«ЮМАХ ТĔНЧИ» (6-7 çулти ачасем валли уяв сценарийĕ)
план-конспект занятия (подготовительная группа)

александрова анна станиславовна

Ĕç тĕллевĕсемачасен юмах тĕнчине кĕртсе ярса хавхалантарасси, юмаха выляса кăтартасси, чăваш чĕлхе пуянлăхне уçса кăтартасси.

Задачисем:

Вěренӳ:  халăх сăмахлăхĕн пĕчĕк жанрĕ çирĕплетесси, астуса юлма вĕрентесси;

Аталану: ачасен сасă вăйне, пуплевĕн интонаци палăртулăхне, ас тăвăма, тимлĕхе, сăвăпа кĕвве туйни-илтнине, ачасен пуплевне аталантарасси;

Сăпарлăх: ĕçе мĕн пĕчĕкрен юратма, хисеплеме вĕрентесси; тăван чĕлхепе литературана юратма тата упрама хистесси.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл aleksandrova_a.s.-statya.docx23.6 КБ

Предварительный просмотр:

 «ЮМАХ ТĔНЧИ» 

(6-7 çулти ачасем валли уяв сценарийĕ)

Ĕç тĕллевĕсем:  ачасен юмах тĕнчине кĕртсе ярса хавхалантарасси, юмаха выляса кăтартасси, чăваш чĕлхе пуянлăхне уçса кăтартасси.

Задачисем:

Вěренӳ:  халăх сăмахлăхĕн пĕчĕк жанрĕ çирĕплетесси, астуса юлма вĕрентесси; 

Аталану: ачасен сасă вăйне, пуплевĕн интонаци палăртулăхне, ас тăвăма, тимлĕхе, сăвăпа кĕвве туйни-илтнине, ачасен пуплевне аталантарасси;

Сăпарлăх: ĕçе мĕн пĕчĕкрен юратма, хисеплеме вĕрентесси; тăван чĕлхепе литературана юратма тата упрама хистесси.

Кирлĕ материалсем: пӳрт, вăрман сукмакĕ йăвăçсемпе, чĕр-чунсен маскисем, тумтирĕсем, çарăк юмах валли атрибучĕсем, музыка техники.

Малтанхи ĕç:  чăваш халăхан сăмахлăхĕн пĕчĕк жанрĕсене вĕренесси, калаçу, юмаха выляса кăтартасси, вăйă вылясси.

Ĕç йĕрки.

   Чăваш кĕвви янăрать. Ачасем залра лараççĕ, чăваш тумě тумланнă хĕр кĕрет.

Нарспи: Ырă кун пултăр ачасем. Мана Нарспи тесе чĕнеççĕ. Ачасем, сирĕн юмах тĕнчинче пулса курас килет-и? Эпĕ сире паян “Юмах тĕнчине” чĕнетĕп.

Пĕлетĕр-и эсир, мĕн вăл “юмах”? Тĕрĕс, вырăсла ăна “сказка” теççĕ. Мĕнле чăваш юмахĕсем пĕлетĕр-ха эсир? Юрĕ, пĕрле аса илер-ха.

    Зала мулкач кĕрет. Вăл хурлăхлă.

Нарспи:  Ырă кун пултăр! Мĕн пулнă сана мулкач тус? Эсĕ мĕншен питĕ хурлăхлă?

Мулкач: Вăрманта паян вунă сехетре чĕр-чунсен уявĕ пулать. Мана унта чĕнмерĕç.”Эсĕ пĕчĕккĕ”,-терĕ мана тилĕ тус. Тен ачасем, эсир манпа пĕрле пырсан мана кĕртĕç уява.

 Нарспи: Ачасем, айтăр-ха пулăшатпăр мулкача. Каятпăр-и унпа пĕрле чĕр-чурсен уявне? Апла пулсан кайрăмăр. Мулкач пире çул кăтартĕ.

    Пурте мулкач хыççăн пыраççĕ те, вăрмана çитеççĕ. Тунката çинче ларакан тилĕне кураççĕ.

Тилĕ: Ăçта каятăр-ха эсир, ачасем? Мулкач, ăçта каятăн-ха эсĕ ачасемпе?

Пурте пĕрле: Эпир чĕр-чунсен уявнĕ каятпăр.

Нарспи: Мĕншĕн-ха тилĕ тус эсир мулкача уява кĕртместĕр?

Тилĕ: Мĕншĕн тесен мулкач тупмалли юмахсем пĕлместь. Тен эсир  мулкача пулăшсан уява çитетĕр.

Нарспи: Эпир хатĕр пулăшма мулкача.

Тилĕ: Тимлĕ итлĕр, ачасем (тупмалли юмахсем парать):

  1. Хĕрлĕ хĕрлемес хир чăххине хĕрхенмест (тилĕ)
  2. Шик-шик шикленет, шĕшкĕ кутне кукленет (мулкач)
  3. Тӳн- тӳн, тӳн карчăк, тӳн карчăкăн пин шăрпăк (чĕрĕп)

Ну маттур, ачасем! Эсир тупмалли юмахсене лайăх пĕлетĕр. Халĕ вара малалла кайма пултаратпăр.

Тилĕ вĕсемпе пĕрле пырать. Утаççĕ вĕсем пурте пĕрле вăрман сукмакĕпе. Тĕл пулаççĕ весем кашкăра.

Кашкăр: Ăçта каятăр-ха эсир?

Пĕрле: Чĕр-чунсен уявне.

Кашкăр: Ытла та васкатăр эсир, пепкесем! Эпĕ илтнĕнчĕ мулкач юмахсем пĕлменни çинчен. Тен эсир мулкача пулăшăр, юмахсем пĕлнине кăтартсан.

Нарспи: Ăйтăр-ха кашкăра “Çарăк” юмаха кăтартăпăр.

«Çарăк» юмах

Персонажсем: Старик, карчăк, мăнук, анчăк, кушак, шăши.

Ертсе пыракан: Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр.

Пĕр старик çарăк акрĕ тет те, çапла калать тет.

Старик: Ӳс, çарăкăм, хăвăртрах, ӳс, çарăкăм пысăкрах, пул çарăкăм тутлăрах. Алă-ура пур çинче ахаль ларни килĕшмест.

Ертсе пыракан: Çарăк пы-ы-ысăк ÿссе çитĕнчĕ тет. Кайрĕ старик çарăк кăларма: туртать - туртать, туртса кăлараймасть.

Старик: Э-эх, пĕччен ыйхă çапма, эртелпе вăрман касма. Кил-ха, карчăк, пулăшма.

Карчăк: Пулăшас, мĕншĕн пулăшас мар, ĕçчен алă валли ĕç тупăнать. Ир тăракан кайăк тутă пулнă.

Ертсе пыракан: Карчăк тытрĕ старикрен, старик тытрĕ çарăкран. Туртаççĕ, туртаççĕ, туртса кăлараймаççĕ.

ĕнчĕ карчăк мăнука).

Мăнук: Ĕçрен хăракан ырă пулман. Ĕç тăрантарать - кахал пăсать.

Ертсе пыракан: Мăнук тытрĕ карчăкран, карчăк тытрĕ старикрен, старик тытрĕ çарăкран. Туртаççĕ, туртаççĕ – туртса кăлараймаççĕ.

ĕнчĕ мăнук анчăка).

Анчăк: Тарличчен ĕçлесен - тăраниччен çиетĕн. Куç хăрать те, алă тăвать.

Ертсе пыракан: Анчăк тытрĕ мăнукран, мăнук тытрĕ карчăкран, карчăк тытрĕ старикрен, старик тытрĕ çарăкран. Туртаççĕ, туртаççĕ, туртса кăлараймаççĕ.

ĕнчĕ анчăк кушака).

Кушак: ÿркенмен ăста пулнă. Ĕçрен хăракан ырă пулман.

Ертсе пыракан: Кушак тытрĕ анчăкран, анчăк тытрĕ мăнукран, мăнук тытрĕ карчăкран, карчăк тытрĕ старикрен, старик тытрĕ çарăкран. Туртаççĕ, туртаççĕ, туртса кăлараймаççĕ.

ĕнчĕ кушак шăшине).

Шăши: Ĕçлемесĕр хырăм тăранмасть. Ĕç йывăр пулсан - çиме тутлă.

Ертсе пыракан: Шăши тытрĕ кушакран, кушак тытрĕ анчăкран, анчăк тытрĕ мăнукран, мăнук тытрĕ карчăкран, карчăк тытрĕ старикрен, старик тытрĕ çарăкран. Туртаççĕ, туртаççĕ туртсах кăларчĕç.

Пурте пĕрле: Нумай та пĕтет, сахал та çитет, пĕрле пурăннине мĕн çитет.

Кашкăр: Ну эсир мана савăнтартăр. Тата мĕнле юмахсем пĕлетĕр?

(Ачасем хăй пĕлнĕ юмаха калаççĕ). Ну маттур эсир нумай юмахсем пĕлетĕр иккен. Халĕ вара эсир чĕр-чунсен уявне кайма пултаратăр. Эпе те пĕрле пыратăп.

Малалла утаççĕ вăрман сукмакĕпе. Упана тĕл пулаççĕ.

Упа: Ăçта каятăр-ха эсир, питĕ савăнăçлăн?

Пĕрле: Чĕр-чунсен уявне.

Упа: Ачасем, мĕншĕн-ха эсир мулкача пĕрле илнĕ? Мулкач пĕр чăвашла вăйăсем те пĕлмест. Тен эсир мана пĕр вăйă вылятарсан, уява çитĕр-ха.

“Ят пĕлмелле!” вăйăна выляççĕ (2 хут).Упа та пĕрле питĕ савăнса вылять.

 Нарспи: Ят пĕлме кама кăларăпăр? Шăпа ярар!

Вăйă пуçĕ шут сăввине шутлама тытăнать:

Пĕрремĕшĕ - пĕлекен,

Иккĕмĕшĕ – итлекен,

Виççĕмĕшĕ – виçекен,

Тăваттăмĕшĕ – тăрлакан,

Пиллĕкмĕшĕ – пиллекен,

Уллтăмĕшĕ – уйлакан,

Çиччĕмĕшĕ – çиекен,

Саккăрмĕшĕ – савакан,

Тăххăрмĕшĕ – тăхтакан,

Вуннăмĕшĕ – вулакан.

 Ят пĕлме тăрăшакан. (Вăйă картинчен тухакан.)

 Шутласан кам патне çитет, çавă йышран тухать. Ачасем ун тавра карталанса тăраççĕ. Ушкăнпа утса ачасем вăйă сăмахĕсене калаççĕ.

Ларать, ларать, Миша ларать

Шĕшкĕ тĕмĕ айĕнче.

Çиет, çиет, Миша çиет

 Шĕшкĕн сарă мăйăрне.

Вăхăт çитсен тăрас пулать,

Ятне тĕрес калас пулать.

 Каласа пĕтерсен ачасем чарăнса тăраççĕ. Ушкăнран пĕри, хыçалтан пырса, Мишăн куçĕсене хуплать. Мишăн унăн ятне пĕлмелле. Нарспи: Миша пĕлеймерĕ-çке. Мĕн тутарар ăна? Ачасем: Сăва калаттарас!

Упа: Савăнтартăр эсир мана. Мана питĕ килĕшрĕ сирĕн вăйă. Халĕ вара эпĕ те сирĕнпе пĕрле уява пыратăп.

Ачасемпе вăрманти чĕр-чунсем уява çитеççĕ. Унта вĕсем ачасем пĕлнĕ юрăна юрласа чĕр-чунсене савăнтараççĕ.

ЧĂВАШ ХАЛĂХ ЮРРИ «ЛИНКА-ЛИНКА»

1.Линка-линка авкаланма

Юман хăма кирлĕ.

Халь те юман тата юман

Тата юман кирлĕ.

2.Йăкăш-якăш шуçкалама

Яка хăма кирлĕ.

Халь те яка тата яка

Тата яка кирлĕ.

3. Ик аллăмпа сулкалама

Кĕмĕл çĕрĕ кирлĕ.

Халь те кĕмĕл тата кĕмĕл

Тата кĕмĕл кирлĕ

4. Линка-линка авкаланма

Юман хăма кирлĕ.

Халь те юман тата юман

Тата юман кирлĕ.

Чĕр-чунсем ачасен пултаруллăхне курса питĕ савăнаççĕ, уявне килнĕшĕн тав тавăççĕ. Пурне те сĕтел хушшине чей ĕçме чĕнеççĕ.

Литература

1. Ача-пăча сăмахлăхĕ: Хрестомати/Г.Ф. Трофимовпа Р.Н. Петрова пухса хатĕрленĕ. Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 1993.

2. Воронцов Г.И. Ача-пăча вăййисем: Вăйăсем. Шăпа сăввисем. Шупашкар:Чăваш кĕнеке изд-ви,1992.

3. Программа воспитания ребенка дошкольника под руководством О.В. Драгуновой. - Ч.: Чувашское книжное издательство, 1995.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

8-мěш март уявěнче ача садěнче ирттерме сěннě уяв сценарийě «Чи çывăх та юратнă çыннăмсене» 2-мěш кěçěн ушкăн валли

Çурхи хěвел пайăркисем таврана ыйхăран вăратса пирěн пата савăнăçлă, çутă, ăшă  уяв илсе килчěç. Хаклă аннесем, асаннесем, кукамайсем, ирěк парсамăр  сире тěнчери хěрарăмсен кунě ячěпе салам...

Мои разработки: "Аннесен уявĕ валли çырнă литмонтаж" 27.11.2019г.

quot;Аннесен уявĕ валли çырнă литмонтаж"...

Сценарий сказки на чувашском языке «Çарăк» юмах ( "Репка").

Сценарий сказки на чувашском языке "Репка"...

Конспект ОД "Робот Валли в гостях у ребят"

Материал будет полезен воспитателям старщих групп для формирования у дошкольников навыков программирования с помощью набора по робототехнике Мататалаб....

ТЕМА“КРОЛИКА СĂНАССИ“ Вӑтам ушкăнри ачасем валли.

Вĕренÿ уçлăхĕсен интеграцийĕ:. Ҫутҫанталӑк кӗтессинчи ӗҫ. Килти чӗрчунсемпе паллашни. Чӗрчунсене ӳкерни. Хускануллӑ "Ларчĕ мулкач хуçланса." Чӗрчуна сӑнласа парасси. Выльăхсем çинчен вырӑс т...

Хӗл ӑсатӑвӗ. Шкул ҫулне ҫитмен ачасем ирттермелли уяв

Данная методическая разработка предназначена для проведения праздника "Масленица" в детском саду на чувашском языке....