"Защитники природы" - занятие на чувашском языке
план-конспект занятия по окружающему миру (подготовительная группа)

Константинова Алина Васильевна

Конспект организованной образовательной деятельности в подготовительной к школе группы.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл konspekt_zanyatiya.docx22.46 КБ

Предварительный просмотр:

                     «Эпир – ҫут ҫанталăк хÿтĕлевҫисем»

Аслă ушкăна ҫÿрекен ачасемпе  ирттермелли заняти конспекчĕ. Ачасене экологи тĕлĕшĕнчен воспитани парасси.

Тĕллевĕпе задачисем:

  1. Ачасем ҫут ҫанталăк ҫинчен мĕн пĕлнине пĕтĕмлетсе пĕлĕвĕсене анлăлатасси ( вăрман вăл – ÿсентăрансемпе чĕр чунсен пĕрлĕхĕ; вĕсем вăрманта пĕрле пурăнса пĕр-пĕрне пулăшаҫҫĕ).
  2. Вăрман пуянлăхĕ ҫинчен, унăн пĕлтерĕшĕ ҫинчен ачасен пĕлĕвĕсене,ҫирĕплетесси, анлăлатасси (вăрман пирĕн «сиплевҫĕ», «ÿнерҫĕ», «хуҫалăх пуянлăхĕ»).
  3. Ачасене ҫутҫанталăка упрама, хĕрхенме, юратма вĕрентесси.
  4. Ачасен пуплевне аталантаса сăмах йышне ÿстересси (йывăҫ, курăк,чĕр чунсен ячĕсем)

Усă курнă хатĕрсем:  магнитлă доска е Воскобович кавирĕ, доска ҫине ҫыпăҫтармалли ÿкерчĕксем: йывăҫсемпе тĕмсем, кайăксем, хурт-кăпшанкăсем, чĕр чунсем, курăк, чечексем, кăмпасем, туристсем; йывăҫран туса хатĕрленĕ япаласен выставки, тĕрлĕ эмел- курăксен пуххисем (гербари, аптекăран илнĕ эмел-курăк хут курупкисем); вăрмана сăнлакан художниксен картинисемпе ачасен ÿкерчĕкĕсен выставки;  вăрман макечĕ; вăрманти сас- чÿ, юман сăмахĕсем, кайăк сассисем фонограммасем; ҫут ҫанталă сыхлама хушакан паллăсем.

Пÿлĕме илемлетмелли хатĕрсем:  пĕчĕк чăрăшсем, йывăҫсем, кайăк, кăмпа макечĕсем, чечексем, выставка йĕркеленĕ кĕтес.

Умĕнхи ĕҫсем:  вăрман ҫинчен калавсем , юмахсем вуласси, сăвăсем вĕренесси; вăрмана сăнлакан ÿкерчĕксем ÿкересси, экскурси вăхăтĕнче пуҫтарнă курăксенчен гербари тăвасси; вăрман макетне ачасемпе коллективлă мелпе туса хатĕрлесси.

Сăмах йышне анлăлатасси: ÿнерҫĕ, сиплет, хÿтĕлевҫĕ, фитонцид, лăсăллă вăрман, Хĕрлĕ кĕнеке.

Заняти ирттермелли йĕрке

    Ачасем ҫаврара тăраҫҫĕ. Заняти иртекен пÿлĕме ҫут ҫанталăк темипе илемлетнĕ (йывăҫсем, чăрăшсем,кăмпасемпе чечексем)

Воспитатель:  -    Сывă-и тавралăх?

                                Сывă- и атьсем?

                                Сывă пурăнмалăх

                                 Мĕн кирлĕ пире?

-Сывлăх сунатăп , ачасем!  Ачасем, алла-аллăн тытăнар, пĕр- пĕрин ҫине пăхса йăл кулар та сывлăх сунар. Паян эпир  ҫут ҫанталăк ҫинчен,  унăн «сывлăхĕ» ҫинчен калаҫăпăр. Мĕн-ха вăл ҫут ҫанталăк? (ачасен хуравĕсем)

Воспитатель:   -Тĕрĕс, ҫут ҫанталăк вăл пирĕн тавралăх:

                   Ытарайми  тăван тавралăх,

Куҫ тулли кунта илем!

                           Мĕн чухлĕ пысăк хурăнлăх, юманлăх,

      Кÿлĕсемпе, юхан шывсем!

Воспитатель:   - Ачасем, манăн алла паян питĕ интереслĕ кĕнеке лекрĕ. Ку кĕнекере тĕлĕнмелле юмах, вăл вăрман ҫинчен. Анчах та юмахĕ  темшĕн ÿкерчĕксемсĕр. Эсир кĕнекене ÿкерчĕксемпе пуянлатма пулăшаймăр-ши? (ачасем килĕшеҫҫĕ, кавир ҫине лараҫҫĕ)

- Эппин,  итлер: юмах кĕнеки уҫăлать – тĕлĕнтермĕш пуҫланать…

« Пурăннă тет пĕр ÿнерҫĕ. Пĕррехинче вăл вăрмана капмар хут ҫине ÿкерме шутланă тет.

   –Мĕн вăл вăрман? Паллах вăрман вăл – йывăҫсем, - тесе шухăшланă ÿнерҫĕ. Вара тĕрлĕ йывăҫсем: хурăнсем, чăрăшсемпе хырсем, ҫăкасемпе пилешсем, юмансемпе ăвăссем ÿнерҫĕн хучĕ ҫинче самантрах ÿссе ларнă. (ачасем пĕрерĕн доска патне пырса воспитатель каланă май кирлĕ ÿкерчĕксене магнитлă доска ҫине вырнаҫтараҫҫĕ)

-Ӳнерҫĕ хăйĕн ÿкерчĕкĕпе киленсе, ăна стена ҫине ҫакать те юлташĕ патне каять. Каялла таврăнсан вара  тĕлĕннипе пĕр саманта калаҫайми пулса ларать: илемлĕ те лаштра,  ешĕл йывăҫсем вырăнне типнĕ хăрнă вулăсем ҫеҫ юлнă.

-Мĕн пулнă? –тĕлĕннĕ ÿнерҫĕ. – Ман вăрман мĕншĕн типсе ларнă-ши?

- Мĕнле вăрман? Ку вăрман пулать-и вара! Кунта йывăҫсем кăна вĕт-ха! – тенĕ такам хулăн сасăпа. Ӳнерҫĕ тимлесе пăхсан кăна ку юман пулнине ăнланса илнĕ.

-  Вăрман тĕмсемпе,  чечек-курăксемпе, ҫырла-кăмпасемпе пуян!- тенĕ капмар юман. Ӳнерҫĕ каллех йывăҫсене ÿкерсе хурать. Ӳкерчĕкĕ малтанхинчен те илемлĕрех пулать, мĕншĕн тесен йывăҫсем ҫумĕнче кăтра тĕмсем, хитре чечексем,  ешĕл курăк, кăмпасемпе ҫырласем пулчĕҫ. (ачасем магнитлă доска ҫине ÿкерчĕксем вырнаҫтараҫҫĕ

Анчах та вăрман ҫав-ҫавах чирлет.

« Санăн вăрманунта хурт-кăпшанкăсем те кайăксем те чĕрчунсем те пурăнмаҫҫĕ,- тесе калать ват юман.

- Вĕсем кирлех-ши? – тĕлĕнет ÿнерҫĕ. -  Вăрманта кам-кам пурăннине пĕлместĕп-ҫке эпĕ.

Воспитатель:  -Ачасем,  мĕнле шутлатăр, мĕнле чĕрчунсене ÿнерҫĕн ÿкермелле-ши? Атьăр-ха ăна пулăшар. Вăрманта мĕнле чĕр чунсем пурăнаҫҫĕ?

Вăйă «Вăрманта мĕн пурăнать?» (ачасем ҫаврана тăраҫҫĕ те пĕр-пĕрне ҫăмха ывăтса параҫҫĕ, ывăтнă май чĕр чунсен, кайăксен, хурт-кăпшанкăсен  ячĕсене калаҫҫĕ. Воспитатель ачасем калакан чĕр чунсене кăтартса доска ҫине вырнаҫтарса пырать. Ӳкерчĕксем хушшинче, тискер чĕрчунсем, хурт-кăпшанкăсем, кайăксем).

Вăйă хыҫҫăн пурте магнитлă доска умне ҫурма ҫавра евĕр тăраҫҫĕ

Воспитатель:  - Юмах ҫăмхи сÿтĕлет,

                             Пире вăл тĕлĕнтерет…

«Ӳнерҫĕ ÿкерчĕкĕ ҫинче тĕрлĕ чĕр чунсем курăнма пуҫларĕҫ тет. Вăл ĕҫне каҫ пулса тĕттĕмленсен ҫеҫ вĕҫлерĕ. Ӳкерчĕкне пăхас тесе ҫутă ҫутма тăрать. Унтан та пулмарĕ темле сас-чÿ илтĕнсе каять: ҫулҫăсем чăштăртатаҫҫĕ, туратсем хуҫăлаҫҫĕ, такам  хăртлатать, мăшлатать. Акă иккен – тĕлĕнтермĕш! Вăрман чĕрĕлчĕ!

-Акă вăл  -  чăн-чăн вăрман! – тесе каларĕ теттĕмрен ват  юман. – Халĕ вăл пурăнĕ, мĕншĕн тесен унта пурте пур: йывăҫсем те, курăк та, хитре чечексем те, кăмпасем те, чĕр чунсем те. Пурте пĕрле вĕсем – вăрман!»

(«Вăрман сассисем» фонограмма)

Воспитататель:   Юмах ҫапла  вĕҫленет.

                               Тен малалла  тăсăлать…

Килĕшрĕ-и вăл сире? Ытларах мĕн е кам килĕшрĕ сире ҫак юмахра? Мĕншĕн? (ачасен хуравĕсем)

-Мана вара ăслă ват юман питĕ килĕшрĕ. Мĕншĕн тесессĕн, вăл ÿнерҫе вăрман нумай-нумай пурăнакансен пысăк ҫурчĕ пулни ҫинчен питĕ тĕрĕс ăнлантарса пама пултарчĕ. Пурте ҫак «ҫуртра» пурăнакансем пĕр-пĕрне кирлĕ, пĕр-пĕриншĕн усăллă.

- Ачасем, вăрман ҫынсене пулăшать-и? Мĕнле пулăшать? (хуравсем: ҫырла, кăмпа, эмел-курăксем парать)

-Тĕрĕс, ҫак пурлăха  пĕтĕмпех пире вăрман парать. Ҫавăнпа та эпир ăна «вăрман парни» тетпĕр. Ку ҫеҫ мар, тата нумай парне парать пире вăрман.

       Вăрман пире таса сывлăшпа тивĕҫтерет: йывăҫ ҫулҫисем таса мар сывлăша туртса илеҫҫĕ те таса сывлăш кăлараҫҫĕ. Таса сывлăшпа чĕрчунсем, этем сывлать. Лăсăллă йывăҫсем вара сывлăша  фитонцидпа пуянлатаҫҫĕ.Фитонцит тĕрлĕ микробсене пĕтерме пулăшать. Ҫавăнпа та лăсăллă вăрманта сывлăш уйрăмах таса.

-Ачасем, ҫакăнта пирĕн тĕлĕнтермĕш сĕтел пур. Тимлесе пăхăр-ха, мĕнле кăна кирлĕ япаласем ҫук кунта! (ачасем выставка йĕркеленĕ сĕтел патне пыраҫҫĕ)

- Кунта вăрман паракан пуянлăх, йывăҫран туса хатĕрленĕ япаласем: кăранташсем, хут, сĕтел-пукан, савăт-сапа, музыка инструменчĕсем, эмел-курăк пуххисем. (сĕтел ҫинчи выставккана сăнаҫҫĕ)

    Унсăр пуҫне, вăрман пире хаваслă кăмăл-туйăм парнелет. Вăрман илемĕпе киленсе, кĕвĕ ҫыракансем илемлĕ ҫемĕсемпе пире савăнтараҫҫĕ. Сăвă ҫыракансем чуна тивекен сăвăсем ҫыраҫҫĕ:

     Ҫăкалăхра юрлать сар кайăк.

Куккукĕ хирĕҫ сас парать.

  Эх, таврара епле-ҫке лайăх,

                                           Чĕреҫĕм савăнса тăрать!

    Йĕри-тавра сим-пыл техемĕ

 Ҫил вĕрнĕ ҫемĕн сарăлать.

 Ҫак ҫут тĕнчен таса илемĕ

                                            Асамлă туйăм ҫуратать.

   Юрлатăрах ялан сар кайăк

                                            Авăттăрах ялан куккук.

        Чĕрем тулли тăван тавралăх!

   Унран хакли пулас та ҫук!

                                              (В. Шихранов)

- Ӳнерҫĕсем илемлĕ картинсем ÿкереҫҫĕ. Пăхăр-ха ҫак картин ҫине. (И. Шишкинăн «Берёзовая роща» картини). Ун ҫинче сăнланă вăрман пире чăн-чăн вăрман пекех туйăнать. Халь-халь шухă ҫил вĕрсен шур хурăнсен ҫулҫисем чÿхенсе илеҫҫĕ тейĕн.

Воспитататель:   -Эппин, ачасем, вăрман «сывă» пулсан,  эпир те пуян. Кăмăл-туйăма ҫĕклеме ачасем эпĕ сире вăрман уҫланкине чĕнетĕп. (Ҫутҫанталăкри шавсем:ҫил вĕрни, кайăксен сассисем)

Физкультура саманчĕ:

                                            Кар ҫĕкленчĕҫ алăсем

                                Чÿхенсе ҫилпе. ( алăсене ҫÿле ҫĕклесе суллатпăр)

                                             Пулчĕҫ ҫÿллĕ йывăҫсем

                                         Сарчĕҫ тураттисене  (алăсене икĕ енне саратпăр)

                                             Шухă ҫилĕ ашкăнса

                                      Ав силлерĕ сывлăма (ал сыпписене силлетпĕр)

                                      Ҫунаттисене сарса (кайăк вĕҫнĕ евĕр хускану тăватпăр)

                                         Хур-кайăк ларчĕ-ҫке  канма  (алăсене хыҫала тытса пĕшкĕнсе ларатпăр)

Воспитататель:  - Ачасем, атьăр-ха хамăр юмаха таврăнар.

«Ӳнерҫĕн картинĕ ҫинчи вăрман та хăйĕн пурнăҫĕпех пурăннă тет. Вăл хаваслăн шавласа Ҫĕр питне илем кÿрсе ларнă тет. Кĕркунне ҫитсен ылтăн тумпа пĕркеннĕ, хĕлле тарăн ыйха путнă, ҫуркунне вара кăнтăртан вĕҫсе килекен кайăксене тараватлăн кĕтсе илнĕ. Унта тĕрлĕ чĕр чунсемпе хурт-кăпшанкăсем  пурăннă.

     Акă пĕррехинче вăрмана ҫынсем пырса кĕнĕ. Вĕсен ҫурăм хыҫĕнче пысăк кутамккасем,аллисенче вичкĕн пуртăсемпе ҫулăм тивертмелли хатĕрсем пулнă. Вĕсем вăрманта шавласа та кăшкăрса, хытă кĕрлекен юрă-кĕвĕпе утнă. Ҫак самантрах вăрман шăв-шавпа тулнă. Унта та кунта пуртă сасси илтеннĕ, сывлăшра тĕтĕм сарăлнă, пур ҫĕрте те хут,  кантăк ванчăкĕ, хутаҫсем, пушă савăт-сапа выртнă...

Кайăксем юрлама пăрахнă.

Воспитататель:  -Ачасем, мĕнле шутлатăр. Малалла юмахра мĕн пулĕ-ши? (ачасен хуравĕсем)

Воспитататель:   - Тĕрĕс, шавран шикленнĕ кайăксем йăвисене пăрахсах вĕҫсе кайнă. Чĕр чунсем те шăплăх шыраса урăх вăрмана тарнă.

-  Кайăксемсĕр юлнă вăрманта мĕнлерех пулĕ-ши халь йывăҫсене?  (йывăҫсем чирлеҫҫĕ, хăраҫҫĕ. Вĕсене кайăксем хурт-кăпшанкăсенчен сыхлаҫҫĕ).

- Вăрманти курăк малтанхи пекех ешĕл ÿсĕ-ши? Вĕсене этем пăрахса хăварнă каяшаксем, ҫÿп-ҫапсем  чăрмантармĕҫ-ши? (хуравсем)

- Тĕрĕс, паллах ҫÿп-ҫап выртакан ҫĕрте курăк ÿсеймест.

(ачасемпе калаҫнă май, воспитатель курăк, кайăк, чĕрчунсен, унтан йывăҫсен ÿкерчĕкĕсене доска ҫинчен илсе хурать)

- Пăхăр-ха, ачасем, вăрман пулнă вырăнта пĕр ҫÿп-ҫап куписем ҫеҫ юлчĕҫ тет. Шухăшласа пăхар-ха, мĕншĕн ҫапла пулса тухрĕ? (хуравсем)

Воспитататель: - Тĕрĕс, ҫынсем ҫут ҫанталăкра хăйсене тытма пĕлменни питĕ пысăк инкек патне илсе ҫитерме пултарать. Атьăр-ха эпир ҫут ҫанталăк хÿтĕлевҫисем пулса тăрар та кĕнекери туристсем тунă йăнăшсене тÿрлетме пулăшар. Килĕшетĕр-и?

(Воспитатель ачасен мăйĕсене симĕс тĕслĕ галстуксем ҫыхса ярать. Пурте маларах туса хатĕрленĕ вăрман макечĕ патне пыраҫҫĕ)

Воспитататель: -Халĕ эпир ҫут ҫанталăк хÿтĕлевҫисем. Ҫак туристсене вăрманта мĕнле тытмалли ҫинчен каласа кăтартар-ха.  Мĕнле пулмалла, мĕн тума юрать тата мĕн тума юрамасть? (ачасем хуравлаҫҫĕ, воспитатель хушса калать)

Воспитататель: - Ҫапла, вăрманта йывăҫ турачĕсене те хуҫма юрамасть. Йывăҫсем чĕрĕ. Вĕсен турачĕсемпе ҫулҫисем - алăсемпе тата ҫăварпа танах. Йывăҫа вĕсем апатланма пулăшаҫҫĕ. Вăрмана килнĕ ҫынсене асра тытма эпир ятарлă  аса илтерекен паллăсем лартăпăр.

-Ачасем, чечексене мĕншĕн татма юрамасть-ши тата? (хуравсем)

 Чечек ҫыххи лартса ÿстернисенчен ҫеҫ тумалла. Ҫĕр ҫинче ҫухалса пыракан ÿсентăрансем питĕ нумай. Ҫухалса пыракан ÿсен-тăрансемпе чĕр чунсене Хĕрлĕ кĕнекене кĕртеҫҫĕ.

-  Вăрманта кăткă тĕмĕсем те нумай. Тĕмескесем кăткăсен ҫурчĕ. Вĕсене ватса ҫÿреме юрамасть!

 -Ачасем, кăткăсем пĕчĕк пулин те вăрманшăн пархатарлă ĕҫ тăваҫҫĕ. Вĕсем вăрман санитарĕсем шутланаҫҫĕ, ăна тасатаҫҫĕ.

- Кайăк йăвисен ҫывăхне пыма юрамасть! Ҫынран хăранă кайăк йăвинчен пач сивĕнме пултарать. Ҫавăнпа та кайăк чĕпписем выҫă вилме пултараҫҫĕ.

- Вăрманти чĕрчуна киле илсе килме юрамасть!  Вăрман чĕрчунĕсем читлĕхре пурăнаймаҫҫĕ.

- Вăрманта шавлама, кирлĕ мар япаласене пăрахса варалама юрамасть!  

Воспитататель:  

- Ачасем, вăрмана сиен кÿрес мар тесен, унта мĕнле ҫÿремелле-ши? (хуравсем: лăпкăн ҫÿремелле, ҫырла-кăмпа, эмел-курăк асăрханса  пуҫтармалла. Ҫут ҫанталăкпа киленсе ÿкерчĕк ÿкерме е сăнукерчĕк тума юрать. Вăрманта ятарласа уйăрнă вырăнта канма юрать)

Ачасем макет ҫинче асăннă паллăсене лартса хураҫҫĕ.

Воспитататель:  

-  Вăрмана халь пулăшар

Инкекрен ăна ҫăлар.

Ӳлĕм хамăр та пĕлер

Юмаха ҫапла вĕҫлер:

« Пырса кĕчĕҫ тет вăрмана ҫынсем...»

Воспитататель: -Ачасем мĕнле вĕҫленĕ пулăттăр эсир ҫак юмаха?(хуравсем)

(Воспитательпе ачасем пĕрле юмаха ҫапла вĕҫлеҫҫĕ)

« …Вĕсем пĕрре те шавламарĕҫ, вăрман илемĕпе, кайăксен сассисемпе киленсе ҫÿрерĕҫ. Вăрман уҫланкинче ҫырла пуҫтарса ҫирĕҫ, кăмпа пуҫтарса яшка пĕҫерчĕҫ. Ҫÿп-ҫапсене  пĕрле пуҫтарса кайрĕҫ. («Вăрман сасси» фонограмма)

«Ҫынсем вăрмантан кайсан та вăл халичченхи пекех хăйĕн пурнăҫĕпе пурăнчĕ.Кайăксем хаваслă юрăсем шăрантарчĕҫ, пыл хурчĕсем чечек ҫинчен чечек ҫине вĕҫсе пыл пуҫтарчĕҫ.»

Ват юман сасси (фонограмма): - Тавтапуҫ сире, ачасем. Эсир питĕ пархатарлă ĕҫ туса пирĕн вăрмана инкекрен хăтартăр. Сире уншăн вăрман парни – сипле вăрман ҫимĕҫĕ. (карҫинккара панулмисем)

Воспитататель:   - Тавтапуҫ,  ват юман. Ҫапла юмах вĕҫленчĕ.Эпир паян чăн-чăн ҫут ҫанталăк хÿтĕлевҫисем пултăмăр. Юмахри туристсене вăрманта мĕнле пулмаллине каласа ăнлантартăмăр. Сире паянхи юмах килĕшрĕ-и? Мĕнле ят пама пулать-ши ăна (хуравсем) Вăрмана кĕрсен пирĕн яланах мĕн асра тытмалла?  (хуравсем)

Ачасем, пирĕн тавралăх, ҫут ҫанталăк  «сывă» пулсан  -  эпир те сывă та пуян пулăпăр.Ҫавăнпа та пирĕн яланах унăн хÿтĕлевҫисем пулмалла.

(Пурте пĕрле малтарах  вĕреннĕ сăвва калаҫҫĕ):

    Пур уҫланкă вăрманта,

Юмахри пекех унта.

  Ҫемҫе кăмăл, ырă чун

   Парнелет телейлĕ кун.

              Кăмпасем лартса вăл тухнă,

             Ҫырласем тем чухлĕ пухнă:

       Хурлăхан, хăмла ҫырли,

           Чечексем – тĕрли-тĕрли…

        Эп туратсене хуҫмастăп,

         Эп чечексене татмастăп.

       Пăтратмастăп кÿллине,

     Упрап вăрман илемне.

(В. Тарават)

Усă курнă литература:

  1. Соломенникова О.А. Ознакомление с природой в детском саду.Старшая группа. – М.:Мозаика-Синтез,2014.- 112с.
  2. Рыжова Н.А. Программа «Наш дом –природа» М.:» Карапуз-дидактика», 2005. – 192с.
  3. Пĕчĕккисен кĕнеки: Хрестомати Т.В. Артемьевапа Г.Ф. Трофимов пухса хатĕрленĕ. Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2006.- 319с.

                                                                                                               


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Занятие по чувашскому языку в подготовительной группе "В магазине"

Расширение кругозора дошкольников в процессе ознакомления с чувашской речью, изучение новых чувашских слов....

Конспект занятия в подготовительной к школе группе по обучению чувашскому языку "Домашние животные"

Совершенствовать умение описывать животных, указывая наиболее существенные признаки.Закрепить слова: кукамай, ял, ĕне, йытă, качака, кушак, вăкăр, сысна; навыки правильногопризношения звуков «ă», «ĕ»....

Конспект занятия по обучению чувашскому языку "Асанне патенче ханара"

конспект занятия по обучению чувашскому языку...

Сценарий праздника "Любимая Чувашская земля" на чувашском языке

Тĕллевсем: ачасене Тӑван ҫӗр-шыва юратма,Чӑваш енпе мухтанма, тӑван чӗлхене, культурине аталантарасси; ачасем Чӑваш Республики ҫинчен мӗн пӗлнине ҫирӗплетесси; туслӑха упрама, пӗр-пӗрне пулӑ...

Защитники природы на чувашском языке

Дети - защитники природы. Много интересного узнали и были зинтересованы ребята ходом происходящего....