Асамлӑ вӑрманта.
план-конспект занятия (младшая группа)

Пименова Любовь Феофиловна

Конспект развлечения в первой младшей группе на чувашском языке

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл asamla_varmanta.docx45.91 КБ

Предварительный просмотр:

               

Асамлӑ вӑрманта.

(Пӗррмӗш кӗçӗн ушӑнра иртернӗ уяв)

Тӗп тӗллев: ачасене воспитательпе тата тантӑшӗсемпе пӗрле пулас кӑмӑл-туйӑма аталантарасси.

Программа задачисем: ачасене чӗр чун кӗлеткин тытӑмӗпе, унӑн паллӑ уйрӑмлӑхӗсемпе паллаштарасси, юрӑ-кӗвӗре, ташӑ-вӑйӑра хӑйӗн тултаруллӑхне кӑтартма, тӗп хусканусем тума, алӑпа пӗчӗк япаласене пуçтарма хӑнӑхтарасси, тес пӗлнине аталантарасси.

Усӑ курмалли хатӗрсем: Ачасен тенкелӗсем, теттесем: мулкач, упа, çут çанталӑк материалӗ (йӗкелсем), карçинка, хӗрлӗ тата кӑвак сукмаксем, чемодан, бантиксем хӗрли, кӑвакки, симӗсси, сари.

Уяв юхӑмӗ

Ачасем тенкелсем çине вырнаçса лараççӗ, вӗсем икшерӗн пӗр-пӗрин хыççӑн тӑраççӗ (автобус). Пӗрремӗш тенкелӗ çинче воспитатель ларать. Вӑл – шофер, ун аллинче руль.

Воспитатель: Ачасем, паян эпир асамлӑ вӑрмана кайатпӑр автобуспа. Пирӗн автобус тапранма хатӗр, пурте вырнаçса лартӑмӑр, кайрӑмӑр. Би-бип.

Юрӑ «Автобус» сӑвви А. Кӑлканӑн, кӗвви И. Степанӑвӑн.

В-ль: Асӑрханӑр, чарӑну. Пурне те автобус çинчен тухма ыйтатӑп. Эпир асамлӑ вӑрмана çитрӗмӗр. Пӑхӑр-ха кунта епле илемлӗ. Ачасем кунта сукмак пур. Мӗн тӗслӗ  сукмак?

Ачасем: Хӗрлӗ.

В-ль: Сукмакпа утар-ха, ӑçта илсе çитерет вӑл пире? Пӑхӑр-ха, ачасем, кунта такам пурӑнать? Камӑн пӳрчӗ-ши ку?

Ачасем: Мулкачӑн.

В-ль: Тӗрӗс, кунта мулкач пурӑнать. Ырӑ кун, мулкач тус.

 (Ачасем мулкача сывлӑх сунаççӗ).

В-ль: Темшӗн кичем мулкача. Ачашлар-ха мулкача.

 (Ачасем черетпе мулкача ачашлаççӗ).

В-ль: Мулкачӑн кӗрӗкӗ хитрее, çемçе, шурӑ. Ачасем, мулкача килӗшет-и ачашлани?

Ачасем: Килӗшет.

 В-ль: Мулкача ташӑ ташласа парар-и?

(Ачасем ташлаççӗ. «Мулкач ларать» сӑвви вырӑс халӑхӗн, В. Микон куçарнӑ, кӗвви В. Ходяшевӑн).

В-ль: Маттур, ачасем, мулкача савӑнтартӑмӑр, ташӑ питӗ килӗшрӗ ӑна, вӑл тек кулянмасть. Пире автобус кӗтсе выӑнчӗ пуль, пирӗн каймалла. Каиччен мулкача парне парса хӑварар-и?

Ачасем: Хӑварар.

В-ль: Манӑн кунта бантиксем пур.

 (Воспитатель чемоданран бантиксем кӑларать).

В-ль: Ачасем, мулкач патне мӗн тӗслӗ сукмакпа кильтӗмӗр?

Ачасем: Хӗрӗ сукмакпа.

В-ль: Апла пулсан мулкача мӗн тӗслӗ бантик парнелетпӗр?

Ачасем: Хӗрлӗ тӗслӗ.

В-ль: Тупӑр-ха хӗрлӗ тӗслӗ бантике. Маттур, ачасем.

(Воспитатель мулкача хӗрлӗ тӗслӗ бантик çыхса ярать).

В-ль: Чипер юл, мулкач тус, тепре тӗл пуличчен!

(Ачасем мулкачпа сывпулашаççӗ, автобус çине вырнаçса лараççӗ, малалла каяççӗ)

В-ль: Пирӗн автобус тапранма хатӗр, пурте вырнаçса лартӑмӑр, кайрӑмӑр. Би-бип!

Юрӑ «Автобус» сӑвви А. Кӑлканӑн, кӗвви И. Степанӑвӑн.

В-ль: Асӑрханӑр, чарӑну. Пурне те автобус çинчен тухма ыйтатӑп. Ачасем, пӑхӑр-ха кунта мӗн тӗслӗ сукмак?

Ачасем: Кӑвак.

В-ль: Тӗрӗс, ачасем. Кам патне илсе çитерет-ши кӑвак тӗслӗ сукмак?

(Ачасем кӑвак тӗслӗ сукмакпа утаççӗ).

В-ль: Пӑхӑр-ха, ачасем, кам патне çитрӗмӗр эпир?

Ачасем: Упа çӳри патне.

В-ль: Сывлӑх сунатпӑр сана упа çӳри.  

(Ачасем упа çӳрине  сывлӑх сунаççӗ).

В-ль: Ачасем, пӑхӑр-ха упа çӳри мӗн тытнӑ аллипе?

Ачасем: Карçинка.

В-ль: Тӗрӗс, упа çӳри йӗкел пуçтарма кайма хатӗрленнӗ. Ачасем, упа çӳрине йӗкел пуçтарса пулӑшар-и?

(Ачасем йӗкел пуçтараççӗ).

В-ль: Маттур, ачасем!  Пӗр карçинка йӗкел пуçтартӑмӑр. Пирӗн упа çӳри савӑнсах кайрӗ. Вӑл пирӗнпе ташласшӑн.

(Ачасем упа çӳрипе ташӑ ташлаççӗ, «Упа» кӗвви те сӑвви те А. Петровӑн).

В-ль: Маттур, ачасем! Упа çӳрине те бантик парнелер, вӑл та пирӗн хитре пултӑр. Ачасем, мӗн тӗслӗ бантик суйлатпӑр упа çӳри вали?

Ачасем: Кӑвак бантик.

(Воспитатель кӑвак бантик упа çӳрине çыхса ярать.)

В-ль: Мӗн тӗслӗ бантиксем тӑрса юлчӗç пирӗн чемоданра?

Ачасем: Симӗс тата сарӑ.

В-ль: Тӗрӗс, ачасем. Халь вара упа çӳрипе сывпулашар.

(Ачасем упа çӳрипе сывпулашаççӗ. Автобус çине вырнаçса лараççӗ.)

В-ль: Пирӗн автобус тапранма хатӗр, пурте вырнаçса лартӑмӑр, кайрӑмӑр. Би-бип!

Юрӑ «Автобус» сӑвви А. Кӑлканӑн, кӗвви И. Степанӑвӑн.

В-ль: Ачасем, эпир каялла садике килтӗмӗр. Сире килӗшрӗ-и паянхи çулçӳрев?

Ачасем: Килӗшрӗ.

В-ль: Маттур, ачасем! Эпир тата асамлӑ вӑрмана кайӑпӑр çӗнӗ юлташсемпе паллашма. Халь вара автобуса тав тӑватпӑр пире вӑрмана илсе кайса килнӗшӗн.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

"Теремок- асамла пурт"

развлечение на чувашском языке...

Методическая разработка Ачасен пуплевне аталантарассипе сырна занятийен конспекче "Асамла тенче"

Путешествие в чувашскую сказку, используя инновационную технологию "синквейн"....

Конспект НОД по речевому развитию на тему: «Ҫурхи вăрманта»

Конспект НОД по речевому развитию на тему: «Ҫурхи вăрманта»...