Кĕркунне патĕнче хăнара
материал (младшая группа)
Предварительный просмотр:
МБДОУ «Новочурашевский детский сад «Колосок»
Ибресинского района Чувашской Республики
«КĔРКУННЕ ПАТĔНЧЕ ХĂНАРА»
Мероприятие 3 – 4 çулти ачасем валли хатĕрленĕ
Ĕç тĕллевĕ: Ачасене кӗрхи тапхӑр сӑнарӗ, тавралăхри илем патне явӑҫтарасси. Юрă-кĕвĕ, ташă, вайăсем урлă ачасен кăмăл-туйăмне лайăхлатасси.
С. Новое Чурашево
Хаваслă кěвěпе ачасем зала кěреççě. Зала илемлетнĕ.
Кěркунне: Кам сăрланă, ачасем
Вěрене çулçисене?
Пулнă тăнă симěсрен
Хěрлě, сарă та кěрен. (Эктель В.П.)
Ачасем: Вăл – асамçă кěркунне!
Кěркунне: Çапла, ачасем. Эпě – кĕркунне, сирěн пата юрласа савăнма, сăвăсем итлеме килсе çитрěм.
Ертÿçĕ: Ачасем, кĕркуннене халалласа сăвăсем калар-ха.
1-мĕш ача: Çитрĕ, çитрĕ, тусăмсем,
Ырă ылтăн кĕркунне.
Сарă, хĕрлĕ çулçăсем
Тăкăнаççĕ çĕр çине. (Н.Силпи)
2-мĕш ача: Таш ташлаççĕ çулçăсем
Шухă çил ытамĕнче.
Тухăр, курăр, тусăмсем,
Илемлĕ кĕр çĕршывне. (Н.Силпи)
3-мĕш ача: Вăрмансем çаралчĕç,
Уй-хирсем хура,
Кайăк-хур саланчĕ
Ăшă кăнтăра. (Н.Теветкел)
Кěркунне: Ачасем, эпě сирěн пата хěрлě, сарă çулçăсем илсе килтěм.
Ертÿçĕ: Ачасем, çак çулçăсемпе Кĕркуннене ташă ташласа кăтартар-и?
Юрăлла ташă: «Хěрлě, сарă çулçăсем»
Хěрлě, сарă çулçăсем
Пахчара вěçеççě.
Вěлěр-вěлтěр çаврăнса
Çěр çине ўкеççě.
Айтăр-айтăр, ачасем,
Савăнса ташлар - ха,
Çулçăсем пек вěтěр-вěлтěр,
Хуллен çаврăнар-ха. (сăм. тата кĕвви А.Петровăн)
Кěркунне: Эсир çулçăсемпе ташланă вăхăтра çумăр пěлěчěсем пуçтарăнчěç, ăмăр çанталăк пуçланчě. Çанталăкĕ лайăхланиччен эпир сиренпе вăйă выласа илер. Вăйă: «Хěвелпе çумăр». ( Ачасем илемлĕ кĕвĕпе зал тăрăх чупкаласа çÿреççĕ. Кĕвĕ чарăнсанах пысăк зонтик тытна ертÿçĕ патнелле чупаççĕ. Вăйă вěçленсен ачасем тенкелсем çине кайса лараççě).
Ертÿçĕ: Ачасем, тата мĕнле сăвăсем пĕлетпĕр-ха эпир кĕркунне çинчен?
1-мĕш ача: Шăнтать ĕнтĕ кунсерен,
Çитрĕ ĕнтĕ кĕркунне.
Вĕçен кайăк сассинчен
Хуйхă кĕрет чĕрене. (К.Иванов)
2-мĕш ача: Çитрĕ, çитрĕ ылтăн кĕр –
Тарават та пуян хĕр.
Уçрĕ эреш арчине,
Парнелерĕ пурлăхне:
3-мĕш ача: Хăмăр кĕпе – юмана,
Хĕрĕ шăрçа – палана,
Çыхрĕç сарă тутăрсем
Пике евĕр хурăнсем.
4-мĕш ача: Упа валли – пыл катки,
Чĕрĕп валли – уплюнка,
Тулли мăйăр – пакшана.
Тусăм, ан ÿркен кăна!
5-мĕш ача: Хыр сысни суйлать йĕкел,
Хăратаймĕ ăна хĕл.
Шăши пухать тул пĕрчи –
Тулăх, аслă кĕр арчи.
Савăнса ĕçлет чĕр чун,
Ылтăн кĕрĕн – уяр кун! (Л.Николаева «Кĕр парни»)
Кěркунне: Вăрманти чěрчунсем еплерех хěллене хатěрленеççě-ши, ачасем? (Ачасен хуравĕсем: упа çывăрма выртать, пакша хĕлле валли хайĕн йăвине мăйăр, йĕкел пуçтарать тата ытти те.)
Кĕркунне: Халĕ эпĕ сире тупмалли юмах калăп, эсир ун тупсăмне калăр.
Хěлле шурă, çулла çырă,
Кашкăртан хăрать,
Кишěр çиме юратать. (Мулкач)
Ертÿçĕ: Ачасем, Кĕркуннене мулкач çинчен ташă ташласа кăтартар пулĕ.
Юрăлла ташă: «Мулкачсем садра ташлаççě»
Сěрме купăс эп калатăп
Пили-ли, пили-ли,
Мулкачсем садра ташлаççě
Пили-ли, пили-ли.
Алла тытрăм балалайка
Пăнтăр-тăк, пăнтăр-тăк,
Мулкачсем садра ташлаççě
Пăнтăр-тăк, пăнтăр-тăк.
Параппан часах янрарě
Бум- бум- бум, бум- бум- бум,
Мулкачсем тарса пытанчěç
Бум- бум- бум, бум- бум- бум. (кĕвви А.Филиппенко, сăмахĕсем Т.Волгинăн. Юрă сăмахĕсене вырасларан куçарнă.)
Кěркунне: Тепĕр тупмалли юмаха тимлĕн итлетпĕр.
Пысăкскер, хытă мěкěреть,
Шăтăкра хěлěпех çывăрать. (Упа)
Йывăçсем айěнчен упа упаленсе тухать (аслă ушкăнри ача упа тумне тăхăннă).
Кěркунне: Упа çывăрса каяйман-ха, сирěнпе выляма килчě.
Упа: Ырă кун пултăр, ачасем, Кĕркунне!
Ертÿçĕ: Ырă кун пултăр, упа тус! Упа туспа вăйă выляса илер-и, ачасем? Вăйă: «Упа упа утаман»
Упа упа утаман
Ик урапа утакан,
Ачасене тытакан. (ачасем тараççě, упа хăвалать)
Упа: Ачасем, эпě ывăнтăм, манăн çывăрас килет. Сывă юлăр! Çуркуннеччен! (Упа йывăçсем айне кěрсе выртать).
Ертÿçĕ: Тепре тĕл пуличчен, упа тус. Ачасем, айтăр Кĕркуннене юра юрласа савăнтарар. «Кĕркунне» ятлă юрă юрлар.
Шаннă, ĕнтеркенĕ
Çамрăк улмуççи.
Сарă тум пĕркеннĕ
Çирĕк йывăççи.
Авăнать йĕлме тек,
Çулçисем чĕтреç,
Кивелми тумли те
Ешĕл чăрăш çеç.
Лĕпĕш евĕр çулçă
Вĕтлетсе вĕçет.
Шур юрах-çке пуль çав
Хăнана чĕнет.
(Сăмахĕсем В.Харитоновăн, кĕвви И.Степановăн)
Кěркунне: Ачасем, манăн асамлă тутăр пур. Тепĕр вăйă выляса илер пулĕ. Вăйă: «Асамлă тутăр» (Кěвěпе ачасем ташласа çуреççě. Кěвě чарăнсан пěшкěнсе лараççě те куçěсене хупаççě. Кěркунне асамлă тутăрпа пěр ачине хуплать. Пурте куçа уçсан кам çуккине пěлеççě. Вăйă темиçе хут пулать. Юлашкинчен тутăрпа карçынккана витет. Унта ачасем валли панулмисем.)
Кěркунне: Сире валли манран кучченеç – панулми. Çийěр, сывлăхлă пулăр, ан чирлěр, хěллене кěтсе илме хатěрленěр. Эпě вара сирěнпе сывпулашатăп, тепре тěл пуличчен!
Ачасем: Тавтапуç! Тепре тĕл пуличчен!
Хаваслă кěвěпе ачасем залран тухса каяççě.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Подвижные игры наров России
В материале подобраны разнообразные подвижные игры для детей дошкольного возраста, а также сформулированы правила их проведения....
ПРОЕКТ для старшего дошкольного возраста. Тема: «Мой любимый город Наро – Фоминск».
В предверии юбилея родного города мы разработали информационно - исследовательский, нравственно - патриотический проект по ознакомлению дошкольников с родным городом. В течении трёх месяцев нами велас...
Проект «Мой город – Наро-Фоминск»
Проект «Мой город – Наро-Фоминск» был разработан к 90-летию города Наро-Фоминска. Он расчитан на аудиторию детей старшего дошкольного возраста и их родителей. ...
Развлечение для детей старшей и подготовительных групп к 90-летию Наро-Фоминска
«Наш славный город Наро-Фоминск»(Развлечение для детей 5-7 лет) [[{"type":"media","view_mode":"media_large","fid":"10235296","attributes":{"alt":"","class":"media-image","height":"288","wid...
Панорама "Наро - Фоминску - 90 лет" для детей старшего дошкольного возраста
Дети должны знать, любить его и гордиться им - это основа формирования патриотического сознания ребёнка в свете Требований ФГОС к ДОУ....
Конспект НОД по ознакомлению с окружающим миром в старшей группе "Мой родной город - Наро-Фоминск"
Конспект НОД по ознакомлению с окружающим миром в старшей группе.Тема: "Мой родной город - Наро-Фоминск".Цель: уточнить изакрепить знания детей о родном городе - Наро-Фоминске, об основных достопримеч...