СЦЕНАРИСЕН «ЧĂВАШЛА УЯВ ЯНРАТĂР!» РЕСПУБЛИКА КОНКУРСĔ НОМИНАЦИ – «АЧА АШШĔ - АМĔШĔН ПУХĂВĔН СЦЕНАРИЙĔ» ТЕМА «ЭПĔ – ҪЕМЬЕ – ХАЛĂХ!»
материал (старшая группа)

 

Ĕç  тĕллевĕ.

- Шкулчченхи ачасене кӑмӑл - сипет тата патриотлӑх воспитанийӗ парас ыйтупа ашшӗ - амӑшне явӑҫтарасси.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл roditelskoe_sobranie_ya_-_semya_-narod.docx54.85 КБ

Предварительный просмотр:

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ВĔРЕНŸ ТАТА ÇАМРĂКСЕН ПОЛИТИКИН МИНИСТЕРСТВИН  ХУШМА ПРОФЕССИ ВĔРЕНĔВĔН      

 «ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ВĔРЕНŸ ИНСТИТУЧĔ» БЮДЖЕТ УЧРЕЖДЕНИЙĔ

СЦЕНАРИСЕН «ЧĂВАШЛА УЯВ ЯНРАТĂР!» РЕСПУБЛИКА КОНКУРСĔ

НОМИНАЦИ – «АЧА АШШĔ - АМĔШĔН ПУХĂВĔН СЦЕНАРИЙĔ»

ТЕМА  «ЭПĔ – ҪЕМЬЕ – ХАЛĂХ!»

Мероприятие ултӑ - çичӗ  çулхи ачасен ашшӗ - амӑшӗ  валли хатĕрленĕ

Ĕç  тĕллевĕ.

- Шкулчченхи ачасене кӑмӑл - сипет тата патриотлӑх воспитанийӗ парас ыйтупа ашшӗ - амӑшне явӑҫтарасси.

Сценарин авторĕ:   Селиванова Надежда Валериановна,

Етӗрне хулинчи «Пукане» ача сачӗн воспитателӗ.

телефон:8-919-669-36-20

 e-mail: nadezh.selivanova2017@yandex.ru

ШУПАШКАР – 2020

Ирттермелли форма: улах. 

Задачӑсем:

  • кӑмӑл – сипет хаклӑхӗсене ӑнлантарасси;
  • шкулчченхи ачасене кӑмӑл–сипет тата патриотлӑ воспитанийӗ парас ыйтусем енӗпе ашшӗ-амӑшӗн вӗрентӗвӗсене анлӑлатасси тата пуянлатасси;
  • ачана  кӑмӑл–сипет воспитанийӗн ҫитӗнӗвӗсемпе йывӑрлӑхӗсем ҫинчен калакан шухӑшсене ашшӗ-амӑшне явӑҫтарасси;
  • тӗплӗ те усӑллӑ шухӑшлав опычӗ илме пулӑшасси;
  • ашшӗ - амӑшне пӗрлехи ӗҫсене явӑҫтарасси.

I. Ирттермелли план:

1. Ертсе пыраканӑн малтанхи сӑмахӗ (темӑ, тӗллевсем).

2. «Улах».

3. Йышӑнусем тӑвасси.

II. Хатӗрленӳ тапхӑрӗ.

1. Сценари туса хатӗрлесси.

2. Материалсене пуху темипе курав валли йӗркелесси.

3. Ашшӗ - амӑшӗпе ачисене «Кӑмӑл-сипет хаклӑхсем» темӑпа анкетлани.

4. «Пирӗн туслӑ ҫемье» сӑн укерчек куравӗ.

5. Тӑван кил, ҫемье, анне ҫинчен кӗвӗсем шырасси.

III. Пухура кирлӗ хатӗрсем: компьютер, чӑваш халӑхӑн юррисем «Алран-кайми аки-сухи», «Тӑванӑм»; таса хут листисем, ручкӑсем, ҫилӗмсем, кистӑчкӑсем, саппунсем, алӑпа ӗҫлемелли хатӗрсем кашни сӗтел валли.

 IV. Организаци тапхӑрӗ.

Ашшӗ - амӑшӗн пухӑвӗ музыка залӗнче иртет. Халӑхӑн лӑпкӑ музыки янӑрать. Сӗтелсене ушкӑнпа ӗҫлеме вырнаҫтарнӑ. Кашни сӗтел ҫинче хут листи, кӑранташ (ручка), саппун, алӑ ӗҫӗ валли материалсем хунӑ подноссем тата  пуху программи выртаҫҫӗ.

Пуху юхӑмӗ.

Ертсе пыраканӗ. 

- Сывлӑх сунатӑп, хисеплӗ ашшӗ - амӑшсем!

( Воспитатель ашшӗ - амӑшне сӑн укерчек куравӗпе паллаштарать, асӑннӑ темӑпа анкетӑлас ӗҫе хутшӑннӑшӑн тав тӑвать, илнӗ сведенисене кӗскен пӗлтерет).

Паян эпир сирӗнпе ҫемье тата  тӑван  кӗтес  ҫинчен калаҫма пухӑнтӑмӑр. Гражданин пуласси – Тӑван ҫӗр-шыв, общество умӗнче гражданла тивӗҫсене пӗлсе те хастарлӑн пурнӑҫласси, патриотизм пек ҫын пулмалли лайӑх ен пулмалла.

Ҫак лайӑх енӗн пуҫламӑшне ачана май ҫитнӗ таран  маларах  пама  тӑрӑшмалла. Ачан ывӑх тӑвансене тата хӑйӗн тӑван кӗтесне  юратас, хӑйӗн халӑхӗн йӑли-йӗркисене тата хаклӑхӗсене хисеплемесӗр, ырӑ кӑмӑллӑ тата хӗрхенӳллӗ пулма вӗрентес йӑла никӗсне йӗркелеме май ҫук. Пӗчӗк ача хӑйӗн тӑван кӗтесне  пӗрремӗш хут ҫемьере уҫать. Шӑп та шай ҫемьере ача тӗнче хуйхи-суйхине вӗренет, кашни ҫын хаклӑран та хаклӑраххине пӗрремӗш уроксем илет.

Ҫемьери микроклимат, ҫемьери ҫынсем пӗр-пӗринпе мӗнле  хутшӑнни, событисем ҫине мӗнле пӑхни – ҫаксем пурте ача ҫине манми витӗм кӳрет, унӑн кӑмӑл – сипет  нормисене лайӑхланса пыма пулӑшать. Ачана хӑйне гражданин вырӑнне хума пуҫличчен унӑн хӑйӗн «эпӗ», хӑйӗн ҫемйине, хӑйсен тымарӗсене ӑнланса илме пулӑшмалла. Ҫемье кӑмӑл–сипет тата патриотлӑх воспитанийӗ парас тытӑмра малти вырӑн йышӑнать.

Чӑнлӑх паллӑ: «Этемӗн пурнӑҫ пуҫламӑшӗнче мӗн хывнӑ, вӑл ӗмӗрлӗхех юлать», тата чӑваш ваттисен сӑмахӗ ҫапла калать: «Ашшӗ – амӑш епле, ачи - пӗчи те ҫапла».

 Кӑмӑл–сипет тата патриотлӑх  воспитанийӗ кирек мӗнле халӑха та, кирек мӗнле патшалӑха та кирлӗ, унсӑрӑн вӗсем пӗтме пултараҫҫӗ. Анчах та ҫак воспитание парас ӗҫе питӗ тимлӗ те сӑпайлӑн тумалла ,  мӗн пӗчӗкренех пирӗнпе сирӗн пӗрле ӗҫлемелле.

Пӗчӗкрен пуҫласа, ача садӗнчи вӗренекенсем хӑйсем ҫинчен калакан представленисене ача-пӑча ыйтӑвӗсене йӗркелес енӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Ҫавӑн пек уйрӑмлӑхсенчен пӗри вӑл - ача ячӗ. Тӗрлӗ ятсен майне кӑтартма, ятарласа йӗркеленӗ занятисем, дидактика вӑйисем, упражненисем, ҫавӑн пекех ача-пӑча ӗҫӗн ытти тӗсӗсем  кӑтартма май параҫҫӗ. Ҫавӑн пек ӗҫ ачана харпӑр хӑйне евӗрлӗхне ӑнланса илме, хӑйӗн хаклӑхне ӳстерме, хӑйӗн пӗлтерӗшне ӑнланма пулӑшать.

Шкулчченхи вӗренӳ организацийӗсенче Тӑван ҫӗр-шыв ҫинчен, хӑйӗн халӑхӗн йӑли-йӗркипе культури ҫинчен ачасен представленийӗсене анлӑлатас ӗҫ иртет. Чӑваш символӗсене, гербсене вӗрентесси пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ачасем пирӗн ҫӗршыври ҫутҫанталӑкӑн нумай енӗпе, тӗрлӗ профессипе паллашаҫҫӗ, пирӗн хула ҫинчен пӗрремӗш пӗлӳсем илеҫҫӗ. Ачана кӑтартас пулать: пирӗн хула хӑйӗн историйӗпе, паллӑ вырӑнӗсемпе, паллӑ ҫыннисемпе чапа тухнине.

Юратнӑ хула, юратнӑ ача умне чи хакли, илемлӗ, никам ҫӗнтерейми хула пек, ҫӗр-шыв пек тухса тӑни питӗ кирлӗ.

IV. Рольсене валеҫмелли тапхӑр.

Ертсе пыраканӗ.

 - Шкулчченхи ҫула ҫитмен ачасем фантазилеме питӗ юратаҫҫӗ.

Эпир час-часах вӗсемпе ҫулҫӳревсене каятпӑр. Паян эпӗ сире ҫулҫӳреве кайма чӗнетӗп. Вӑл хӑйне евӗрлӗ пулать: эпир инҫе ҫула, мӑн асаттесем патне каятпӑр.

Вӗсем пурӑнакан тӗнчи ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха: хуласем, ҫӳлӗ ҫуртсем, машинӑсем, электричество пулман.

Мольберта ҫемье тата унччен мӗн пулса иртнине кӑтартакан картина  тӑратать.

Ертсе пыраканӗ.

- Пӳрчӗсем пӗчӗк те тӑвӑр. Каҫхине пысӑк сӗтел хушшине пӗтӗм ҫемье пухӑнать.

Фон  хыҫӗнче чӑваш  юрри «Алран-кайми аки-сухи»  янӑрать.

- Ҫавӑн пекех пире те ҫак самантра пӗр пысӑк ҫемье теме пулать. Пирӗн ача сачӗ сирӗн ачасамшӑн иккӗмӗш ҫурт пулса тӑрать. Ҫапла вара, пилӗк ҫуллӑха, эпир пурсӑмӑр та «пӗр тан пулатпӑр» тата пӗр-пӗринпе пӗрле савӑнса пурӑнатпӑр.

Пирӗн пысӑк та туслӑ ҫемьере мӗнле вырӑн йышӑннине тӗплӗнрех пӗлес тесе эпир тӑватӑ ушкӑна пайланатпӑр (ят парса  сӗтел ҫине символ лартать):

1- мӗш ушкӑн «Пӗчӗк ачасем».

2- мӗш ушкӑн «Атте-аннесем».

3- мӗш ушкӑн «Асанне - асаттесем» .

V. «Улах»

Ертсе пыраканӗ. 

-  Ҫапла ӗнтӗ, пӗтӗм ҫемье пухӑннӑ! Юнашар ларӑпӑр та йӗркеллӗ калаҫӑпӑр.

 Халӑх ӑслӑлӑхӗ калать: «Ҫыннӑн виҫӗ инкек пур: вилӗм, ватлӑх тата япӑх ачасем. Ватлӑх сирӗлмест. Вилӗм тархасламасть. Ҫак инкексем умӗн никам та хӑйӗн ҫурчӗн алӑкне хупма пултараймасть. Япӑх ачасенчен вара, инкек-синкекрен сыхланнӑ пекех, сыхланма пулать».

Ачана пӑхса ӳстернӗ чухне пӗтӗм ҫемье унран тивӗҫлӗ ҫын ҫитӗнтерессе шанать. Кашни ашшӗ-амӑшӗ хӑйӗн ачипе Тӑван ҫӗр-шывӑн тивӗлӗ гражданинӗ пулнӑшӑн мухтанасшӑн. Анчах та пирӗн калаҫӑва пуҫличчен мораль, ырлӑх тата кӑмӑл-сипет нормисем мӗн иккенне пӗлнипе пӗлменнине пӑхса тухар.

1- мӗш ӗҫ. Разминка

1. Ӑслӑ шухӑшсем (Приложени А)

Кашни сӗтел ҫинче ваттисен сӑмахӗсемпе, каларӑшӗсемпе, афоризмсемпе, аслӑ ҫынсен ашшӗ -амӑшӗн пухӑвӗн темипе ҫырнӑ карточкӑсем выртаҫҫӗ. Карточкӑна вуласа пӗр –пӗрне парса  ҫаврӑнтараҫҫӗ. Ҫапла вара ашшӗ-амӑшӗсем кашни сӑмах ҫаврӑнӑшӗсемпе паллашаҫҫӗ.

Ертсе пыраканӗ.

 - Халӗ вара манӑн сирӗнтен ачасене пӑхса ӳстересси ҫинчен калакан чӑвашсен ваттисен сӑмахӗсене илтес килеть.

Ашшӗ-амӑшӗсем чӑваш каларӑшӗсемпе ваттисен сӑмахӗсене аса илеҫҫӗ .

Ертсе пыраканӗ.

 - Вӑхӑт хӑвӑрт вӗҫет, пирӗн пурнӑҫ улшӑнать. Нумай сӑмахсем ҫухалаҫҫӗ. Пирӗн килте ӑшӑ, ырӑ, ҫепӗҫ сӑмахсем мӗн чухлӗ нумайрах янӑрӗҫ, ҫавӑн чухлӗ ҫирӗпрех те хӑтлӑрах пулӗ пирӗн ҫемье.

2- мӗш ӗҫ.

 Ертсе пыраканӗ.

- Чи хаклӑ, чун-чӗрери ачаш сӑмахсене, сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене аса илӗр-ха.

1- мӗш ушкӑн «Пӗчӗк ачасем» - атте- анне ҫинчен.

2- мӗш ушкӑн «Атте-аннесем» - аслӑ ӑру ҫинчен.

3- мӗш ушкӑн «Асанне - асаттесем» - мӑнукӗсем ҫинчен.

Хатӗрленмелли вӑхӑт 1 минут. Кашни ушкӑн  сӑмахсем ҫыраҫҫӗ, унтан  ушкӑнран пӗр ҫын  вӗсене вуласа парать.

Ертсе пыраканӗ.

- Мӗн чухлӗ ырӑ та ҫутӑ ҫак сӑмахсенче. Хитре сӑмахсем эсир нумай пӗлетӗр, анчах та вӗсене ачасем умӗнче яланах калатӑр-и? Ача-пӑча сӑмах йышне тӑтӑшах хушса тӑмалла. Ача хӑлхинчен ыр сӑмахсене ан пытарӑр, тав тӑвӑр, ачашлӑр, хӑвӑр ҫемьери  кашни  ҫынна юратнине кӑтартӑр. Ырӑ тума, ачаш сӑмахсем калама ан хӗрхенӗр. Час-часах вӗсене пӗр-пӗрне калӑр. Ҫакӑн пек сӑмахсем сирӗн ачӑрсен тӗп сӑмахӗсем пулччӑр.

3- мӗш ӗҫ .

Ертсе пыраканӗ. 

- Халӗ вара «Кӑмӑл-сипет воспитанийӗ» темӑпа пирӗн ачасен тата ашшӗ-амӑшӗн хуравӗсене тишкеретпӗр.

1.Ушкӑнри ача кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетни.

Ача-пӑча ыйтӑвӗсем:

1.Мӗнле ҫын пуласшӑн эсӗ?

2.Кам пуласшӑн эсӗ?

3.Сирӗн ҫемьере пурте лайӑх пултӑр тесен мӗн тумалла?

4. Мӗнсӗр ҫын пурӑнймасть?

5.Эсӗ мул тупнӑ пулсан, мӗн тунӑ пулӑттӑн?

6.Санӑн асамлӑ патак пулнӑ пулсан, мӗн тунӑ пулӑттӑн эсӗ?

2. Ашшӗ - амӑшӗн кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетни.

Ашшӗ – амӑшӗ ыйтӑвӗсем:

1.Сирӗн ачан  лайӑх енӗ….

2.Хӑвӑр ачан пуласлӑхне мӗнле куратӑр….

3. Лайӑх ҫемьере яланах….

4.Унсӑр пурӑнма ҫук….

5.Эпӗ мул тупнӑ пулсан … .

6. Эпӗ пурне те пултарнӑ пулсан….

4 - мӗш ӗҫ .

Ертсе пыраканӗ. 

- Тавтапуҫ, сире, хунавсене панӑшӑн. Малалла юрӑ тӑхтавӑ. Ача-пӑча кӑмӑл-сипет  юррисене аса илсе юрлама сӗнетӗп.

Тӗслӗхрен : «Тусӑмсем манпа пӗрле чухне», «Атте пултарать» (М.Танич, В.Шаинский),  «Кулӑ (В.Шаинский, М.Пляцковский), «Тӑван кил» ( В.Шаинский,М.Рябинин). «Эсӗ-ҫын» (Е.Крылатов, Ю.Энтин)    черетпе вырӑсла 1-шер куплет юрласа памалла. Йывӑр пулсан аса илме пулашма юрать.

Ертсе пыраканӗ. 

- Тавтапуҫ, сире. Ҫӑмӑл пулмарӗ кун пек ӗҫ сирӗншӗн. Халӗ вара  ҫемьере хутшӑну правилисем ҫинчен калаҫӑпӑр.

Ҫакна палӑртмалла: ҫамрӑк ачан  кӑмӑл-сипет    нормисем ӑна ачаранпах мӗнле пӑхса ӳстернинчен, унӑн чунне 10 ҫул тултаричен хывнинчен килет. Лайӑх воспитани парас тесен ҫемьере ачана юратни кӑна ҫителӗксӗр, пӗр – пӗрин хушшинче килӗшӳ те пысӑк выран йышанать. Эпир хамӑр  аттепе анне ҫине япӑх пӑхатпӑр пулсан, хамӑрӑн ачасенчен мӗн кӗтмелле? Ашшӗ – амӑшӗ ачасемшӗн тӗслӗх пулса пырать.

Авалхи ытарӑша итлӗр-ха: «Ывӑлӗ ватӑ ашшӗне  ярса тытнӑ та ӑна крокодила ҫитерме сӗтӗрсе кайнӑ. Ывӑлӗ ун хыҫҫӑн чупнӑ.  «Мӗншӗн?»- ыйтнӑ ашшӗ. «Сана хӑш ҫулпа сӗтӗрсе пымаллине пӗлес терӗм»....

Пирӗн кулленхи пурнӑҫра культура ҫитменни ытларах палӑрс тырать. Сӑмах шалти культура ҫитсех кайманни ҫинчен пырать, унӑн шайӗ ача ҫинче уҫҫӑн курӑнать.

Пилӗк ҫулхи ача ҫине пӑхсан, унӑн ашшӗ-амӑшӗ мӗнле пулнине, вӗсем пӗр-пӗринпе мӗн ҫинчен калаҫнине, ҫемьере мӗнле микроклимат пулнине куҫ умне кӑларса тӑратма пулать. Ахальтен мар

«культура» сӑмах «воспитани» синонимӗ  пулать.

Эпир сире ҫемьери хутшӑнусен кӗске правилисене сӗнетпӗр, вӗсем сирӗншӗн хӑйне евӗрлӗ палӑк пултӑр. Тӗплӗнрех юлашки пунктра чарӑнса тӑрас килет. Пӗрле ӗҫлени-хутшӑну ҫӑлкуҫӗ. Пӗрле ӗҫлени ҫемьене ҫывӑхлатать тата пӗрлештерет. Ҫемьере пӗчӗк хушу та ачана хӑйсен пӗлтерӗшне ӑнланса илме пулӑшать. Ӗлӗк ачасене виҫӗ ҫултан ӗҫлеме вӗрентме пуҫланӑ. Ачана ашшӗ лаша ҫине лартнӑ, ҫар ӗҫне, алӑстине, сунара ҫӳреме  вӗрентнӗ. Хӗрачана ҫав ҫулсенчех ал ӗҫӗсене, хуҫалӑх ӗҫӗсене вӗрентме пуҫланӑ. Ачасемшӗн ӗҫ йывтарах пулсанта, анчах вӑл чӑн-чӑн ӗҫ пулнӑ. Ашшӗ михӗ йӑтса пырать, ывӑлӗ-хутаҫ; амӑшӗ йӗке, хӗрӗн - йӗке. Мӗнех, пирӗн те ӗҫсӗр ларма кирлӗ мар!

5-мӗш ӗҫ  «Алӑҫ ӑсти».

Ертсе пыраканӗ.

- Этем пурнӑҫӗнче пултарулӑх яланах пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Ҫынсем ӗмӗр тӑршшӗпех хӑйсен пурнӑҫне куҫа савӑнтаракан, чуна уҫакан япаласемпе майлаштарма тӑрӑшнӑ. Пирӗн пысӑк ҫемьере, паянх улахра,  кашнин – хӑйӗн «урокӗ».

1- мӗш ушкӑн «Пӗчӗк ачасем» - хутран теттесем тӑваҫҫӗ.

2- мӗш ушкӑн «Атте-аннесем» - тӗрлӗрен ҫипрен, пусмаран, пӑрҫаран тетте пуканесем  ӑсталаҫҫӗ.

3- мӗш ушкӑн «Асанне - асаттесем» - тӑварлӑ чустаран тӗрлӗ кукӑльсем   кӑтартса параҫҫӗ.

Лӑпкӑ кӗвӗ вылять,  ушкӑнсем ӗҫлеҫҫӗ. Ушкӑнсем тунӑ япаласене пуҫтарса курав ӗркелеҫҫӗ, кайран  ачасем вӑйӑсенче усӑ курма пултараҫҫӗ.

Ертсе пыраканӗ.

-   Чаплӑ ӗҫлерӗр эсир! Туслӑ ҫемьере кирек мӗнле ӗҫ те ӑнса пырать! Япалисене чун - чӗререн илемлетнӗ. Тавтапуҫ, сире. Пирӗн улах малалла пырать.

6 - мӗш задани.  Йывӑр лару-тӑру (Приложени Б)

Ертсе пыраканӗ. 

- Халӗ эпӗ сире пурнӑҫри лару-тӑрӑва сӳтсе явма сӗнетӗп. Кашни ҫемьере йывӑрлӑхсем пулаҫҫӗ, анчах та вӗсем ҫине куҫ хупмалла мар, вӗсене пӗрле татса памалла

Кашни сӗтел ҫинче йывӑр лару-тӑрӑва уҫса памалли ӗҫ выртать. Ашшӗ – амӑшӗсем ӑна пӑхса тухсан, ӑнлантарса параҫҫӗ. 

 Ертсе пыраканӗ. 

- Тавтапуҫ, сире, ҫакӑ лару-тӑрӑва сӳтсе явнӑшӑн. Ку сирӗншӗн тӗслӗх пултӑр. Ача пӗчеккӗ тесе хӑвӑра  ан лӑплантарӑр. Йышӑнӑва ырана ан хӑварӑр, тӳрех ӑнлантарса пама тӑрӑшӑр.

VI. «Пӗтӗмлетӳ туни».

Ертсе пыраканӗ.

- Хисеплӗ ашшӗ-амӑшӗсем, эсир паян лайӑх ӗҫлерӗр. Пысӑк тавтапуҫ ушкӑнсене!  Паянхи тӗл-пулу сирӗншӗн усӑллӑ пуласса, сирӗн чунра лайӑх кӑмӑл-туйӑм ҫуратасса шанас килет. Пирӗн улах вӗҫленсе килет, ӑна паллӑ педагогӑн Антон Семенович Макаренко сӑмахӗсемпе вӗҫлес тетӗп: «Пурте воспитани параҫҫӗ: ҫынсем, япаласем, пулӑмсем, пуринчен  ытла – ҫынсем, анчах вӗсенчен ытларах пӗрремӗш вырӑнта - ашшӗ-амӑшӗпе врентекенсем». Пӗр-пӗринпе ырӑ пулӑр, упрӑр  пӗр-пӗрне. Сирӗн ҫемьере килӗштерӳ пурӑнтӑр!

Кашни ҫемье, ҫак ҫыхӑра «Эпӗ –ҫемье – халӑх!»,  ҫирӗп тӗвӗ пултӑр!

Юлашкинчен «Кӑмӑл-сипет  воспитанийӗ» памяткисем валеҫсе пани.

VII. «Пуху йышӑнӑвӗ».

1. Ачасене кӑмӑл-сипет тата патриотлӑ воспитанийӗ парас енӗпе шкулчченхи вӗренӳ ӗҫне хутшӑнмалла.

2. Килте ҫакӑ темӑпа ҫыхӑннӑ кӗнекесем вуламалла, малалла кӑмӑл–сипет воспитанийӗн ӗҫне тӑсмалла.

Приложени А. Ӑслӑ шухӑшсем, ватттисен сӑмахӗсем кӑмӑл-сипет воспитанийӗ ҫинчен.

1. «Воспитани пани ватлӑх кунӗсенче чи лайӑх апат-ҫимӗҫ» (Аристотель).

2. «Ачасене лайӑх воспитани пани - тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсен хутшӑнӑвӗсене тӗпе хурса ачасене ырӑ тума вӗрентни» (Владимир Михайлович Бехтерев).

3. «Ашшӗ-амӑшне юратни - пур ырӑ ӗҫӗн никӗсӗ» (Цицерон).

4. «Тӑван килтен аслӑрах вырӑн ҫук»  (Цицерон).

5. «Чи малтан ашшӗ-амӑшӗпе тӑван Ҫӗршыв пулмалла, унтан ачисемпе пӗтӗм ҫемье, унтан ытти тӑван-хурӑнташсем пулмалла» (Цицерон).

6. «Ачана мӗн ачаранах ыттисен интересӗсемпе килӗшӳллӗ пулма вӗрентни питӗ кирлӗ. Кам хӑйӗн кӑмӑл-туртӑмӗсене пула совесть тата тӗрӗслӗх саккунӗсене айккинелле ывӑтать, ҫавӑ нихӑҫан та чӑн-чӑн ҫын тата гражданин пулас ҫук « (Василий Александрович Сухомлинский).

7. «Пурте воспитани параҫҫӗ: ҫынсем, япаласем, пулӑмсем, анчах пуринчен  ытла – ҫынсем. Вӗсенчен пӗрремӗшӗсем - ашшӗ-амӑшӗпе педагогсем. (А. С. Макаренко)

8. «Ҫынна ырӑ сунакан хӑй ӑна тупать».

9. «Ӗҫсӗр аптраса ан ҫӳре. Ал - ӗҫне вӗрен».

10. «Хамӑн ҫӗр  чышкӑра та тӑван».

11. «Аҫупа аннӳне хисепле - пурнӑҫра тивлет пулӗ».  

Приложени  Б. Йывӑр  лару-тӑру.

1-мӗш тӗслӗх.

 Пилӗк ҫулхи Таня, ҫулҫӑсем пӳресенчен мӗнле тухнине сӑнама, урамран темиҫе тирек турачӗ илсе кӗчӗ.  Вӗсене вазӑна лартрӗ. Хӗрӗ хӑйӗн савӑнӑҫне амӑшне каласа пама васкарӗ.

- Анне, пӑх-ха, мӗн илсе килтӗм эпӗ! – Наташӑпа Мишӑн та туратсем пур!

- Ӑҫтан илтӗр? Хӑвӑр хуҫса илтӗр - и? –тенӗ амӑшӗ.

Хӗр ачан пичӗ ҫинчен савӑнӑҫ ҫухалать, куҫӗсенче мӗн чухлӗ кӳренӳ! Вӑл амӑшне ӗнентерме тӑрӑшать: - ҫук-ҫке, ҫук! Эпир хамӑр хуҫман. Ӑна пире йывӑҫ касакансем пачӗҫ.

- Ан ултала , пурпӗрех тӗрӗслетӗп, - терӗ амӑшӗ тарӑхса .

2-мӗш тӗслӗх.

Ҫемьере ҫӗнӗ ҫул елки лартаҫҫӗ. Пилӗк ҫулхи Сашӑ та аслисемпе пӗрле ӑна капӑрлатасшӑн пулнӑ. Анчах амӑшӗ, хаклӑ теттесене ҫӗмӗресрен  хӑраса, ачине ирӗк памасть. Ывӑлӗ пуҫне усса  йӗрсе тӑнӑ. Аслӑ аппӑшӗ шӑллӗ хутне кӗнӗ:

 - Анне, темле теттешӗн Сашӑна ҫапла ятлама юрать-и  вара?

 - Сан ӗҫ мар! – хӗрне чарчӗ те вӑл, ывӑлне ҫывӑрмалли пӳлӗме ӑсатрӗ.

3-мӗш тӗслӗх. 

Хӗрачан  амӑшӗ валли  тӗлӗнтермӗш тӑвас килнӗ. Вӑл савӑт-сапа ҫунӑ, кил-суртне тасатнӑ. Ӗҫрен амӑшӗ таврӑнчӗ. Хӗрача ун патне чупса пычӗ те ӑна чуп турӗ. Амӑшӗ кӑмӑлсӑр пулса, чуп тунине хирӗҫ нимӗн те чӗнмерӗ. Унтан хӗрӗ ӑна каҫхи апат ҫиме чӗнчӗ. Каҫхи апат хыҫҫӑн амӑшӗ нимӗн те каламасӑр хӑйӗн пӳлӗмне кайрӗ.

Ун вырӑнӗнче пулнӑ пулсан, эсир хӑвӑра мӗнле тытнӑ пулӑттӑр?

Йывӑр лару-тӑрӑва сӳтсе явмалли ыйтусем:

1.Амӑшӗн йӑнӑшӗ мӗнре?

2.Лару-тӑрӑва мӗнле улӑштармалла, амӑшӗн  тыткаланӑвне мӗнле тӳрлетмелле?

3.Ҫавӑн пек чухне  хӑвӑра мӗнле тытнӑ пулӑттӑр?

Литератури:

 1. Истоки: Примерная основная образовательная программа дошкольного образования. – 5-е изд., перераб. и доп. / Научн. рук. Л. А. Парамонова. – М.: ТЦ Сфера, 2015. – 192 с.

2. Программа воспитания ребенка-дошкольника / под ред. Драгуновой О. В: – Шупашкар: Чӑваш. кн. изд-ви, 1995. - 231 с.

3. Программа по приобщению дошкольников к национальной детской литературе «Рассказы солнечного края»: примерная парциальная образовательная программа /Е.И. Николаева. – Шупашкар: Чӑваш. кн. изд-во, 2015. – 71 с.

4. Ваттисен сӑмахĕсем, сутмалли юмахсем / Сост.Н.Р.Романов, - 3-мĕш кӑларӑм. – Шупашкар: Чӑваш. кн. изд-ви, 2012,- 351 с.

 5. Ӑслӑ шухӑшсем, ватттисен сӑмахӗсем  (интернетран).


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Методическая разработка (конспект сценария) Тема: "День Победы"

Мероприятие разработано с целью воспитание исторической грамотности и чувства патриотизма у подрастающего поколения, формирование чувства сопричастности с происходившими историческими событиями в годы...

Манăн çемье

Конспект совместной деятельности педагога с детьми по обучению чувашскому языку. Тема: « Манăн çемье». Группа: средняя...

Яңа ел бәйрәменә сценарий Тема: «Урман жәнлекләре кыш бабайны көтә”

Яңа ел бәйрәменә сценарийТема: «Урман жәнлекләре кыш бабайны көтә&rdquo...

Сценарий праздника "Чăвашла уяв янратăр"

Дети в чувашских костюмах начинают праздник ....

Участие в конкурсе Номинация: «Стоп - кадр» Название работы: Я – педагог, и значит я – артист.

Пояснение к работе:Я – педагог, и значит я – артист. Быть педагогом – это не просто, Это ответственно, порой даже сложно.Я педагог, а значит артист! И пусть порой будет костюм н...

«Чăвашла уяв янратăр!» конкурс пĕтĕмлетĕвĕ

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ 2021 çулхи раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа 2022 çулхи пуш уйăхĕн 01-мĕшĕччен сценарисен «Чăвашла уяв янратăр!» конкурсне ирттерчĕ. Конкурсăн ...