Конспект итогового интегрированного занятия по математике в подготовительной группе «В гости к Царице Математике» на чувашском языке.
план-конспект занятия по математике (старшая группа) по теме

Никитина Елена Яковлевна

На чувашском языке

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл matematika_na_chuvashskom_podg_gruppa.docx48.96 КБ

Предварительный просмотр:

Конспект итогового интегрированного занятия по математике в подготовительной группе

«В гости к Царице Математике»

Цель: воспитывать любовь к математике; чувство товарищества, желание прийти на помощь.

Задачи:

Образовательные:

  1. продолжать учить детей составлять и решать простые арифметические задачи, на сложение и вычитание в пределах 10
  2. Закрепить: счет в пределах 10 в прямом и обратном порядке,
  3. совершенствовать знания о геометрических фигурах и ориентировку на плоскости;
  4. совершенствовать  умение быстро ориентироваться в пространстве на ограниченной плоскости.

Воспитательные:

  1. Воспитывать интерес к математическим занятиям, самостоятельность, умение понимать и выполнять самостоятельно учебную задачу.
  2. Формировать умения решать проблемные ситуации, чувство товарищества и ответственности перед коллективом.

Развивающие:

1. Развивать у дошкольников творческие и познавательные способности.

2. Развивать общую и мелкую моторику, логическое и ассоциативное мышление, внимание, зрительную и слуховую память, воображение, пространственную ориентацию.

3. Закреплять умение согласовывать речь с движениями.

4. Развивать умение классифицировать предметы по цвету, форме, размеру; учить находить общий признак и на этой основе объединить фигуры в группы.

Заняти юхӑмӗ

E:\Users\Акулевская ООШ\Desktop\golden-treble-clef-isolated-white-background-31805351.jpg

- Ырӑ кун пултӑр сире, тусӑмӑрсем!

- Ырӑ кун пултӑр, Елена Яковлевна! 

Е.Я.:Ачасем: пӗр-пӗрин ҫине пăхса йӑл кулса илӗр. Паян пирӗн патра хӑнасем килнӗ, вӗсене те сывлӑх сунар-ха. (Сывлӑх сунатпӑр сире). Ачасем, эсир хаваслă пулнине эпӗ курма хавас.  Паян эпир сирĕнпе каллех ҫӗнӗ пӗлӳ илӗпӗр, хамӑр ҫитӗнӳсемшӗн савӑнӑпӑр, йӑнӑшсем тусан вӗсене пурте пӗрле тӳрлетӗпӗр.

(Почтальон кӗрет. Ҫыру парать)

Почт: Ырӑ кун пултӑр, ачасем! Сирӗн пата черетлӗ ҫыру.

Е.Я.: Тавтапуҫ сире. Ачасем, вулар-и çырăва? Кам янă-ши ăна? Мĕн çырнă-ши?

 «Сывлӑх сунатӑп сире, ачасем. Сирӗн пата Математика ҫӗршывӑн ертӳҫийӗ ҫырать. Каҫарӑр, анчах та эпӗ сирӗнтен пулӑшу ыйтасшӑн. Пирӗн патшалӑха иккӗ паллӑсемпе вӗренекен ача кӗрсе кайнӑ, пӗтӗм капӑшсене ватса пӗтернӗ.  Вӑл кӑна та мар.  Цифрӑсене те палламасть-ҫке вӑл, задачӑсене те йӑнӑшпа шутлать. Пӗтӗмпех аркатса, халӑха хӑратса пӗтерчӗ ҫав ирсӗр ача. Пулӑшӑр, тархасшӑн. Сирӗн юлташу - Математика ҫӗршывӑн ертӳҫийӗ.»

Е.Я.: Мӗнех, ачасем. Пулӑшар-и? Математика патшалӑхне лекме питӗ ҫӑмӑл мар, тӗрлӗрен йывӑрлӑхсем кӗтсе тӑрӗҫ пире. Мӗнпур вӑя хурса ӗҫлемелле пулӗ, хӑвӑр мӗн пӗлнине кӑтартмалла. Ҫулӗ те питӗ инҫе, ҫурран утса ҫитейместпӗр. Ачасем, калӑр-ха, ҫул-ҫӳреве мӗнпе кайма пулать? (Ҫул-ҫӳреве автобуспа, поездпа, пӑрахутпа, самолётпа кайма пулать)

Е.Я.: Темпе те кайма пулать. Эпир ҫул-ҫӳреве мӗнпе каяссине эсир клетка тӑрӑх ӳкерсе пӗлме пултаратӑр. Сӗтел хушшине кӗрсе ларӑр. Мӗнле лармаллине ан манӑр. Сирӗн умӑрта клеткӑллӑ хут листи. Хут листи ҫинче пӑнчӑ. Кӑранташсене пӑнчӑ ҫине лартӑр.

- Пилӗк клетка ҫӳлелле, вунӑ клетка сылтӑм енне, икӗ клетка аяла, виҫӗ клетка сылтӑм енне, виҫӗ клетка аяла, вун виҫӗ клетка сулахай енне. Мӗн пулчӗ сирӗн? Маттурсем. Эпир сирӗнпе ҫулҫӳреве автобуспа кайӑпӑр. Анчах та малтан ҫула тухиччен хамӑра мӗнле тытмаллине аса илӗпӗр. Сирӗн ҫул ҫинче мӗнле йӗркене пӑхӑнмалла? (пӗр-пӗрне итлемелле, ҫул ҫинче светофор ҫутине тӗплӗн пӑхмалла, ҫул урлӑ тӗрӗс вырӑнта кӑна каҫмалла)

- Тусӑмӑрсем, айтӑр-ха, ҫул-йӗр   правилисене аса илер.

- Хӗрлӗ тӗс ҫутсан мӗн тумалла? (Хӗрлӗ тӗс ҫутсан чарӑнса тӑмалла)

- Сарӑ тӗс ҫуталсан эпир мӗн тӑватпӑр? (Сарӑ тӗс ҫуталсан хатӗрленсе тӑмалла)

- Симӗс ҫутӑ мӗне пӗлтерет? (Симӗс ҫутӑ кайма юрать тенине пӗлтерет)

- Мӗнле тавҫӑруллӑ эсир! Автобус ҫине лартӑмӑр, пиҫиххисене ҫыхрӑмӑр. Вырнаҫса лартӑмӑр. Пурте пӗрле хускалса кайрӑмӑр. Кайма хаваслӑрах пултӑр тесен юрӑ юрлар.

E:\Users\Акулевская ООШ\Desktop\golden-treble-clef-isolated-white-background-31805351.jpg («Автобус» юрӑ, 1 куплет)

Е.Я.: Вырӑна ҫитрӗмӗр. Пире кунта пӗрремӗш ӗҫ кӗтсе тӑрать. Пирӗн Математика патшалӑхне кӗрес тесессӗн пароль пӗлмелле, ыйтусем ҫине хуравламалла. Пӗр-пӗрин хыҫҫӑн вырнаҫӑнса тӑрӑр.

Ачасем колонăра тăрса пĕр-пĕрин хыççăн ыйтусем çине хуравлаççĕ.

1.  Икĕ кушакăн миçĕ хăлха? (Икĕ кушакăн тӑватӑ хăлха)

2. Эрнере миçе кун? (Эрнере ҫичӗ кун)

3. Светофорăн миçе куç? (Светофорăн виçӗ куç)

4. Пĕр алăра миçе пӳрне? (Пĕр алăра пилӗк пӳрне)

5. Тӳпере миçе хĕвел? (Тӳпере пӗр хĕвел)

6. Икĕ йытăн миçе ура? (Икĕ йытăн сакӑр ура)

7. Икĕ алăра миçе пӳрне? (Икĕ алăра вунӑ пӳрне)

8. Пĕр эрнере миçе канмалли кун? (Пĕр эрнере икӗ канмалли кун)

9. Çĕрле тӱпере миçе хĕвел? (Çĕрле тӱпере хĕвел ҫук. Уйӑх кӑна)

10. Мĕнле число саккӑртан пысăкрах вуннӑран пĕчĕкрех. (Тӑххӑр)

E:\Users\Акулевская ООШ\Desktop\golden-treble-clef-isolated-white-background-31805351.jpgАсамлӑ кӗвӗ янӑрать.

Е.Я: Мӗнле чӗрӗ эсир! Халĕ эпир сирӗнпе математика тĕнчинче. Пире кунта тӗрлӗрен ӗҫсем кӗтеҫҫӗ.

Сире валли пĕрремĕш ĕç. Сирĕн халĕ ҫӑлакансемпе строительсем пулмалла. Пĕтĕм хула, геометри капӑшсенчен тăраканскер, арканнӑ. Анчах та эпир ăна туса лартасса питӗ шанатӑп. Халĕ аса илер-ха, ачасем. Хула мĕнрен-мĕнрен тăрать? (çуртсенчене, çынсенчен, тĕрлĕ йышши машинăсенчен, йывăçсенчен, чĕр-чунсенчен, кайăксенчен, чечексенчен). Тӗрӗс. Сирӗн тӗллев – ҫак капӑшсенчен арканнӑ хулана çĕнерен хӑпартса лартасси.

Ачасем геометри фигурисенчен ватман çинче аппликаци тăваççĕ: Арканнӑ хулана çĕнерен çĕклеççĕ: (çуртсенчене, çынсенчен, тĕрлĕ йышши машинăсенчен, йывăçсенчен, чĕр-чунсенчен, кайăксенчен, чечексенчен). Ĕç кĕвĕ-юхăмĕпе иртсе пырать.

Е.Я.: Маттур ачасем. Эсир чаплă строительсем пулса тăтăр. Математика тĕнчи чĕрĕлсе тăчĕ, анчах та пирĕн сирĕнпеле татах та нумай ĕçсем. Халĕ пирĕн математика тĕнчин ертӳҫийӗ валли кавир тĕртмелле, кавире эпир тĕрлĕ эрешсенчен тăвăпăр. Эрешӗсене вара шутламалли патаксенчен ӑсталӑпӑр.        

  1. Виçĕ кĕтеслĕ, виçĕ енлĕ фигура тăвӑр (виçкĕтеслĕх).
  2. Икӗ енĕ вăрăм, икĕ енĕ кĕске фигура ( тӱркĕтеслĕх).
  3. Икĕ кĕтесĕ шĕвĕр, икĕ кĕтесĕ  пуклак фигура (ромб)
  4. Пилӗк кӗтеслӗ пилӗк енлӗ фигура (пилӗккӗтеслӗх)
  5. Виҫӗ патакран фигура тумалла (виçкĕтеслĕх).
  6. Виҫкӗтеслӗх ҫумне икӗ патак хушса икӗ виҫкетеслӗх тӑвӑр ( мӗнле фигура пулчӗ)
  7. Тата икӗ патак хушӑр. Мӗнле фигура пулчӗ?
  8. Тата икӗ патак хушӑр. Мӗнле фигура пулчӗ?
  9. Тата икӗ патак хушӑр. Мӗнле фигура пулчӗ?
  10. Тата пӗр патак хушӑр. Мӗнле фигура пулчӗ?

Е.Я.: Мӗнле ӑстаҫӑсем эсир, иккен! Ҫав-тери хитре кавирсем пулчĕç. Сирӗнпе Математика ертӳҫийӗ те кӑмӑллӑ пулас. Вӑл сире кучченеҫсем те пачӗ. Тепӗр вӑйӑ выляса илер-ха. Вӑйӑ ячӗ «Ӑҫта? Мӗн?». Икшерӗн тӑрӑр, тархасшӑн. Сылтӑм алӑрсене пӗр-пӗрне парса сывлӑх сунӑр. Пӗр-пӗрне сулахай алӑпа пуҫран шӑлӑр? Катя, хӑвӑн умра кама куратӑн? Ксюша, сан хыҫра мӗн пур? Петя, иксӗмӗр хушӑра кам тӑрать? Маша, сӗтел айӗнче мӗн выртать? Тусӑмӑрсем, эпӗ сире тупмалли юмах калатӑп, эсир ун тупсăмне калӑр. Асанне пӳрчӗ тӑрринче ҫур ҫӑкӑр ҫакӑнса тӑрать ( уйӑх).

Мӗнле пултаруллӑ ачасем эсир, чан-чӑн пулас пӗрремӗш класс ачисемех. Халĕ тĕрĕслĕпĕр, кам сирентен тавçăруллăрах.

Арифметика задачисене шутланни. Воспитатель ачасене задачăсен темине парать (пулăсем, панулмисем, кăмпасем, кишĕрсем, кимĕсемçинчен задачăсем тупма хушать).

6+3 Тинĕсре 6 кимĕ ишнĕ тата вĕсем патне 3 кимĕ ишсе пынă. Пурĕ миçе кимĕ?

4+5 Аквариумра 4 пулă ишнĕ, тата тепĕр 5 пулнă илнĕ. Пурĕ миçе пулă?

10-4 Вазăра 10 панулми пунă 4 çисе янă. Миçĕ панулми юлнă?

2+6 Уçланкăра 2 кăмпа ӱснĕ, çумăр хыççăн тата 6 шăтса тухнă. Пурĕ миçе кăмпа?

10-5 Йăран çинче 10 кишĕр ӱснĕ, 5 кишĕрне кăларса илнĕ. Пурĕ миçе кишĕр юлнă?

Е.Я.: Маттур, ачасем. Эсир çак задачăсене те тĕрĕс пурнăçларăр. Халĕ сирĕн тимлĕхе тĕрĕслесе пӑхар. Енчен те эпӗ пĕр хутчен алă çупатӑп - сирӗн пӳлĕм тӑрӑх утмалла, икĕ хутчен алă çупатӑп – аист пек тăмалла, виçĕ хутчен алă çупатӑп – шапа пек лармалла. Кам пĕрре те йăнашмасть – çав çĕнтерет.

E:\Users\Акулевская ООШ\Desktop\golden-treble-clef-isolated-white-background-31805351.jpgАчасем выляҫҫӗ.

Е.Я. Маттур ачасем. Эсир пурте тимлĕ иккен. Пĕтĕм ӗҫсене пурнăçларăр. Халĕ тепӗр ĕç, чи йывăрри. Математика тĕнчинчен тухмалли пароль. Аяла пӑхӑр-ха. Мӗн куратӑр? (Цифрӑсем куратпӑр) Сирĕн числосене малтан пӗрререн пуçласа вуннӑ таран йӗркипе хурса тухмалла.

E:\Users\Акулевская ООШ\Desktop\golden-treble-clef-isolated-white-background-31805351.jpgАчасем ушкӑнпа цифрӑсене 1 пуҫласа 10 таран хурса тухаҫҫӗ. Хаваслӑ кӗвӗ янӑрать.

 Е.Я. Маттур, ачасем. Халӗ каялла хурса тухӑр.

E:\Users\Акулевская ООШ\Desktop\golden-treble-clef-isolated-white-background-31805351.jpgАчасем ушкӑнпа цифрӑсене 10 пуҫласа 1 таран хурса тухаҫҫӗ. Хаваслӑ кӗвӗ янӑрать.

Е.Я. Мӗнле хастар та тавҫӑруллӑ-ҫке эсир. Хӑнара лайӑх та, киле таврӑнма вӑхӑт ҫитсе пырать. Автобус ҫине вырнаҫса ларӑр-ха. Тапрантӑмӑр.

E:\Users\Акулевская ООШ\Desktop\golden-treble-clef-isolated-white-background-31805351.jpg («Автобус» юрӑ, 2  куплет)

Е.Я. Акӑ тинех эпир хамӑр патра…

- Ачасем, сире паянхи асамлӑ ҫул-ҫӳрев килӗшрӗ-и?

- Хӑш ӗҫе пурнӑҫлама йывӑртарах пулчӗ?(?????) Паянхи кун маншăн та чӑн-чӑн  уяв пулчĕ. Сирĕнпе ĕçлеме мана питĕ килĕшрĕ. Эсир пурте маттурсем. Тавах сире. Хӑвӑра мӗнле ĕçленине хакланине пӗлме, кашни доска умне тухса хӗвӗл çумне пӗчӗк е пысӑк пайӑркасем çыпӑçтарса хурӑр. Кӑмӑллӑ пулсан – пысӑк пайӑркана илсе çыпӑçтарӑр, кӑмӑллӑ мар пулсан – пӗчӗк пайӑркана илсе çыпӑçтарӑр.

- Эп сирӗн шухӑша ӑнлантӑм. Хама валли пӗтӗмлетӳсем турӑм. Ачасем, тĕнче хĕвелпе çуталать, этем –пĕлӳпе,- тенĕ ваттисем. Питĕ тĕрĕс каланă. Пĕлĕве куллен пуянлатса пымалла. Катя, Ксюша, Ваня манӑн сире тав сӑмахӗ калас килет. Ыттисен те тӑрӑшмалла.

Группӑна почтальон шаккаса кӗрет.

Почт: Сирӗн пата черетлӗ ҫырупа посылка.

Е.Я.: Тавтапуҫ сире. Мӗн-ши кунта… Сире математика ертӳҫийӗ тав сӑмахӗ калать, лайӑх ӗҫленӗшӗн вара – кучченеҫ. Хӑнасемпе сыв пуллашар.

- Тусӑмсем, кайӑк хитре тӗкӗпе, этем ырӑ ӗҫӗпе. Хамӑр ӗҫ вырӑнӗсене пуҫтарарса, йӗркелесе хӑварар.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Конспект итогового интегрированного занятия по математике в подготовительной группе «Путешествие в страну математики»

счет в пределах 10 в прямом и обратном порядке, развивать слуховое внимание и координацию движений; логическое мышление детей; совершенствовать знания о геометрических фигурах и ориентировку на ...

Конспект итогового интегрированного занятия по математике в подготовительной группе

Конспект итогового интегрированного занятия по математике в подготовительной группе...

Конспект занятия по математике в подготовительной группе «В гостях у Царицы Математики»

Конспект занятия по математике в подготовительной группе  «В гостях у Царицы Математики»...