„ÇĂВАРНИ УЯВĔ“ (3-4 çулхи ачасемпе уяв иртермелли сценарийĕ)
план-конспект занятия (младшая группа)
Уяв тĕллеве: ачасене чăваш йăли-йĕркипе тĕплĕрех паллаштарасси, ваттисен сăмахĕсемпе кулленхи пурнăçра усă курма вĕрентересси, туслăха упрама, пĕр-пĕрне пулăшма, хисеплеме хăнăхтарасси. Ачасене чăвашсен юрри-вăййисемпе малалла паллаштарасси. Ачасене туслă, пĕрле пулма вĕрентесси.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
maslennitsa.docx | 22.36 КБ |
Предварительный просмотр:
Степанова Ольга Юрьевна,
Исаева Мария Владимировна
Чăваш Республикин Шупашкар районен Кукеçри шкул çитмен ачасен пĕлÿ паракан муниципаллă автономлă учрежденийĕн «Крепыш» ача сачĕн воспитателĕсем.
„ÇĂВАРНИ УЯВĔ“
(3-4 çулхи ачасемпе уяв иртермелли сценарийĕ)
Уяв тĕллеве: ачасене чăваш йăли-йĕркипе тĕплĕрех паллаштарасси, ваттисен сăмахĕсемпе кулленхи пурнăçра усă курма вĕрентересси, туслăха упрама, пĕр-пĕрне пулăшма, хисеплеме хăнăхтарасси. Ачасене чăвашсен юрри-вăййисемпе малалла паллаштарасси. Ачасене туслă, пĕрле пулма вĕрентесси.
Уяв юхăмĕ.
(Уяв урамрапулса иртет. Илемле çăварн июррисем илтĕнеççĕ. Сĕтел тулли пылак апат -çимĕç, икерчĕ. Самоварпа вĕри чей ларать.)
Ертÿçĕсем чăваш тумĕсемпе. Херачасем çÿçелле тутăрсем çыхнă, арçин ачасем илемлетнě çунашкасемпе тăраççĕ.
Ертсе пыракан. Ырă кун пултăр, хаклă ачасем, хисеплĕ хăнасем!
Савăнаççĕ чĕр-чунсем
Хĕпĕртеççĕ кайăксем
Çÿл тÿпе хĕвеллĕ
Ачасем телейлĕ
Тухăр пурте урама
Çунашкапа ярăнма
Çăварнире савăнма!
Халĕ эпир “Çăварни” уява пуçлатпăр. Çăварни уяв çинчен çавтери нумай хитре сăвăсем пур. Итлесе пãхар – ха вěсене. (Ачасем сăвăсем калаççĕ).
1-мĕш ача.Çăварни, çăварни!
Çãвар туллии икерчĕ,
Кĕсъе тулли кулачи,
Эрнехушши катаччи!
2-мĕш ача.Катаччи те çăварни!
Çăвар тулли икерчи,
Кăсье тулли премĕкĕ,
Ма çăварни теесмар.
3-мĕш ача.Çăварни çулĕ тан пăрлă,
Эпирпăртан хăрамастпăр.
Пирĕн лашсем таканлă,
Çунитупанĕ тимĕрлĕ.
4-мĕш ача.Сăрт çине хăпартăмăр,
Çăварнине чĕнтĕмĕр.
Утас çулне икерч сартăмăр,
Сарă çупа сĕртĕмĕр.
5-мĕш ача.Икерч çисе савăннă
Кулач çисе тăраннă.
Каччăсем катаччи чупаççĕ,
Ачасем çунашкапа ярăнаççĕ.
6-мĕш ача.Çăварни, çăварни...
Паян кĕçĕн çăварни!
Пурте килĕр уява
Сивĕ хĕле ăсатма
Çуркуннепе савăнма.
7-мĕш ача. Паян пирĕн уявра
Пĕтĕм халăх хăнара.
Тăвайккинчен ярăнар,
Икěрчине тутанар,
Чаплă тавар туянар,
Пĕрле вăйăсем выляр,
Çăварние ăсатар.
Ертсе пыракан. Çăварни тени тепĕр майлă „çу эрни”, „хĕле ăсатни”, „çуркуннене кĕтни”. Çăварни çурхи кун тăрăшшĕ çĕрпе танлашнă чухне пуçланать.
(Çăварнине Мучипе Кинеми килеççĕ, вĕсен аллинче „çăварни карчăкĕ“ ).
Мучи (патаккипе шаккаса)
Чир-чĕр кайтăр,
Сывлăх пултăр,
Турă патăр тивлетне
Ырлăх патăр, сывлăх патăр.
Кинеми. Пÿлме тулли тырă пултăр,
Карта тулли выльăх пултăр.
Вĕлле тулли хур ткĕрлетĕр.
Сак -çи тулли ывăл-хĕр лартăр.
Ертсепыракан.Ырă кун пултăр Мучипе Кинеми. Хаваспах сире кĕтремěр. Паян Çăварни уявĕ. Каласа парăр ха ачасене уяв çинчен.
Мучи.Салам пурне те, хаклă ачасем, ача сатĕнче вĕрентекенсем, хăнасем.
Çăварни уявне чăвашсем шавлă, хаваслă ирттернĕ. Ăна февраль вĕçĕче е март пуçламăшĕнче паллă тăваççĕ. Уявра юрăсем юрлаççĕ, ташлаççĕ. Çамрăксем лашапа ял тăрăх ярăннă, юрланă, ăмăртусене хутшăннă. Пурте хăйсен вăйěсене виçеççĕ. Çăварни вăхăтĕнче пурте пĕр –пĕрне икерчĕпе хăналанă.
Кинеми.Атя Мучи малалла вăйăсем выляр.
Мучи . Атьăр, атьăр! Юр чăмакки пемелле выляр!
Ертсе пыракан.Чăнах та, юр, кайиччен выляса юлар!(Юр пемеллевыляççĕ).
8-мĕш ача.Автан, авăт хытăрах,
Çутăласси инçех мар.
Юрлăр, ачасем, хытăрах,
Çăварни иртесси инçе мар.
(Вылянă хыççăн тÿрех “Ача-пăча урамра” юррã юрлаççĕ.)
Мучи. Тепĕр вăйă выляр!
Кинеми.Мĕнлине выляр?
Ертсе пыракан. Мучи, пирěн ачасем канат туртмалла выляма юратаççě. (Канат туртни.)
Ертсе пыракан. Халě ман ачасене тупмалли юмахсен тупсãмěсене ыйтаса пелес килет. ( Тупмалли юмахсем)
- Варри вутлăх, йĕри-тавра кÿллĕхĕ. (Сăмавар)
2. Пĕр çĕлĕке тăваттăн тăхăннă. (Сĕтел)
3. Турчка пек кукăр, уйран çÿпçи пек хăвăл. (Çăматă)
- Утлантараççĕ, чĕлпĕрне памаççă.(Çĕлĕк)
- Акăшĕ-хĕлле, тет, йăмăкĕ- çулла, тет. Пичĕшĕ- çулла та, хĕлле те ман хăмăт тухмасть, тет.(Çуна, урапа, лаша).
9-мĕшача.
Сарă кĕрĕк тăхăнса
Саркаланса тухар-и?
Çăварни çитрĕ çаврăнса
Ай, катаччичупар-и?
Ертсепыракан. Катаччи ярăнма вĕçтерер!(Катачи çунапа,ăмăртмалла)
Мучи.Халĕ вара манăн каруселпе ярăнас килет. Пултараятăр-и-ха çакна тума?
Ачасем: Пултаратпăр, пултаратпăр!
Кинеми.
Лар пирĕн карусель çине.
И карусель, карусель
Кăлтăрмач пек çаврăнать
Алла-аллăн тытăнар та
Кăлтăрмач пек çаврăнар
(ункă çине çыхса тухнă лентă вĕçĕсенчен тытса ачасем кĕвĕ çеммипе çаврăнаççĕ).
Ертсе пыракан. Ачасем, Мучипе кинемине хăналар. Икерěчпе чей ĕçме чĕнер.(Пурте перле сĕтел ери -тавра пылак апат- çимеç çиме пуçтарãнаççě, чей ĕçеççě.)
Мучи.
Çăварни, çăварни терĕмĕр,
Çăварни çитсе иртсе кайрĕ.
Çăварни иртет, ĕмĕр иртет,
Ĕмĕр иртмес-çăварни иртет.
Кинеми. Атя Мучи, пирěн кайма та вăхăт çитрě. Сывă пулăр ачамсем. Тепре тĕл пуличчен.
( Мучипе кинемисыв пуллашаççě. „Çăварни карчăкне“ илсе каяççě.)
Пурте пĕрле : Çăварни карчăкĕ! Тутлăхлă пул, чипер кай! Чир-чĕре ача сатенчен илсе кай! Арсене вăй пар, хĕрсене сывлăх пар!(Уяв вěçленет)
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Конспекты проведения НОД в области познания во 2-й младшей группе "Теремок", "Чудо-дерево" детского сада "Аленушка" села Варна.
Конспекты проведения НОД во 2-й младшей группе в области "Познание" создан по мотивам знакомых детям сказок. В ходе занятий дети обыгрывают сказки, раскрывают с воспитателем зн...
«Йӑла-йерке вӑййи» (аслӑ тата вӑтам ушкӑнри иртермелли развлечении)
laquo;Чӑвашла уяв янратӑр» сценарисен конкурсӗШкулчченхи вӗренӳ организацийӗсенче ирттерекен уявсем...
Чǎвашсен ĕлĕк- авалхи йĕрки тǎрǎх ирттернĕ «Çǎварни» уявĕн сценарийĕ
Методическая разработка будет полезна для воспитателей дошкольных учреждений обучающих чувашскому языку как неродному. Для проведения образовательной деятельности в старшей группе в ДОУ....
Вăтам ушкăнти ачасемпе пуплеве аталантарас тěлěшěнчен ирттермелли сценари конспекчě «Тилě тус»
laquo;Тилě тус» юмах урлă чăваш ҫи-пуҫěпе (кӗпе, тухъя) тата капăрлăхěпе (сулă, мăй ςыххи) паллаштарасси тата юмах тăрăх калаҫма хистесси...
"Çăварниçĕм, çăварни"
Çăварни уявĕ валли хатĕрленĕ сценари...
Аслă ушкăнти ачасемпе вăй-хал тěлěшěнчен аталанмалли сценари конспекчě «Упа ҫурипе кушакăн туслăхӗ»
Аннотация. В этой методической разработке рассмотрена методика здоровьесберегающих технологий «Игровой стретчинг через ТРИЗ» в ДОУ. Педагогам следует уделять внима...
“Кашни мулкачӑн хӑйӗн пӳрчӗ” (Кӗçӗн ушкӑнри ачасемпе вылямалли дидактика вӑйи)
ldquo;Кашни мулкачӑн хӑйӗн пӳрчӗ”(Кӗçӗн ушкӑнри ачасемпе вылямалли дидактика вӑйи)Направление: Би- и полилингвальное развитие детей дошкольного возраста – «Два языка – д...