Конспект организованной образовательной деятельности в подготовительной к школе группе на тему: «Чăваш тĕрри»
план-конспект занятия (подготовительная группа)
Традиции чувашской национальной культуры накапливались
веками.
Мы современные люди, имеем огромное богатейшее наследие, оставленное
нам, нашими предками.
Какое многообразие культурного наследия Чувашии таят в себе
музейные архивы, а также старенькие сундуки бабушек во многих сёлах и
деревнях нашей Чувашии. Богатые песенные традиции, доставшиеся нам от
предков, потеря которых невосполнима. Утратив духовные традиции, мы
теряем национальное самоуважение и признание.
Именно поэтому на протяжении нескольких лет я работаю над изучением данной проблемы.
Данный конспект организованной образовательной деятельности раскрывает опыт моей работы с воспитанниками старшего дошкольного
возраста.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
tere.docx | 436.06 КБ |
Предварительный просмотр:
Традиции чувашской национальной культуры накапливались
веками.
Мы современные люди, имеем огромное богатейшее наследие, оставленное
нам, нашими предками.
Какое многообразие культурного наследия Чувашии таят в себе
музейные архивы, а также старенькие сундуки бабушек во многих сёлах и
деревнях нашей Чувашии. Богатые песенные традиции, доставшиеся нам от
предков, потеря которых невосполнима. Утратив духовные традиции, мы
теряем национальное самоуважение и признание.
Именно поэтому на протяжении нескольких лет я работаю над изучением данной проблемы.
Данный конспект организованной образовательной деятельности раскрывает опыт моей работы с воспитанниками старшего дошкольного
возраста.
Муниципальное бюджетное дошкольное образовательное учреждение
«Детский сад №17 «Родничок»
Моргаушского районаЧувашскойРеспублики
Конспект организованной образовательной деятельности
в подготовительной к школе группе
на тему:
«Чăваш тĕрри»
Воспитатель:
Клюшкова Олеся Сергеевна
Кадикасы – 2018 г.
«Чăваш халăхĕн çĕр пин сăмах,
çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ»
Тĕллевĕ:
1. Тăван халăх культурипе кăсăкланасси, унăн историне пĕлес туйăма вăйлатасси.
2. Тăван ен культурине ытларах пĕлес тĕллевпе ачасене шухăщлама хăнăхтарасси.
3. Тăван халăхăн ăс-хакăлпа кăмăл-сипет культурине юратма вĕрентесси.
Хатĕрсем:
- Компьютер
- Мультимедийлă проектор
- Тĕрлĕ тĕслĕ карандашсем
- Чăваш тĕррисемпе илемлетнĕ салфеткăсем
Юхăмĕ:
1.Ачасене йĕркелесси.
2.Чăваш тĕррине çирĕплетесси
3.Физкультминутка.
4. Кепене чăваш тĕррипе сăрласа илемлетесси
5.Пĕтĕмлетÿ.
6.Ачасен пĕлĕвне хакласси.
Ачасем, пирен пата паян хăнасем килнĕ ,айтăр ха вĕсене сывлăх сунатпăр. Халĕ пукан çине вырнаçса ларатпăрта .тимлĕ итлетпер.
Ачасем,пăхăр ха , эпир паян сирĕнпе епле хитре тумланнă .Çак тума эпир ахальтен мар тумлантăмăр.Эпир пая сирĕнпе чăваш тумтирне,тĕррисене аса илетпĕр.
Хале туммлĕ пулăр та экран çине пăхатпăр.
Ачасем, мĕн ĕçлесе пурăннă-ши авалхи чăвашсем, пирĕн мăн асаттесемпе асаннесем? Чăваш халăхĕ мĕн авалтанпах хăйĕн ĕçченлĕхĕпе палăрса тăнă. Çĕр ĕçленĕ: тырă-пулă акнă, вырса пуçтарнă, выльăх-чĕрлĕх пăхнă.
Чăваш халăх çи-пуçĕнче те çак ĕçченлĕх палăрса тăрать. Чăваш хĕрарăмĕ хăйĕн хĕр ачине 6-7 çултан пуçласах чи ансат çĕвĕсемпе паллаштарнă. 10-12 çула çитнĕ çĕре вăл чăн-чăн тĕрĕ ăсти пулса тăнă. Тĕрлеме пĕлмен хĕр ача начар хĕр шутланнă. Качча кайиччен хĕр хăйне валли тупра хатĕрленĕ: темĕн чухлĕ сурпан, ал шăлли, пуç тутри, кĕпе-тумтир, пулас упăшки валли парне тата ытти те. Пурне те вĕсене тĕрлесе илемлетнĕ. Тĕрĕ тума пысăк чăтăмлăх, тăрăшулăх, тирпейлĕх кирлĕ. - Мĕншĕн çĕр пин тĕрĕ çĕр-шывĕ тетпĕр-ха эпир Чăваш çĕрне? - Çĕр пин питĕ нумай тени пулать. Чăнах та мĕн тĕрлĕ çĕвĕ çук чăваш тĕррисенче! Чăваш хĕр арăмĕ тĕрĕпе тум-тире, тĕрлĕрен йăлапа çыхăннă япаласене капăрлатнă. . Хĕрарăмсен кĕпи çинче кăкăр тĕлĕнче тĕрĕ (кĕскĕ) пулнă. Кашниех хăйĕн кĕскĕне тĕрлĕрен тума тăрăшнă. Тумтире, явлăк-тутăра, тухъя-хушпăва, ал шăллисене, тĕрлĕ тĕслĕ çипсемпе, хăюсемпе, вĕтĕ шăрçасемпе, хаклă йышши чулсемпе илемлетнĕ.
Чăваш тĕррине мĕнле тĕссемпе тĕрленĕ-ха? Ытларах шурă пир çине тĕрленĕ. Çипписем çут çанталăкри тĕссене çывăх пулнă. Ĕлĕк çипсене тĕс кĕртме тĕрлĕрен курăкпа, çулçăпа, йывăç хуппипе усă курнă.
Сарă тĕс: çăка çулçи, çамрăк хурăн тымарĕ, утмăлтурат
тунипе çулçи, сухан хуппи, вĕлтĕрен, мăйăр хуппи, эрĕм.
Симĕс тĕс: йывăç хуппи, тополь çулçи, çĕмĕрт йывăççин
хуппи тата вуллисем.
Хăмăр тĕс: чие çулçипе вуллисем, юман йывăççин хуппипе
йĕкелĕ, сухан хуппи, слива çулçипе вулли.
Хĕрлĕ тĕс: кашкăр çырли, вĕренен ÿкнĕ çулçи, клён тата
каштан йывăççин хуппи, мăкăнь чечекки.
Час-часах эреше хура тĕслĕ çиппе тĕрлесе çавăрнă.
Чăваш тĕрри ытти халăх тĕррисенчен кăткăс, илемлĕ пулнипе, çип шутласа тĕрленипе уйрăлса тăрать. Ĕлĕкхи вăхăтра
Тĕрĕçсем тĕрлĕ çĕвĕпе усă курса тĕрленĕ. Халăхра çапла калаççĕ: «Чăваш тĕрри çыруллă», - теççĕ. Тĕрĕсем çинчи эрешсене «вулама» пĕлсессĕн тĕрĕçĕ мĕн каласшăн пулнине пĕлме
пулать. Вĕсем çынсене, чĕр чунсене, карапсене, йывăç-курăка пĕлтернĕ. Хĕвеле, çăлтăрсене, шыва, вут-çулăма пуç çапнине пула чăваш тĕрринче çак паллăсем чи малти вырăнта пулнă. Авалх чăвашсем хăш-пĕр тĕрĕсенче тĕнче тытăмне хăйсем мĕнле курнине ăнлантарса пама тăрăшнă. Мăн асаннесен, кукамайсен ĕçне эпир манса кайман. Чăваш хĕр арăмĕн çи-пуçĕпе паллаштарасси.
Ĕлĕк кашни чăваш хĕр арăмĕн çÿпçе пулнă.
(Вĕрентекен ачасене тухья, хушпу кăтартать, вĕсен уйрăмлăхне ăнлантарать. Унтан
теветпе, шÿлкемепе, масмакпа паллаштарать.)
Мĕнле илемлĕ чăваш хĕр арăмĕн çи-пуçĕ. Çак илеме вĕсем пĕтĕмпех хăйсен аллипе тунă.
Хальхи тĕрĕ ăстисем.
Халĕ чăваш тĕррине тĕрлекенсем сахал, анчах та ăна тĕпчекенсем, аталантаракансем
пур. Вĕсенчен пĕри - Евгения Жачева. чăваш тĕррисен вăрттăнлăхне тĕпчет, ку ăсталăха
çамрăк ăрăва вĕрентес тесе тăрăшать
Татьяна Васильевна Шаркова – Раççей культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, художница.
Вăл Çĕнĕ Шупашкарти ача-пача искусство шкулĕнче ĕçлет. Ачасене ÿкерес тата тĕрлес
ăсталăха вĕрентет.
Шупашкарта тата «Паха тĕрĕ» фирма ĕçлет. Унта чăваш тĕрриллĕ кĕпе-тумтир,
салфеткăсем тата ытти килте усă курмалли япаласем тĕрлеççĕ.
Хальхи вăхăтра чăваш тĕрри тĕнчипе чапа тухнă. Егения Жачева, Валентина Минеева, Татьяна Шаркова пек чаплă тĕрĕçсем тăрăшнипе авалхи тĕрĕ паллисем паянхи кун та «пурăнаççĕ».
Альгешри «Паха тĕрĕ» фабрика ĕçченĕсем чăваш тĕррине кĕпе-тумтире сцена ăстисемпе модельерсем валли çеç мар, ахаль çынсем валли те ăсталаççĕ.
Физкультминутка. (Ачасем, эпир сирĕнпе халĕ «пысăк», «пĕчĕк» вăйă выляса илĕпĕр.)
Ачасене тумтире чăваш тĕррисемпе илемлетни.
Пĕтĕмлетÿ. Ачасем, паянхи кун мĕн çĕннине пĕлтĕр? Сире паянхи çĕнĕ пĕлÿ килĕшрĕ-и?
Ачасен пĕлĕвне хакласси.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Конспект организованной образовательной деятельности в подготовительной к школе группе по теме: «День Победы»
Конспект организованной образовательной деятельности в подготовительной к школе группе....
Конспект организованной образовательной деятельности в подготовительной к школе группе по теме: «Историческое прошлое Кубани, история заселения, жизнь, быт казаков»
Конспект организованной образовательной деятельности в подготовительной к школе группе....
Конспект организованной образовательной деятельности в подготовительной к школе группе по теме: «В гости к весенним месяцам»
Ахметова Ирина Леонидовна, воспитатель МАДОУ ДСКВ № 30 г. Ейска МО Ейский районТема: «В гости к весенним месяцам»Программные задачи: - Научить детей различать признаки времен года, весенни...
Конспект организованной образовательной деятельности в подготовительной к школе группе по теме: «Сказка учит, как делать добро»
Ахметова Ирина Леонидовна, воспитатель МАДОУ ДСКВ № 30 г. Ейска МО Ейский район Программное содержание:Обучающие задачи:1. Уточнить и обогатить знания детей о русских народных сказках.2. Учить уз...
Конспект организованной образовательной деятельности в подготовительной к школе группе по теме: «Насекомые»
Ракитянская Елена Анатольевна, воспитатель МАДОУ ДСКВ № 30 г. ЕйскаПрограммные задачи:1. Обобщить и систематизировать знания детей о насекомых.2. Рассказать о пользе, дать знание об образе жизни насек...
Конспект организованной образовательной деятельности в подготовительной к школе группе по теме: «Откуда хлеб пришёл»
Программные задачи:Уточнить и закрепить представление детей о выращивании хлеба.Воспитать бережное отношение к хлебу, уважение к труду людей, участвующих в его выращивании. Ознакомить, кто выращивает ...
Конспект организованной образовательной деятельности в подготовительной к школе группе по теме: «Русская береза»
Программные задачи: Уточнять и углублять знания детей о березе, о значении березы в жизни русских людей и связанные с ней традиции. Углублять знания детей о взаимосвязи человека и природы. Формировать...