Сценарий чувашского праздника "Чăвашла уяв янратăр" старшая группа
методическая разработка по музыке (старшая группа)
Сценарий для детей старшей группы
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
Сценарий Чувашского праздника "Чăвашла уяв янратăр" для старшей группы | 30.48 КБ |
Онлайн-тренажёры музыкального слухаМузыкальная академия
Теория музыки и у Упражнения на развитие музыкального слуха для учащихся музыкальных школ и колледжей
Современно, удобно, эффективно
Предварительный просмотр:
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ЙĔПРЕÇ РАЙОНĔНЧИ «ХУРАМАЛТИ «ВЕСНА»
АЧА САЧĔ» ШКУЛ ÇУЛНЕ ÇИТМЕН АЧАСЕН
МУНИЦИПАЛЛĂ БЮДЖЕТ ВĔРЕНТŸ УЧРЕЖДЕНИЙĔ
СЦЕНАРИСЕН «ЧĂВАШЛА УЯВ ЯНРАТĂР!»
ТЕМА «ЧĂВАШЛА ЯНРАТТАРАР»
Мероприятие 5-6 çулхи ачасем валли хатĕрленĕ
Ĕç тĕллевĕ:
-Ачасен музыка пултарулăхне чăващ халăх юрри-ташшисем, вайă-сăмахлăхĕсем, чăваш йăли-йĕрки урлă кăтартса парасси. Вĕсене пĕр-пĕринпе туслă, пĕрле килĕштерсе юрлас, ташлас пултарулăхне аталантарасси.
-Чăваш фольклорĕпе, илемлĕ пуплевĕпе малалла паллаштарса, весене чăваш чĕлхине, чăваш халăх творчествине хаклама вĕрентесси.
-Тăван çĕр-шыва, тăван тавралăха, тăван яла юратас, атте-аннепе ватăсене хисеплес туйăма аталантарасси.
Сценарин авторĕ:
Афанасьева Тамара Васильевна,
Йĕпреç районĕн Хурамалти
«Весна» ача сачĕн музыка ертÿçи
Телефон: 89530159469
e-mail: tam.afanasjeva2018@yandex.ru
ШУПАШКАР - 2020
Хĕрсемпе каччăсем алран-алла тытăнса чăваш кĕввипе утса кĕреççĕ, çавракара тĕрлĕ хусканусем тăваççĕ. Кайран вара пĕр çур çавракана тăраççĕ.
«Илемлĕ».
Чăваш халăх юрри
( 2 хĕрача килнĕ хăнасене тĕрĕллĕ алшăлли çине хунă çавра çăкăрпа кĕтсе илеççĕ.)
1 ача: Ырă кун пултăр!
2 ача: Сывлăх сунатпăр сире, хисеплесе килнĕ, чĕннĕ хăнасем!
1 ача: Сывлăх сунатпăр та, пурсăра та пуç тайса, сире сума суса ырă салам калатпăр!
2 ача: Салам калатпăр та, чун-чĕререн тухакан , çепĕç кĕвĕ пек илтĕнекен çавра сăмахсемпе:
1 ача: Çĕр чăмăрĕ пек анлă.
2 ача: Уйăх пек çутă.
1 ача: Хĕвел пек ăшă.
2 ача: Çаран çинчи чечек пек илемлĕ.
1 ача: Акăш тĕкĕ евĕр çемçе.
2 ача: Çăл куçĕнчен тапса тăракан тăрă шыв пек тăрă.
1 ача: Ылтăн вĕлле хурчĕн пылĕ пек пылак.
2 ача: Сар çу пек сарă.
1 ача: Кăпăш ыраш çăкăрĕн сăмсана кăтăклакан ырă шăршиллĕ ăшă салам!
2 ача: Çак çавра сăмахсем сирĕн пуçăрта ырă шухăш, малашлăх ĕмĕтсем çуратчăр, çемçе кăмăл-туйăм хускатчăр.
Харăс: Тепĕр хут сире тайма пуç!
Ачасем çăкăрсене сĕтел çине кайса хураççĕ
Ертсе пыракан: Сывлах сунатăп сире хисеплĕ ашшĕ-амăшĕсем, хисеплесе килнĕ хăнасем. Сире паянхи Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе чунтан саламлатăп. Çулсеренех аслă вĕрентекенĕмĕр, чăваш çырÿлăхне пуçарса янă И.Я.Яковлев çуралнă куна – ака уйăхĕн 25 –мĕшне – Чăваш чĕлхи кунĕ тесе паллă тăватпăр.
Кам-ха вăл Яковлев. Вăл – чăваш алфавитне, пĕрремĕш чăваш букварне хатĕрлекенĕ, Чĕмпĕрти чăваш шкулне уçаканĕ. Вăл - писатель, педагог, чăваш халах просветителĕ. Унăн кĕнекисем пире Тăван çĕршыва, тавралăха юратма, унăн илемĕпе савăнма, маттур халăхпа мухтанма вĕрентеççĕ.
Паян эпир хамăр чĕлхене сума суса чăвашла юрă-сăвă шăрантаратпăр.
3 ача: Хамăн çĕршыва саватăп, пĕтĕм чунтан юрататăп:
Çеçке çурнă çĕмĕрте, сывлăм ÿкнĕ уй-хире.
4 ача: Çил хумхатнă тыр-пула, хум вылянă çырана
Тĕрлĕ тĕслĕ çеçкере хуртпа тулнă çарана.
5 ача: Юратап чăваш çĕрне, юратап ун юррине
Çепĕç, çемсе чĕлхине, ырă чунлă кăмăлне.
Ертсе пыракан: Тăван çĕр-шыв анне пекех пĕрре, ăна суйлама та, сутăн илме те çук. Тĕнче аслă, такам валли те вырăн пур тет чăваш çынни, мĕн ĕлĕкрен ытти халăхсемпе туслă пурăнма хăнăхнăскер. Мĕн тĕрлĕ кăна халăх, мĕн тĕрлĕ кăна çĕр-шыв çук пулĕ çĕр çинче? Çапах та кашниншĕнех чи хакли, чи юратни – хамăр çуралса ÿснĕ çĕр-шыв, тăван халăх, тăван ял, тăван атте-анне.
6 ача: Чăвашлăх сирĕнте ан чактăр, тăван çĕре чунтан юратăр.
Мухтавла Çеçпĕл çеçкисем – Йепрес районĕн ачисем.
7 ача: Чăваш сăмахĕ инçе кайтăр, чăваш юррийĕ ян янратăр!
Пехил сана, чăваш ачи! Санра çĕршывăн пуласси.
Юрă «Çĕршыва мухтав»
Кев. Г.Лискован, сав. И.Ивникан. стр.53(1)
- Шурă, шурă çĕмĕрт çеçкере, юрă пек янрать çурхи тĕнче
Пирĕн пурнăçăмăр çавăн пек, эх! Пурăнатпăр ырлăх çĕрĕнче/2хут
- Юр пек улмуççиллĕ садсенчен, çĕнĕ ĕç кĕввиллĕ хирсенчен,
Хуларан, ялтан, пур кĕтесрен, эх! Юрă çĕкленет сÿнми хĕмпе /2хут
- Çĕршыва мухтав, мухтав сана, пирĕншĕн çуралнă самана.
Чăвашсен телейле çĕрĕнче, эх! Юрă, юрă янрĕ яланах. /2хут
8 ача: Тăван чĕлхе! Эс — манăн чун çуначĕ.
Эс пур чухне — эп катăк мар çынран.
Ахальтен мар чĕре вутпа çунатчĕ
Ютра çӳренĕ майăн ăнсăртран.
9 ача: Чăваш чĕлхи – атте тымарĕ:
Салтак утти пек тÿр сăмах
Тăшман валли ылхан хăварĕ:
Тăван валли тулли сăвап:
Хăмла сăри тухать чăнах!
Чĕннĕ çĕре килме лайăх
Чаваш халах юрри
- Утнă çулпа утма лайăх, утнă çулпа утма лайăх
Чĕннĕ çĕре килме лайăх, хирĕç тухсан кĕме лайах.
- Хирĕç тухсан кĕме лайăх, хирĕç тухсан кĕме лайăх.
Килех тесен ларма лайăх, килех тесен ларма лайăх.
Ертсе пыракан: Чăваш халăхе ĕçре те пултарать, ĕçлесе ывăнсан канмата та тарават. Ĕлĕкренех чăваш халăхе ĕç хыççăн тĕрлĕ – тĕрлĕ вăйă выляма юратнă. Вĕсем ытларах ĕçпе çыхăннă. Паллаштарар-ха сире вĕсенчен пĕрипе.
«Каш-каш кашман вари»
Чăваш халах вăййи
- Каш, каш кăшман вăрри, каш, каш кăшман вăрри,
Ир те пулать, каç та пулать, пĕр кăшманне к(ă)ларса çиес!
- Каш, каш кăшман вăрри, каш, каш кăшман вăрри,
Ир пулсан та, каç пулсан та, эсĕр пире кăларас çук!
- Каш, каш кăшман вăрри, каш, каш кăшман вăрри,
Ир те пулать, тăм та ÿкет, эпир çавах кăларатпăр.
Ачасем алран-алла тытанса тенкелсем сине ларассе.
Ертсе пыракан: Çурхи хĕвел пайăркисем, таврана ыйхăран вăратса, кăн-кăвак чечексен ырă шăршийĕ чăннипех те чуна тыткăнлать, чуна çăмăллăх кÿрет. Сенкер тÿпере, таçта-таçта çÿлте пĕлĕт айĕнче тăри юррийĕ илтĕннĕ чух, ытти кайăксем юрă шăрантарнă чух – пирĕн мĕншĕн юрлас мар, пирĕн мĕншĕн савнас мар?
Юрă «Вăйăпа ташă»
кĕв. Г.Лисковăн, сăвви халăхăн. (стр.61).
- Хитре Иван, вайлă Иван пирĕн картана татаймасть, татаймасть. Эх! Татрĕ!
- Тух-ха Иван, ташша яр-ха, эс ташлама пит ăста, пит ăста.
- Эсĕ ташла, эпир юрлар, алăсемпе шарт çупар, шарт çупар.
10 ача: Чăвашла паян юрлатпăр, чăвашла сăвă калатпăр
Чăвашла тум тăхăнатпăр, чăвашла та ак ташлатпăр.
Чăваш ташши.
11ача: Чăваш чĕлхи! Сана эп курнă, шаннă, куç пек упранă халăх авалтан.
Кунçул вучахĕнче эс кăварланнă, чĕлхе вĕçне килетĕн чи малтан.
Вед: Халĕ малалла сире пирĕн ачасем пĕчĕк сценкăсемпе, юмахсемпе паллаштарĕç.
Сценка «Кÿршĕри пăтăрмах»
Иккĕн тавлашаççĕ, тет.
Пĕри калать:
- Пĕлĕт çинче çич çĕр çитмĕл çичĕ çăлтăр.
- Çук, тăхăр çĕр тăхăр вун тăхăр çăлтăр, - хирĕçлет тепри.
Тавлашсан-тавлашсан, çаксем çапăçсах каяççĕ.
Курши, кусем патне çапăçнине курнипе, чупса пынă та:
- Иксĕрĕн те тĕрĕс мар! – тет. – Пĕлĕт çинче ман ĕне çăмĕ чухлĕ çăлтăр!
Лешсем çапăçма чарăнаççĕ те:
- Ăçтан пĕлен? – ыйтаççĕ унран харăсах.
- Пĕлеп! – тет куршĕ. – Ĕненмесен – ман ĕне çăмне шутлама пырăр.
Туслăх
Ватă Сантăр патне çамрăксем пынă та:
- Сантăр мучи, шур сухалăмăр, эсĕ – нумай пурăннă çын. Тем те курнă, пайтах хура-шур тÿснĕ, кала-ха, мĕн вăл çак тĕнчере чи хакли?
- Туслăх,- хуравланă мучи.
Çамрăксем татах ыйтнă:
- Чи вăйли мĕн?
-Туслăх, -тенĕ мучи.
-Чи çирĕппи?
- Туслăх.
- Юлашки ыйту,- тенĕ çамрăксем,- кала-ха, тархасшăн, мĕн япала ĕмĕрлĕх?
- Туслăх!- çирĕппĕн татса каланă Сантăр – Туслăх. – Туслăх
«Тилĕ тус», чăваш халăх юмахĕ.
Автор: Пĕр старик вăрмантан тилĕ чĕрĕллех тытса таврăнать те карчăкне калать:
Старик: Карчăк, манăн кивĕ çĕлĕке кăмакана пăрахса çунтарса яр.(çĕлĕкне çавăрса çапать)
Карчак: Эх, старик! Ватăлнă майĕн ухмаха туха пуçларăн пуль. Тăхăн çĕлĕкне! (çĕлĕкне тăхăнтарать), (старик тухса каять, мишукпа тилле илсе кĕрет).
Старик: Эпĕ çĕлĕклĕх питĕ аван тир тупса килтĕм, пăх-ха, çунтарса яр çĕлĕке, —тет те мишук ăшĕнчен тилле кăларса урайне ярать.
Карчăкĕ вут хутса тăнă пулнă. Старик çĕлĕкне илет те, ухват çине тăхăнтартать
Старик : Тилĕ тус, ĕнтĕ эпĕ сана çĕлĕк тума пусатăп. Виличчен эсĕ пире пĕрре ташласа кăтарт-ха.
Автор: Старик хай çĕçĕ хăйрать. Мĕскĕн тилли карчăк çине, кайран старик çине пăхкалать. Мăнтарăн чунĕ! Пит вилес килмест пуль! Тилĕ чӳречерен вăрман еннелле вă-ă-ăрттăн пăхать.
Старик çĕçĕ хăйраса пĕтерчĕ те тилле калать:
Старик : Ну, тилĕ тус, ташла, ташламастăн пулсан—пусатăп.
Тилĕ: Ташласса ташлăп та эпĕ, манăн ташлама хитре кĕпе çук çавă.
Старик : Карчăк! Тилле кĕпуне пар-ха!
Карчăк: Çук, памастăп!
Старик : Пар терĕм сана!
Карчăк: Çук, памастăп !
Старик : Пар терĕм !
Автор: Карчăк тилле кĕпе тупса тăхăнтартать. Тилли ташлама хатĕрленсе ура çине тăчĕ. Хăйне хăй тăрăххăн пăхкалать.
Старик: Мĕншĕн ташламастăн тата, тилĕ тус?
Тилĕ: Ташласса ташлăп та,—манăн пуçра тухья çук-çке.
Старик : Карчак! Тилле тухйуна пар-ха!
Карчăк: Çук, памастăп!
Старик : Пар терĕм сана!
Карчăк: Хама та кирлĕ !
Старик : Пар терĕм!
Автор: Карчăк тилле тухья тупса тăхăнтартать. Тилли тухья тăхăнсан та çаплах ташламасть-ха. Хăйне хăй тата тăрăххăн пăхать.
Карчăкпа старик иккĕшĕ те: Ташла ĕнтĕ, тилĕ тус, ташла, мĕншĕн ташламастăн?
Тилĕ: Ташласса ташлăп та, манăн тенкĕллĕ мăй çыххи çук-çке.
Старик : Карчак! Тилле май сыххине пар-ха!
Карчăк: Çук, памастăп!
Старик : Пар терĕм сана!
Карчăк: Çук, памастăп !
Старик : Пар терĕм!
Автор: Карчăкпа старик тенкĕллĕ мăй çыххи те параççĕ. Тилли çаплах ташламасть.
Тилĕ: Манăн алăра хитре тутăр çук-ха тата.
Автор: Стариккипе карчăкĕ тилĕ мĕн ыйтнине пурне те тупса пачěç те, тилли кăшт уçăлса кулкалама пуçларĕ. Старик кěсле калама тытăнчĕ, тилĕ хуллен-хуллен ташлама пуçларĕ. Çăмăлланса, çăмăлланса ташлать. Хушпу тенкисем, мăй çыххи тенкисем шăнкăртатса çеç тăраççё. Карчăкě çунакан кăмакана пăрахсах алă çупа пуçларě.
Старик: Çăмăлтарах ташла, тилě тус, ну, яра пар.
Автор: Хай те алхасса кайнă. Сиксе тăрса тилěпе ташласси анчах. Тилли тем тĕрлĕ илемлĕ, çăмăллăн ташлать. Стариккипе карчăк тĕлĕнсе хытсах кайрĕç. Тилĕ ташласа çӳрерĕ-çӳрерĕ те хăйне ăшă пулнă пек тытса калать:
Тилĕ: Алăк уççи уçăрах, кантăк хуппи уçăрах.
Автор: Хай карчăк вăр-вар алăкне, кантăкне уçса пăрахрĕ. Карчăкпа старик савăннипе хайсем те ташлама пуçларĕç тет. Тилĕ хĕпĕртесе кула-кула ташласа çӳрет. Тилĕ ташласа çӳрерĕ-çӳрерĕ те алăкран вăшт тухса шурĕ. Карчăкпа старик çăвара карса юлчĕç.
Карчăк: Эх, старик, старик! Пĕтĕм мул та, çĕлĕк те пĕтрĕ.
Старик: Тилли те пит чее çав! (ĕнсине хыçать)
12 ача: Тăван чĕлхе –халăхăн аваллăхĕ,
Тăван чĕлхе халăхăн сумлă та телейлĕ малашлăхĕ.
13 ача: Кашни юлташ, тăван, чи çывăх тусăм ман,
Мана кашни чун-чĕререн «Салам» тет ирсерен.
14 ача: Пĕр тинĕс те пире уйăрас çук икке
Юлташлăх, туслăх тĕнчере хăватлă вăй иккен.
15 ача: Илемлĕ хĕрсем йăл кулсассăн умра,
Хĕвел ăшшăнрах-çке пăхать урамра
Юрлассăм, кулассăм, выляссăм килет
Хытрах ал çупсассăн, ташлассăм килет.
Хĕрсен ташши
Чăваш халăх ташă кĕвви
16 ача: Тăван чĕлхе! Эп сансăр — мĕскĕн, тăлăх,
Эс пур чух — манăн кăкăрта кăвар.
Эс пур чухне çеç вилĕмсĕр ман халăх,
Ун чух ун çут пуласлăхĕ çук мар.
Юрă «Çĕмĕрт çеçки çурăлать»
Чăваш халăх юрри
Ачасем картана тăрса, тĕрлĕ хусканусем туса юрлаççĕ
- Çĕмĕрт çеçки çурăлать те, çĕмĕрт çеçки çурăлать,
Вăрман витĕр курăнать.
Картара алран-алла тытăнса сылтăмалла утаççĕ
- Шурă кĕпе тăхăнсан та, шурă кĕпе тăхăнсан,
Вăйă витĕр курăнать.
Хĕрачасем картана варрине çепĕççĕн аллисене суласа кĕреççĕ,
çаврăнса илеççĕ те, каялла тухаççĕ, арçын ачасем çавракана кĕреççĕ, каялла çаврăнсан хĕрачем умнее пырса тăраççĕ.
- Çутă пушмак, шур чăлха та, çутă пушмак, шур чăлха,
Кирĕк тивместь тетĕр –им?
Сылтăм алăсенчен тытăнса икшерĕн çаврăнаççĕ.
- Вылямастар, кулмастăр та, вылямастăр, кулмастăр,
Вăйă иртмест тетĕр-им?
Хĕрачасем арçын ачасем йĕри-тавра алăсене малалла, каялла шутарса çăврăнаççĕ, арçын ачасем алă çупса тăраççĕ.
- Чăрăш кĕлет, сар кĕлет те, чăрăш кĕлет, сар кĕлет,
Тăрри чăнкă, килĕшет.
Арçын ачасем хĕрачасем йĕри-тавра çăврăнаççĕ, хĕрачасем алă çупса тăраççĕ.
- Эпир вăййа тухсассăн та, эпир вăййа тухсассăн,
Юрлани те килĕшет.
Юрласа, алран-алла тытăнса залран тухса каяççĕ.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Сценарий чувашского развлечения "Улах"
Сценарий чувашского развлечения предназначен для музыкальных руководителей ДОУ и рекомендован к проведению с детьми старшего дошкольного возраста....
Сценарий чувашского праздника "Сурхури"
Сценарий праздника предназначен для детей подготовительной к школе группы. В празднике могут участвовать дети всех подготовительных групп дошкольного учреждения....
Сценарий чувашской народной сказки "Пылающий огонь".
Сценарий чувашской народной сказки "Пылающий огонь"....
Конспект организованной образовательной деятельности «Край Чувашский, край наш милый» в старшей группе детского сада
Цель: Приобщение детей к чувашской национальной культуре.Задачи:1. Продолжить знакомство детей с историей чувашского народа, с его прошлым и настоящим.2. Знакомить с народными традициями, бытом, нацио...
Конспект познавательной беседы на тему «Трудовой подвиг чувашского народа в тылу» во второй группе раннего возраста
Конспект познавательной беседы на тему «Трудовой подвиг чувашского народа в тылу» во второй группе раннего возрастаЦель: Сформировать первоначальные знания у детей о труде народа в тылу во...
Сценарий чувашского народного праздника "Акатуй"
Сценарий чувашского народного праздника «Акатуй» Ход праздника:Дети входят на площадку под чувашскую народную музыку.Ведущий 1: Добрый день, дорогие гости, уважаемые коллеги!Ведущий 2: Иры...
«Тайна чувашских узоров». (Познавательный час в подготовительной группе)
Приобщать детей к национальной культуре, обычаям и традициям родного народа, к его духовно-нравственным ценностям....