Г.Луч. Кукăр сăмса
план-конспект урока по чтению по теме
Предварительный просмотр:
Литература вулавĕ (2 класс)
Урок теми: Г.Луч. Кукăр сăмса.
Тĕллевĕсем: Калава ăнланса, тĕрĕс, палăртуллă вулама вĕрентесси;
Ачасен çыхăнуллă пуплевне аталантарасси, тавракурăмне пуянлатасси;
Хĕл каçакан кайăксене упрама хăнăхтарасси.
Урока кирлĕ хатĕрсем: Т.В.Артемьева. Литература вулавĕ; хĕл каçакан кайăксен ÿкерчĕкĕсем; ачасен «Хĕлле» темăпа ÿкернĕ ÿкерчĕсем; «Хĕл каçакан кайăксем» слайдсем.
Урок планĕ:
- Класа урока хатĕрлени
- Киле панă ĕçе тĕрĕслени (« Хĕллехи вăрман» ÿкерчĕксен выставки)
- Калаçу «Хĕлле»
- Паянхи урокра эпир хĕл темине малалла тăсăпăр. Хĕл паллисене аса илер-ха.
- Юр пĕрчисен ĕçĕсене пурнăçласа кайăксене сырăш çине лартни
- Пирĕн класа та хĕл килсе çитнĕ паян. Ку юр пĕрчисем асамлăскерсем. Вĕсем хăйсемпе пĕрле кайăксем илсе килнĕ. Кайăкĕсем вара сырăш çине ларасшăн. Сирĕн вĕсене пулăшмалла.
- Кĕлеткинчен хÿри вăрăм (Чакак)
- Хĕрлĕ пĕсехеллĕ хитре кайăк пирĕн пата пĕрремĕш юрпа пĕрле килсе çитет (Уйăп)
- Мĕнле кайăка вăрман тухтăрĕ тесе калаççĕ (Ула такка)
- Мĕнле кайăксем çĕр çинче вырăнтан вырăна утса мар сиксе куçаççĕ (Çерçи)
- Чăмăр та сап-сарă кăкăра
Хура йăрăм пайлать ик пая.
Çĕрçĕн тутăр йĕпкĕнех хура, -
Кантăкран шаккарĕ … (кăсăя)
- Мĕнле кайăксем килчĕç пирĕн пата тепĕр хут каласа тухар-ха вĕсен ячĕсене.
- Вăйă «Тимлĕ пул»
- Çак кайăксем пурте сырăш çине пыраççĕ-ши?
- «Хĕл каçакан кайăксем» слайдсем пăхни
- Кану минучĕ
- Г.Лучăн «Кукăр сăмса» калавĕпе паллашни
- Учитель вулама пуçлани
- Ачасем малалла вулани
- Словарь ĕçĕ
пуçтах –
йăпăртатса –
- Ыйтусемпе ĕçлени (кĕнекере)
- Вăйă «Хăшĕ ытлашши?»
Чакак, çерçи, шăнкăрч, кăсăя
- Кукăр сăмса ÿкерчĕкне сăрласа илемлетни
- Пĕтĕмлетÿ туни. Библиотекăри кĕнекесемпе паллаштарни.
- Киле ĕç пани: калав содержанине вĕренмелле
- Кĕлеткинчен хÿри вăрăм (Чакак)
- Хĕрлĕ пĕсехеллĕ хитре кайăк пирĕн пата пĕрремĕш юрпа пĕрле килсе çитет (Уйăп)
- Мĕнле кайăка вăрман тухтăрĕ тесе калаççĕ (Ула такка)
- Мĕнле кайăксем çĕр çинче вырăнтан вырăна утса мар сиксе куçаççĕ (Çерçи)
- Чăмăр та сап-сарă кăкăра
Хура йăрăм пайлать ик пая.
Çĕрçĕн тутăр йĕпкĕнех хура, -
Кантăкран шаккарĕ … (кăсăя)