Сценарий театрализованного представление по чувашской народной сказке "Пукане" в рамках реализации программы "Рассказы солнечного края"
методическая разработка (старшая группа)
для работы с детьми старшего дошкольного возраста
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
pukane_instsenirovka_skazki_na_chuvashskom.docx | 23.08 КБ |
Предварительный просмотр:
Чăваш Республикин Канаш хулин «13-меш ача сачĕ» шкул çулне çитмен ачасен Муниципаллă бюджет вĕрентÿ учрежденийĕ
Чăваш халах юмахĕ тăрăх çĕнетсе хатерленĕ
«Пукане»
юмах сценарийĕ
Ертÿçисем: Яковлева З.В.
Зорина М.Г.
2023 çул
Программа содержанийӗ:
- Чӑваш Енри халӑхсен культурипе йӑли-йӗркине халӑх юмахӗпе тата музыкӑпа паллаштарасси.
- Драматизаци хатӗрӗсен литература произведенийӗсемпе кӑмӑл-туйӑм ҫыхӑнӑвне йӗркелеме пулӑшасси.
- Кӗҫӗн ачисемпе ашшӗ-амӑшӗсем валли инсценировкӑсене обществӑлла шайра хутшӑнма пӗлни витӗмлӗ пулнине çирĕплетесси, унӑн интонацийӗсемпе усӑ курма пулӑшасси.
- Театр искусствин меслечӗсемпе ачасен пултарулӑхне малалла аталантарасси.
- Художество йӗркине тӑвас ӗҫре художество харпӑрлӑхне аталантарма, ҫак тӗллевпе вӑйӑ импровизацийӗ усӑ курасси.
- Ачасене хӑйсене ӗненме, вӑтаннине ҫӗнтерме, хӑйсен тивӗҫлӗхне лайӑхлатма пулӑшасси.
- Театрализациленӗ спектакль патне ачасен кăмăлĕсене çĕклесси.
- Чӑваш халӑх юмахӗсемпе кӑсӑклантарасси.
Вылякансем:
1.Юмах каласа пыракан.
2.Пукане.
3.Çерçи.
4.Ула-курак.
5.Шăши.
6. 4 хĕрача тата 4 арçын ача – хăнасем.
Кирлĕ хатĕрсем:
1.Сценăна чăвашла эрешсемпе илемлетнĕ, умĕнче пÿрт ларать, карта çинче витресем çакăнса тăраççĕ, урайĕнче пиртен тĕртнĕ саркăчсем выртаççĕ.
2.Çерçи тумĕ.
3.Ула - курак тумĕ.
4. Шăши тумĕ.
5. чăваш тумĕсем пукане тата хăнасем валли.
Чăваш кĕввипе сцена çине юмах ертсе пыраканĕ тухать:
Каласа пыракан:
Юмах юпа тăрринче,
Халап хапха тăрринче,
Хам урхамах çийĕнче.
Юмах яратăп, юптаратăп,
Урхамаха чуптаратăп.
Каласа пыракан:
Пĕр ялта, пĕр килте пурăннă пĕр пукане. Вĕр-çĕнĕ шап-шурă кĕпепе, çап-çут тухъяпа, сап-сар çăпатапа. Шурă кĕпи вăр-вăр вĕçет, çутă тухйи шăнкăр-шăнкăр тăвать, çĕнĕ çăпати пусмассерен шатăртатать.
Пукане:
Ырă кун, пурне те!
Эпĕ хитре пукане.
Юлташ шыратăп хам валли.
Пукане кĕвĕ майăн утса пĕр çаврăм тăвать.
Каласа пыракан:
Утса каять пукане çулпала юлташ шырама,
Пырсан-пырсан ăна çерçи тĕл пулать.
Кĕвĕпе çерçи вĕçсе кĕрет.
Çерçи:
Чик-чирик, чик-чик-чик,
Ăçта каятăн пукане тус?
Пукане:
Юлташ шыратăп хам валли…
Çерçи:
Санăн юлташу хам пулам - и?
Пукане:
Ташлама пĕлетĕн – и?
Çерçи ташлать.
Пукане:
Эсĕ менле пурăнатăн?
Çерçи:
Ăçта тырă пур – çавăнта çиетĕп,
Ăçта улăм пур – çавăнта чаваланатăп.
Пукане:
Çук, сан пекки кирлĕ мар мана!
Каласа пыракан:
Çерçи пĕр чĕнмесĕр, те хурланса, те хурланмасăр, вĕçсе кайрĕ килелле.
Çерçи вĕçсе тухса каять
Пукане кĕвĕ майăн утса каять.
Каласа пыракан:
Утать пукане малалла,
Пырсан-пырсан ула - курака тĕл пулать.
Кĕвĕпе ула - курак вĕçсе кĕрет.
Ула - курак:
Кранк-кранк, кранк-кранк, ăçта каятăн пукане тус?
Пукане:
Юлташ шыратăп хам валли…
Ула - курак:
Санăн юлташу хам пулам - и?
Пукане:
Ташлама пĕлетĕн – и?
Ула - курак ташлать.
Пукане:
Эсĕ менле пурăнатăн?
Ула - курак:
Ăçта тислĕк купи пур – унта чакаланатăп,
Ăçта çÿп-çап пур – унта апат çиетĕп.
Пукане:
Çук, сан пекки кирлĕ мар мана!
Каласа пыракан:
Ку сăмахсене илтсен, ула курак та кăраклата-кăраклата вĕçсе кайрĕ.
Ула – курак вĕçсе каять
Пукане кĕвĕ майăн тата малалла утса çаврăнать.
Каласа пыракан:
Утрĕ пукане малаллах. Утать-утать, ăна хирĕç пĕр шăши хăлхисене тăратса пырать.
Кĕвĕ майăн шăши йăпăртаттарса тухать.
Шăши:
Пи-пи-пи, пи-пи-пи,
Ăçта каятăн, пукане тус?
Пукане:
Юлташ шыратăп хам валли…
Шăши:
Санăн юлташу хам пулам - и?
Пукане:
Ташлама пĕлетĕн – и?
Шăши ташлать.
Пукане:
Эсĕ менле пурăнатăн?
Шăши:
Пĕр алли ман пыл çинче,
Тепĕр алли çу çинче.
Манан пурнăç тап-таса, яп-яка.
Мĕн çиес килет – пĕтĕмпех пур!
Пукане: (савăнса кайса)
Лайăх, лайăх пурăнатăн,
Санăн юлташ пулатăп.
Каласа пыракан:
Шăшипе пукане, алăран алла тытăнса, шăши патне кайрĕç. Килне-çуртне пăхса çӳресен, туй тăвас терĕç. Шăши хăй тусĕсене пурне те чĕнчĕ.
Шăши:
Пурте килĕр, хăнана!
Кĕвĕ майăн туя хăнасем часах çитрĕç
Шăши (хăна):
— Ěçĕр-çийĕр, хăнасем! Асăнăр пуян шăши туйне!
Шăши (хăна):
- Ай - тăр ташлар, савăнар!
(Алла-аллăн тытăнса пуканепе шăши тата хăнасем юрă кĕввипе ташлаççĕ, вĕçĕнче шăши аллине ярать те пукане лачака çине кĕрсе ÿкет, хăнасем
шăшипе малалла ташласа кайаççĕ)
Каласа пыракан:
Пукане лачака çине кĕрсе ÿкрĕ. Тухас тесе тапаланать —тухаймасть. Кам та пулин курса туртса кăлармĕ-ши тесе, унталла-кунталла пăхкалать.
Пукане: (кашкăрать)
Пулăшăр! Пулăшăр!
Каласа пыракан:
Пукане кăшкăрнине илтсе çерçи вĕçсе килет.
Çерçи:
Мĕн кăшкăран, пукане?
Пукане:
Лачакана кĕрсе ÿкрĕм.
Пулăш-ха мана.
Çерçи:
Эсĕ мана тиркерĕн,
Пулăшмастăп эп сана! (вĕçсе тухса каять).
Каласа пыракан:
Пулăшмарĕ çерçи пуканене,
Ларса юлчĕ пукане пĕчченех.
Пукане: (кăшкăрать)
Пулăшăр! Пулăшăр!
Каласа пыракан:
Пукане кăшкăрнине илтсе ула - курак вĕçсе килет.
Ула - курак:
Мĕн кăшкăран пукане?
Пукане:
Лачакана кĕрсе ÿкрĕм.
Пулăш-ха мана.
Ула - курак:
Эсĕ мана тиркерĕн,
Пулăшмастăп эп сана! (вĕçсе тухса каять)
Каласа пыракан:
Пукане каллех пĕчченех тăрса юлчĕ. Пăхкалать-пăхкалатъ — никам та çук. Хăй лачакана путнăçем путать. Кăкăр таран кĕрсе ларчě ĕнтĕ.
Пукане:
Пулăшăр! Пулăшăр!
Каласа пыракан:
Пукане сассине илтсе туй çыннисем тухаççĕ.
Шăши (хăна):
Мĕн кăшкăратăн пукане тус?
Пукане:
Лачакана кĕрсе ÿкрĕм.
Шăшисем (хăнасем) пурте пĕрле:
Пулăшатпăр! Пулăшатпăр! (пуканене аллинчен тытса туртса кăлараççĕ).
Пукане:
Тавтапуçах, сире!
Шăши:
Кун пек юлташ кирлĕ мар мана!
Шăшисем (хăнасем) пурте тухса каяççĕ.
Каласа пыракан:
Халĕ те ларать пукане кĕтсе хăйăн савнине! Çапла вăл, юлташа суйламаççĕ, юлташа юратаççĕ.
Ларать пукане тунката çинче хурланса.
Каласа пыракан:
Юмах ятăм – юптартăм,
Кукăр çулпа чуптартăм,
Пĕр сăмах та суймарăм,
Кам итлерĕ – çав маттур!
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Сценарий театрализованного представления по русской народной сказке "Царевна - лягушка"
Сценарий написан мною в стихотворной форме по мотивам русской народной сказки "Царевна-лягушка" для детей подготовительной группы. Драматизация в рамках традиционного театрального мини -фест...
Сценарий театрализованного представления «Чтобы краше был наш Вологодский край- ты беречь ее не забывай!»
Авторский конспект написан с использованием регионального компонента Вологодской области. Предназначен для детей старшего дошкольного возраста....
Представление опыта работы по теме "Статическое электричество" на демонстрационной площадке в рамках реализации проекта Красноярского края "Кадровое обеспечение технологического лидерства"
Цель: Ознакомление детей со статическим электричеством.Задачи:Образовательные:Обобщить и расширить знания детей об окружающем мире;Познакомить детей с причиной возникновения и проявления статического ...
Сценарий театрализованной деятельности по чувашской народной сказке "Кукла","Разборчивая невеста"
Сценарий театрализованной деятельности «Разборчивая невеста»Роли исполняют :Невеста - Саша АлександроваВоробушек - Ваня Алексеев,Ворон - Макар ГригорьевМышонок - Ярослав АлександровЗвучит ...
Сценарий театрализованного представления с родителями в старшей группе в рамках проекта «Музыка в мультипликации» с использованием игровых и ИКТ технологий «По следам героев мультфильмов»
Сценарий театрализованного представления с родителями в старшей группе в рамках проекта«Музыка в мультипликации»с использованием игровых и ИКТ технологий «По следам героев ...
Сценарий театрализованного представления чувашской народной сказки "Карчăкпа кашкăр" для 2 младшей группы
Сценарий чувашской сказки "Карчăкпа кашкăр"...
Театрализованное представление по чувашской народной сказке "Лиса-плясунья"
Театрализованное представление по чувашской народной сказке «Лиса-плясунья»...