Уяв-заняти теми: Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ
материал
Вăрçă хирĕнче, тылра паттăрлăх кăтартнă ентешсене хисеплеме вĕрентесси. Ачасен пуплевне тата шухăшлавне аталантарасси. Тăван çĕр-шыва юратас, ăна сыхлама яланах хатĕр пулас туйăма вăратасси.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
konkurs_osipov.docx | 29.82 КБ |
Предварительный просмотр:
Купцова Альбина Леонидовна
воспитатель, МБДОУ «Детский сад № 72»
г. Чебоксары Чувашской Республики
Уяв-заняти теми: Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ
(шкул ÿсĕмне çитнĕ ялти ушкăн валли)
Тĕллевсем: Вăрçă хирĕнче, тылра паттăрлăх кăтартнă ентешсене хисеплеме вĕрентесси. Ачасен пуплевне тата шухăшлавне аталантарасси. Тăван çĕр-шыва юратас, ăна сыхлама яланах хатĕр пулас туйăма вăратасси.
Уяв-заняти мелĕсемпе меслечĕсем: воспитатель сăмахĕ, калаçу, ыйтусем парса шухăшлаттарни, словарь ĕçĕ.
Словарь ĕçĕ: киремет, Аçтах, тукмак, сехмет.
Кирлĕ хатĕрсем: мультимеди проекторĕ, Power Point программăра хатĕрленĕ слайдсем, интерактивлă доска.
Уяв-заняти юхăмĕ
1. Чăваш кĕвви янăрать.Сывлăх сунççĕ.
2. Уяв-заняти темине, тĕллевĕсене пĕлтерни.
3. ÿкерчĕксемпе ĕçлесси.
Воспитатель. Ачасем, пирĕн пурнăçра хаяр тата ырă сăмахсем тĕл пулаççĕ. Ыррине пирĕн усаллинчен уйăрма пĕлмелле. Ырă сăмахсене мĕнпе танлаштарма пулать-ши?
Хаяр сăмахсене паян киремет йывăççипе танлаштарăпăр. Мĕн-ха вăл киремет?
Киремет – это место, где пребывает злой дух
(Интерактивлă доска çинче ÿкерчĕксем: чечек , пăшал, çăлтăр, пукане, танк, вут-çулăм ; икĕ ÿкерчĕк: киремет йывăççи тата хĕвел) .
Халĕ эпĕ сире ÿкерчĕксем кăтартса пыратăп. Эсир ÿкерчĕксем çинче мĕн ÿкернине, вĕсене мĕн çине çакмаллине каласа пыратăр.
(Воспитатель интерактивлă доска çинче ÿкерчĕксем кăтартса пырать. Ачасен хуравĕсем хыççăн вĕсене кирлĕ çĕре лартса пырать).
Воспитатель. Ачасем, хĕвел çинче мĕнле ÿкерчĕксем çакăнса тăраççĕ? Каласа тухăр-ха?(Чечек, çăлтăр, пукане) .
Киремет йывăççи çинче мĕнле ÿкерчĕксем ? ( Пăшал, танк, вут-çулăм. )
Киремет йывăççи çинче çакăнса тăракан ÿкерчĕксем сире мĕн çинчен аса илтереççĕ?
Пăшал, танк, вут-çулăм ÿкерчĕксем пире вăрçă çинчен аса илтереççĕ. Паян эпир вăрçă паттăрĕсем çичен калаçăпăр. Вăрçă хăрушлăхĕ çинчен пĕлмен çын та çук, мĕншĕн тесен çак хăрушă сăмах миçе ĕмĕр хушши янăрать.
Вăрçă паттăрĕсемпе эпир тĕрлĕ произведени, юмах-халап вуласа занятисенче паллашатпăр.Чăваш юмахĕсенче те паттăр нумай.
4.Воспитатель ачасене «Улăп çичĕ пуçлă Аçтахпа çапăçать» юмаха вуласа пани.
5.Словарь ĕçĕ.
Аçтах- вут çĕлен, юмахсенче вут сывласа пыракан çунатлă çĕлен ; змей, дракон.
Тукмак- чукмар; дубинка.
Сехмет- инкек; беда.
6.Ыйтусемпе ĕçлесси.
А) Юмах килĕшрĕ-и?
Ă)Тĕп геройсем камсем?
Б) Вĕсем хăшĕ усал, хăшĕ ырă?
В) Улăп мĕнпе килĕшрĕ?
7.Художник пуласси.
Воспитатель. Халĕ ачасем сире самантлăха художник пулма сĕнесшĕн. Чи малтанах сирĕн куç умне мĕн тухса тăрать? Мĕн тĕслĕ сăрăсем усă курнă пулăттăр çак юмаха ÿкерес пулсан?
(Ачасен хуравĕсем.)
8.Кану саманчĕ.
«Тинĕс хĕрринче».
Воспитатель. Ачасем, ура çине тăрăр. Куçсене хупăр. Эсир тинĕс хĕрринче. Тинĕсĕн уçă сывлăшĕпе сывлатăр. Сывлăр, тарăннăн сывлăр. Куçсене уçăр, инçетелле тинкерĕр .
Воспитатель. Вăрçă… Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçи. Пирĕн чечекленекен Тăван çĕр-шыв çине 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче нимĕç фашисчĕсем систермесĕр тапăннă, лăпкă хуласемпе ялсене аркатнă, сирпĕтнĕ, çунтара-çунтара янă. Совет халăхĕ пĕр çын пек пулса Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме çĕкленнĕ («Священная война» юрă янăрать). Вăрçă кашни килех пырса кĕнĕ. Мăнтарăн амăшĕсем ывăлĕсене пиллесе вăрçа ăсатнă:
Хапха умне тухса тăрса
Амăшĕ йĕрсе те макăрса
Йывăрлатман салтак чунне
Юлашки хут ыталаса
Каланă вăл хуллен ăна:
- Пĕлетĕп йывăр пуласса,
Нумай асап кĕтет сана
Вилес пулсассăн чĕрÿне
Пар пархатарлă çĕр-шыва!
Анчах шанатăп, ĕненетĕп,
Киле эс таврăнăн сывах.
(Н. Евставьев «Амăшĕн пилĕ»)
10. Ачасем пăхмасăр сăвăсем вулани.
1-мĕш ача :
Фашист сĕмсĕррĕн килсе
Тапăннă çĕр-шыв çине.
Кар çĕкленнĕ паттăрсем –
Амăшĕн ывăлĕсем.
2-мĕш ача:
Çап фашиста ураран, –
Вăл малалла ан уттăр!
Хăйĕн юнлă урипе
Пирĕн çĕре ан пустăр.
(«Тĕп пултăр фашист». Кашкăр Микули)
3-мĕш ача:
Юнлă вăрçă пырать таврара,
Аманать çамрăк çын вăрçăра.
Юсанса кĕç тухать эрнерен,
Вăл васкать фашиста пĕтерме.
4-мĕш ача:
Пăрлă çумăр, шартлама сивĕ те,
Çумăр пек тăкăнсан та пульли,
Салтака илеймен нимĕн те,
Медальсем вара кăкăр тулли.
5-мĕш ача:
Йăвинче пĕтерсе ирсĕре
Тăнăç пурнăç парайрăр пире.
Çĕнтерÿçĕ Салтак, эп сире
Манас çук ,сыв пул ĕмĕрех!
(«Вăрçă паттăрĕсене мухтав»)
Воспитатель. Фашистла Германине çапса аркатнăранпа кăçал 75 çул çитрĕ . Ачасем, пирĕн ветерансене хисеплемелле. Вĕсене яланах пулăшма тăрăшмалла. Тепĕр чухне ырăпа чĕнсе калаçни те вĕсен кăмăлне çĕклет, вăрçă суранĕсем çинчен манма пулăшать. Ветерансенчен тĕслĕх илмелле.
6-мĕш ача:
Тăнлавсене вут-вăрçă кăвакартнă,
Кăвакармаççĕ орден медальсем.
Çук, ватăлмастпăр, тăшмана аркатнă,
Кĕлрен хула çĕкленĕ салтаксем.
(«Вăрçă ветеранĕсем». М. Волкова)
11. Пĕтĕмлетни.
Воспитатель. Ачасем, эсир паян мĕн çĕнни пĕлтĕр?
Телейлĕ пурăнма пире мирлĕ пурнăç кирлĕ. Çавăнпа та эпир яланах çапла калатпăр: «Пултăр мир ĕмĕрех çĕр планета çинче!»
Усă курнă литература
1. Андреев И.А., Петров Н.П. Русско-чувашский словарь. – М.: Издательство «Русский язык», 1971.
2. Асанне юмахĕсем. РСФСР тава тивĕçлĕ артистки В.И. Голубева каласа панă юмахсем: [кĕçĕн çулхи шкул ачисем валли] / [Г.А. Матвеева пухса хатĕрленĕ]; худож. Е. В. Енькка. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2014. – 102 с.: ил.; 22 см + 1 электрон. опт. диск (CD-ROM)
3. Скворцов М.И. Чувашско-русский словарь. – М.: Издательство «Русский язык», 1982.
4. Чăваш халăх сăмахлăхĕ. I т. Юмахсем / Пухса хатĕрлекенĕ, ум сăмахпа ăнлантарусене çыраканĕ Сидорова Е.С. – Шупашкар, 1973.
5. Чăваш халăх сăмахлăхĕ. II т. Юмахсем / Пухса хатĕрлекенĕ, ум сăмахпа ăнлантарусене çыраканĕ Сидорова Е.С. – Шупашкар, 1976.
6. Чăваш халăх юмахĕсем. – Шупашкар: Чувашское книжное издательство, 1990. – 26 с.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Интегрированное занятие для детей старшей группы План-конспект музыкального занятия. Тема: «Что нам осень принесла».
Конспект НОД, по теме недели "Что нам осень принесла"...
Конспект занятия. Тема занятия: «Знакомство с понятиями гласные и согласные звуки».
Подгрупповое логопедическое занятие в старшей группе для детей с диагнозом: Тяжелое нарушение речи, общее недоразвитие речи 3 уровень речевого развития.Тема занятия: «Знакомство с понятиями гласные и ...
Интегрированное занятие. Тема: В гостях у зимы. Форма проведения: занятие - путешествие. Область интеграции: «Коммуникация», «Познание», «Художественное творчество», «Физическая культура».
Интегрированное занятие. 2 специалиста: логопед, инструктор по физической культуре....
Интегрированное занятие. Тема: Поможем осени. Форма проведения: занятие – игра. Область интеграции: «Коммуникация», «Познание», «Художественное творчество», «Физическая культура».
Интегрированное занятие. 2 специолиста: логопед, инструктор по физической культуре....
Конспект занятия тема: «Инновации в проведении подгруппового логопедического занятия»
Каждому логопеду известно - основой всей логопедической деятельности являются: артикуляционная гимнастика, массаж, самомассаж язычка и мел-кая моторика. Всё что необходимо для подвижности уздечки, губ...
конспект открытого занятия Тема занятия: «Путешествие в страну математики»
конспект открытого занятия по математике....
РАЗРАБОТКА ЗАНЯТИЙ ПО КРАЕВЕДЧЕСКОЙ И ХУДОЖЕСТВЕННОЙ НАПРАВЛЕННОСТИ «КЛАДОВАЯ УРАЛА». Учебное занятие Тема занятия: «Путешествие по сказу П.Бажова «Серебряное копытце»
На учебном занятии обобщаем знания детей о произведении П.П.Бажова “Серебряное копытце”,продолжать знакомить с красотой и богатствами Уральского края, с его традициями, с занятиями людей в...