа: - Эй, чĕрчунсем, ачасем!
Тухăр кунта ташлама.
Пурте пĕрле савăнар,
Килĕштерсе пурăнар!
Пурте Керменкке умне тухса тăраççĕ те юрă юрлаççĕ:
1.Керменре уяв пуçланчĕ,
Дирижёрĕ ват шапа.
Улăхĕ, кÿлли, вăрманĕ
Янăрать çĕршер саспа.
П-в: - Кăвва – кăвва, ка-ка-ка,
Тар-тар, ак-ак-ак!
2.Сарă тилĕ те, мулкачĕ,
Шурă юс, мăран упа.
Пурте килнĕ савăнма,
Пурте ăшшăн ал çупма.
П-в: - Кăвва-кăвва, ка-ка-ка,
Тар-тар, ак-ак-ак.
Упа: - Савăнаççĕ чĕрчунсем,
Хĕпĕртеççĕ ачасем.
Пурте: - Çÿлтÿпе хĕвеллĕ,
Эпир пит телейлĕ.
Юмахçă: - Юмах ятăм юптартăм,
Кукăр çулпа чуптартăм,
Пĕр сăмах та суймарăм.
Пурте: - Сывă пулăр, тепре тĕл пуличчен!
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
"Чудо - теремок" Театрально-игровое действие по мотивам русской народной сказки «Теремок» для детей средней группы
"Чудо - теремок"Театрально-игровое действие по мотивам русской народной сказки «Теремок»для детей средней группыПрограммное содержание:·...
Конспект НОД по реализации образовательной области «Физическая культура» на тему: «Теремок» во второй младшей группе. Комплекс упражнений "Теремок".
Конспект организованной образовательной деятельности представлен по физической культуре( комплекс упражнений) по сказке : "теремок". Занятия проходит во второй младшей группе детского сада....
«Теремок-теремок, он не низок, нe высок»
конспект интегрированного занятия в младшей группе по сказке "Теремок"...
Конспект по развитию математических представлений «Стоит в поле теремок, теремок»
Упражнять в счете от одного до шести. Формировать умение соотносить количество предметов с числом и цифрой. Учить различать геометрические фигуры по форме и цвету (круг, квадрат, треугольник)....
Интегрированная НОД с элементами театрализации для средней группы «Теремок, теремок он не низок не высок!»
Интегрированная НОД с элементами театрализации для средней группы «Теремок, теремок он не низок не высок!»(НОД с элементами театрализации в средней группе)автор: Шишенина Аурика Анатольевнавоспитатель...
Стоит в поле теремок, теремок...
план-конспект по образовательной области "Речевое развитие" в группе раннего возраста с использованием электронного образовательного ресурса...
Стоит в поле теремок, теремок
электронно-образовательный ресурс к плану-конспекту "Стоит в поле теремок, теремок..."...