Занятие по развитию речи на чувашском языке "Картишĕнчи чăх-чĕп" . Кайăк-кĕшĕк çинчен калакан сăвăсемпе паллаштарасси.
план-конспект занятия по развитию речи (младшая группа)

Спиридонова Ольга Николаевна

Калаçу теми: «Картишĕнчи чăх-чĕп». Кайăк-кĕшĕк çинчен калакан сăвăсемпе паллаштарасси.

 Тĕллев: ачасене çĕнĕ сăвăсемпе паллаштарасси, вĕсене ăнланма пулăшасси, сăвăсен содержанийĕ  тăрăх калама,  ăна хусканусем урлă  кăтартма хистесси.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл chavash.docx24.52 КБ

Предварительный просмотр:

МАДОУ «Аликовский детский сад № 1 «Çăлкуç»

Конспект проведения непосредственно-образовательной деятельности во второй младшей группе

на тему:

Картишĕнчи чăх-чĕп». Кайăк-кĕшĕк çинчен калакан сăвăсемпе паллаштарасси.

                                                               Место проведения:

                                                           младшая группа «Золотая рыбка»

                                                                                Дата проведения:

                                                     Воспитатель:

                                                                      Спиридонова Ольга Николаевна

Аликово-2023г.

Калаçу теми: «Картишĕнчи чăх-чĕп». Кайăк-кĕшĕк çинчен калакан сăвăсемпе паллаштарасси.

 Тĕллев: ачасене çĕнĕ сăвăсемпе паллаштарасси, вĕсене ăнланма пулăшасси, сăвăсен содержанийĕ  тăрăх калама,  ăна хусканусем урлă  кăтартма хистесси.

Кирлĕ  материал: тетте кăвакал, кăвакал чĕппи шывра ишнине сăнлакан  ÿкерчĕк, чăх чĕпписен  ÿкерчĕкĕ .

Ĕç  йĕрки:

     Воспитатель ачасемпе  çавракана тăрать:

Ырă  ир пултăр, чĕнетпĕр,

Ырă кун пултăр, калатпăр,

Ырă  каç пултăр , сунатпăр,

Эпир халĕ пĕр- пĕрне.

Воспитатель ачасене сĕтел патне илсе пырать те тетте кăвакал кăтартать.

- Ачасем, ку мĕн?

- Таçта пит васкать  вăл.  Ыйтар мар-и унран?

-Нарт-нарт кăвакал,

Ăçта каян, кăвакал?

ĕпер айне каятăп.

ĕпер айĕнче мĕскер пур?

Унта манăн йăва пур.

ăву çинче мĕскер пур?

Йăвам çинче çăмарта пур.

Çăмарту çинче мĕскер пур?

Çăмарта çинче чĕппĕм пур.

Сикрĕ анчĕ вăл шыва

Тăрса юлтăм хам кăна.

- Кăвакал ăçта васкать?

- Мĕншĕн кĕпер айне васкать вăл?

-Халь чĕппи ăçта - ши ун?

Воспитатель ÿкерчĕк кăтартать.

-Ачасем, ÿкерчĕк çине пăхăр. Кунта мĕн ишет? Воспитатель ÿкерчĕк  çине пăхса сăвă вулать:

Шывра ишет сар çăмха

Сÿтĕлмест çиппи.

Çăмха мар вăл, чимĕр-ха

Кăвакал чĕппи.

Кăвакал чĕппине мĕнпе танлаштарнă?

ĕншĕн кăвакал чĕппине сар çăмха тенĕ?

Сÿтĕлмен сарă  çăмхах ĕнтĕ .

Ачасем, кунта та сарă  çăмхасем мар-и? ( Воспитатель ачасене тепĕр ÿкерчĕк кăтартать, ÿкерчĕкре чăх чĕпписене сăнланă).

ăхăр, ачасем, кунта мĕн чухлĕ кăвакал чĕппи!

ăх чĕпписем мар-и вĕсем?

Воспитатель тимлĕрех пăхать.

-Э-э-э, чăнахах - та. Кăвакал чĕпписем мар, ав, чăх чĕпписем вĕт-ха вĕсем!

 Чăх чĕпписем кунĕпе

Шимпи-шимпи тăваççĕ,

 Хăйсен çепĕç чĕлхипе

Çиме апат ыйтаççĕ.

Шимппи-шимппи чĕпсене

Хĕрхенетĕп чĕререн:

Ĕçме –çиме вĕсене

Хам паратăп ирсерен.

                                   Н. Васильев

ăх чĕпписем мĕнлерех сас параççĕ? (Калаттарать)

-Çавăн пек шимплетсе хăйсен çепĕç чĕлхипе мĕн ыйтаççĕ вĕсем?

Эпĕ чăх амăш пулăп, эсир - чăх чĕпписем. Уçăлма тухăпăр. (Воспитатель «Вышла курочка гулять» юрра ĕнĕрлет, текстпа килĕшÿллĕн хусканусем тăвать.)

 Тухрĕç чĕпсем уçăлма,

Симĕс курăкне сăхма.

Амăшне итлеççĕ,

Шимп-шимп шимплетеççĕ.

Ăман тупрĕç çирĕççĕ.

 Тăрă шывне ĕçрĕççĕ.

Амăш пек утаççĕ,

Тыр пĕрчи сăхаççĕ.

- Ачасем, сире паян чăх-чĕп картишĕнче килĕшрĕ-и?

Малтан эпир мĕнпе калаçрăмăр?

-Çапла, эпир кăвакалпа курнăçрăмăр, унпа пуплерĕмĕр. Вăл пире кĕпер айĕнчи йăва çинчен каласа пачĕ. Эпир ун чĕппи - сÿтĕлмен сар çăмха - шывра ишнине сăнарăмăр. Чăх чĕпписене те куртăмăр, хамăр та чăх чĕпписем пулса тăтăмăр. Алина, Костя шимплетсе симĕс курăк «сăхрĕç». Тата мĕн куртăмăр? (Калаттарать, юратса кашни ача хăйне мĕн тĕлĕшĕнчен лайăх кăтартнине тупса хаклать).


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Конспекты занятий Занятия по развитию речи Конспект итогового занятия по развитию речи «В гости к бабушке»

Конспекты занятийЗанятия по развитию речиКонспект итогового занятия по развитию речи        «В гости к бабушке»...

Конспект занятия по развитию речи в старшей группе на тему «Чтение чувашской народной сказки «Почему сосна и ель вечно зеленые?»»

Конспект занятия по развитию речи в старшей группе на тему «Чтение чувашской народной сказки «Почему сосна и ель вечно зеленые?»»...

Конспект развлечения по развитию речи по чувашскому народному творчеству

Приобщение дошкольников к истокам национальной культуры через интеграцию различных видов совместной деятельности: игровой, художественной, коммуникативной и музыкальной....

Конспект занятия по развитию речи в старшей группе. Тема: «Игра драматизация по чувашской сказке Мышка - Вострохвостик»

Конспект занятия по развитию речиТема: «Игра драматизация по чувашской сказкеМышка - Вострохвостик»...

НОД занятие по математике "День рождения медвежонка", НОД занятие по развитию речи "Волшебный мир книги", НОД занятие по развитию речи и ИЗО с использованием нетрадиционных способов рисования.

1.Цель: формирование элементарных математических представлений у детей в совместной игровой деятельности.Интеграция образовательных областей: «Коммуникация»,«Познание».Развиваю...

Конспект занятия по развитию речи в старшей группе на тему «Чтение чувашской народной сказки «Почему сосна и ель вечно зеленые?»»

Познакомить детей с чувашской народной сказкой. Систематизировать и углубить знания детей о народном устном творчестве, композиционных и национальных языковых особенностях сказки. Научить ос...

Конспект театрализованного занятия по развитию речи и воспитанию этнопатриотизма по теме:"Этнопалитра чувашского костюма"

Конспект театрализованного занятия по развитию речи и воспитанию толератного отношения к разным народностям, любознательному отношению к изучению костюмов, традиций, игр чувашского народа....