"Атте, анне, эпӗ-туслӑ ҫемье!"
план-конспект занятия (младшая группа)
Предварительный просмотр:
"Атте, анне, эпӗ-туслӑ ҫемье!"
заняти конспекчӗ.
Ача садне ҫӳрекенсен ӳсӗмӗ: шкулченхи кӗҫӗн ушкӑн.
Вӗренӳ облаҫӗсен интеграцийӗ: пӗлӳ аталанӑвӗ, художествӑпа эстетика аталанӑвӗ, социаллӑ хутшӑну аталанӑвӗ.
Тӗллев тата задачӑсем.
Тӗллев: ачасене ҫемье ҫинчен, хӑйсене мӗнле тытмалли нормӑсемпе правилӑсем ҫинчен кӑтартассине йӗркелесси, ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑнни. Задачӑсем:
Сӑпӑрлав тӗлӗшпе: ҫемьере пурте пӗр-пӗрне юратнине, пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшнине ӑнланӑва йӗркелемелле. Ачасене ҫемье пуррипе савӑнма, мӑнкӑмӑлланма вӗрентмелле.
Аталантару тӗлӗшпе: ӑнлануллӑ интерессене аталантарни.
Пӗлӳ парас тӗлӗшпе: ҫемье членӗсене (анне, атте, асанне, асатте) чӗнме вӗрентни.
Меслетсемпе мелсем: курӑмлисем: иллюстрацисем ; сӑахлисем: сӑвӑ вулани, тупмалли юмахсен тупсӑмне тупни, педагог каласа пани, ачасен хуравӗсем; практикӑллисем: физкультминутка, ӳкерме пулӑшни.
Словарь ӗҫӗ: ачасем усӑ куракан сӑмах йышне пуянлатни.
Маларах тумалли ӗҫ: ачасем хӑйсен ҫемйи ҫинчен каласа панисем.
Занятире усӑ курмалли материал: Пысӑк конверт, ҫемье членӗсем ӳкернӗ Картина, Анюк пукане, ҫемье членӗсене ӳкернӗ картинкӑсем - атте, анне, ача, хӗвел сӑнӳкерчӗкӗсем (ҫаврашка).
Ача- пӑча ӗҫ- хӗлӗн тӗсӗсем:
1. Пӗлӳпе тӗпчев ӗҫ- хӗлӗ: йывӑр лару- тӑрӑва татса пани.
Кӑткӑс лару- тӑру: кӑтӑс лару-тӑрура хӑвна мӗнле тыткалани.
2. Хутшӑну ӗҫ- хӗлӗ: калаҫу, пуҫаруллӑ калаҫу, карандашпа хӗвел пайӑрки ӳкерсе пӗтермелле.
3. Вӑйӑ ӗҫ- хӗлӗ: вӑйӑ лару тӑрӑвне йӗркелени, пӳрне гимнастики «Пӳрне вӑййи тӗнчи» иртерни.
Вӗренӳ йӗрки
1 тапхӑр. Психологи енчен кӑмӑла ҫӗклени. (Кӳртӗм)
Алӑкран шакаҫҫӗ, конверт параҫҫӗ.
- Ачасем, килӗр-ха ман пата. Сирен валли конверт парса хӑварчӗҫ. Мен-ши конверт ӑшӗнче? Уҫса пӑхатпӑр-и?(уҫаҫҫе, ӳкерчӗк кӑлараҫҫе)
- ӳкерчӗк кунта! Ачасем, ӳкерчӗк ҫинче камсене кураттӑр? –
Асатте,асанне, анне, атте, ачасем.
-Ачасем, пурне те пӗр сӑмахпа «ҫемье» тесе калатпӑр.
2 тапхӑр. Кӑсӑклантарса яни.
Ҫӗнӗ материала ӑнкарса ӑша хывни.
Воспитатель: Ачасем, эпӗ сире "Ҫемье"ҫӗршывӗ тӑрӑх ҫул ҫӳреме чӗнесшӗн. Мӗнпе ҫитме пултарӑпӑр эпир унта? (Машинӑпа, самолетпа, поездпа)
Воспитатель: Эпӗ поездпа кайма чӗнетӗп. Эпӗ вагон вожатӑйӗ пулатӑп. Пӗрин хыҫҫӑн тепри поезд ҫине вагонсенче хӑвӑр вырӑнӑрсене йышӑнӑр.
- Поезд каять!
Пӗрремӗш чарӑну – Тупмалли юмахсем.
Сирӗн юмах тупсӑмне тупас пулать. Тимлӗрех пулӑр.
1 Кам тӗнчере пуринчен те кӑмӑллӑрах,
Кам пире ачашлать,
Кам пире юратать?
Вӑл пирӗн (анне!)
2 Пӑта ҫапма вӗрентет,
Руль тытма та вӑл парать.
Вӑйлӑ, ӑслӑ та хӑюллӑ
Пире пулма хӑнӑхтарать
Вӑл пирӗн (атте!)
Воспитатель: Маттур! Малалла "Ҫемье"ҫӗршыв тӑрӑх ҫул ҫӳреме каятпӑр. Вагонсенче хӑвӑр вырӑнӑрсене йышӑнӑр (ачасем кустӑрмасем шӑлтӑртатни илтӗнет).
3 тапхӑр. Динамикӑллӑ пауза
Иккӗмӗш чарӑну-Пӳрне вӑййи тӗнчи.
Ку пӳрне-асатте,
Ку пӳрне-асанне,
Ку пӳрне атте,
Ку пӳрне - анне,
Ку пӳрне-эпӗ.
Тепӗр чарӑну-Пулӑшу ятлӑ.
Воспитатель: Пӑхӑр - ха, пукане. Вӑл мӗншӗн макӑрать?
Пукане Анюк: Авани, эпӗ Анюк.
Воспитатель: Мӗн пулчӗ Анюк?
Пукане Анюк: эпӗ хамӑн аттепе аннене кӳрентӗм, мӗншӗн тесен вӗсем мана магазинта пукане туянмарӗҫ, ҫавӑнпа та макӑрап.
Воспитатель: Ачасем, аҫӑрпа аннер сире теттесем туянайман самантсем пулнӑ-и?
- Ҫак лару-тӑрура эсир хӑвӑра мӗнле тыткаларӑр? (ачасен отвечӗсем)
- Эсӗ хӑвна мӗнле тыткаларӑн Анюк? (макӑртӑм, кӑшкӑртӑм)
- Ачасем, Анюк ашшӗ-амӑшӗнчен пукане ыйтса магазинта тӗрӗс тунӑ-ши?
- Эсир хӑвӑр аҫӑр-аннӗрсемпе магазинта тӗрӗс турӑр-и? (ачасен отвечӗсем)
Воспитатель: сирӗн аҫӑр-аннӗрсем сирӗншӗн тӑрӑшаҫҫӗ, праҫниксем ҫитсен, сире хӑйсем парнесемпе - теттисемпе савӑнтараҫҫӗ.
Пукане Анюк: ҫапла, ҫуралнӑ кун ҫитсен, аннепе атте мана ача-пӑча сӗтел-пуканӗ илсе пачӗҫ, саламларӗҫ: "Анюк, хӗрӗм, хӗвелӗм", терӗҫ.
Воспитатель: Ачасем, сире аҫупа-аннӳ праҫниксенче парнесем панӑ чухне мӗнле ачашшӑн чӗнеҫҫӗ? (ачасен отвечӗсем).
- Мӗнле шутлатӑр эсир: Анюк хӑйӗн ашшӗ-амӑшне магазинта хӑйне начар
тыткаланипе кӳрентерчӗ-и?
Воспитатель: Мӗнле пулӑшма пулать-ха ӑна, мӗн канаш пама пулать? (Ыталас, чуптӑвас, ашшӗ-амӑшӗнчен каҫару ыйтас)
Воспитатель: Анюк, санӑн чи лайӑх ҫемье, аҫу-аннӳ сана юратаҫҫӗ, саншӑн
тӑрӑшаҫҫӗ. Сана хӑвӑн ҫемьӳ савӑнӑҫлӑ та туслӑ пурӑнтӑр тетпӗр. Пирӗн
сывпуллашма вӑхӑт! Сывӑ пул!
4 тапхӑр. Хӑй тӗллӗн тумалли ӗҫ- хӗл
- Эпир малалла каятпӑр! Тепӗр чарӑну - "Хӗвел тӗнчи. (Чӳречерен пӑхать) Урамра ҫитрӗ ҫуркунне
Хӗвел чӳрече витӗр
Тӳрех пирӗн пӳлӗме ҫутатать,
Эпир хӗвел ӑшшипе пит хавас
Ҫавӑнпа та алӑ ҫупса ятӑмӑр.
Ачасем ватман листи ҫине пӑхаҫҫӗ, ун варрине ҫемье сӑнне ӳкернӗ картинкӑсем ҫыпӑҫтарнӑ.
Воспитатель: Акӑ пирӗн ҫемье ҫаврашки те, вӑл хӗвел пулса тӑтӑр тесен, мӗнле шутлатӑр эсир, мӗн тума пултаратпӑр эпир? (пирӗн сарӑ карандашем илмелле те хӗвел пайӑрки ӳкерсе пӗтермелле)
(Ачасем карандаш илеҫҫӗ, хӗвел пайӑрки ӳкерсе пӗтереҫҫӗ).
Воспитатель: халь эпир каялла ача садне каятпӑр. Ҫул ҫӳрев вӗҫленчӗ.
5тапхӑр. Рефрекси. Вӗҫлев тапхӑрӗ.
Воспитатель: Ачасем, ӑҫта кайса килтӗмӗр?
- Ҫемье мӗн вара?
-Мӗн килӗшрӗ?
Воспитатель: эсир - тӗнчере чи телейлӗ ачасем, мӗншӗн тесен атте, анне, эсир-ҫемье, пӗр-пӗрне юратаканскерсем, тӑрӑшаҫҫӗ, пӗр-пӗрне пулӑшаҫҫӗ, мӗншӗн тесен (хорпа) :"Атте, анне, эпӗ, эпир пурте - туслӑ ҫемье!"
Усӑ курнӑ литература:
1. Программа образования ребенка – дошкольника // Под ред. Л.В. Кузнецовой – Чебоксары: Чувашский республиканский института образования, 2006. – 292 с.;
2. Учимся говорить по-чувашски: учебно-методическое пособие /С.Г. Михайлова. – Чебоксары: Чуваш. гос. пед. ун-т, 2008. – 99с.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Проект "Тузганак чэчэк атты"
Проект включает в себя непосредственную образовательную деятельность по развитию познавательных и коммуникативных способностей детей....
Тема: Тузганак чәчәк атты
аша дөрес сөйләм формалаштыру....
Манăн çемье
Конспект совместной деятельности педагога с детьми по обучению чувашскому языку. Тема: « Манăн çемье». Группа: средняя...
СЦЕНАРИСЕН «ЧĂВАШЛА УЯВ ЯНРАТĂР!» РЕСПУБЛИКА КОНКУРСĔ НОМИНАЦИ – «АЧА АШШĔ - АМĔШĔН ПУХĂВĔН СЦЕНАРИЙĔ» ТЕМА «ЭПĔ – ҪЕМЬЕ – ХАЛĂХ!»
Ĕç тĕллевĕ.- Шкулчченхи ачасене кӑмӑл - сипет тата патриотлӑх воспитанийӗ парас ыйтупа ашшӗ - амӑшне явӑҫтарасси....
Аслă ушкăнти ачасемпе вăй-хал тěлěшěнчен аталанмалли сценари конспекчě «Упа ҫурипе кушакăн туслăхӗ»
Аннотация. В этой методической разработке рассмотрена методика здоровьесберегающих технологий «Игровой стретчинг через ТРИЗ» в ДОУ. Педагогам следует уделять внима...
Вăтам ушкăнра йĕрке-тирпей тата патриотла туйăмсене аталантарса вĕрентмелли ĕç конспекчĕ: «Туслă çемье»
Çемье тата çемьери кил-йыш çинчен ăнлантарса, çитĕплетсе памалла....
Картотека "Взаимодействие с емьей в летний период (формы работы)"
В таблице представлена матрица основных событий в ДОУ и соответственные примерные формы взаимодействия с семьей....