«Ҫывӑх пӗлтерӗшлӗ паллӑ ячӗсем (синонимсем)»
план-конспект урока (3 класс) на тему
Разработка представляет собой конспект урока чувашского языка в 3 классе по теме «Ҫывӑх пӗлтерӗшлӗ паллӑ ячӗсем (синонимсем)» ( "Прилагательные, близкие по значению (синонимы)"), проводимого в соответствии ФГОС. Материал посвящён Году Отца и матери в Чувашской Республике.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
syvah_pielterieshlie_palla_yachiesem_sinonimsem.doc | 110 КБ |
Предварительный просмотр:
Канаш район администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ
Чӑваш Республикин Канаш районӗн
«А. И.Миттов ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Сиккасси вӑтам шкулӗ»
муниципалитетӑн вӗренӳ бюджет учрежденийӗ
«Ҫывӑх пӗлтерӗшлӗ паллӑ ячӗсем (синонимсем)»
темӑпа 3-мӗш класра ирттернӗ чӑваш чӗлхи урокӗн анлӑ планӗ
Урокӑн анлӑ планне хатӗрлекенӗ
Антонова Лидия Алексеевна
Сиккасси 2017
Урок теми: «Ҫывӑх пӗлтерӗшлӗ паллӑ ячӗсем (синонимсем)»
Урокӑн тӗллевӗ: Ачасене ҫывӑх пӗлтерӗшлӗ паллӑ ячӗсем ҫинчен , вӗсен чӗлхери вырӑнӗ ҫинчен ӑнкарма, синонимсене палӑртма, тупма, синонимсемпе усӑ курма условисем туса парасси.
- Задачисем:
- паллӑ ячӗсем ҫинчен ачасем мӗн пӗлнине уҫӑмлатни;
- паллӑ ячӗсене текстра тупса палӑртас хӑнӑхусене аталантарасси;
- синонимсем ҫинчен ачасем мӗн пӗлнине тарӑнлатасси, вӗсемпе калаҫура тӗрӗс усӑ курма хӑнӑхтарасси;
ВУДсем
Харкамлӑх результачӗ: ачасен тӑван чӗлхене тӗплӗнрех вӗренес, харкамӑн пуплев ӗҫ-хӗлӗсене аталантарас кӑмӑлӗ амаланни;
-тантӑшӗсен тата харкам пуплевне сӑнама, тӗрӗслеме вӗренсе пыни;
-тӑван чӗлхе пуянлӑхӗпе, илемӗпе киленме пуҫлани.
Предметсен пӗрлӗхлӗ результачӗсем:
- тӗрлӗ текста тишкерме хӑнӑхса пыни;
- калура тата ҫырура пуплев тата хутшӑну этикечӗн нормисене тытса пыма хӑнӑхса пыни;
- харпӑр хӑй ӗҫне йӗркелеме вӗренсе пыни;
Предметӑн пайрам результачӗсем:
-пуплев пайӗсене (япала ячӗ, глагол, паллӑ ячӗ) палӑртма чухлани;
- паллӑ ячӗсем ҫывӑх пӗлтерӗшлӗ пулма пултарнине пӗлни.
Вӗренӳ хатӗрӗсем: 1. Сергеев Л. П. Чӑваш чӗлхи. Вӗренӳ пособийӗ. Виҫҫӗмӗш класс валли / Л. П. Сергеев, Т. В. Артемьева, А. Р. Кульева. – Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. – 208 с.
2. Кульев О. Г., Кульева А. Р. Чӑваш чӗлхипе усӑ курмалли ӗҫ тетрачӗ: 3-мӗш класс валли. Вӗренӳ пособийӗ. – Шупашкар, 2013. - 32 с.
3. Мультимедиа проекторӗ, экран, презентаци.
4. Сергеев Л. П. Синонимсемпе антонимсен словарӗ: вӗренӳ хатӗрӗ. – Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. – 128 с.
5. Валеҫмелли карточкӑсем.
Усӑ курнӑ литература: Чӑваш чӗлхи методики: Пуҫламӑш шкул учителӗсемпе вӗсене хатӗрлекен факультет студенчӗсем валли. – Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2002. – 255 с.
Урок мелӗсем:
- ыйту-хурав;
- тӗпчев-шырав;
- ассоциаци мелӗ;
- кластер мелӗ;
- ӑнкару мелӗ
I. Урока йӗркелени:
Вӗрентекен: Атьӑр-ха, ачасем, урока пӗр вӑйӑпа пуҫлар. Вӑл «Эп пуҫлатӑп, эсир вӗҫлӗр!» ятлӑ.
Вӗрентекен: Урокра пирӗн куҫсем питӗ тимлӗ пӑхаҫҫӗ, пурне те …
Ачасем: Кураҫҫӗ!
Вӗрентекен: Урокра пирӗн хӑлхасем питӗ тимлӗн итлеҫҫӗ, пурне те …
Ачасем: Илтеҫҫӗ!
Вӗрентекен: Пуҫ тӗплӗн…
Ачасем: Шутлать!
II. Ачасен пуплевне аталантармалли хӑнӑхтару.
Вӗрентекен:
- Ачасем, яланхи йӗркепе кӑшт аса илер-ха: эсир паян шкула килнӗ чух мӗн куртӑр, илтрӗр, мӗнпе килентӗр?
(Ачасем хӑйсем шкулалла утнӑ чух мӗн курни-илтни, мĕнпе киленни ҫинчен 2 – 3 предложенипе каласа параҫҫӗ.)
Вӗрентекен: Эпӗ вара ҫулпа пынӑ чух акӑ мӗн куртӑм-илтрӗм: пӗр ҫурт чӳречи яриех уҫӑччӗ. Унтан тӗлӗнмелле ҫепӗҫ те илемлӗ юрӑ шӑранни илтӗнетчӗ. Пӗр куплетне чарӑнса тӑрсах итлерӗм. Халь вара ҫав юррӑн пӗр сыпӑкне сире те итлеттерсе пӑхас тетӗп. Тимлӗ итлессе шанатӑп.
(«Тавах, аннем, ҫуратнӑшӑн» юрӑн 1 куплетне итлетпӗр. Раиса Андреева юрлать.)
Вӗрентекен: Ачасем, ку юрӑ кам ҫинчен?
Ачасем: Ку юрӑ анне ҫинчен.
Вӗрентекен: Юрлаканӗ амӑшне мӗншӗн тав тӑвать?
Ачасем: Юрлаканӗ амӑшне ҫуратнӑшӑн, юратнӑшӑн, чӗкеҫ чӗлхи пилленӗшӗн тав тӑвать.
Вӗрентекен: Юрӑҫ мӗнле чӗлхепе юрлать?
Ачасем: Юрӑҫ чӑвашла юрлать.
Вӗрентекен: Апла пулсан ӑна амӑшӗ мӗнле чӗлхе пилленӗ?
Ачасем: Ӑна амӑшӗ чӑваш чӗлхи пилленӗ.
Вӗрентекен: Мӗншӗн юрӑҫ чӗкеҫ чӗлхи пилленӗшӗн» тесе юрлать? Тен, вӑл чӗкеҫле те калаҫма пӗлет? Итлесе пӑхар-ха чӗкеҫ юррине. (Чӗкеҫ юррине итлеҫҫӗ.)
Вӗрентекен: Чӗкеҫ юрри мӗнле?
Ачасем хуравлаҫҫӗ.
Вӗрентекен: Эсир «чӗкеҫ чӗлхи» тенине мӗнле ӑнланатӑр?
(Вӗрентекен ачасен хуравӗсене ҫырса пырать: вӑл илемлӗ, хитре, ҫепӗҫ, ачаш.)
Вӗрентекен: Апла пулсан, юрӑҫ амӑшӗ пилленӗ чӗлхене, чӑваш чӗлхине мӗнле тесе шутлать? (Илемлӗ, хитре, ҫепӗҫ, ачаш)
III. Паллӑ ячӗсем ҫинчен мӗн пӗлнине аса илсе ҫирӗплетесси, кластер тӑвасси.
Вӗрентекен: Илемлӗ, хитре; ҫепӗҫ, ачаш сӑмахсем мӗнпе пӗр пек?
Ачасем: Вӗсем пӗр ыйтура тӑраҫҫӗ, паллӑ ячӗ пулаҫҫӗ.
Вӗрентекен: Паллӑ ячӗ ҫинчен эсир мӗн пӗлетӗр?
Ачасем: Паллӑ ячӗ япала е ӗҫ паллине пӗлтерет.
Унӑн ыйтӑвӗ мӗнле?
Паллӑ ячӗ япала ятне ӑнлантарнӑ чухне улшӑнмасть.
Паллӑ ячӗ чӑваш чӗлхинче глаголсене те ӑнлантарать.
Паллӑ ячӗ пуплеве илемлӗ, сӑнарлӑ тӑвать.
Вӗрентекен: (экран ҫине чӑваш кӗпи кӑларать.) Ачасем, эсир кунта мӗн куратӑр?
Ку мӗнле кӗпе?
Ачасем: Илемлӗ кӗпе. Хитре кӗпе.
Вӗрентекен: Илемлӗ, хитре (кӗпе) сӑмахсем мӗнле пуплев пайӗ пулаҫҫӗ?
Ачасем: Паллӑ ячӗ пулаҫҫӗ.
Вӗрентекен: Паллӑ ячӗсене танлаштарӑр. Мӗн калама пултаратӑр?
Ачасем хуравлаҫҫӗ.
Вӗрентекен: Иккӗмӗш йӗркери сӑмахсем пирки мӗн калама пултаратӑр?
Вӗрентекен: Ку сӑмахсем мӗнле пуплев пайӗ пулаҫҫӗ? Вӗсем пӗлтерӗшлӗ мӗнле?
Ачасем: Ку сӑмахсем паллӑ ячĕ пулаҫҫĕ.
Ачасем асӑннӑ паллӑ ячӗсен пӗлтерӗшӗсене палӑртма пултарайманни туйӑнать.
Вӗрентекен: Ачасем, эсир хӑвӑра мӗн ҫинчен пӗлӳсем ҫителӗксӗррине туятӑр?
Ачасем: Илемлӗ, хитре йышши паллӑ ячӗсен пӗлтерӗшӗсем ҫинчен. Вӗсене мӗнле калани ҫинчен.
Вӗрентекен: Вӗсене пӗрешкел е ҫывӑх пӗлтерӗшлӗ теҫҫӗ.
IV. Урок темипе тӗллевне палӑртни.
Вӗрентекен: Паян эпир мӗн ҫӗнни вӗренӗпӗр? Урок теми мӗнле пулӗ-ши пирӗн?
Ачасем: Пӗрешкел е ҫывӑх пӗлтерӗшлӗ паллӑ ячӗсем.
Вӗрентекен: Сирӗн шутпа, ҫак урокра мӗн-мӗн тума вӗренмелле?
Ачасем: Пӗрешкел е ҫывӑх пӗлтерӗшлӗ паллӑ ячӗсене тупса палӑртма, вӗсемпе усӑ курма вӗренӗпӗр, вӗсен чӗлхери вырӑнӗ ҫинчен те пӗлӗпӗр.
V. Ҫӗнӗ пӗлӳсене шырани, тупни.
Вӗрентекен: Ҫывӑх е пӗрешкел пӗлтерӗшлӗ паллӑ ячӗсем ҫинчен кӗнекере мӗн ҫырса кӑтартнӑ-ши, вуласа пӑхар-ха.
(Кӗнекери (182 с.) правилӑна вулаҫҫӗ.)
Вӗретекен: Пӗрешкел е ҫывӑх пӗлтерӗшлӗ паллӑ ячӗсене мӗнсем теҫҫӗ?
Ачасем: Пӗрешкел е ҫывӑх пӗлтерӗшлӗ паллӑ ячӗсене синонимсем теҫҫӗ.
Вӗрентекен: Кун ҫинчен правилӑра уйрӑммӑн палӑртса каланӑ-и?
Ачасем: Ҫук, палӑртса каламан.
Вӗрентекен: Апла пулсан, эсир ӑҫтан чухларӑр?
Ачасем: Урок темин ятӗнчен.
Вӗрентекен: Тата ӑҫтан пӗлме пулатчӗ?
Ачасем аса илеймесен, вӗрентекен хӑй аса илтерет. 149 стр. правилӑра ҫапла каланӑ
«…Ҫывӑх пӗлтерӗшлӗ сӑмахсене синонимсем теҫҫӗ.»
IV. Ҫӗнӗ пӗлӳсемпе усӑ курни.
- 392 хӑнӑхтарӑва пурнӑҫлани.
Тӗллевӗ: 1) Текстра тупса япала ячӗсене паллӑ ячӗсемпе ҫырса илме пӗлнине тӗрӗслесси.
2) Паллӑ ячӗсене ҫывӑх пӗлтерӗшлисемпе улӑштарма май пуррипе ҫуккине тӗрӗслесси.
- текста вулаҫҫӗ;
- ку текстӑн хӑш тӗсӗ пулнине калаҫҫӗ, ӑнлантараҫҫӗ;
- текста илемлӗ те сӑнлавлӑ пулма мӗн пулӑшнине палӑртаҫҫӗ;
- япала ячӗсене паллӑ ячӗсемпе ҫырса илеҫҫӗ;
- словарьпе усӑ курса паллӑ ячӗсене ҫывӑх пӗлтерӗшлисемпе улӑштарма май пуррипе ҫуккине тӗрӗслеҫҫӗ.
- синоним паллӑ ячĕсен пĕлтерĕшне палӑртаҫҫӗ.
Вĕрентекен: Синоним паллӑ ячĕсем ҫак текстра мĕн тума кирлĕ-ши?
Ачасем: Вĕсем пуплеве илемлетеҫҫĕ, сӑнарлӑ тӑваҫҫĕ.
- «Тӗрӗс суйла?» вӑйӑ.
- вӑййа мӗнле вылямаллин кӑтартӑвӗсемпе паллашни;
-ушкӑнсем ҫине пайланни;
- карточкӑсем ҫинчи паллӑ ячӗсемпе вуласа паллашни;
- чӑваш чӗлхине сӑнлакан паллӑ ячӗсене суйласа илни;
- хӑйсен хуравӗсене доска ҫинче кӑтартса пани;
- пӗр-пӗрин хуравӗсене итлесе хак пани.
Вӗрентекен: Ачасем, ку текстра автор хӑш вырӑнсене сӑнланӑ?
Ачасем: Хӑй ҫуралса ӳснӗ Чӑваш Енри вырӑнсене.
Вӗрентекен: Ачасем, поэт-писательсем Чӑваш Енре кайӑксем те, йывӑҫ-курӑксем те чӑвашла пуплеҫҫӗ тесе шутлаҫҫӗ. Апла пулсан, чӑваш чӗлхи мӗнле-ши вӑл? Эпир халь сирӗнпе «Тӗрӗс суйла?» вӑйӑ выльӑпӑр. 2 ушкӑнпа ӗҫлӗпӗр. Эпӗ сире карточкӑсем паратӑп. Вӗсем ҫине паллӑ ячӗсем ҫырнӑ. Ҫав сӑмахсемпе тӗплӗн паллашӑр. Вӗсенчен сирӗн чӑваш чӗлхине сӑнлакан паллӑ ячӗсене суйласа илмелле. Пӗр-пӗринпе канашласа тӗрӗс суйласа илме тӑрӑшӑр. Тупса ҫитерсен хӑвӑр суйласа илнӗ карточкӑсене доска ҫине тухса ҫыпӑҫтарӑр, мӗншӗн ҫав сӑмахсене суйласа илнине ӑнлантарса парӑр.
- Ҫак паллӑ ячӗсем хушшинче пӗрешкел е ҫывӑх пӗлтерӗшлӗ паллӑ ячӗсене палӑртни.
Панӑ сӑмахсем: чаплӑ, ансӑр, ӗлӗкхи, ҫемҫе, симӗс, чухӑн мар, аякри, ҫепӗҫ, сылтӑмри, илемлӗ, йывӑр, сисӗмлӗ, хӑватлӑ, шултра.
Хуравне ачасем хӗвел пайӑркисем евӗрлӗ вырнаҫтарса тухаҫҫӗ.
Кану саманчӗ.
3. Ушкӑнпа карточкӑсемпе ӗҫлени.
Панӑ ҫывӑх пӗлтерӗшлӗ паллӑ ячӗсемпе япала ячӗсене тӗрӗс ҫыхӑнтар:
1 ушкӑн валли:
Ӗҫчен, пултаруллӑ, чӗлхе.
Вӑйлӑ, хӑватлӑ, пуян халӑх.
Ӑслӑ, тӑнлӑ ӳсет.
II ушкӑн валли
Хаваслӑ, телейлӗ чӗлхе.
Ҫепӗҫ, йӑваш, ачаш сӑмах.
Пирвайхи, малтанхи, пӗрремӗш кун-ҫул.
4. Ҫыру чӗлхине аталантарассипе ӗҫлени.
Вĕрентекен: Сирĕншĕн те анне-атте пилленĕ чĕлхе мĕнле чĕлхе?
Ачасем: Чӑваш чĕлхи.
Вĕрентекен: Эсир чӑваш чĕлхи ҫине мĕнле туйӑмпа пӑхатӑр?
Ачасем: Хисеплесе, кӑмӑлласа, юратса.
Вĕрентекен: Апла пулсан, хӑвӑр туйӑмсем ҫинчен 3 – 4 предложенирен тӑракан пӗчӗк ҫыру ҫырӑр. Сирĕн текстӑрсене илемлĕ, сӑнарлӑ тума мĕнсем пулӑшĕҫ?
Ачасем: Паллӑ ячĕсем, синонимсем.
Ачасем ушкӑнсемпе ӗҫлеҫҫӗ, чӑваш чӗлхи патне ҫурусем ҫыраҫҫӗ. Ҫырусене сасӑпа вулани, хаклани.
Пӗтӗмлетни:
Вӗрентекен: Ачасем, эсир хӑвӑр ҫырӑвӑрта чӑваш чӗлхине «хаклӑ чӑваш чӗлхи», «юратнӑ чӗлхеҫӗм» тетӗр. Мӗншӗн эсир ӑна ҫапла калатӑр?
Ачасем:Пирӗн атте-анне чӗлхи – чӑваш чӗлхи. Эпир ӑна юрататпӑр.
Вӗрентекен: Апла пулсан, ман шухӑша маллалла тӑсӑр: атте-анне чӗлхи – … (чӑваш чӗлхи). Атте-анне чӗлхи – … (чи юратни).
Вӗрентекен: Юрататпӑр пулсан, пирӗн вӑл чӗлхене мӗн тумалла?
Ачасем: Ӑна пирӗн упрамалла. Унпа пирӗн калаҫмалла.
VII. Киле валли ĕҫ парасси.
394- мӗш хӑнӑхтару.
Текста вуласа тухмалла. Паллӑ ячӗсене тупса япала ячӗсемпе пӗрле ҫырса илмелле. Паллӑ ячӗсен пӗрешкел е ҫывӑх пӗлтерӗшлӗ сӑмах пур пулсан, скобкӑра ҫырса хӑвармалла.
VIII. Урока пĕтĕмлетни.
Вĕрентекен: Ачасем, паянхи урокӑн теми мĕнлеччĕ?
Ачасем: Ҫывӑх е пĕрешкел пĕлтерĕшлĕ паллӑ ячĕсем.
Вĕрентекен: Урокӑн тĕллевне аса илер-ха. Мĕнлеччĕ вӑл?
Ачасем: Пӗрешкел е ҫывӑх пӗлтерӗшлӗ паллӑ ячӗсене тупса палӑртма, вӗсемпе усӑ курма вӗренмеллеччĕ, вӗсен чӗлхери вырӑнӗ ҫинчен те палӑртмаллаччĕ.
Вĕрентекен: Сире ҫĕнĕ темӑна вĕренме малтанхи мĕнле пĕлӳсем кирлĕ пулчĕҫ?
Ачасем: Паллӑ ячӗ япала е ӗҫ паллине пӗлтерет.
Унӑн ыйтӑвӗ мӗнле?
Паллӑ ячӗ пуплеве илемлӗ, сӑнарлӑ тӑвать
Вĕрентекен: Ачасем, паянхи урокра эсир мĕнле ҫĕнĕ пĕлӳ туянтӑр?
Ачасем: Хӑшпĕр паллӑ ячĕсем пĕрешкел е ҫывӑх пĕлтерĕшлĕ пулма пултараҫҫĕ. Вĕсене синонимсем теҫҫĕ. Синонимсем чĕлхене илемлетеҫҫĕ, сӑнарлӑ тӑваҫҫĕ.
Вӗрентекен: Ачасем, хамӑр ӗҫе хаклар-ха. Кам хӑй ӗҫне мӗнла хаклать? Класс ӗҫне мӗнле хаклатӑр?
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Публикации Çĕнтерỹçĕсем паллă Источник: "Каçал Ен"
Республикăри технологи предмечĕн вĕрентекенĕсем хушшинче иртнĕ "Лучший урок технологии. В мире профессий" конкурсăн çĕнтерỹçисемпе призерĕсен ячĕсене палăртрĕç. Вĕсен хушшинче - Комсомольски 1-мĕш вăт...
«{Ç} сасǎ тата Ç, ç сас палли»
1 класра чǎваш чĕлхи урокĕсенче усǎ курмалли материал...