«Иван паттăрпа унăн дружини»
методическая разработка (старшая группа)
Формирование нравственных ценностей у детей старшего дошколного возраста. Воспитание чувства уважения к ветеранам Велик
ой Отечественной войны и гордости за свою Родину. Укрепление нравстенно- патриотических чувств через расширение общего кругозора и совместные меропрятия с участием детей и их родителей, педагогов.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
ivan_patt.docx | 26.43 КБ |
Предварительный просмотр:
ТЕМА: «Иван паттăрпа унăн дружини»
Мероприятие 5-6 çулхи ачасем валли хатĕрленĕ
Ĕç тĕллевĕ:
-ачасен Тăван çĕршыва, Раççей çарне юратас, çĕршыва хÿтĕлекенсене хисеплес туйăмĕсене вăйлатасси;
- ачасен спортпа хускану хăнăхăвĕсене, музыка пултарулăхне, тăван чăваш чĕлхепе киленес, калаçас туйăмĕсене аталантарасси.
Сценарин авторĕ:
Улбутова Зоя Васильевна,
Йĕпреç районĕн Хурамалти
«Весна» ача сачĕн воспитателĕ
Телефон: 89674752097
e-mail: zoyaulbutova@yandex.ru
Залăн пĕр кĕтесĕнче юман, унăн тăрринче картонтан тунă арча. Арча ăшĕнче çăмарта (шурă тĕслĕ хăпартнă шар)
Тепĕр кĕтесĕнче юманран аяккарах Кащей замокĕ, юман тепĕр енче Яка аппан пÿрчĕ.
Зала «Калинка» кĕвĕпе ачасем ташă ташласа кĕреççĕ. Ташласа пĕтерсен тенкелсем çине лараççĕ.
Ертсе пыракан: Хаклă ачасем! Паян уяв –Асă Çĕнтерÿ кунĕ. Çыннăн пĕчĕкренех тăван çĕре, Тăван çĕршыва юратма вĕренмелле. Пире тăван çĕр хăйĕн çăкăрĕпе тăрантарать, шывне ĕçтерет, хăйĕн илемĕпе савăнтарать. Хăйне хăй вара хÿтĕлеме пултараймасть.
Çĕршыва хÿтĕлеме-кашни арçын ача тивĕçлĕ. Мĕн ĕлĕкренпех çапла пулнă.Тăван çĕр çине тăшман тапăнсан, пурте кар тăрса çапăçăва хутшăннă: ватти те, вĕтти те.
Пирĕн ачасем те ÿссе çитĕнсен маттур салтаксем пуласшăн. Халĕ вара хăнасене сăвă- юрăпа саламласшăн.
Пограничник ман пичче,
Курма килчĕ пĕринче.
Çакнă орден- медальсем,
Пĕчĕк йăмăх значоксем
Илемлетнĕ кăкăрне.
-Ÿссен, пулăп сан пекех,
-Терĕм эпĕ пиччене,-
Сыхлăп шанчăклăн текех.
Раççей çĕрĕн чиккине.
Ман юратнă пичче пур,
Пит хăюллă та маттур,
Пограничник ман пичче ,
Хĕвелтухăç чиккинче.
Хуралать вăл çĕршыва ,
Пур тăва та пур шыва.
Пур хире те вăрмана ,
Пур яла та хулана.
Чаплă юрăсем юрлатпăр,
Хитре уçă сасăпа,.
Раççей çарне ыр сунатпăр,
Эпир ăшă кăмăлпа.
«Праздничная» юрă
Зала çар пуçлăхĕ Иван Паттăр кĕрет.
Иван Паттăр: Инкек ай инкек! Кащей илемлĕ хĕре - Илемпие вăрласа кайнă. Халĕ хĕвел те пăхма пăрахать, кайăксем те хăйсен илемлĕ юррипе савăнтармĕç.Чечексем те тутлă шăршă сарса лараймĕç. Ачасем кам сирĕнтен Кащейе хирĕç çапăçма , Илемпие хăтарма пырать.
Ертсе пыракан: -Эпир пурте хатĕр тĕрĕслĕхшĕн. Пирĕн ачасем маттур. Усала çĕнтерме пултаратпăр. Мĕн тумаллине кала.
Иван Паттăр: Вилĕмсĕр Кащей вăл питĕ вăйлă та, чее те. Пирĕн вара тата ăслăрах та вăйлăрах пулмалла. Вара тин çав усала çĕнтерме пултаратпăр. Анчах та ман сире мĕнле вăйлă пулнине тĕрĕслемелле. Акă, кунта манăн ухă йĕпписем . Хăш команди нумайрах ухă йĕппи пуçтарать. çавсем манăн дружинăра пулаçсĕ. Халĕ вăйсене тĕрĕслесе пăхар-ха.
Вăйă «Алă вăйне виçесси» . Ачасем хире- хирĕç ларса ал вăйне виçеççĕ.Çĕнтерекенсене-ухă йĕппи).
Ертсе пыракан: Хисеплĕ çар пуçлăхĕ! Ну, мĕнле , пирĕн ачасем сан дружинăна тивĕçрĕç-и?
Иван Паттăр: Маттурсем! Вăйлă. Чăн-чăн пăхаттирсем. Анчах та манăн тата тĕрĕслевсем пур.
Ертсе пыракан: Тăхта-ха! Ачасене кăштах кантарса илер.
«Мы солдаты»
Ертсе пыракан: Халĕ пирĕн ачасене малалла тĕреслеме пултаран.
Вăйă «Кам маларах шыва савăтран савăта куçарать» (Çĕнтерекенсене-ухă йĕппи).
Иван Паттăр: Аякри çула кайма тата пире мĕн кирлĕ-ха?
Вăйă «Аптечка пуçтармалла» (Çĕнтерекенсене-ухă йĕппи).
Иван Паттăр: Ачасем , сирĕн ăс-тăна тĕрĕслесе пăхам-ха. Хĕр ачасем эсир арçын ачасене пулăшăр.
Халĕ мана авалхи çапăçу хатĕрĕсене калăр. Пĕлетĕр-и-ха эсир вĕсене? Салтаксен вĕсен вăйлă, ăслă тата туслă пулмалла. Халĕ манăн сирĕн туслăха тĕрĕслес килет. Мĕншĕн тесен Кащея пĕчен çĕнтерейместĕн.
Вайă «Ылтăн хапхалла»
Иван Паттăр: ухă йĕпписне шутлать, калать.
-Маттур та иккен эсир ачасем! Сире пурне те хамăн дружинăна илетĕп. Пирĕн çул вăрăм та йывăр пулать. Пурте пĕрле тăрăшсан Кащея çентеретпĕрех.
(Ачасем строя тăраçсĕ).
«Богатырская наша сила» юрă.
Иван Паттăр: Дружина стой! Акă эпир вут-çулăм шывĕ патне те çитрĕмĕр. Кам ун шывне ÿкет , çунса каять. Шутласа пăхăр-ха, мĕнле каçма пулать ун урлă.
Ачасем тункатасем тăрăх утса каçса каяççĕ.
Яка аппа кĕрет.
Яка аппа: Ай, мĕн чухлĕ ача килне кунта ман пата . А ну-ка калăр, ăçталла çул тытатăр.
Иван Паттăр: Сывă-и, Яка аппа? Сан пире апат çитересчĕ, Чей ĕçтересчĕ. Куратăн-и, эпир ывăннă.
Яка аппа: Ай, каçарăр та манна ватăскерне, ăçтан эпĕ сире пĕçерсе çитерĕп. Эсир нумайăн, эпĕ пĕччен.
Иван Паттăр: Яка аппа, кур-ха, кунта мĕн чухлĕ хĕр ача. Вĕсем пурте сана пулăшаççĕ.
Яка аппа: Мĕн тума пĕлетĕр-ха эсир чиперккесем?
Вăйă «Кам маларах компот. Борщ пĕçерет»
Ертсе пыракан:Пирĕн хĕрсем тем ĕç тума та пĕлеççе: юрлама та , ташлама та, ал ĕç тума та вĕсене амăшĕсем пĕчĕкренех вĕрентнĕ.
Яка аппа:НУ-У-У. Курам- ха эппин сире.
«Было у матушки 12 дочерей» юрă.
Яка аппа:Чăн та, тем тума та пĕлетĕр эсир, ачасем. Анчах ман шăпăрпа вĕçме пĕлместĕр.
Иван Паттăр: Тен, пирĕн ачасем вĕçме пĕлеççĕ. Айтăр-ха ăмăртса пăхар Яка аппапа.
Вăйă «Кам шăпăр çинче маларах вĕçсе килет»
Яка аппа пĕрре ăмăртсан, малалла хĕр ачасене ăмăрттарать. Питĕ хытă ывăнать.
Яка аппа:Ай.ай.ай! Чăнах та эсир тем тума та пĕлетĕр. Тавах сире мана савăнтарнăшăн.
Иван Паттăр: Яка аппа, эпир Кащея хирĕç тухнă, Илемпие хăтарма.
Яка аппа:Ай, ăмăрткайăксем! Çĕнтерейместĕр эсир ăна, вăл вилĕмсĕр вĕт. Сирĕн малтан унăн вилĕмне тупмалла. Унăн вилĕмĕ çăмарта ăшĕнче, çăмарти вара арчара, арчи пысăк йывăç тăрринче. Çав йывăç патне икĕ çул пур. Пĕр çулĕ варăм та нушасăр, тепри вара-кĕске те, йывăрскер.
Иван Паттăр: Эпир йывăрлăхран хăрамастпăр. Пире кĕске çул кăтарт, васкамалла, хăтармалла.
Яка аппа кăтартать. Вăйă «Вĕрен тăрăх утасси»
Иван Паттăр: Акă тинех çитрĕмĕр çак йывăç патне. Анчах та арчи çÿлте, унта çитейместпĕр, çак тупăсемпе персе ÿкермелле арчана.
Вăйă «Тĕл персе лектермелле»
Иван Паттăр: Аранах ÿкертĕмĕр ку ылтăн арчана. Акă вăл Кащей вилĕмĕ.
(Шара йĕппе чиксе шăтараçсĕ). Илемпи тухать, Кащей пÿрчĕ ÿкет.
Илемпи:Тавтапуç сире, маттур ачасене, мана вилĕмсĕр Кащейран хăтарнăшăн. Халĕ пĕлетĕп ĕнтĕ çĕр çинче çакăн пек пăхаттирсем пур чухне нимĕн те хăрушă мар.
Иван Паттăр: Тавтапуç сире , ачасем. пăхаттирсем, чиперкке хĕрсем, сире те тавах пире йывăрлăхра пулăшнăшăн.
Илемпи: Халĕ манăн та сирĕнпе пĕрле савăнас килет.
Юрă «Чăваш ташши»
Усă курнă литература:
- Пирĕн уявсем. Шупашкар. Чăваш кĕнеке издательстви. 1991.
- Пĕрле вулар-ха. Хрестомати. 3-мĕш кĕнеке. Шупашкар. Чăваш кĕнеке издательстви, 1987.
- Чăваш музыки ача садĕнче. Хрестомати. Шупашкар. Чăваш кĕнеке издательстви, 1995.
- Чăваш халăх сăмахлăхĕ. Вак жанрсем. 5 том. Шупашкар. Чăваш кĕнеке издательстви, 1984.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Конспект спортивного досуга "Битва дружин"
Интересное, интегрированное развлечение...
Конспект познавательно-оздоровительного развлечения «В дружину богатырскую» (на основе предварительной работы по ознакомлению детей с былиной как жанром художественной литературы)
Программное содержание.Цель: Продолжать приобщать детей к истокам русской народной культуры на основе активного использования былинного материала, приближающего ребенка к идеалу нравственн...
"Мама, папа, я - спортивная семья! Приключения Алеши Поповича и его дружины""
Цель праздника - повысить интерес детей и родителей к спорту, доставить детям и их родителям удовольствие от совместного мероприятия....
Физкультурныуй досуг "Пожарная дружина" (с участием родителей)
Дети дошкольного возраста ориентированы на общение со взрослыми, с родителями. Совместые мероприятия, в которых родители являютя не только зрителями, но и участниками приносят детям огромное удовольст...
Приказ о работе Дружины юных пожарных
Организация работы по обучению воспитанников навыкам безопасного поведения...
Уяв-заняти теми: Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ
Вăрçă хирĕнче, тылра паттăрлăх кăтартнă ентешсене хисеплеме вĕрентесси. Ачасен пуплевне тата шухăшлавне аталантарасси. Тăван çĕр-шыва юратас, ăна сыхлама яланах хатĕр пулас туйăма вăратасси....
Театрализованная постановка по мотивам чувашской народной сказки «Чăваш паттăăрĕсем хĕвеле епле çăлнă» («Как чувашские батыры спасали солнце»)
Дети учатся воспринимать произведения чувашского народного творчества, формируется умение проводить инсценировку сказки, точно воспроизводить реплики героев....