Письменные работы с чувашскими детьми
учебно-методический материал (2 класс)

Васильева Венера Альбертовна

В сборнике имеются творческие задания для 2 класса по чувашскому языку.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл Чувашский язык39.87 КБ

Предварительный просмотр:

Ăславлă çыру урокĕсен тĕслĕхĕсем


1.
 Урок  теми:  Ирĕклĕ сăнлав диктанчĕ   «Çуллахи ир».

Урок тĕллевĕсем:

                                              Урок тытăмĕ

1. Ачасене урока йĕркелени.

2. Урок темипе паллашни, тĕллевне палăртни.

3. Диктант текстне пĕтĕмĕшле итлени.

                                              Çуллахи ир

        Çуллахи   ир   питĕ   çутă.   Ăна   чăтăмсăррăн   кĕтетĕн. Акă тĕттĕм сирĕлет.

        Майĕпен   кăвакарса   килет.   Катара   ылтăн   хĕвел курăнма  пуçлать.   Кăштахран вăл çÿлелле çĕкленсе каять.

        Пĕтĕм тĕнче ыйхăран вăранать.  Шăваканни шума пуçлать.  Утаканни  утма  пуçлать.   Вĕçекенни  вĕçет.

(В. Долгов çырнинчен.)

4. Текст содержанине тишкерни.

 Ыйтусемпе тĕрев сăмахĕсем.

1. Çуллахи  ир мĕнлерех? (питĕ  çутă)

Ăна епле кĕтетĕн?  (чăтăмсăррăн)

2. Тавралăх епле кăвакарса килет?  (майĕпен)

Ылтăн хĕвел  ăçта курăнма  пуçлать?  (катара)

3. Пĕтĕм  тĕнче мĕнрен  вăранать? (ыйăхран)

Шăваканни  мĕн тăвать?  (шума пуçлать)

Утаканни мĕн тăвать?   (утма пуçлать)

Вĕçекенни  мĕн тăвать?  (вĕçет)

5. Словарь ĕçĕ.

Ăнлантармалли тата асăрхаттармалли сăмахсем: катара, кăштахран,   шăваканни,   вĕçекенни.

6. Диктанта пайăн-пайăн çырни.

                                       Çуллахи ир

  1. Çуллахи   ир   питĕ   çутă.   Ăна   чăтăмсăррăн   кĕтетĕн. Акă тĕттĕм сирĕлет.

2. Майĕпен   кăвакарса   килет.   Катара   ылтăн   хĕвел курăнма  пуçлать.   Кăштахран вăл çÿлелле çĕкленсе каять.

3. Пĕтĕм тĕнче ыйхăран вăранать.  Шăваканни шума пуçлать.  Утаканни  утма  пуçлать.   Вĕçекенни  вĕçет.

7. Çырнине харкам тĕллен юсани.

2. Урок  теми: Тулли сăнлав изложени.  «Кĕрхи кун пуçламăшĕ».  

Урок тĕллевĕсем:

                                              Урок тытăмĕ

1. Ачасене урока йĕркелени.

2. Урок темипе паллашни, тĕллевне палăртни.

3. Текстпа паллашни.

                                                Кĕрхи кун пуçламăшĕ

Тавралăх шăп. Сывлăш чĕрĕ, йывăр. Кăвак тĕтĕм мăрьерен аран-аран  тухать.

–        Кĕр пуçланчĕ, – терĕ вăрман хуралçи. Хурăн çинчен сарă çулçă вĕçсе анчĕ. Хурăн айĕнчех хунав чăрăш. Вăл хурăн çулçисемпе витĕнме ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Упа сарри те саралнă. Ĕшнери кашни тунката çинчех пăрçа пысăкăш уплюнкка шлепки.  Темиçе  кунтан  уплюнкка  вăхăчĕ çитет.

(М. Пришвин  çырнинчен.)

4. Текст содержанине тишкерни.

Текстра çулталăкăн хăш вăхăтне сăнланă?Тĕрĕсрех палăртма пулать-и –хăш уйăх?Мĕншĕн çапла шутлатăр?

5. Текта тепĕр хут итлени.

6.  План йĕркелени. 

Халĕ мĕн хыççăн мĕн çырассине палăртар. Чи малтанах мĕн çинчен каланă?Вăл мĕнлерех? Ун хыççăн мĕн çырмалла?Вăл мĕн калать? Çакăн хыççăн сăмах мĕн çинчен пулмалла? Мĕнле йывăçсене асăннă? Упа сарри çинчен мĕн каланă? Юлашкинчен мĕн çырмалла?

Мĕн  хыççăн  мĕн çырмаллине кĕскен   палăртаççĕ,  ăна п ла н   теççĕ.

                        План варианчĕсем

         1. Чĕрĕ те   йывăр  сывлăш.                   1. Сывлăшра.

        2. Йывăç-курăк .                                       2. Çулçă тăкăнать.

       3. Уплюнкка вăхăчĕ çывхарать.               3. Уплюнкка шлепкисем курăнаççĕ.

7. Сăмах ĕçĕ. 

Ăнлантармалли сăмахсем: кĕр пуçланчĕ, вăрман хуралçи, мăрьерен, аран-аран, упа  сарри, уплюнкка.

8. Текст содержанине пĕтĕмешле каласа пани. (Пĕр ача каласа парать.)

9. Изложение харкам тĕллен çырни.

10. Çырнине харкам тĕллен юсани.

3. Урок  теми:  Ĕçлĕ сăнлав çырни.  «Пÿлĕмре».

Урок тĕллевĕсем:

                                              Урок тытăмĕ

Ачасене урока йĕркелени.

Урок темипе паллашни, тĕллевне палăртни.

Тĕрев калăпĕсем:

1. Алăкран сулахай енче…                             ларать

2. Алăкран сылтăм енче…                              тăрать

3. Пÿлĕм варринче…                                       выртать

4. Пĕрремĕш чÿрече çумĕнче…            çакăнса тăрать

5. Иккĕмĕш чÿрече çумĕнче…

6. Виççĕмĕш чÿрече çумĕнче…

7. Стенасене … тĕспе сăрланă.

4. Урок  теми:  Ÿкерчĕк тăрăх çырнă сочинени. «Анюк чирлени».

Урок тĕллевĕсем:

                                             

                                         Урок тытăмĕ

1. Ачасене урока йĕркелени.

2. Урок темипе паллашни,  тĕллевне палăртни.

3. Ÿкерчĕке ачасем хăйсем тĕллĕн  сăнани.

4.Ÿкерчĕке  ушкăнпа сÿтсе явни.

Анюкпа мĕн пулнă? (Анюк чирленĕ. Унăн пырĕ шыçнă. Температура ÿснĕ.)

Чирĕн сăлтавне палăртăр.  (Анюк ĕнер хытă тарларĕ. Кайран тула çара пуçăнах тухса кĕчĕ. Каçпала вара чирлесе ÿкрĕ.)

Тухтăр мĕн каланă-и? (Тухтăр урама тăхăнса тухмалла тенĕ. Анюка укол тунă. Эмелсем çырса панă.)

5. Ушкăнпа сочиненин тĕслĕх планне калăплани.

                                План тата тĕрев сăмахĕсем:

1. Çанталăк сивĕтрĕ.    (Сивĕ çумăр, вăйлă çил, пÿртре  ăшă.)

2. Хăваламалла выляни.  (Тантăшсем, Верук, Çерук, Тимук.)

3.Тантăшсене ăсатни.   (Ĕшенчĕç, нумайччен вылярĕç.)

4. Чирлесен. (  Пыр ыратрĕ, пыл ĕçтерчĕ, иртсе каймарĕ, тухтăр пычĕ.)

5. Анюк сывалчĕ. ( Выртрĕ, тухмарĕ, сывалчĕ.)

6. Сочинение сăмах вĕççĕн ăслани.

8. План тăрăх ачасем харкам тĕллĕн сочинени çырни.

9.  Çырнине харкам тĕллен юсани.

5. Урок  теми:  Калавçă сăпатне улăштарса çырмалли сăнлав изложени. «Мулкач йĕлтĕр тăхăнать».

Урок тĕллевĕсем:

                                           

                                      Урок тытăмĕ

1. Ачасене урока йĕркелени.

2. Урок темипе паллашни, тĕллевне палăртни.

3. Изложени текстне вуласа пани.

                                      Мулкач йĕлтĕр тăхăнать

  (1-мĕш сăлатран,   мулкач ячĕпе çырмалла)

Хура кĕркунне.  Хĕл çывхарса килет.  Мĕн пур тĕнче хĕле хатĕрленет.  Ÿсентăрансем тумне хывса пăрахрĕç. Чĕрчунсем  ăшăрах тумланчĕç.

   Мулкач кĕрĕкне шурă тĕслипе улăштарчĕ. Капла ăна тăшманĕсенчен   сыхланма çăмăлтарах.   Хĕле   кĕрес   умĕн мулкач çурисенче çăра  та вăрăм  çăм ÿссе ларчĕ.   Мулкач çурисем пысăкланса  сарлакаланчĕç.

   Халĕ ĕнтĕ кăпăшка юр мулкачшăн хăрушă мар. Сарлака ура юр ăшне путмасть.  Йĕлтĕрпе чупнă пекех çăмăллăн   чупать мулкач юр тăрăх.

Ăнлантармалли тата асăрхаттармалли сăмахсем:  мĕн   пуртĕнче,  ÿсен-тăрансем, хĕле  кĕрес умĕн, сарлакаланчĕç.

4. Текст содержанине сÿтсе явни.

                          Текста сÿтсе явмалли ыйтусем.

  1. Çут çанталăкра хĕл умĕн мĕнле улшăнусем

пулса иртесçĕ?

  1.  Мулкач хĕле мĕнле хатĕрленет?
  2.  Кăпашка  юр  мулкачшăн   мĕншĕн  хăрушă  мар?

5. Ушкăнпа  план  туни.

                                         План тĕслĕхĕ

         1.  Хĕл  çывхарса килни.

2.  Мулкач  хĕле хатĕрленет.

3. Кăпашка  юр та хăрушă  мар.

6. Словарь ĕçĕ.

Ăнлантармалли тата асăрхаттармалли сăмахсем:  мĕн   пуртĕнче,  ÿсен-тăрансем, хĕле  кĕрес умĕн, сарлакаланчĕç.

7. Текст содержанине услови тăрăх каласа пани.

Çăраççи: мулкач – эпĕ, кĕрĕкне – кĕрĕкĕме, улăштарчĕ – улăштартăм, ăна – мана, тăшманĕсенчен – тăшмансенчен, мулкач урисенче – манăн урамсенче, мулкач урисем – манăн урасем, мулкачшăн – маншăн,  ура – урам, чупать – чупатăп,  мулкач – эпĕ.

8.  Изложение харкам тĕллен çырни.

9. Çырнине харкам тĕллен юсани.

6. Урок  теми:  Тулли калав изложени. «Чее Костя».

Урок тĕллевĕсем:

                                             

                                             Урок тытăмĕ

1.Ачасене урока йĕркелени.

2.Урок темипе паллашни, тĕллевне палăртни.

3. Изложени тексчĕпе паллашни.

                                                   Чее Костя

Ачасем урамра юр тăвайкки купаларĕç. Кайран шыв сапрĕç те  апат çиме  килĕсене саланчĕç.

Костя ачасемпе пĕрле ĕçлемерĕ. Чÿречерен вĕсем ĕçленине  вăрттăн  пăхса ларчĕ.

Тăвайкки патĕнче никам та юлмарĕ. Костя тăркăч тăхăнчĕ те тăвайкки  патне тухрĕ.

Шыв сапнă юр шăнма ĕлкĕрнĕ. Костя ниепле те тăвайкки тăррине хăпараймарĕ. Вара вăл тăвайккине хăйăр  сапса тухрĕ.  Халĕ çăмăллăнах  хăпарчĕ.

Ярăнса анма пуçларĕ те... Аяла çитичченех чикеленсе кайрĕ. Сăмсине катрĕ. Тăркăч хăйăр тăрăх шумасть иккен.

(Н.Носов çырнинчен.)

Ăнлантармалли тата асăрхаттармалли сăмахсем: вăрттăн, тăркăч, тăвайкки тăррине, çăмăллăнах, çитичченех, чикеленсе кайрĕ,  сăмсине  катрĕ.

4. Текст содержанийĕпе калаçни.

                 Текста сÿтсе явмалли ыйтусем

  1.  Костя   мĕн   пирки  чÿречерен   вăрттăн  пăхса ларнă?
  2.  Вăл тăвайкки тăррине епле майпа хăпарать?
  3.  Арçын ача сăмсине мĕнле катать?
  4.  Çакăн сăлтавĕ мĕнре-ши?

5. Текста тепĕр хут итлени.

6. Ушкăнпа план туни.

           План тата тĕрев сăмахĕсем

1.  Юртăвайкки туниĕ. (купаларĕç)

        2.  Костя  пĕччен.  (вăрттăн)

3.  Ачасем килĕсене  кĕрсен.        (тухрĕ)

4. Тăвайкки тăррине хăпарни.          (хăпараймарĕ, хăйăр)

5.  Ярăнни.      (чикеленсе,  шумасть)

7. План пайĕсем тăрăх каласа пани.

8. Текст содержанине пĕтĕмĕшле каласа пани. (Пĕр ача каласа парать.)

9. Изложение харкам тĕллен çырни.

10. Çырнине харкам тĕллен юсани.

7.  Урок  теми: Калавçă сăпатне улăштарса çырмалли калав изложени.

«Хуçа ăшши».

 Урок тĕллевĕсем:

                                             

                                        Урок тытăмĕ

1. Ачасене урока йĕркелени.

2. Урок темипе паллашни, тĕллевне палăртни.

3. Изложени тексчĕпе паллашни.

Хуçа ăшши

(1-мĕш сăпатран,  хуçя ячĕпе çырмалла.)

Лада   ятлă   йытă   чирлесе   ÿкрĕ.    Сĕт   савăчĕ   сăмси умĕнчех   ларатьĕ.  Лада   ăна   тĕкĕнсе   те   пăхмарĕ.    Йытă хуçине чĕнсе пычĕç.

Хуçа Ладăна çурăмĕнчен шăлса ачашларĕ. Ачашланипе йытă куçĕнче пурнăç выляма пуçларĕ. Хуçа сĕт савăтне йытă çывăхнерех шутарчĕ. Ачашшăн ĕçме ыйтрĕ. Лада сăмсине савăта чикрĕĕ  Чаплаттарса  ĕçме пуçларĕ.

Хуçа ăшши йытă хевтине ÿстерчĕ. Темиçе сыпкăм сĕт ăна  вилĕмрен

Çăлчĕ.

(М. Пришвин çырнинчен.)

4. Содержанине сÿтсе явни.        

Текста сÿтсе явмалли ыйтусем.

  1.  Лада сĕте мĕншĕн ĕçмен?
  2.  Хуçа ачашланă хыççăн  мĕн  пулнă?
  3.  Йытта вилĕмрен  çăлăнма мĕн  пулăшнă?

5.Ушкăнпа  план туни

       План

  1.  Йывăр  чир.
  2.  Хуçа пырсан.
  3.  Хуçа ăшши.

6. Словарь ĕçĕ.

Ăнлантармалли тата асăрхаттармалли сăмахсем: сĕт   савăчĕ,

чаплаттарса,  хевтине,  сыпкăм.

7. Текст содержанине услови тăрăх каласа пани.

Çăраççи: хуçине – мана, хуçа – эпĕ, ачашларĕ – ачашларăм,  хуçа – эпĕ,  шутарчĕ  – шутартăм,  ыйтрĕ  – ыйтрăм.

8. Изложение харкам тĕллен çырни.

9. Çырнине харкам тĕллен юсани.

8.  Урок  теми: Ÿнерçĕ картини тăрăх çырнă сочинении. Н. Крымов.  «Хĕллехи каç».

Урок тĕллевĕсем:

                                             

                                              Урок тытăмĕ

1. Ачасене урока йĕркелени.

2. Урок темипе паллашни, тĕллевне палăртни.

3. Картинăна ачасем харкам тĕллен сăнани.

Ку картинăна паллă вырăс ÿнерçи Николай Петрович Крымов çырнă. Унта хĕллехи шартламана сăнланă пулин те, чуна канăçлăхпа ăшă туйăм тыткăнлаççĕ.

4. Картинăна  ушкăнпа сăнаса тишкерни.

Ÿнерçĕсем  хăйсем ÿкерес тенине темиçе план çине уйăраççĕ: малти, тĕп, кайри плансем. Эпир те кашни планра мĕне-мĕне асăрханине, вĕсене мĕнле тĕссемпе сăнланине, картина мĕнле туйăмсене вăратнине  сăнар.

5. Картинăна  план тарăх пайăн-пайăн  сăнлани.

    План тата тĕрев сăмахĕсем:

1. Малта… куратăн, асăрхатăн, курăнать.          

2.Тĕп вырăнта… сарăлса выртать,

3. Аякра… тăсăлать.

4. Ку пейзаж … туйăм çуратать.

6.Картинăна  пĕтĕмĕшле  сăнлани. (Пĕр ачи сăнласа парать.)

7. Картинăна  тĕслĕхшĕн  вĕрентекенсанлани.

Ÿнерçĕ ял хĕрринчи темиçе çурта сăнлать. Хĕвел анас умĕнхи вăхăт. Хĕвел шевлине çуртăн пĕр чÿречинче асăрхатпăр. Кун каçипе ĕçленипе лащасем ывăнсах çитнĕ пулмалла. Халĕ утă лавне туртакансем кăшт канса илме чарăннă. Таçтан таврăнакан икĕ хĕр арăм темле йывăр çĕклем йăтса пыраççĕ. Виççĕмĕшĕ  чарăнса тăнă та пăр  çинчи ачисене киле пыма чĕнет. Лешсем çыран хĕрне тухнă ĕнтĕ. Тăркăчĕсене салтса лараççĕ. Юхан шыв çинчех, çыран хĕрринче, çирĕк тĕми ÿсет. Ун çине чанасем вырнаçса ларнă. Пурте çĕр каçма хатĕрленеççĕ, ăшă йăвисене пуçтарăнаççĕ. Инçех мар чиркÿ пур. Чуна çывăх сăнлăхсем. Шартлама хĕллеĕ. Январь. Çуртсем тăрринчи шап-шурă юр çĕр çинче кăштах тĕксĕм.  Юхан шыв çинчи шăн пăр кăн-кăвакĕ Йывăçсем хура  хăмăр.

Тÿпе сарă симĕс тĕслĕ. Сивлек тĕссем. Апла пулин те чуна канлĕхпе лăпкăлăх хупăрлать.

8. Картинăна ачасем  харкам тĕллен сăнласа çырни.

9. Çырнине харкам тĕллен юсани.

9.  Урок  теми: Сĕннĕ план тăрăх çырнă калав.  «Сăртран ярăнни».

Урок тĕллевĕсем:

                                             

                                             Урок тытăмĕ

1. Ачасене урока йĕркелени.

2. Урок темипе паллашни, тĕллевне палăртни.

3. Калав ятне сÿтсе явни.

Калав ячĕ - «Сăртран ярăнни». Апла ку калав мĕн çинчен пулмалла? Ку мĕнле йышши калав пулать: сăнлавлă, уйлавлă е калуллă? Мĕншĕн çапла тесе шутлатăр? Ĕç хăçан, мĕнле кун пулса иртет тесе шутлатăр? Ярăнаканĕсем камсем-ши?

4. Калав тытăмĕпе содержанийĕ мĕнле пулмаллине тишкерни.

Калав миçе пайран тăмалла? (Пуçламăшĕ, тĕп пайĕ, вĕçĕ.)

Пуçламăшĕнче мĕн çинчен çырмалла? (Ĕç хăçан  пулса иртни, унта камсем  хутшăнни.)

Тĕп пайĕнче мĕн çинчен каласа памалла? (Ачасем сăрт çинчен ярăнса мĕнлерех хавасланни.)

Калава мĕнле вĕçлемелле? (Ĕç мĕнле вĕçленни, ачасен кăмăлĕ епле пулни.)

5. Калав планне туни.

             План тата тĕрев сăмахĕсем:

1. Канмалли кун.   (Ирхине ирех, ачасем, васкарĕç.)

2. Кам мĕнпе ярăнать.   (Ватрушкăпа, çунашкапа,  йĕлтĕрпе.)

3. Çаврăнса ÿкни.  (Мелсĕррĕн, чикеленсе, кулăшла.)

4. Нумайччен ярăнни.   (Хаваслă, ăмăртмалла.)

5. Киле таврăнсан. (Асламăшĕ, вĕри яшка.)  

6. Калава  харкам тĕллĕн çырни.

7. Çырнине харкам тĕллен юсани.

10.  Урок  теми: Пуçламăшĕ тăрăх çырнă калав. «Пулă ÿстерни».

Урок тĕллевĕсем:

                                             

                                             Урок тытăмĕ

1. Ачасене урока йĕркелени.

2. Урок темипе паллашни, тĕллевне палăртни.

3. Калав ятне сÿтсе явни.

Калав ячĕ - «Пулă ÿстерни».  Апла ку калав мĕн çинчен пулмалла? Ку мĕнле йышши калав пулать: сăнлавлă, уйлавлă е калуллă? Мĕншĕн çапла тесе шутлатăр? Ĕç хăçан,  пулса иртет тесе шутлатăр? Пулă ÿстерекенсем камсем-ши? Кусем хĕр ачасем е арçын ачасем, миçерисем тетĕр?

4. Калав пуçламăшне итлени, унăн содержанине уйлани.

                                                   Пулă ÿстерни

Мишăпа Гриша çырмара шыв сиккисенче пĕр хутаç пĕтре сĕрсе тултарчĕç. Пуллисем питĕ вĕтĕ, пÿрне тăршшĕ те çук. «Кĕркуннеччен пăхса усрасан чавса тăршшех пулаççĕ», -  шутлаççĕ ачасем…

5. Словарь ĕçĕ

Ăнлантармалли сăмахсем: шыв сикки, пĕтре, сĕрсе тултарчĕç, пÿрне тăршшĕ, чавса тăршшĕ.

6. Калав пуçламăшĕн  содержанине уйлани.

Камсем çинчен каланă? Гришăпа Миша мĕн тунă? Вĕсем мĕнле пулă тытнă? Пуллисем мĕнлерех пулнă? Вĕсем çитĕнсе çитейменнипе пĕчĕк пулнă-ши?

 7. Калава малалла мĕнле калăпламаллине уйлани.

Ачасем пулăсем пĕчĕккине курсан мĕн шутланă? Ĕç малалла мĕнле аталанать-ши? Ачасем пулăсене ÿстерес тесе мĕн шутласа тупаççĕ-ши? Вĕсен ĕçĕ ăнĕ-ши? Вĕсем çакна хăçан ăнланĕç? Пур ĕç-пуç мĕнле вĕçленет тесе шутлатăр?

8. Калав планне туни.

9. Калава  харкам тĕллĕн çырни.

10. Çырнине харкам тĕллен юсани.

11.  Урок  теми: Пуçламăшĕпе вĕçĕ  тăрăх çырнă калав. «Аннене пулăшни».

Урок тĕллевĕсем:

                                             

                                             Урок тытăмĕ

1. Ачасене урока йĕркелени.

2. Урок темипе паллашни,  тĕллевне палăртни.

3. Калав ятне сÿтсе явни.

Калав ячĕ - «Аннене пулăшни».   Апла ку калав мĕн çинчен пулмалла? Ку мĕнле йышши калав пулать: сăнлавлă, уйлавлă е калуллă? Мĕншĕн çапла тесе шутлатăр?

4. Калав пуçламăшĕпе вĕçне итлени.  

                                                Аннене пулăшни

Паян уяв. Мартăн 8-мĕшĕ. Эпĕ аннене пулăшма шутларăм.

 Малтанах эпĕ… .

Унтан … .

Кайран … .

Анне мана мухтарĕ.

5. Словарь ĕçĕ

Ăнлантармалли сăмахсем: уяв, мартăн 8-мĕшĕ, мухтарĕ.

6. Калав пуçламăшĕпе вĕçĕ н  содержанине уйлани.

Мĕнле кун çитнĕ?(Уяв кунĕ.)

Мĕнле уяв кунĕ? (Мартăн 8-мĕшĕ.)

Ача мĕн тума шутланă? (Амăшне пулăшма.)

Калав менле вĕçлене? (Амăшĕ ачана мухтать.)

7. Калава малалла мĕнле калăпламаллине уйлани.

Калава миçемĕш сăпатран пуçланă? (1-мĕш сапатран – эпĕ тенĕ.)

Апла пулсан пулсан малалла кам çинчен çырмалла? (Кашни харкам çинчен çырмалла.)

Эсир аннĕрсене мĕн-мĕн туса пулăшатăр?

Мартăн 8-мĕшĕнче эсир аннĕрсене мĕнле саламлатăр?

8. Калав планне туни.

9. Калава  харкам тĕллĕн çырни.

10. Çырнине харкам тĕллен юсани.

12.  Урок  теми: Ирĕклĕ сăнлав  диктант. «Çуркунне».

Урок тĕллевĕсем:

                                             

                                             Урок тытăмĕ

1. Ачасене урока йĕркелени.

2. Урок темипе паллашни, тĕллевне палăртни.

1. Ачасене урока йĕркелени.

2. Урок темипе паллашни, тĕллевне палăртни.

3. Диктант текстне пĕтĕмĕшле итлени.

                           Çуркунне

Ытла  та  илемлĕ  ырă  çуркунне.

Сар хĕвел ăшшăн пăхать. Шурă юр ирĕлсе шыв пулать. Унтан вăл юхать те юхать.  Юхан шывсемпе  кÿлĕсем тинĕс евĕр  сарăлса  каяççĕ.

         Хура  вăрман  папка  хыççăн  папка  кăларать.  Кайăксем   чĕвĕлтетме   пуçлаççĕ.   Чечек   шăрши   пĕтĕм  тĕнчене сарăлать.

                                (В. Долгов çырнинчен.)

                             

4. Текст содержанине тишкерни.

  Ыйтусемпе тĕрев сăмахĕсем

          1. Ырă çуркунне  илемлĕ-и?   (ытла та илемлĕ)

          2. Сар хĕвел  мĕнле пăхать?   (ăшшăн)

 Шурă  юр  ирĕлсе мĕн  пулать?  (шыв)

Шывĕ мĕн тăвать?  (юхать те юхать)

           3. Хура вăрман  мĕн  кăларать? (папка хыççăн папка)

Кайăксем  мĕн тума пуçлаççĕ?  (чĕвĕлтетме)

Чечек  шăрши ăçта сарăлать?    (пĕтĕм тĕнчене)

5. Словарь ĕçĕ.

Ăнлантармалли тата асăрхаттармалли сăмахсем: пăхать, юхать те юхать, юхан шывсемпе кÿлĕсем, папка, чĕвĕлтетме пуçлаççĕ.

6. Диктанта пайăн-пайăн çырни.

                                      Çуркунне

  1.           Ытла  та  илемлĕ  ырă  çуркунне.
  2. Сар хĕвел ăшшăн пăхать. Шурă юр ирĕлсе шыв пулать. Унтан вăл юхать те юхать. Юхан шывсемпе  кÿлĕсем тинĕс евĕр  сарăлса  каяççĕ.

        3. Хура  вăрман  папка  хыççăн  папка  кăларать.  Кайăксем   чĕвĕлтетме   пуçлаççĕ.   Чечек   шăрши   пĕтĕм  тĕнчене сарăлать.

7. Çырнине харкам тĕллен юсани.

13.  Урок  теми: Тулли сăнлав изложени.  «Мĕн тери илем!»

Урок тĕллевĕсем:

                                             

                                             Урок тытăмĕ

1. Ачасене урока йĕркелени.

2. Урок темипе паллашни, тĕллевне палăртни.

3. Изложени тексчĕпе паллашни.

                 Мĕн тери илем!

Шартлама хĕл хыççăн  ăшă  çуркунне çитрĕ. Вăл çинçе, черчен  киçтĕксем илчĕ те  тавралăха сăрлама пуçларĕ.

 Шурă хурăн турачĕсене ешĕл сăрăпа тĕкĕнчĕ.  Ăвăссемпе тирексене кĕрен алкасемпе капăрлатрĕ. Çĕмĕрт турачĕсене шап-шурă çеçкесемпе витрĕ.

Уçланкăра тин çеç  шăтса тухнă çеçпĕлсен сенкер тумламĕсем куçа илĕртеççĕ.

Таврара куç тулли илем!

                                                                (Г. Скребицкий çырнинчен.)

                                 

Ăнлантармалли тата асăрхаттармалли сăмахсем: вăрттăн, тăркăч, тăвайкки тăррине, çăмăллăнах, çитичченех, чикеленсе кайрĕ,  сăмсине  катрĕ.

4. Текст содержанийĕпе калаçни.

                 Текста сÿтсе явмалли ыйтусем

1. Мĕнле вăхăт çитрĕ?

2.  Вăл  мĕн тума пуçларĕ?

3.  Шурă хурăн турачĕсене мĕнле  тĕспе сăрларĕ?

4.  Ăвăссемпе тирексене мĕнле   капăрлатрĕ?

         5.  Çĕмĕрт турачĕсене мĕнпе   витрĕ?

         6.  Уçланкăра мĕн шăтса тухрĕ?

5. Текста тепĕр хут итлени.

6. Ушкăнпа план туни.

План тата тĕрев сăмахĕсем

1.  Çуркунне тавралăха сăрлама пуçлани. (çитрĕ, киçтĕксем илчĕ, сăрлама пуçларĕ)

2.  Шурă хурăнсене илемлетни. (ешĕл сăрăпа тĕкĕнчĕ)

3.  Ăвăссемпе тирексене капăрлатни.      (кĕрен алкасемпе)

4. Çĕмĕртсене илемлетни.  (çеçкесемпе витрĕ)

5.  Пĕрремĕш çеçпĕлсем.     (тин çеç  шăтса тухнă, куçа илĕртеççĕ)

7. План пайĕсем тăрăх каласа пани.

8. Текст содержанине пĕтĕмĕшле каласа пани. (Пĕр ача каласа парать.)

9. Изложение харкам тĕллен çырни.

10. Çырнине харкам тĕллен юсани.

14.  Урок  теми: Пуçламăшĕ тăрăх çырнă уйлавлă калав. «Ылтăн кĕркунне – тулăх та илемлĕ вăхăт».

Урок тĕллевĕсем:

                                             Урок тытăмĕ

1. Ачасене урока йĕркелени.

2. Урок темипе паллашни, тĕллевне палăртни.

3. Калав ятне сÿтсе явни.

Калав ячĕ - «Ылтăн кĕркунне – тулăх та илемлĕ вăхăт». Апла ку калав мĕн çинчен пулмалла? Ылтăн кĕркунне хăçан пуçланать? Ку вăхăт кĕркуннен мĕнлерех саманчĕ?

4. Калав тытăмĕпе содержанийĕ мĕнле пулмаллине тишкерни.

Калав миçе пайран тăмалла? (Пуçламăшĕ, тĕп пайĕ, вĕçĕ.)

Сирĕн уйлавлă калав çырмалла.

Мĕнле йышши калава уйлавлă калав теççĕ? (Уйлавлă калавра пĕр-пĕр шухăша сăлтавласа çирĕплетсе параççĕ.)

Аса илер, уйлавлă  калавăн тытăмĕпе содержанийĕ мĕнле йĕркеленет.

Пуçламăшĕнче мĕн çинчен çырмалла? (Тезис  - уйлама палăртнă шухăша асăнни)

Калав пуçламăшĕ мĕнле? (Ылтăн кĕркунне çулталакăн илемлĕ , чи тулăх та вăхăчĕ...)

Тĕп пайĕнче мĕн çинчен каласа памалла? (Тĕп пайĕнче пуçламăшĕнче палăртнă шухăша аргументсемпе çирĕплетсе памалла .)

Çирĕплетсе памалли шухăш хăй миçе пайран тăрать? (2 пайран: 1) Кĕркунне илемлĕ вăхăт. 2) Кĕркунне тулăх вăхăт.)

Апла пулсан калавăн тĕп пайĕнче миçе аргумент пулмалла? (2 аргумент.)

1-мĕш аргументпа мĕнле шухăш çирĕплетмелле?  (Ылтăн кĕркунне илемлĕ вăхăт пулнине.)

2-мĕш аргументпа мĕнле шухăш çирĕплетмелле?  (Ылтăн кĕркунне тулăх вăхăт пулнине.)

Калава мĕнле вĕçлемелле? (Пуçламăшĕнче каланă шухăш чăннипех те тĕрĕс пулнине çирĕплетмелле.)

5. Калав планне туни.

             Тĕрев калăпĕсем:

1. Тезис:  Ылтăн кĕркунне çулталакăн илемлĕ , чи тулăх та вăхăчĕ...

2. Аргументсем

1 аргумент (мĕншĕн илемлĕ пулни).

2 аргумент (мĕншĕн  тулăх пулни).

Пĕтĕмлетÿ. Çавăнпа та ылтăн кĕркунне çулталакăн илемлĕ , чи тулăх та вăхăчĕ...

6. Калава  харкам тĕллĕн çырни.

7. Çырнине харкам тĕллен юсани.                                               

15.  Урок  теми: Калавçă сăпатне улăштарса çырмалли калав изложении. «Пахчара».

Урок тĕллевĕсем:

                                             

                                             Урок тытăмĕ

1. Ачасене урока йĕркелени.

2. Урок темипе паллашни, тĕллевне палăртни.

3. Изложени тесчĕпе паллашни.

                                                    Пахчара

                      (Марине çинчен 3-мĕш сăпатран çырмалла)

Çулла.  Кунĕ  шăрăх. Тÿпере сарă хĕвел хĕртсе пăхать.

Эпир аннепе пахчара ĕçлетпĕр. Пирĕн пахчара тĕрлĕ çимĕç нумай. Акă редис, сухан, кишĕрпе кăшман йăранĕсем. Кунтах помидор, хăяр ÿсет.   Пиччем Саша витрепе шыв йăтать. Вăл çимĕçсене шăварать. Эпир аннепе çум çумлатпăр. Ĕç ăнса пыни пире  савăнтарать.

4. Текст содержанийĕ тăрăх калаçни.

      Текста сÿтсе явмалли ыйтусем

 1.  Мĕнле вăхăт пулнă?

2.  Çанталăк мĕнле тăнă?

3.  Амăшĕпе ачисем ăçта ĕçленĕ?

4.   Саша мĕн тунă?

5.  Маринепе амăшĕ мĕн ĕçленĕ?

5. План туни.

План

1.  Шăрăх кун.

2.  Амăшĕпе ачисем пахчара.

3.  Саша çимĕçсене шăварать.

4.  Амăшĕпе  хĕрĕ çум çумланă.

6. Словарь ĕçĕ.

Ăнлантармалли тата асăрхаттармалли сăмахсем: редис, помидор, хăяр, пиччем.

7. Текст содержанине услови тăрăх каласа пани.

Çăраççи: эпир аннепе – ачасем амăшĕпе; ĕçлетпĕр – ĕçлеççĕ; пирĕн  –

вĕсен; пиччем Саша – пиччĕшĕ Саша; эпир аннепе – Маринепе  амăшĕ;  çум çумлатпăр – çум çумлаççĕ; пире – вĕсене.

8. Изложение харкам тĕллен çырни.

9. Çырнине харкам тĕллен юсани.

17.  Урок  теми: Тулли изложени. «Мулкач – синоптик».

Урок тĕллевĕсем:

                                             

                                             Урок тытăмĕ

1. Ачасене урока йĕркелени.

2. Урок темипе паллашни, тĕллевне палăртни.

3. Изложени тексчĕпе паллашни.

                                                Мулкач – синоптик

Уçăпăн ашшĕ – комбайнер. Пĕррехинче вăл тырă пуссинче мулкач çурине асăрхарĕ.   Ăна килне илсе пычĕ.

Уçăп уншăн питĕ савăнчĕ. Чи малтан вăл мулкач çурине кĕленчерен сĕт ĕçтерчĕ. Мулкач çури кун хыççăн кун ÿссех пычĕ. Симĕс курăк, купăста çулçи, кишĕр çиме вĕренчĕ.

Мулкач пÿртрех пурăнчĕ. Çынсене хăнăхса çитрĕ ĕнтĕ. Вăл  апат парасса тÿсеймесĕр  кĕтет.

Ку мулкач – чăн-чăн синоптик. Çанталăк улшăнасса малтан сисет. Çанталăк улшăнас умĕн хăй вырăнне улăштарать.

–        Мулкач кăмака çине хăпарчĕ. Кĕçĕр çил-тăман пулать  пуль,  –теççĕ килтисем.

                                                    (Л. Морозов çырнинчен.)

4. Содержанине сÿтсе явни.        

                  Текста сÿтсе явмалли ыйтусем

  1. Мулкач  епле майпа Уçăпсен  килне лекет?
  2. Уçăп  ăна мĕнле пăхать?
  3.  Килтисем çанталăк улшăнасса мĕнле пĕлеççĕ?

5. Текста тепĕр хут вуласа пани.

6. Словарь ĕçĕ.

Ăнлантармалли тпта асăрхаттармалли сăмахсем: комбайнер,  тырă  пуссинче,  мулкач  çури, çиме вĕренчĕ,  синоптик.

–        Мулкач кăмака çине хăпарчĕ. Кĕçĕр çил-тăман пулать
пуль, – теççĕ килтисем.

7.Ушкăнпа  план туни

План тата тĕрев сăмахĕсем

1.  Мулкач  çури тупни.  (тырă пуссинче)

2.  Уçăп  савăнăçĕ.  (кĕленчерен, вĕренчĕ)

3.  Мулкач   килте   пурăнать.  (хăнăхса çитрĕ, кĕтет)

4.  Синоптик.  (сисет, улăштарать)

5.  Килтисем калаççĕ.  (хăпарчĕ, çил-тăман)

8. Текст пайĕсен содержанине каласа пани.

9. Текст содержанине пĕтемĕшле каласа пани. (Пĕр ача каласа парать.)

8. Изложение харкам тĕллĕн çырни.

9. Çырнине харкам тĕллĕн юсани.

               

17.  Урок  теми: Ирĕклĕ диктант. «Хĕвелпе çил».

Урок тĕллевĕсем:

                                             

                                             Урок тытăмĕ

1. Ачасене урока йĕркелени.

2. Урок темипе паллашни, тĕллевне палăртни.

3. Диктант текстне пĕтĕмĕшле итлени.

Хĕвелпе çил

        Хĕвелпе çил  тупăшаççĕ.  Хăшĕ  этеме  маларах  хывăнтарать?

        Çил   ĕçе   пуçăнать:   этемĕн   кĕрĕкне   уçса   ярать, çĕлĕкне   хывса   перет.

 Этем   кĕрĕкĕпе   лайăхрах   чĕркенет. Çĕлĕкне  пусарах лартать.  Çил этеме хывăнтараймасть.

Хĕвел ĕçе пуçăнать.  Вăл хытăран та хытă хĕртет. Этем   çĕлĕкне   хывса   хурать.   Хĕвел   çаплах   хĕртет.   Этем кĕрĕкне те хывать.

                               (Л. Толстой çырнинчен.)

4. Текст содержанине тишкерни.

Ыйтусемпе тĕрев сăмахĕсем.

1. Мĕнсем тупăшаççĕ?   (çилпе хĕвел)

   Мĕн пирки?  (этеме хывăнтарасси пирки)

 2. Çил мĕн тăвать?  (этеме хывăнтарма тăрăшать)

  Этем мĕн тăвать?   (кĕрĕкне, çĕлĕкне лайăхрах тăхăнать)

3. Хĕвел мĕн тăвать?  (хытă хĕртет)

   Этем мĕн тăвать?  (тумтирне хывса пăрахать)

5. Словарь ĕçĕ.

Ăнлантармалли тата асăрхаттармалли сăмахсем: тупăшаççĕ, чĕркенет,  хывăнтараймасть.

6. Диктанта пайăн-пайăн çырни.

Хĕвелпе çил

  1. Хĕвелпе çил  тупăшаççĕ.  Хăшĕ  этеме  маларах  хывăнтарать?
  2. Çил   ĕçе   пуçăнать:   этемĕн   кĕрĕкне   уçса   ярать, çĕлĕкне   хывса   перет.

 Этем   кĕрĕкĕпе   лайăхрах   чĕркенет. Çĕлĕкне  пусарах лартать.  Çил этеме хывăнтараймасть.

3.  Хĕвел ĕçе пуçăнать.  Вăл хытăран та хытă хĕртет. Этем   çĕлĕкне   хывса   хурать.   Хĕвел   çаплах   хĕртет.   Этем кĕрĕкне те хывать.

7. Çырнине харкам тĕллен юсани.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Работа с одаренными детьми. Формы и методы работы с одарёнными детьми

Работа с одаренными детьми.Формы и методы работы с одарёнными детьми...

задания для индивидуальной работы по чувашскому языку

1.       Аçу мĕн ятлă? Вăл миçере?2.               Аннÿ ăçта ĕçлет?...

Система работы с одарёнными детьми в урочной деятельности. Возможности современных УМК в работе с одарёнными детьми.

Сегодня в российском образовании чрезвычайно актуальна проблема выявления, развития и поддержки одарённых детей. Раскрытие и реализация их способностей и талантов важны не только для одарённого ребёнк...

итоговая контрольная работа по чувашскому языку в 4 классе

итоговая контрольная работа по чувашскому языку в 4 классе предназначен для проведения промежуточной аттестации...

Проверочная работа по чувашскому языку

Проверочная работа во 2 классе по чувашскому языку для русскоязычных школ...

Работа с одаренными детьми. Формы и методы работы с одарёнными детьми. (из опыта работы)

Одарённость — это системное, развивающееся в течение жизни качество психики, которое определяет возможность достижения человеком более высоких, незаурядных результатов в одном или нескольких видах дея...

Итоговая контрольная работа по чувашскому языку 3 кл.

Итоговая контрольная работа по чувашскому языку 3 кл...