«ИВАН ЯКОВЛЕВИЧ ЯКОВЛЕВ - ЧĂВАШ ХАЛĂХНЕ ÇУТТА КĂЛАРАКАНĔ»
статья (подготовительная группа)

александрова анна станиславовна

«ИВАН ЯКОВЛЕВИЧ ЯКОВЛЕВ - ЧĂВАШ ХАЛĂХНЕ ÇУТТА КĂЛАРАКАНĔ»

(6-7 çулхи ачасем валли уяв сценарийĕ)

 

Тĕллевĕсем:

1. Ачасене И.Я.Яковлев ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарасси; И.Я. Яковлев

 пурнăçĕпе пултарулăхĕ;

2. Вăйăсемпе сăвă-юрă, хайлавсем урлă чăваш чĕлхине юратма, аслисене хисеплеме хăнăхтарасси;

3.Тăван халăх культурине хаклама, упрама вĕрентесси.

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon statya_yakovlev_i.ya_.2022.doc63.5 КБ

Предварительный просмотр:

 

                                       Александрова Анна Станиславовна, Яковлева Алена Владимировна

Шупашкар  районĕнчи “Кукеç поселокĕнчи

 “Крепыш” ача сачĕн воспитателсем

                                         

   

«ИВАН ЯКОВЛЕВИЧ ЯКОВЛЕВ - ЧĂВАШ ХАЛĂХНЕ ÇУТТА КĂЛАРАКАНĔ»

(6-7 çулхи ачасем валли уяв сценарийĕ)

Тĕллевĕсем:

1. Ачасене И.Я.Яковлев ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарасси; И.Я. Яковлев

 пурнăçĕпе пултарулăхĕ;

2. Вăйăсемпе сăвă-юрă, хайлавсем урлă чăваш чĕлхине юратма, аслисене хисеплеме хăнăхтарасси;

3.Тăван халăх культурине хаклама, упрама вĕрентесси.

Уяв юхăмĕ.

   Чăваш кĕвви янăрать. Ачасем залра лараççĕ.

1 ача: Ырă кун пултăр!

2 ача: Сывлăх сунатпăр сире!

1 ача: Сывлăх сунатпăр та, пурсăра та ырă салам калатпăр!

2 ача: Салам калатпăр та, чун-чĕререн тухакан   çавра сăмахсемпе.

2 ача: Атте – аннене манас мар, çăкăртан аслă пулас мар, ырă йăла –йĕркене манас мар.

1 ача:Ылтăнтан та, кĕмĕлтен те хакли ăшă кăмăл.

Харăс: Çыннăн хисепĕ – унăн ырă ĕçĕ!

Ертсе пыракан: Ачасем, хăнасем! Эпир паян пысăк уяв ирттерме пуçтарăнтăмăр.

Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе!

Эс – чи пахи, эс – чун уççи.

Тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи,

Пин чĕлхерен чи çепĕççи.

Эп – чаваш ачи, саватăп

Хамăран чăваш çĕрне

Вăл кипке те ман, сăпка та –

Ăна манмăп ĕмĕрне.

Каснă, вăтăрнă пире,

Кăкласа хăртман та мар-тăр,

Вăрлăх юлнă пурпĕрех:

Эпир пулнă, пур, пулатпăр!

Иван Яковлевич Яковлев чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, аслă вĕрентекенĕмĕр. Вăл 1848 çулта апрелĕн 25- мĕшĕнче Тутарстанăн Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă.

Яковлев чăваш çырулăхне, литературине аталанма çул уçаканĕ. Иван Яковлев чăваш алфавитне тунă, букварь хатĕрленĕ, ачасем валли калавсем çырнă, шкулсем уçнă. Чаваш ачисене чăвашла та, вырăсла та çырма, вулама вĕрентнĕ. Эпир ăна асра тытатпăр. Кашни çул И.Я.Яковлев çуралнă кун Чăваш чĕлхи кунне уявлатпăр.

Ачалахĕ Иванăн йывăр пулнă. Çуралсанах тăлăха юлнă. Ăна усрава ĕçчен Пахом çемьи илнĕ. Ача тăван мар çемьере те ют çын пулман, ăна юратнă, ĕçчен çын пулма вĕрентсе ÿстернĕ. Вăл нимĕнле ĕçрен те хăраман, суккăр Пахом аслашшĕне çавăртса çÿренĕ, ашшĕпе пĕрле хирте ĕçленĕ. Çитĕнсе çитсессĕн те хăйне усрава илнĕ çемйине ырăпа çеç аса илнĕ. Ĕçрен пушаннă вăхăтра ялти ачасемпе выляма юратнă, юлташĕсемпе яланах килĕштерме пултарнă.

Вăйă «Çерем пăсса вир акрăм…»

- Çерем пăсса вир акрăм…

-Эпир ăна, эпир ăна таптатпăр.

-Эсир мĕнпе таптатăр?

-Кĕту кĕртсе, кĕту кĕртсе таптатпăр.

-Эпир ăна тытатпăр.

-Эсир мĕнпе, эсир мĕнпе тытатăр?

-Чĕн йĕвенпе тытатпăр.

-Эпир ăна, эпир ăна илетпĕр.

-Эсир мĕнпе илетĕр?

-Пин сум парса, пин сум парса илетпĕр.

-Пире пин сум кирлĕ мар.

-Тата сире, тата сире мĕн кирлĕ?

-Пире кирлĕ сарă хĕр.

-Сарă хĕрĕ, сарă хĕрĕ мĕн ятлă?

-Сарă хĕрĕ Илемпи.

(Кашни йĕркене 2 хут юрламалла. Ача алă татать. Татаймасан çав ушкăнрах юлать. Юлашкинчен вăй виçеççĕ).

8 çула çитсен Ивана удельни училищине илнĕ. Унта чăваш ачисене вĕренме питĕ йывăр пулнă, мĕншен тесен вăл вăхăтра ачасене шкулсенче вырăс чĕлхипе кăна вĕрентнĕ. Иван вара питĕ тăрăшнă, вĕрентекенсем ăна мухтанă. Арçын ача вырăсла пĕлмен. Тăрăшса вĕреннипе часах вырăс чĕлхине ăнланма пуçланă.

 

Вайа «Мулкач ларать»

Мулкач ларать пашкаса,

Ик халхине вылятса.

Ак сапла, ак сапла

Ик халхине вылятса. 2раза

Ачасем мулкач халхине вылятна пек, аллисене çулелле çеклеçе вылятаççе.

Тусеймере сиввине,

Ашатать вал тяппине.

Ак сапла, ак сапла

Ашатать вал тяппине. 2 раза

Сиверех ана тама,

Вал пусларе ташлама.

Ак сапла, ак сапла

Вал пусларе ташлама. 2 раза.

Ачасем сиккелесе çавранаççе.

1866- 70 çулсенче Иван Явовлев Чĕмпĕрти классика гимназийĕнче вĕреннĕ. Ун хыççăн вĕренĕве Хусанти университетра малалла тăснă. Чăваш халăхне вулама, çырма вĕрентес ырă, çутă ĕмĕт И.Я.Яковлевăн çамрăк чухнех çуралнă. Университетра вĕреннĕ вăхăтра юлташĕсемпе чăваш алфавитне йĕркеленĕ, букварь çырнă, шкулсем уçнă. И.Я.Яковлев ачасем валли нумай калавсем, юптарусем çырнă.

«Шăши»

Пĕр выçă ырхан шăши кĕлет урайне шăтарса кĕлете кĕчĕ тет. Кĕлетре çĕр хута тырă çирĕ тет, хырăмĕ параппан пек кÿпсе кайрĕ тет кунăн. Хайхи киле таврăнас тесе шăтăкĕ патне пычĕ тет те шăтăкран пуçĕ тухать тет, хырăмĕ тухмасть тет. Асапланчĕ, асапланчĕ тет, ниепле те тухаймарĕ тет.

Ирхине кĕлете кушак кĕчĕ тет те тытрĕ çирĕ тет хайхи шăшие.

Çавăнпа каланă та пырна пула пуçна çийĕн тесе.

Иван Яковлев çырнă хайлавсем ĕçе юратма, чăнлăха мала хума, çынпа ырă пулма, пĕр –пĕрне хисеплеме вĕрентеççĕ. Вăл пуçарнă çырулăх хăвачĕпе чăваш литератури çĕнĕрен те çĕнĕ хайлавсемпе пуянлансах пырать.

Нумай çул иртнĕ пулсан та, И.Я.Яковлева хисеплекенсем, сума сăвакансем Чăваш Республикинче, Раççейре анчах мар, тата ытти нумай çĕр-шывсенче пурăнаççĕ.

Чăваша çутта кăларас ĕçе малалла чăваш поэчĕсем тăснă.

К.В.Иванов «Çуркунне» сăвă

Килчĕ ырă çуркунне,

 Килчĕ, ячĕ ăшăтса;

Хёвел савать тёнчене,

Хёл ыйхинчен вăратса

Тусем-сăртсем хуп-хура

Юрĕ кайса пĕтнĕрен.

Тухать курăк çăп-çăра

Хĕвел хытă хĕртнĕрен

Иван Яковлевичăн пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ пире пурăнма, ырă тума, пур халăха та хисеплеме вĕрентеççĕ. Тăван чăваш халăхне валли тĕлĕнмелле ырă, вĕрентекен халал хăварнă.

Шупашкар хулинче И.Я.Яковлевăн палăк пур, унăн ячĕпе хисепленсе тăракан музей, педагогика университечĕ, шкулсем, урамсем. Ун çинчен кĕнекесем çырнă, фильмсем ÿкернĕ.

Чăвашла паян юрлатпăр,

Чăвашла сăвă калатпăр.

Чăваш тумĕ тăханса

Чăвашла та ак ташлатпăр.

Юрă «Илемлĕ». 

Ачасем юрласа уявран тухаççĕ.

Литература

1. Ача-пăча сăмахлăхĕ: Хрестомати/Г.Ф. Трофимовпа Р.Н. Петрова пухса хатĕрленĕ. Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 1993.

2. Воронцов Г.И. Ача-пăча вăййисем: Вăйăсем. Шăпа сăввисем. Шупашкар:Чăваш кĕнеке изд-ви,1992.

           3.  И.Я. Яковлев. Детские рассказы.- Чебоксары: Чувашское книжное издательство,1968.

           4.  Н.Г. Краснов. Выдающийся чувашский педагог-просветитель.- Чебоксары: Чувашское книжное издательство,1998 г.

         5.  Праздники на земле Улыпа. Методическое пособие для дошкольных образовательных учреждений. Под. ред. Р. Б. Кузьминой. – Чебоксары: Изд-во Л.А.Наумова,2006.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Яковлев Иван Яковлевич.Рассказы.

Здесь представлены рассказы чувашского педагога Яковлева Ивана Яковлевича....

Презентация "Билибин Иван Яковлевич"

В презентации представлена краткая биография знаменитого русского художника-иллюстратора Иван Яковлевича Билибина. Рассмотрены основные этапы творческого пути мастера и его наиболее значимые работы....

Презентация "Билибин Иван Яковлевич. "И дивясь перед собой видит город он большой..."

Анализ иллюстрации И.Я. Билибина к сказке А.С. Пушкина "Сказка о Царе Салтане" "И дивясь перед собой видит город он большой..."...

Аргъæутты дунемæ балц.

Аргъæутты дунемæ балц....

Сценарий праздника для детей старшего дошкольного возраста ДЕТЯМ О ЧУВАШСКОМ ПРОСВЕТИТЕЛЕ ИВАНЕ ЯКОВЛЕВИЧЕ ЯКОВЛЕВЕ

Зал празднично украшен, на центральной стене портрет Чувашского просветителя И.Я.Яковлева. Дети проходят в зал, садятся.Ведущая: Дети, мы собрались сегодня в этом нарядном зале, чтобы отметить праздни...

Проектная деятельность Тема: «Гордость земли Валуйской» Поэт Ходеев Иван Яковлевич

Проектная деятельность на тему “Гордость земли Валуйской” посвящена исследованию жизни и творчества поэта Ивана Яковлевича Ходеева. В проекте рассматривается биография поэта, его становлен...

Детям о художниках - иллюстраторах. Билибин Иван Яковлевич

Презентация для детей дошкольного возраста о художнике - иллюстраторе Бибибине И.Я....