8-мěш март уявěнче ача садěнче ирттерме сěннě уяв сценарийě «Чи çывăх та юратнă çыннăмсене» 2-мěш кěçěн ушкăн валли
план-конспект занятия по музыке (младшая группа) на тему
Çурхи хěвел пайăркисем таврана ыйхăран вăратса пирěн пата савăнăçлă, çутă, ăшă уяв илсе килчěç. Хаклă аннесем, асаннесем, кукамайсем, ирěк парсамăр сире тěнчери хěрарăмсен кунě ячěпе саламлама! Сак сценари садикри 2-меш кесен ушкан валли.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
konkurs_chrio.docx | 343.89 КБ |
Онлайн-тренажёры музыкального слухаМузыкальная академия
Теория музыки и у Упражнения на развитие музыкального слуха для учащихся музыкальных школ и колледжей
Современно, удобно, эффективно
Предварительный просмотр:
8-мěш март уявěнче ача садěнче ирттерме сěннě уяв сценарийě
«Чи çывăх та юратнă çыннăмсене»
2-мěш кěçěн ушкăн валли
Авторě: Лукина Ирина Михайловна,
1-мěш категориллě воспитатель
Çěмěрле районě, Юманай ялě,2017ç
«Чи çывăх та юратнă çыннăмсене»
2-мěш кěçěн ушкăн
Ертсе пыраканě:Çурхи хěвел пайăркисем таврана ыйхăран вăратса пирěн пата савăнăçлă, çутă, ăшă уяв илсе килчěç. Хаклă аннесем, асаннесем, кукамайсем, ирěк парсамăр сире тěнчери хěрарăмсен кунě ячěпе саламлама! Çак залра паян сирěн ятăрпа нумай ăшă та çепěç сăмахсем янăрěç.
Ача: Савăнса кěтсе илетпěр
Аннесен уяв куне.
Пирěнтен илсемěр тетпěр
парнине те, саламне.
Ача:Юрататăп аннене -
Унăн çепěç куллине,
Унăн ăшă аллине,
Ырă-ырă чěрине.
Ача:Анне - эсě манăн сывлăш,
Эсě манăн хěвел.
Анне – эсě манăн
Çутă-çутă телей.
Ача: Анне пулсан,
Анне кулсан
Эп-чи телейли,
Эп- чи савнăçли.
Ача: Ман анне чи илемли,
Чи маттурри,
Чи хисепли.
Ача: Юрă шăрататпăр
Сирěн ятăрпа.
Çут телей сунатпăр
Ырă кăмăлпа.
Ачасем «Аннесен уявě» юрă юрлаççě.
Ача:Юрататăп аннене -
Парнелетěп чечексем.
Илсем, пěчěк парнене,
Йăл кулсам хирěç, анне!
Ача:Вěсене халь чыс тăватпăр,
Парнелетпěр чечексем,
Ыр сунса сăмах калатпăр:
(пурте)Сывă пулччěр, аннесем!
Ачасем амăшěсене хăйсен аллипе ăсталанă чечексене парнелеççě.
Пÿлěме илемлě кěвěпе Хěрлě Калпак кěрет.
Ертсе пыраканě: Ырă кун, Хěрлě Калпак! Ăçталла çул тытатăн?
Хěрлě Калпак: Ырă кун! Ача садěнчен ячěç мана вăрмана
тěрлě чечек пуçтарма.
Савăнччěр пирěн аннесем,
Йăл кулччěр вěсен тутисем.
Ертсе пыракан: Епле маттур Хěрлě Калпак. Çуркунне васкать пирěн пата. Унпа пěрле вара пěрремěш чечексем те вăранаççě. Телейлě çул пултăр сана, Хěрлě Калпак.Эпир сана кěтетпěр.
Ача: Чечексем, чечексем
Шурă – шурă тěслисем.
Чечексем, чечексем
Юр айěнчен тухнисем.
Хěрлě Калпак кěрет. Аллинче карçинккапа чечексем йăтнă.
Хěрлě Калпак: Салам сире, аннесем, çуркуннерен.
Çеçпěл чечекě илсемěр, хěвелтен.
Ачасем чечексене илеççě те çаврашкана тăраççě.
Хěрлě Калпак: Аннесем, асаннесм, илемлě ташă сире валли парне пултăр.
Ачасем чечексемпе ташă ташлаççě.
Ертсе пыракан: Ачасем питě илемлě ташларěç. Маттурсем! Хěрлě Калпак, атя вăйăсем вылятпăр.
1 вăйă «Хăвăн аннÿне туп» (амăшěсем ачасем умěнче пукансем çине лараççě, ачасем куçěсене хупса кěвěпе çаврăнаççě, амăшěсем вырăнсемпе улшăнса лараççě. Ачасен хăйсен амăшěсене тупмалла.)
2 вăйă «Аннÿне уяв валли капăрлат» (ачасем амăшěсен çÿçěсене туса яраççě, шăрçасем тата тěрлě эрешсем çакса яраççě)
Ертсе пыракан: Мěнле илемлě пирěн анннесем! Яланах çавăн пек пулччěр вěсем. Анчах та пирěн аннесен килте питě ěç нумай. Çěлемелле,пěçермелле, якатмалла, тасатмалла. Ачасем, эсир аннесене пулăшатăр-и?
(Ачасен хуравěсем)
Хěрлě Калпак: Эпě те аннене пулăшма юрататăп. Ачасем, атьăр-ха кăтартатпăр,епле эпир аннесене пулăшатпăр.
Вăйă «Аннен пулăшаканěсем» - карçинккана йăванса выртакан пěчěк мечěксене пуçтармалла.
Ертсе пыракан: Мěнле маттур аннесен пулăшаканěсем ÿсеççě.
Хěрлě Калпак: Васкас. Асанне кěтсе ывăнчě пуль мана.
Ертсе пыракан: Эсě мěн тума каятăн унта?
Хěрлě Калпак: Паян уяв. Эпě ăна кукăль тата пěр куршук çу кайса парасшăн. (тухса каять).
Ертсе пыракан: Ачасем, пăхăр-ха, пирěн пата паян аннесем кăна мар, асаннесем тата кукамайсем те килнě.
Ача: Аттерен те аслăрах,
Аннерен те ăслăрах,
Вěрентсе ялан пырать,
Тěрěс çулпа чуптарать,
Алсиш-нуски вăл çыхать,
Пуçран ялан ачашлать.
Кам-ши вăл?
(ачасем: Пирěн асаннесем,кукамайсем)
Ача:Юратап асаннене,
Унăн тутлă кукăльне,
Ăшă, çемçе çăкăрне,
Ырă, савăк юмахне.
Ачасем асаннесем çинчен юрă юрлаççě.
Ертсе пыракан: Атьăр-ха тěрěслер, епле маттур пирěн асаннесемпе кукамайсем. Мăнукěсем вара вěсене пулăшаççě.
Вăйă «Çип çăмхала» (асанне çипне тытать, мăнукě çăмхалать).
Вăйă «Саппун илемлет» (хутран каснă саппуна тěрлě тěслě хутсемпе илемлетмелле).
Ертсе пыракан: Питě маттур пирěн асаннесем, кукамайсем. Пирěнтен тепěр парне – илемлě юрă.
Ачасем савăнăçлă юрă юрласа параççě.
Ертсе пыракан: Çакăнпа уяв вěçленсе пырать.
Хаклă аннесем!
Сывлăх, телей, ăнăçу
Пултăр ялан юнашар.
Хěвелпе çиçен юрату
Ăш чунтан сире сунар.
Ачасем пурте: Сирěн ăшă чуншăн,
Çывăрман каçсемшěн,
Тутлă юмахсемшěн,
Тавтапуç калар!
Ертсе пыракан: Халě аннесемпе ачисене ташă картине чěнетпěр.
Ташă хыççăн ачасем амăшěсене сěтел хушшине тутлă чей ěçме чěнеççě.
Тексчě пěтěмпех авторăн.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Мои разработки: "Аннесен уявĕ валли çырнă литмонтаж" 27.11.2019г.
quot;Аннесен уявĕ валли çырнă литмонтаж"...
«ЮМАХ ТĔНЧИ» (6-7 çулти ачасем валли уяв сценарийĕ)
Ĕç тĕллевĕсем: ачасен юмах тĕнчине кĕртсе ярса хавхалантарасси, юмаха выляса кăтартасси, чăваш чĕлхе пуянлăхне уçса кăтартасси.Задачисем:Вěренӳ: халăх сăмахлăхĕн пĕчĕк жанрĕ çирĕплетесси, ...
Конспект ОД "Робот Валли в гостях у ребят"
Материал будет полезен воспитателям старщих групп для формирования у дошкольников навыков программирования с помощью набора по робототехнике Мататалаб....
Сценарий к 8 марта в детском саду в средней группе для родителей Сценарий 8 Марта в средней группе детского сада "Весенний подарок для Белоснежки"
Сценарий к 8 марта в детском саду в средней группе для родителей Сценарий 8 Марта в средней группе детского сада "Весенний подарок для Белоснежки" Данный материал будет полезен для музыкальных руков...
ТЕМА“КРОЛИКА СĂНАССИ“ Вӑтам ушкăнри ачасем валли.
Вĕренÿ уçлăхĕсен интеграцийĕ:. Ҫутҫанталӑк кӗтессинчи ӗҫ. Килти чӗрчунсемпе паллашни. Чӗрчунсене ӳкерни. Хускануллӑ "Ларчĕ мулкач хуçланса." Чӗрчуна сӑнласа парасси. Выльăхсем çинчен вырӑс т...
Кĕçĕн ушкăн валли ачасен ăс-тăнне,тавракурăмне аталантарас тĕллевпе хатĕрленĕ „Асанне патĕнче хăнара” темăпа ирттермелли заняти конспекчĕ
Кĕçĕн ушкăн валли ачасен ăс-тăнне,тавракурăмне аталантарас тĕллевпе хатĕрленĕ „Асанне патĕнче хăнара” темăпа ирттермелли заняти конспекчĕПрограмма тытăмĕ:Вĕренÿ тĕллевĕсе...
Вăтам ушкăнра йĕрке-тирпей тата патриотла туйăмсене аталантарса вĕрентмелли ĕç конспекчĕ: «Туслă çемье»
Çемье тата çемьери кил-йыш çинчен ăнлантарса, çитĕплетсе памалла....