«Сармантей» темăпа çырнă методика кăтартăвě (иккĕмĕш кĕçĕн ушкăн)
методическая разработка по развитию речи (младшая группа)

Мухина Анжелика Сергеевна

«Сармантей» темăпа çырнă методика кăтартăвě (иккĕмĕш кĕçĕн ушкăн)

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл muhina_a.s._stsenariy.docx92.58 КБ

Предварительный просмотр:

Чăваш Республикин Канаш район адмиистрацийĕн вĕренÿ управленийĕ

 «Сармантей»

темăпа çырнă методика кăтартăвě

(иккĕмĕш кĕçĕн ушкăн)

                                                                                     

                                                                                                  

                                                                         

                                                               

                                                                     Чăваш Республикинчи Канаш

                                                                     районĕн «Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан    

                                               Сухайкасси тĕп шкулĕ»  

                                                                муниципалитетăн вĕренÿ бюджет    

                                                                                                  учрежденийĕн  воспитатĕлĕ   

                                                                                                  МухинаАнжелика Сергеевна

                                                                     пурнăçланă                                                       

                                                                                     

                                                                       

                                                                 

                                                           

                                                        Сухайкасси, 2019

Урок тӗллевӗсем:

Пӗлӳ:  ачасене чăваш халăх юмахĕпе«Сармантейпа» паллаштарни;

- сюжетла картинăна малалла тишкерни тата картина çинче мӗн ӳкернине каласа парасси.

Ăталантару:  çыхăнуллă пуплеве аталантарасси; интонацие тӗрӗс палăртма хăнăхтарни.

Сапăрлăх: ушкăнпа ӗçлеме хăнăхтарни, чẻр чунсӗне юратма вӗрентни; ырă кăмăллă пулма хăнăхтарни.

Урокра кирлӗ кăтарту хатӗрӗсем: «Ачасем чăхха тата чăх чӗпписене çитерни» çинчен ӳкернӗ ӳкерчӗк, килти вылăх чӗрлӗх ӳкерчӗкӗсем.

    Курăмлăх хатӗрӗсем:  ачасем хăйсен пултаруллăхне  тата хусканусӗне кăтартни.

   Çыхăнуллă пуплеве аталантарни:  ачасене юмахпа паллаштарасси, ыйту- хурав çине хуравлани,   илемлӗ те тӗрӗс калама хăнăхтарни, калаçма вӗрентни, ушкăнпа ӗçлеме хăнăхтарни, хавхалантарни.

    Вӗреннине ӗçре çирӗплетни:  артикуляци хăнăхăвӗсем тума хăнăхни,  «Чăхăлла» вăйă ирттерни,  «Чăпар чăхпа унăн чĕпписем» хускануллă вăйă ирттерни, сценка выляса кăтартни,

 «Саспа уйăрса ил» аудио- вăйă ирттерни.

Курăмлăх хатӗрӗсемпе ӗç хатӗрӗсем:  ача шучӗпе пукансем лартмалла, магнитофонпа усă курмалла.

Кăтарту материалӗ:   пӗр карçинкка  чăх чӗп вăйă хатӗрӗ, чăх сăнне сăнарланă калпак.

Валеçсе памалли курăмлăх хатӗрӗсем:  чăх чӗпписене ӳкернӗ ӳкерчӗксем.

Словарь ӗçӗ: Çӗнӗ сăмах: чăпар чăхă.

Сăмахсене çирӗплетни:  чăх, чăх чӗппи, чăйлатаççӗ, кăтăклатаççӗ.

Кăсăклантарса яни: çуркуннехи картишӗнчи чăх чӗп пурнăçне сăнарланă ӳкерчӗк; куçа  илӗртекен тӗрлӗ  тӗслӗ  чăх чӗп ӳкерчӗкӗсем; «Чăпар чăхпа унăн чĕпписем» ятлă хускану вăййине кăтартни;

Урок тапхăрӗсем

Класа йӗркелени.

- Ачасем, пăхăр-ха, паян пирӗн патра  мӗн чухлӗ хăнасем! Атăр –ха  пӗр- пӗрне сывлăх сунатпăр!

Текста тишкерни.

 - Ачасем, паян пирӗнпе пӗрле татах та тӗрлӗрен хăнасем пулӗç. Камсем – ши вӗсем?

Кăна вара эпир сутмалли юмах тупсăмне тупсан пӗлĕпӗр:

«Пирĕн акин кĕпе нумай, хыçӗ курăнать». Урăхла каласан «Пирӗн кинӗн пин кӗпе, урама тухсан кучӗ курăнать», теççӗ халăхра.

- Кам  вăл? (Чăхă).

 -Тĕрӗс

- Эсир тата мӗнле килти вылăх чӗрлӗхе пӗлетӗр? (хур, кăвакал.…)

Паян эпир сирĕнпе килте, кил  картишӗнче чупса çÿрекен чăх, чĕпсем çинчен калаçăпăр.

- Ачасем, эсир вĕсĕне курнă-и?

- Мĕн тĕслĕ-ха вĕсем?

-Тĕрĕс. Шурă, хура, сарă тата чăпар пулаççĕ вĕсем. Вĕсем çинчен эсир юмах калама пултаратăр-и? Хам вуласа парам –ха пĕр юмахне. Эсир вара тимлĕн итлĕр.

                                               

«Сармантей».(Юмах)

Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă. Ăна шăши пынă та хÿрипе çапса çӗмӗрнӗ.  Сармантей йӗрет. Сарă чăххи какалать.

(Воспитатель ачасене калаçăва явăçтарать.)

- Юмах килӗшрӗ- и сире?

- Мӗн тӗслӗ çăмарта тунă-ха Сармантейĕн сарă чăххи?

(Воспитатель  ачасене    калаçтарать.)

- Ачасем, юмахра Сармантей йӗрет, эпир вара сирӗнпе йӗместпӗр, вăйă вылятпăр.

                                           

«Чăхăлла».(Вăйă)

Шăпа ярса уйăрнă вылякансем: чăхă, автан, çăхансем.

Чăхă сăхман пӗркенсе ларать. Автан сыхлать. Çăхансем вӗçсе пырса чăхха тапăнаççӗ. Автан кама тытать, çавă чăхă пулать, чăхă пулни- автан. Вăйă малалла тăсăлать.

  -Кайăк-к… кайăк-к…кăлăк- кăлăк!..- тесе çӳрет чăпар чăх кил хушшинче.

- Шип- шип- шип!.. - Шип- шип- шип!.. – туса утаççӗ ун хыçӗнчен чӗпписем.

-Кăтик- кăтик, чĕппĕмсем! Кăтик- кăтик, чĕппĕмсем!- тесе йыхăрать амăшĕ чĕпписене.

«Саспа уйăрса ил» аудио- вăйă ирттерни.

 «Ачасем чăхха тата чăх чĕпписене çитереççĕ» ӳкерчĕке сăнани.

https://kladraz.ru/upload/blogs2/2017/6/1_38bf0bf1693bfd4d0fa0b30e54e144f3.jpg

- Ачасем, пăхăр-ха çак ÿкерчк çине. Мĕн куратăр эсир унта?

 -Ачасем чăхха тата чăх чĕпписене çитереççĕ. – Тĕрĕс.

- Камсем- ха вĕсем чăх чĕпписене  çитерекенсем? (Хĕр ачапа арçын ача).

- Хĕр ачи çинчен мĕн калама пулать- ши? (Чăх чĕпписене тырă сапса парать).

                         (Пурте пĕрле унтан пĕчченшерĕн хуравлаççĕ).

- Ăçтан, мĕн çинчен илсе çитерет- ха вăл чăх чĕпписене? (Хĕрлĕ чашăкран).

- Хĕрлĕ комбинизон тăхăннă арçын ачи тата мĕн тăвать? Эсир ун пек тума пĕлетĕр- и?         (  Пĕшкĕнсе ларса тимлĕн  чăх чĕпписене тишкерсе пăхать).

                            (Ачасем арçын ача пек туса кăтартаççĕ).

- Ачасем, эсир мĕнле шухăшлатăр, мĕн каласа çитерет- ха вăл? (Çийĕр-çийĕр, сирĕн пысăк ÿсмелле, апачĕ тутлă пултăр).

                        (Пурте пĕрле унтан пĕчченшерĕн хуравлаççĕ).

- А чăххи çине пăхсан мĕн калама пулать- ши? Мĕнлерех- ши вăл? (Пысăк, чăпар,пикенсех тырă çиет).

 - Чĕпписем вара сире килĕшеççĕ- и? Мĕншĕн? (Пите хитре, пĕчĕкскерсем, тытса ытамлас килет).

- Мĕн тăваççĕ- ха вĕсем? ( Иккĕшĕ çиеççĕ, ыттисем вара пăхаççĕ).

- Мĕн çитерме пулать- ха чăх чĕпписене? Мĕн çиеççĕ вĕсем? (Хурт- кăпшанкă, пăтă, курăк, çăмарта).

- Эсир килте чăх чĕпписене çитеретĕр- и? Мĕнле?

                    (Ачасем чăх чĕпписене çитеренĕ пек туса кăтартаççĕ).

-Эсир вĕсене мĕн ĕçтеретĕр?  (Шыв).

- Мĕнле ĕçеççĕ- ха вĕсем?

                     (Ачасем чăх чĕпписем ĕçнĕ пек туса кăтартаççĕ).

- Ачасем, ÿкерчĕке тимлесе пăхсан тата мĕн курма пулать- ши унта? (Карта, хурăн,…).

-Хăçан ÿкернĕ- ха ку ÿкерчĕке? Çулла е хĕлле? (Çулла).

- Ăçтан пĕлтĕр- ха эсир?  (Ачасем çăмăл тăхăннă. Ăшă).

- Çапла, ку ÿкерчĕке çуллахи куна кăтартса ỹкернĕ. Ачасем кил картишне тухнă та чĕпсене йыхăрса илнĕ. Часах чăпар чăх хăйĕн пĕчĕк  чĕпписене пуçтарса, кăтăклатса,чăйлатса  кил хушшине пырса кĕрет.. Вĕсене хĕр ача тырă сапса парать. Темшĕн чăххипе икĕ чĕппи анчах çиме пуçлаççĕ, ытти чĕпписем вара айккинелле тинкереççĕ. Арçын ачи вĕсене çиме хистет.

               (Ачасем тепĕр хут воспитателпе пĕрле  ÿкерчĕке пăхса тухаççĕ).

«Чăпар чăхпа унăн чĕпписем» хускануллă вăйă ирттерни, сценка выляса кăтартни,

   Пĕтĕмлетÿ

 - Маттур, ачасем. Хăнасене те питĕ килĕшрĕ пирĕн калаçу. Сармантей та савăнать эсир лайăх ĕçленĕшĕн, маттур пулнăшăн.

                                             

Усă курнă литература:

1.Артемьева Т.В., Михайлова С.Г., Иванова Н В. «Ачасене шкулччен вĕрентмелли тĕслĕх программа» Шупашкар. Чăваш  кĕнеке издательстви,2015.

2.Артемьева Т.В., Михайлова С.Г. «Чăваш ача сачĕсенче ачасене илемлĕлитературăпа паллаштарасси». Шупашкар. Чăваш  кĕнеке издательстви,2016.

3.Артемьева Т.В. Чăваш букварĕ. Шупашкар. Чăваш  кĕнеке издательстви,2015.

4.Патмар И.А.,Патмар Э.И.,Патмар С.Э. Тупмалли юмахсем. 1 том.-Шупашкар: «Çĕнĕ Вăхăт»,2007.

5.Чăваш халăх пултаруллăхĕ. Ача- пăча фольклорĕ.  Шупашкар. Чăваш  кĕнеке издательстви,2009.

6.Чăваш литературин анталогийĕ: ача- пăча вали çырнăхайлавсем/ пухса хатĕрленĕ И.В.Софронова.-- Шупашкар. Чăваш  кĕнеке издательстви,2015

7.Гербова В. В. Занятия по развитию речи во второй младшей группе детского сада. Планы занятий. / В. В. Гербова – 2-е изд., испр. и доп. - М.: Мозаика – Синтез, 2009

8.Вераксы  Н.Е. ОТ РОЖДЕНИЯ ДО ШКОЛЫ. Примерная общеобразовательная программа дошкольного образования / Под ред. Н. Е. Вераксы, Т. С. Комаровой, М. А. Васильевой. — М.: МОЗАИКА$СИНТЕЗ, 2014. primernaya…programma-ot-rozhdeniya-do…

9.Пособия из серии «Мир в картинках»: «Посуда», «Овощи», «Животные» и др. (М.: Мозаика-Синтез, 2005).

10.Из серии «Картины для расширения представлений и развития речи детей второго и третьего года жизни» В. Езикеевой, Е. Радиной.

11. nsportal.ru…rechi…chtenie…dramatizatsiya…narodnoy


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Тәмәке тарту - сәламәтлеккә зыян.

План-конспект занятия на татарском языке...

«Ача сачӗсенче уявсене чăвашла ирттересси» темăпа çырнă методика кăтартăвӗсем

           Чăваш чĕлхине мĕнле шайра вĕренни вĕренÿ тытăмне епле йĕркеленинчен килет. Хуласенчи ачасем ашшĕ-амăшĕн чĕлхипе калаçаймаççĕ. Чăваш чĕлхи Чăваш Республи...

«Чăваш апат-ҫимӗҫӗ» темăпа çырнă методика кăтартăвӗсем

laquo;Чăваш апат-ҫимӗҫӗ»  темăпа çырнă методика кăтартăвӗсем...

КУРС ӖҪӖ: «Краеведени кӗтесӗнче куравра пулни» темăпа çырнă методика кăтартăвěсем

по ознакомлению с историей родного края, его  культурой...