Ко дню рождения И.Я.Яковлева празднечный утренник "День чувашского языка"
материал (старшая группа)
Утренник посвяшенный ко дню рождения великого просвятителя И,Я,Яковлева для детей старшей группы
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
Сценарий чувашского праздника | 25.12 КБ |
Предварительный просмотр:
Хĕрачасем алран-алла тытăнса чăваш кĕввипе ташласа кĕреççĕ
Чаваш ташши
( Катя Евграфовапа Варя Мыллина килнĕ хăнасене тĕрĕллĕ алшăлли çине хунă çавра çăкăрпа кĕтсе илеççĕ.)
1 ача: Ырă кун пултăр!
2 ача: Сывлăх сунатпăр сире, хисеплесе килнĕ, чĕннĕ ханасем!
1 ача: Сывлăх сунатпăр та, пурсăра та пуç тайса, сире сума суса ырă салам калатпăр!
2 ача: Салам калатпăр та, чун-чĕререн тухакан , çепĕç кĕвĕ пек илтĕнекен çавра сăмахсемпе:
1 ача: Çĕр чăмăрĕ пек анлă.
2 ача: Уйăх пек çутă.
1 ача: Хĕвел пек ăшă.
2 ача: Çаран çинчи чечек пек илемлĕ.
1 ача: Акăш тĕкĕ евĕр çемçе.
2 ача: Çăл куçĕнчен тапса тăракан тăрă шыв пек тăрă.
1 ача: Ылтăн вĕлле хурчĕн пылĕ пек пылак.
2 ача: Сар çу пек сарă.
1 ача: Кăпăш ыраш çăкăрĕн сăмсана кăтăклакан ырă шăршиллĕ ăшă салам!
2 ача: Çак çавра сăмахсем сирĕн пуçăрта ырă шухăш, малашлăх ĕмĕтсем çуратчăр, çемçе кăмăл-туйăм хускатчăр.
Харăс: Тепĕр хут сире тайма пуç!
- ача: Атте-аннене манас мар, çăкăртан аслă пулас мар, ырă йăла-йĕркене манас мар.
- ача: Ылтăнтан та, кĕмĕлтен те хакли ăшă кăмăл.
- ача: Çыннăн хисепĕ – унăн ырă ĕçĕ!
Ертсе пыракан:
Çурхи хĕвел пайăркисем, таврана ыйхăран вăратса, кăн-кăвак чечексен ырă шăршийĕ чăннипех те чуна тыткăнлать, чуна çăмăллах кÿрет. Сенкер тÿпере, таçта-таçта çÿлте пĕлĕт айĕнче тăри юррийĕ, илтĕннĕ чух, ытти кайăксем юрă шăрантарнă чух – пирĕн мĕншĕн юрлас мар, пирĕн мĕншĕн савнас мар?
Юрă «Çĕмĕрт çеçеçки çурăлать»
чăваш халăх юрри
- Çĕмĕрт çеçки çурăлать те, çĕмĕрт çеçки çурăлать
Вăрман витĕр курăнать.
- Шурă кĕпе тăхăнсан та, шурă кĕпе тăхăнсан
Вăйă витĕр курăнать.
- Вылямастăр, кулмастăр та, вылямастăр, кулмастăр
Вăйă иртмест тетĕр им?
- Эпир вăййа тухсассăн та, эпир вăййа тухсассăн
Юрлани те килĕшет.
Камсем эпир?
6 ача. – Камсем эпир, мĕнле йăхран эпир?
Мĕнле анне пире савса çуратнă,
Мĕнле атте ура çине тăратнă,
Мĕнле ăспа та хапăлпа эпир
Чăваш çĕрне таса чунпа юратнă?
7 ача: - Таçта – таçта тĕп кĕнекемĕр пур.
Несĕл ятне унта картса хăварнă,
Йĕркисене чултан касса кăларнă –
Пулнах иккен мăн маçаксем маттур!
8 ача: - Камсем эпир, мĕнле кăкран эпир?
Ăçти тусан пирĕн ÿте хуратнă,
Ăçти шыв-шур пирĕн пиите шуратнă,
Менле çилпе те хĕвелпе эпир
Кăлкан çилхи пек кăмăла вылятнă?
9 ача: - Çухалнă кĕнекемĕр çумра çук.
Таçта çĕтсе çÿрет хуçасăр-килсĕр
Е пăнтăхса выртать вăл тĕлсĕр-пилсĕр, -
Çавна тупса вуламалла куч ух!
10 ача: - Камсем эпир, мĕнле йышран эпир?
Хăш халăхсем пире тăван пек картнă,
Хăш тăвансен ретне пĕр танлăн лартнă?
-…Çĕр чăмăрĕн пĕр чĕптĕмĕ эпир,
Тымарсемпе тĕнче кăкне тытатпăр.
Ертсе пыракан:
Чăваш сăмахлăхĕ çынран-çына куçса пырать. Тăван сăмахлăх вара – халăхăн ылтăн çупçийĕ, иксĕлми пуянлăхĕ, чĕре çăлкуçĕ. Халĕ вара сире пирĕн пĕчĕк ачасем чăваш халăх сценкисемпе паллаштарĕç
Сценка
Иккĕн тавлашаççĕ, тет.
Пĕри калать:
- Пĕлĕт çинче çич çĕр çитмĕл çичĕ çăлтăр.
- Çук, тăхăр çĕр тăхăр вун тăхăр çăлтăр, - хирĕçлет тепри.
Тавлашсан-тавлашсан, çаксем çапăçсах каяççĕ.
Патян кусем патне çапăçнине курнипе чупса пынă та:
- Иксĕрĕн те тĕрĕс мар! – тет. – Пĕлĕт çинче ман ĕне çăмĕ чухлĕ çăлтăр!
Лешсем çапăçма чарăнаççĕ те:
- Ăçтан пĕлен? – ыйтаççĕ унран харăсах.
- Пĕлеп! – тет Патян. – Ĕненмесен – манн ĕне çăмне шутлама пырăр.
Туслăх
Ватă Патян патне çамрăксем пынă та:
- Патян мучи, шур сухалăмăр, эсĕ – нумай пурăннă çын. Тем те курнă, пайтах хура-шур тÿснĕ, кала-ха, мĕн вăл çак тĕнчере чи хакли?
- Туслăх,- хуравланă Патян.
Çамрăксем татах ыйтнă:
- Чи вăйли мĕн?
-Туслăх,-тенĕ Патян.
-Чи çирĕппи?
- Туслăх.
- Юлашки ыйту,- тенĕ çамрăксем,- кала-ха, тархасшăн, мĕн япала ĕмĕрлĕх?
- Туслăх!- çирĕппĕн татса каланă Патян. – Туслăх. – Туслăх ĕмĕрлĕх япала!
Ертсе пыракан:
Енчен те вырăс халăхĕ Михаил Ломоносова хайен университĕче тенĕ пулсан, пирĕн университет – И.Я.Яковлев. Халăх ăсĕнче вăл учитель-педагог кăна мар, унăн ăс-хакăл çул пуçĕ, ертÿçи мĕнле каланă-ха вăл чăваш халăхне пилленĕ халăхра: «Яланах пĕрле, туслă пурăнар, вырăс халăхĕпе», - тене. Чăннипех те, вырăс халăхĕ пире хÿтĕлессе сыхласа пĕрлештерсе туслă пурăнман пулсан, камсем пулнă пулăттăмăр эпир паянхи куна. Çавăнпа та чыс та мухтав вырăс халăхне.
Вырăс халăх ташши
Ертсе пыракан:
Ялан пĕрле пулар, пĕрле телей тăвар.
Вăрçа пуçласшăн сунакан вăл пирĕншĕн тăшман.
Туссем пĕрле чухне çĕнеймĕ вĕсене
Нимле инкек, нимле тăшман, перле пулар ялан!
Халĕ сире Семёнов Станислав «Салтак вил тăпри умĕнче» сăвăпа паллаштарĕ.
Салтак вил тăпри умĕнче
Аттеçĕм, çăмăл пултăр нÿрлĕ вырăну.
Аттеçĕм,
Эпĕ санăн ятупа, Совет Салтакĕн чыслă ячĕпе,
Тупа тăватăп паян кун, сан пек пулма.
Аттеçĕм,
Хĕвелпеле çут уйăх умĕнче сăмах паратăп!
Аттеçĕм,
Кирлех пулсан, Çĕр-шывшăн, миршĕн, пурнăçшăн, тĕнчешĕн
Памашкăн хатĕр хамăн пурнăçа!
Аттеçĕм,
Канлĕ çывăрах. Сан вырăнна, ялавçăсен малти ретне,
Эп тăтăм – санăн ывăлу.
11 ача: Чăвашлăх сирĕнте ан чактăр, тăван çĕре чунтан юратăр.
Мухтавла Çеçпĕл çеçкисем – Йĕпреç районĕн ачисем.
12 ача: Чăваш сăмахĕ инçе кайтăр, чăваш юррийĕ ян янратăр!
Пехил сана чăваш ачи! Санра çĕршывăн пуласси.
Юрă «Çĕршыва мухтав»
- Шурă, шурă çĕмĕрт çеçкере, юрă пек янрать çурхи тĕнче
Пирĕн пурнăçăмăр çавăн пек, эх! Пурăнатпăр ырлăх çĕрĕнче.
- Юр пек улмуççиллĕ садсенчен, çĕнĕ ĕç кĕввилĕ хирсенчен
Хуларан, ялтан, пур кĕтесрен, эх! Юрă çĕкленет сÿнми хĕмпе.
- Çĕршыва мухтав, мухтав сана, пирĕншĕн çуралнă самана.
Советсен телейлĕ çĕрĕнче, эх! Юрă, юрă янрĕ яланах.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Пасха ( на чувашском языке)
Пасху празднуем с семьей......
Коммуникативная деятельность ( чувашский язык)
Конспект непосредственной образовательной деятельности по чувашскому языку. Тема "Лес"...
Коммуникативная деятельность по чувашскому языку
Конспект непосредственной образовательной деятельности по чувашскому языку. Тема "Школа"...
РАБОЧАЯ УЧЕБНАЯ ПРОГРАММА ПО РАЗДЕЛУ «ОБУЧЕНИЕ ЧУВАШСКОМУ ЯЗЫКУ» (средняя группа)
Обучение детей чувашскому является ведущим средством полноценной реализации Закона «О языках в Чувашской республике». Изучая язык, ребенок приобщается к культуре народа, его духовным ценностям, в нем ...
Занятие по чувашскому языку в подготовительной группе "В магазине"
Расширение кругозора дошкольников в процессе ознакомления с чувашской речью, изучение новых чувашских слов....
Чувашский язык в условиях естественного билингивизма
Опыт и перспективы внедрения Федеральных государственных образовательных стандартов...
Сценарий праздника "Любимая Чувашская земля" на чувашском языке
Тĕллевсем: ачасене Тӑван ҫӗр-шыва юратма,Чӑваш енпе мухтанма, тӑван чӗлхене, культурине аталантарасси; ачасем Чӑваш Республики ҫинчен мӗн пӗлнине ҫирӗплетесси; туслӑха упрама, пӗр-пӗрне пулӑ...