Презентация к внеклассному мероприятию " Чаваш халах самахлахан тенчинче"
презентация к уроку на тему
Воспитывать любовь к родине и чувашскому народу
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
prezentatsi_chavash_halah_samahlahen_tenchinche.pptx | 2.07 МБ |
Предварительный просмотр:
Подписи к слайдам:
Тĕллевĕ : - чăваш халăхĕн авалтан пынă йăли-йĕркисене , сăвă-юрăллă , вайă - ташăллă уявĕсене упраса хăварасси ; Задачисем : - ачасен пуплев , шухăшлав енĕсене аталантарасси . - ачасене ырă та тÿрĕ кăмăллă пулма , ваттисене хисеплеме , тăван халăхпа ςĕр-шыва юратма вĕрентесси . - чăваш ташши – юррине , тăван чĕлхе илемне туйма хăнăхтарасси .
Уяв мелĕсемпе меслечĕсем : Интернетра , Чăваш Республикин сайтĕнче , чăваш юмах-халапĕсене,ача-пăча вăййисене,сăпка , чăваш юррисене , ваттисен сăмахĕсене , чăваш ташшисене , сăввисене тишкерсе тухрăмăр , ςыртарса илтĕмĕр.Çавăн пекех тĕрлĕ ςулсенче вĕренме усă курнă « Тăван сăмах » тата хушма вулав кĕнекисене пăхса тухса хамăра кăмăла каякан кирлĕ материалсене ςырса илтĕмĕр . Малтан ăнланман сăмахсемпе паллашрăмăр,унтан палăртуллă вулама , пăхмасăр калама вĕрентĕмĕр . Чăваш юрри - ташшисене вĕренме ялти фольклор « Мерчен » ушкăнĕпе тĕлпулу ирттертĕмĕр . Вĕсем мĕнле юрланине итлерĕмĕр , ташланине куртăмăр . Вĕсен юррисене ςырса илтĕмĕр , чăваш ташшин тĕрлĕ хусканăвĕсене вĕрентĕмĕр . Кирлĕ хатĕрсем : Ручка, хут , магнитофон, проигрыватель, чăваш тумĕсем , тĕрлĕ музыка инструменчĕсем .
Сăпка юррисем Нянине-паппине , Ачине – сăпкине . Лăштăр-лăштăр ярăнма , Шăппăн-шăппăн ςывăрма… Нянине-тунине , Ачине-урине , Тăппи-таппи ςÿреме, Кăрăс-кăрăс тутарма .
Йăпатмалли сăвăсем . Шутлав сăввисем Пысăк пул, пысăк пул, Уссен маттур ача пул, Юрлама та ăста пул, Ташлама та маттур пул : Вĕл-вĕл вĕлтĕрен , Вĕлтĕрен ăшĕнче Сар кайăк чĕппи пур . Эс те чипер , эп те чипер , Чăн чиперри-сик тух!
Вăйăсем . « П иçиххи пăрахмалла » Эп утат ă п хурланса , Хама юлташ шыраса Утсан-утсан чупат ă п Пиçиххи п ă рахса х ă варат ă п. « Çерем ватса вир акрăм » - - Çерем ватса вир акрăм , вир акрăм . (2 хут ) Эпир ăна , эпир ăна таптатпăр . (2 хут ) - Эсир мĕнпе таптатăр , таптатăр ? - Утсем ярса , утсем ярса таптатпăр .
Юмахсем . Пулмасла халапсем . Мулкач . Эпир пĕрре асаттепе сунара кайрăмăр . Пĕр мулкач куртăмăр . Хăвалама тытăнтăмăр . Хăваласа çитрĕмĕр те кӳсĕкпе иле-иле çапатпăр — вилмест . Эпĕ хам хыт курăкпа кăна петĕм — мулкач вилчĕ кайрĕ . Асаттепе иккĕн çĕклесе хума тăратпăр — хураймастпăр . Хам пĕчченех тытрăм та мулкача çĕклерĕм хутăм . Пар лаша кӳлнĕ хамăр . Пар лашана хăвалатпăр — туртаймаççĕ . Пĕрне тăварса , пĕрне кăна хăвартăмăр — туртать . Киле таврăнтăмăр . Мулкача асаттепе йăтма тăратпăр — йăтаймастпăр . Пĕччен тытрăм та вăштах йатрăм . Алăкран кĕртме тăратăп — кĕмест . Тĕнĕрен тĕртрĕм те — кĕчĕ кайрĕ . Мулкача хуранта пĕçерме тăратпăр — кĕмест . Çăпалана хуратпăр — тулмасть . Аннене пĕçерме хушрăм . Анне пăхса тăман та, яшки хытă вĕренĕ , мулкач вĕренипе хурантан тухнă та ӳкнĕ . Ăна кушак çинĕ те янă . Мулкача хамăр çиеймерĕмĕр те. Тилĕпе упа Тилĕпе упа тус пулнă . Вĕсем пĕрле ĕçсе çинĕ . Вĕсен пĕр черес пыл пулнă . Ăна тилли вăрттăн çинĕ . Упи калать , тет : — Пыла кам çинĕ ? — тесе калать , тет . — Эс çинĕ пуль! Тилли калать , тет : — Эп çимен , ху çинĕ пуль! — тесе калать , тет . Упи калать , тет : — Эп çимен ! Тилли калать , тет : — Атя кăмакана кутăн тăрса хěртĕнер ! — тесе калать , тет . — Камран пыл тухать , çав айăплă пулĕ . Упи калать , тет : — Атя , эппин , тăрар ! Тăраççĕ , тет , кăмака хутнă чухне. Тăра-тăра упи çывăрсах кайнă , тет , Упи çывăрса кайнă , тет те, тилли пыл илнĕ , тет , упи çумне сĕркеленĕ , тет . Упана : — Тăр-ха ! — тесе калать , тет . — Санран пыл тухрĕ , — тесе калать , тет . Упа айăплă пулчĕ , тилли т ӳ рĕ пулче , тет .
Чăваш халăх юрри Улми лайăх-и ? Улми лайăх-и , çеçки лайăх-и ? Пирĕншĕн пулсан çеçки лайăх . улми тата лайăхрах . Шĕшки лайăх-и , мăйăрĕ лайăх-и ? Пирĕншĕн пулсан шĕшки лайăх , мăйăрĕ тата лайăхрах . Уй-хир лайăх-и , тыр-пул лайăх-и ? пирĕншĕн пулсан уй-хир лайăх , тыр-пул тата лайăхрах . Юрри лайăх-и , ташши лайăх-и ? Пирĕншĕн пулсан юрри лайăх , ташши тата лайăхрах.Эх !
Чăваш халăх ташши Линкка-линкка авкаланма юман хăма кирлĕ Халь те юман , халь те юман , тата юман кирлĕ Йăкăш-якăш шуçкалама яка хăма кирлĕ Халь те яка, халь те яка, тата яка кирлĕ Тапăр-тапăр ташлама кĕмĕл пушмак кирлĕ Халь те кĕмĕл , халь те кĕмĕл , тата кĕмĕл кирлĕ Чуп-чуп чуп тума чипер хĕрĕ кирлĕ Халь те чипер , халь те чипер , тата чипер кирлĕ
Ваттисен с Ă махĕсемпе каларăшсем Вĕрентекен пур чухне вĕренсе юл . Чĕлхепе мар , ĕçпе мухтан . Алăра ĕç пултăр , пуçра ăс пултăр . Çăкăртан аслă ан пул. Ват çын- тăват çын . Вăйăран вăкар тухать . Çăкăр-тăвар хире-хирĕç . Макра-макра ĕçлекен кула-кула çинĕ тет . Кĕркунне çитсен , пурте тутă . Кĕр пуçтарать , хĕл салатать .
Кăсăк ыйтусем . ШŸтсем.Тупмалли юмахсем . Йĕкĕт , Мĕкĕт , Чĕпĕт пасара кайнă . Йĕкĕтпе Мĕкĕт киле таврăннă , пĕри ÿксе юлнă . Хăшĕ ÿксе юлнă ? Миша, Гриша, Çатлаттар кимĕпе ишсе пынă . Мишăпа Гриша шыва путнă . Кимĕ çинче кам юлнă ? - Тинĕс тĕпĕнче мĕнле чул выртать ? Çĕрелле пăхрăм-хура куртăм , çÿлелле пăхрăм-кăвак куртăм . Ĕçлет , ĕçлет-ывăнмасть . Шыва кĕрсен те типĕ çÿрет .
Сăнавсемпе паллăсем Йытă хутланса выртсан - сивве , урисене тăсса выртсан - ăшша , курăк синче йăвалансан , ςил тухать . Кушак сĕтел урине чăрмаласан , ςулла ςумăр пулать , хĕлле тăман пулать .
Юрлама та ташлама та пит ăста эпир Пĕчĕк çеç путене Сарă тулла юратать , Юратать , юратать Чăнахах та юратать . Пĕчĕк ача Петĕр пур Сад пахчине юратать . Юратать , юратать Чăнахах та юратать . Сад пахчине тухать те, Улма-сырла пуçтарать , Пуçтарать , пуçтарать Чăнахах та пуçтарать . Улма-çырла пуçтарать , йыш пуçтарса хăналать . Хăналать , хăналать Чăнахах та хăналать .
Выляр-и , кулар-и ? Туссем пĕрле савнар-и ? Юрлар-и ? Ташлар-и ? Ĕмĕр пĕрле пурнар-и ?
Тавтапуç пире итленĕшĕн ! Вĕрентекен : Пирĕн вайă-кулă,ташă – юрă вĕçленчĕ . Малашне паян юрланă юрăсене , ташăсене , вăйăсене манса каяс марччĕ . Ĕçре , вĕренÿре тăрăшса , хавхаланса вăй хурăр .
Усă курнă литература: Трофимов Г.Ф. Ача-пăча самахлăхĕ , Ш.. Чăваш кĕнеке издательстви , 1993 с, 304с. Тĕрлĕ ςулсенче вĕренме усă курнă « Тăван сăмах » тата хушма вулав кĕнекисемпе усă курнă . Воронцов Г.И. Ача-пăча вăййисем . Ш., Чăваш кĕнеке издательстви , 1992,128 с.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Презентация к внеклассному мероприятию "Любимых книг - прекрасные страницы"
Для проведения семинара для учителей начальных классов по теме "Развитие творческих способностей младших школьников в курсе изучения литературного чтения" предлагаю презентацию для внеклассного ...
презентация к внеклассному мероприятию " Путешествие в страну математика"
материал для использования на внеклассном мероприятии по математике...
Презентация к внеклассному мероприятию "Космос"
Презентация к внеклассному мероприятию по теме "Космос"...
Презентация к внеклассному мероприятию по ПДД "Азбука безопасности"
Презентация к внеклассному мероприятию по правилам дорожного движения для 1-2 класса "Азбука безопасности"....
Презентация к внеклассному мероприятию "Я здоровье сберегу - сам себе я помогу!""
Внеклассное мероприятие "Я здоровье сберегу - сам себе я помогу!" с загадками, кроссвордом и советами сказочных докторов....
Презентация к внеклассному мероприятию"Поклонимся великим тем годам"
Презентация к внеклассному мероприятию"Поклонимся великим тем годам"...
Внеклассное мероприятие " Чаваш халах самахлахен тенчинче"
Воспитывть любовь к Родине и чувашскому народу...