«Юррăмсенче эп юлăп» В. Александров сценарий
методическая разработка (старшая группа)
«Юррăмсенче эп юлăп» В. Александров
Чăваш Республикин культура тава тивеҫлĕ ĕҫченне В. М. Александров композитора асăнса.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
yurramsenche_ep_yulap.docx | 21.2 КБ |
Предварительный просмотр:
«Юррăмсенче эп юлăп» В. Александров
Чăваш Республикин культура тава тивеҫлĕ ĕҫченне В. М. Александров композитора асăнса.
Ертӳҫĕ – Чăваш ҫĕрĕ ҫĕр-пин юрăпа, ҫĕр-пин тĕрĕпе ҫеҫ мар, хайĕн талантлă ывăл-хĕрĕпе пуян. Ҫак сăмахсем хыҫҫăн куҫ умне те хам ҫак вырăнсенче ĕҫлесе пурăннăран, Муркаш районĕнчи Оринин ял тăрăхĕ тухса тăрать.
Оринин театрĕ: «Шур акăш» Халăх юрăпа-ташă ушкăнĕ; ветерансен халăх хорĕ. Асăннă творчествă ушкăнĕсене чăнах та питĕ ăста специалистсем ертсе пыраҫҫĕ. Ҫыннисем те ертӳҫисем те талантлă. Унсăрăн пысăк ҫитĕнӳсем те тăваймăн.
«Шурă акăш» юрăпа-ташă ушкăнне пуҫарса яраканĕсем Владимир Михайлович Александров композитор-баянистпа республикăри паллă балетмейстер – Анатолий Музыкантов пулнă.
Виҫĕ ҫултан ансамбле «халăх коллективĕ» таран ҫĕкленĕ. Малалла вара Чăваш Республикин культура тава тивĕҫлĕ ĕҫченĕсемпе: Валерий Петрович Ильдяков тата Сергей Алексеевич Каликовпа алла-аллăн ĕҫлеме пуҫланă.
Ачасем, куратăр ĕнтĕ пирĕн хушăра, пирĕн ялтах ҫĕршывĕпе паллă та хисеплĕ, ăста та пултаруллă ҫынсем пурăнаҫҫĕ.
Акă паян пирĕн патра кĕтнĕ хăна - Москакасси хĕрĕ Дарья Чермакова(Макарова). Вăл кăҫал Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищине «хĕрлĕ» дипломпа вĕренсе тухрĕ.
Дарья манан хĕрĕм. Вăл та Владимир Михайлович пекех малтан Муркашри музыка шкулĕнче вĕреннĕ.
10 ҫул каялла Москакассинчи «Колокольчик» ача садĕнче Владимир Михайловичпа район шайĕнче тĕл-пулу ирттернĕччĕ. Уҫă курăв «Эп юрлатăп пурнăҫа савса» ятпа иртрнĕ.
Унтанпа композитор нумай ҫĕнĕ юрăсем кĕвĕленĕ.
Аслă ушкăн ачисемпе композиторăн - «Эп юрлатăп пурнăҫа савса» юррине хаваспах вĕрентĕмĕр. Чăнах та, атте-анне ҫумра пулсан, пирте сывлăх пулсан епле-ха савмăн пурнăҫа! Апла шăратар-ха савăк юрра!
«Эп юрлатăп пурнăҫа савса» - юрă
Епле савăк та ҫутă юрă янрарĕ. Юрă авторĕн чунĕ те, кăмăлĕ те ырă пулни куҫ кĕретех. Ачасем, пĕлетĕр-и, Владимир Михайлович пирĕн ялтан инҫех мар Пиккикасси ялĕнче ҫуралса ӳснĕ. Унăн ашшĕ – Михаил Александрович-ялти чи чаплă купăсҫă шутланнă. Владимирăн пиччĕшĕпе шăллĕ те купăс калама хăйсем тĕллĕнех вĕреннĕ. Амăшĕ – Мария Андреевна-вĕсен кĕвĕ-ҫемми майăн юрă шăрантарнă.
Кĕвĕ тĕнчи Владимиршăн питĕ ҫывăх тĕнче пулнă. Малалла хамăрăн хăнана -Дарьăна сăмах парар, хăйĕн ҫинчен кăшт калса патăр.
Дарья Чермакова – Манăн аттепе, Анатолий Валериановичпа, анне-Вера Степановна, аслă пĕлӳллĕ музыкантсем. Эпĕ ҫуралсанах кĕвĕ тĕнчипе туслашнă. Шкулта чухнех тĕрлĕрен конкруссенче нумай хутшăннă. Ҫав конкурссенчен пĕрри – вăл республика шайĕнче иртекен «Мехел» конкурс. Виҫĕ хутччен хутшăнтăм эпĕ унта. Виҫҫĕшĕнче те Владимир Михайлович юррисемпе:
«Эп юрлатăп пурнăҫа савса»;
«Ҫурхи пулăмсем»;
«Пĕрремĕш утăм».
Халĕ сире «Ҫурхи пулăмсем» юрă итлеме сĕнетĕп.
«Ҫурхи пулăмсем» юрă.
Ертӳҫĕ - Каласа хăварам, юрă сăмахĕсене кӳршĕ Адапай яленчи Юрий Ковалёв сăвăланă. Унпа та эпир питĕ мухтанатпăр.
«Пĕрремĕш утăм» юрра илес пулсан, сăвă автăрĕ -пирĕн районти Изедеркинă ялĕнчи Ильина(Изедеркина) Нина Борисовна. Вăл сатирăпа юмор артистки, ҫав хушăра сăвăҫ та. Унăн кĕнекисене асăнса хăварам:
«Ӳкнĕ хыҫҫăн ҫӳллĕрех вĕҫетĕн»;
«Ман вăрттăн тĕнче, эс те ҫав тĕнчере»
Нина Борисовнăн сăввисемпе чылай композиторс юрăсем хывнă.
Владимир Михайлович пирĕн ача сачĕ вали юрă парнеленĕччĕ. Вăл «Качака» ятлă. Аслă ушкăн ачисене сăмах парар.
«Качака» юрă
Композиторăн 100 ытла юрă. Юррисем вара мĕне тăраҫҫĕ! 2008 ҫулта 18 юрăран тăракан «Вĕҫекен кун-ҫул» ятлă аудиодиск тухнă. Тĕл-пулу саманчĕпе усă курса каласа хăварам-ку юрра эпĕ те тĕрлĕ концертсенче хаваспах юрлатăп. Акă паян та ҫав юрăпа сире саламлатăп.
«Веҫекен кун-ҫул» сăвви Ю. Ковалёвăн. Юрлаканĕ – Вера Макарова
Ансамблĕн 25 ҫулхи юбилей тĕлне 45 юрăран тăракан «Чи лайăх юрăсен пуххи» диск кун ҫути курнă. Культура ĕҫĕнче 43 ҫул вăй хунă Владимир Александров. Мĕн тĕрлĕ диплом, наградăна тивĕҫнĕ вăл ҫак хушăра. Ăҫти вырăнсене ҫитсе «Шурă акăш» ансамбльпе халăхсене савăнтарнă: Мускаври колоннăллă зал, Пушкăртстан, Тутарстан, Тюмень, Кемĕр, Ульяновск, Самара, Оренбург, Пенза облаҫĕсем. Ку списăка питĕ нумай тăсма пулать. Турци, Азербайджан, Дагестан, Махачкала, Молдави…
1995 ҫулта «Чăваш юрри-95» конкурсра «Палăк» юрăпа (сăвви С. Ильинăн) композитор ҫĕнтерӳҫĕ ятне тивĕҫнĕ. Асăннă конкурса «Палăк» юрра юрлаканĕ эпĕ хамăн юлташпа Вера Ягунькинăпа пулнă.
Юратнă, ачасем! Пĕр тĕл-пулу вăхăтĕнче композитор ҫинчен пĕтĕмпех каласа кăтартма ҫук. Эпир пирĕн хушăра ҫакăнпек сумлă та пултаруллă ҫынсем пурришĕн савăнатпăр. Пирĕн те вĕсем пек пуласччĕ. Тен, пирĕн ача садне ҫӳрекен Петя (композиторăн мăнукĕ) аслашшĕн ĕҫне тăсакан пулĕ.
Ҫак асра юлмалли асăну тĕл-пулăвне композитăрăн «Мама» ятлă юррипе вĕҫлес тетĕп. Сăввине пирĕн районти Нискассинчи пурăнакан Маргарита Пушкарёва ҫырнă.
«Мама» юрă. (юрлаканĕ-Дарья Чермакова)
Ҫапла Владимир Михайлович ял-йыша, инҫетри ентешсене, ытти халăх ҫыннисене чун апачĕпе чылай тăрантарнă. Хăйĕн пирки вара: «Юррăмсенче эп юлăп», - тенĕ.
Усă курнă литература:
Михайлов Л. – «Юррăмсенче эп юлăп» «Хыпар» 1996-26 январь. Муркаш тăрăхĕнчи хăй тĕллĕн вĕреннĕ В. Александров композитор ҫинчен.
Смирнова Надежда «Юррăмсенче эп юлăп» Муркаш тăрăхĕнчи Оринино культура ҫурчĕ ҫумĕнчи «Шур Акăш» юрăпа-ташă халăх ансамблпе унăн ертӳҫи В. М. Александров ҫинчен Надежда Смирнова «Хыпар» - 2011-4 юпа. №194 с.3(культура кăларăма Надежда Смирнова хатĕрленĕ)
Илларионова Роза Александровна. «Оринин тăрăхĕнчи маттур ветерансем» Муркаш районĕнчи «Орин ен» ветерансен хор ҫинчен. Р. Илларионова «Ҫĕнтерӳ ялавĕ»: Муркаш район хаҫачĕ 2013-12 январь (№ 1) с.3
СЦЕНАРИЙ
посвященный творчеству заслуженного работника культуры Чувашской Республики Александрову Владимиру Михайловичу, композитору-баянисту, художественному руководителю Народного ансамбля песни и танца «Шуракăш» Орининского СДК.
«ЮРРӐМСЕНЧЕ ЭП ЮЛӐП»
Составил: музыкальный руководитель
Макарова В. С.
С. Оринино, 2020 г.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Сценарий литературного досуга «Поле – чудес по сказкам Александра Сергеевича Пушкина» с детьми подготовительной группы.
Образовательные задачи:- развивать интерес к художественной литературе;- расширять знания детей о сказках А. С. Пушкина;-развивать коммуникативные качества...
Сказ об Александре Невском. Ледовое побоище. Сценарий музыкально-литературной композиции для детей старшего дошкольного возраста.
Практика патриотического воспитания дошкольников убеждает в том, что ребёнок уже в "нежном" возрасте способен ощущать себя частичкой своей семьи, своей нации. Славные подвиги...
Сценарий досуга, посвященный сказкам Александра Сергеевича Пушкина в старшей и подготовительной группах
Литературный досуг для детей старшего и подготовительного дошкольного возраста, посвященный творчеству поэта А.С. Пушкину...
Сценарий конкурс чтецов "Александру Сергеевичу Пушкину посвящается"
способствовать формированию познавательного интереса к произведениям А. С. Пушкина...
Конспект ОД "Александр Невский – защитник земли русской Кантата С. Прокофьева Александр Невский"
Конспект ОД "Александр Невский – защитник земли русской Кантата С. Прокофьева Александр Невский"...
Беседа «Знакомство с парком Александрия» Цель. Познакомить детей с парком Александрия. Задачи: • Уточнить понятие «парк». • Расширить представление о знаменитых пригородах Петербурга: Петергофе- парк Александрия.
Уточнить понятие «парк». • Расширить представление о знаменитых пригородах Петербурга: Петергофе- парк Александрия. ...