Проект Гаврил Луç - пирĕн ентеш.
методическая разработка

Афанасьева Тамара Васильевна

Ознакомление  с работой, о жизни и деятельности писателя, который проживал на территории нашего Хормалинского поселения поселения

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл proekt_gavril_luc_-_piren_entesh.docx32.29 КБ

Предварительный просмотр:

Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерствин хушма професси вĕренĕвĕн «Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ» бюджет учрежденийĕ

Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалланă «Чăвашла уяв янратăр!» конкурсĕ

Заняти хыççăнхи мероприятии

Гаврил Луç

Мероприятие 5-6 çулти ачасем валли хатерленĕ

Ĕç теллевĕ: Проект \ё\н т\ллев\сем:

- ачасене т\пчев-шырав \ё\пе интереслентересси;

- ч=ваш хал=х\ \м\рсем хушшинче пухн= пурл=хпа, =с-хак=л культурипе паллаштарасси;

- ч=ваш хал=х\н авалтан пын= й=ли-й\ркине, с=вви-юррине, в=й=-таш=лл= уяв\сене упраса х=варасси;

- хал=х=м=р=н чи илемл\, чи паха й=ли-й\ркисемпе ус= курма в\рентесси,

- чăваш енĕн мухтава тивĕçнĕ çыннисене хисеплеме, юратма в\рентесси.

- ачасен тавра курăмне, пуплев культурине аталантарма усă куракан çĕнĕ мелсемпе меслетсене тупса палăртасси.

                                                                   Сценари авторĕсем:

                                                                            Тарасова Лидия Васильевна, воспитатель;

                                                                            Афанасьева Тамара Васильевна,

музыка ертÿçи

                     

                                                                            телефон: 89674740490,

                                                                     89530159469

                                               e-mail: tarasowalid@yandex.ru,

                                                        afana5jeva@yandex.ru

Шупашкар - 2022

Гаврил Луç – Йĕпреç енĕн паллă поэчĕ

Кÿртĕм

Кашни çыннăн хăйĕн юратнă вырăнĕ, ĕçĕ, тÿпийĕ: кам хурçă тимĕре шăратса , хăй, чи вăйлă этем пулса, çав «паттăра» парăнтарать; тепри тĕнче уçлăхне тухса никам ури пусман çĕрте ятне хăварать; виççĕмĕшĕ мăнаçлă та тарăн тинĕс тĕпĕнче çул хывать; хăшĕ чуна вĕçтерсе ямалла асамлă, илемлĕ кĕвĕ-юрă хывать; пиллĕкмĕшĕ ăшран, пĕтĕм чун хавалĕнчен вĕçсе тухакан сăвă йĕркисене ирĕк парать – халăха пулăшать, пур «тĕпренчĕк» çинчен те аса илмесĕр хăвармасть, хăй мĕн пысăкăш усăллă ĕç тунине сисе юлмасăрах малалла ăнтăлать. Çакна «Çĕн ĕмĕре таса чунпа кĕрер» сăвăри йĕркесем те аван çирĕплетеççĕ:

Пĕр-пĕринпе пурнар-ха туслăн, хирĕçмесĕр,

Хуйха-суйха çăмăллатар йышпа пĕрле.

Çул çÿрекен çын уттăр ним шиклениесĕр

Урампала – хуть кăнтăрла, хуть сĕм çĕрле.

Эпир – Çынсем. Чĕремĕрти мăнаçлă туйăм

Этем чысне ялан малта тытма хушать.

Кашни çынра пулсассăн çакă ырă туртăм

Çĕнĕмĕре кĕмшкĕн алăк уçăлать. (Луç: III: 25)

Асăннă сăвă йĕркисен авторĕ – ЧР Йĕпреç районĕнчи Хумри Ишек ялĕнче пурăнакан Гаврил Спиридонович Лосев (Луç Кавĕрли, Гаврил Луç).

Ырă кун пултăр, хисеплĕ жюри членĕсем тата вĕрентекенсемпе вĕренекенсем. Манăн ĕс теми – «Гаврил Луç поэзийĕн тĕнчи».

Ĕçĕн сăнав объекчĕ – Гаврил Луçăн ку таранччен тухнă 8 кĕнеки. Вĕсем çаксем:

  1. «Юратупа эп килтĕм тĕнчене»  сăвăсем (1999 ç.);
  2. «Амăшĕпе хĕрĕ» поэмăсем (2001 ç.);
  3. «Тăван тавралăх» сăвăсен кĕнеки (2003 ç.);
  4. «Чупать-ха пурнăç урхамахĕ…» сăвăсен кĕнеки (2005 ç.);
  5. «Хум хĕрринче çуралнă юрату» прозăлла хайлавсен пуххи (2008 ç.);
  6. «Сонетăмсем - çунатăмсем» сонетсен ярăмĕ (2008 ç.);
  7. «Юрату – тĕнче тытăмĕ» сонетсем, сăвăсем, калавсем, очерксем (2010 ç.);
  8. «Кунĕ пур вĕт çут тĕнчен – пунăнасчĕ ыранччен» сонетсем, сăвăсем, калавсем (2013 ç.).
  9. Чыспах вĕçлесчĕ хамăр ĕмĕре (2014ç.)

Асăннă  темăна суйласа илни паянхи куншăн питĕ актуаллă тесе шутлатăп эпĕ, мĕншĕн тесен:

  1. Паянхи кунччен те, Йĕпреç тăрăхĕнче çеç мар, ялкорăн, сăвăçăн тата прозăлла сăмах ăстин  пултарулăхне питĕ сахал тĕпченĕ-ха. Хальлĕхе Наталия Чангинăн «Гаврил Луç поэзийĕн хăйне евĕрлĕхĕ» ăслăлăх ĕçĕ çеç пур. Сăмах май, Гаврил Спиридонович Лосев -  9 кĕнеке авторĕ, Чăваш республикин писательсен союзĕн членĕ, районти «Çĕнтерÿшĕн» хаçатăн Çемен Элкер тата Чăвашсен обществăпа культура центрĕн А.Талвир ячĕллĕ премисен лауреачĕ.
  2. Кану мĕнне пĕлмесĕр, çич хут тар кăларса тăрăшакан сăпайлă çыннăмăртан вĕренмелли пирĕн чылай. Унăн хайлавĕсем вулакана тыткăнлаççĕ, хавхалантараççĕ, тÿрĕ те таса чунлă пулма хистеççĕ, илем патнелле ăнтăлма йыхăраççĕ.  
  3. Кĕçех поэтăмăр 80 çул (1935 ç. ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче çуралнă) тултарать. Вулакансене çĕнĕрен çĕнĕ кĕнекесемпе савăнтарсах тăма  ăнăçу сунатпăр юбиляра.                                                      

Тĕпчевĕн тĕллевĕ – Гаврил Луç поэтăн поэзипе прозăри çул-йĕрне тишкересси. Çак тĕллевпе эпĕ тĕрлĕ çулсенче ентешĕмĕрĕн пур кĕнекипе те паллашрăм.

Задачăсем:

  • Гаврил Луç поэтăн пултарулăхне пĕтĕмĕшле хакласси;
  • поэзипе прозăри çул-йĕрне тишкересси;
  • кĕскен çыравçăн пурнăçĕпе паллаштарасси.

Гаврил Луç поэзийĕн тĕнчи

Пĕтĕм  пурнăçĕ çыру ĕçĕпе – журналистикăпа тата литературăпа çыхăннă Гаврил Луçăн Йĕпреç районĕнчи Хумри Ишекре çуралнăскер, кун-çулне тăван ялне халалланă.

Пĕрремĕш сăвви районта тухса тăракан «Коммунизм çĕнтерĕвĕшĕн» (халĕ «Çĕнтерÿшĕн») хаçатра кун çути курнă. Текехвăл поэзии урхамахнеалăран вĕçертмен. Çемен Элкерпе çыхăну тытса Гаврил Луç нумай унран вĕренсе пынă. Паян çак çырусем Мăн Упакасси ялĕнчи Элкер музейĕнче упранаççĕ. Каласа хăварас пулать, чи малтан ГСЛосева литературăра пысăк утăмсем тума, кĕнекисене кăларма унăн юратнă çемйи, тус-тантăшĕсем, икĕ ывăлĕ хавхалантарса пулăшса пыраççĕ.

1999 çулта тухнă «Юратупа эп килтĕм тĕнчене» кĕнекере «Портсигар ăшĕнчи çыру» поэма кĕнĕ. Поэт хайлаври шухăша чăн пурнăçран илнĕ. Исай Вишневский морякăн сарăмсăр вилĕмне, инкекне, унти ĕç-пуçа питех те ĕнентерÿллĕ те чĕрĕ туса çырса кăтартать автор.

2001 çулта «Амăшĕпе хĕрĕ» иккĕмĕш кĕнеке тухнă. Кунта вăрçă çулĕснчи пурнăçа, халăхсен хутшăнăвне, вĕсен хуйхи-суйхине, партизансен ĕçĕ-хĕлне çутатнă. Сюжет темиçе йĕрпе, туллин аталанни курăнать поэмара. Ку кĕнекене Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă хĕрсемпе хĕрарăмсене халалланă.

2003 çулта тухнă виççĕмĕш кĕнекине («Тăван тавралăх») автор юратнă мăшăрне, Лидия Ивановнăна халалланă.

Литература ĕçне парăннă çыравçă 70 çухи юбилейĕ тĕлне тăваттăмĕш кĕнеке кăларать Гаврил Луç. Вăл «Чупать-ха пурнăç урхамахĕ…» ятлă.

«Кĕтсе илтĕм Çĕн Куна

Çĕнĕ сăвăпа.

Парнелетĕп халь сана

                                   Ырă кăмăлпа», - тесе çырать автор умсăмахĕнче (Луç: IV: 4). Ку кĕнеке авторăн пурнăç философине, кун-çулне, ĕçне-хĕлне уçса парать. Çур ĕмĕр хушшинче Гаврил Луçăн поэзии лаççинчен тухнă сăввисем, поэмисем, сонечĕсем, калав-очеркĕсем республикăри хаçат-журнал урлă пин-пин вулакан патне çитрĕç. Кĕнекисене Луç çывăх юлташĕсене, литературăри пĕлĕшĕсене, шкулпа библиотекăсене, чăваш культурине хисеплекен тусĕсене парнелет. Хисеплесе те сума суса çапла шăрçалать вăл:

Укçашăн хамăн чунăма сутмастăп,

Чăваш кĕнекине савакана,

Хам ятăма çырса парне паратăп.

Çынсем калаççĕ «Тавтапуç» мана.

Тĕп пай

Мĕн сăнарăм-ха эпĕ çак тĕпчевпе ĕçленĕ май? Сăвăç ытларах гражданла лирикăпа, пейзаж лирикипе тата юрату лирикипе ытларах çырнă. Гражданла лирикăра тăван халăх шухăшĕпе пурăнни, унăн çутă малашлăхĕшĕн çунни, ытти çынсене Тăван çĕр-шыва хытăрах юратма вĕрентни. Сăмахран, «Тăван тавралăх» тат «К.В.Иванов палăкĕ умĕнче» сăвăсенче поэт чăваш халăхĕн аслă, хастарлă поэт пурришĕн, ăна манманшăн мухтанать, тăван тавралăх илемĕпе киленсе йăваш чăвашсем çутта тухнишĕн, малалла аталанса утăмсем тунишĕн савăнать:

Манмасть иккен нихçан та пирĕн халăх,

Чăн-чăн этемĕн виллĕмсĕр ятне.

Халăхсене вăл ĕмĕр асăнмалăх

Парнелесе хăварчĕ «Нарспие». (Луç: IV: 11)

Малалла Г.С.Лосевăн кĕнекисенчи жанрĕсене тишкерĕпĕр. Вăл çак таблицăран аван курăнать:

№№

Кĕнеке ячĕ

Жанрсем

Шучĕ

1.

«Хум хĕрринче çуралнă юрату» прозăлла хайлавсен пуххи (2008 ç.)

калавсем

7

очерксем

4

аса илÿсем

4

2.

«Чупать-ха пурнăç урхамахĕ…» сăвăсен кĕнеки (2005 ç.)

сăвă

45

поэма

1

3.

«Сонетăмсем - çунатăмсем» сонетсен ярăмĕ (2008 ç.)

сонетсем

çывăх çыннисемпе тăванĕсене халалланисем

20

тантăш-юлташĕсемпе ĕçтешĕсене халалланисем

39

4.

«Юрату – тĕнче тытăмĕ» сонетсем, сăвăсем, калавсем, очерксем (2010 ç.)

сонетсем, сăвăсем

12

калавсем, очерксем

8

5.

«Кунĕ пур вĕт çут тĕнчен – пунăнасчĕ ыранччен» сонетсем, сăвăсем, калавсем (2013 ç.)

сонетсем, сăвăсем

14

Экспромт

1

калавсем

5

Пĕтĕмлетÿ

Гаврил Луçăн поэзии тĕнчпе паллашнă май çакнашкал пĕтĕмлетÿсем тăвăпăр:

  1. Гаврил Спиридонович Лосев  - сăмах ÿнерçи. Сăввисем шухăш тарăнлăхĕпе палăрса тăраççĕ. Поэт хăйен тĕнче курăмне, кăмăл-туйăмне тата шухăшне палăртма витĕмлĕ пулăмсемпе никĕслентерет, куçа курăнмалла тăвать.
  2. Поэт-лирик тĕрлĕ тема ытамлать: Тăван çĕр-шыв, пурнăçпа вилĕм, çут çанталăк, туслăхпа юрату, çемье, ачалăхпа çамрăклăх, вăрçă суранĕсем, паттăр салтаксемпе тыл ĕçченĕсем, кершÿ, сипетлĕх т.ыт.те.
  3. Поэт çут çанталăк символĕсемсĕр пуçне тĕрлĕ халăх культурипе, ÿнерĕпе, историйĕпе çыхăннă пайăр ятсемпе усă курать: Гагарин, Хусанкай, Çеçпĕл, Иванов, Николаев т.ыт.те.
  4. Çыравçăн сăввисемпе  - философилле шухăшлавпа символа сăнарлăх тĕпре. Вăл сонет жанрĕпе анлă усă куракансенчен пĕри.

Юлашкинчен вара поэзи лаççинче паянхи кун та хĕрсех ĕçлекен юбиляра ăнăçупа тăнăçлăх, ырă пурнăçпа тулли телей сунар. Çеçпĕл калашле,  малашне те ака тутăр, утă çултăр, вутă çуртăр, юрласа çен сăвă çыртăр.

Тупмалли

  1. Кÿртĕм …………………………………………………………………. 1
  2. Гаврил Луç поэзийĕн тĕнчи…………………………………………... 2
  3. Тĕп пай………………………………………………………………….. 3
  4. Пĕтĕмлетÿ………………………………………………………………. 4

Кашни çыннăн хăйĕн юратнă вырăнĕ, ĕçĕ, тÿпийĕ: кам хурçă тимĕре шăратса , хăй, чи вăйлă этем пулса, çав «паттăра» парăнтарать; тепри тĕнче уçлăхне тухса никам ури пусман çĕрте ятне хăварать; виççĕмĕшĕ мăнаçлă та тарăн тинĕс тĕпĕнче çул хывать; хăшĕ чуна вĕçтерсе ямалла асамлă, илемлĕ кĕвĕ-юрă хывать; пиллĕкмĕшĕ ăшран, пĕтĕм чун хавалĕнчен вĕçсе тухакан сăвă йĕркисене ирĕк парать – халăха пулăшать, пур «тĕпренчĕк» çинчен те аса илмесĕр хăвармасть, хăй мĕн пысăкăш усăллă ĕç тунине сисе юлмасăрах малалла ăнтăлать. Çакна «Çĕн ĕмĕре таса чунпа кĕрер» сăвăри йĕркесем те аван çирĕплетеççĕ:

Пĕр-пĕринпе пурнар-ха туслăн, хирĕçмесĕр,

Хуйха-суйха çăмăллатар йышпа пĕрле.

Çул çÿрекен çын уттăр ним шиклениесĕр

Урампала – хуть кăнтăрла, хуть сĕм çĕрле.

Эпир – Çынсем. Чĕремĕрти мăнаçлă туйăм

Этем чысне ялан малта тытма хушать.

Кашни çынра пулсассăн çакă ырă туртăм

Çĕнĕмĕре кĕмшкĕн алăк уçăлать. (Луç: III: 25)

Асăннă сăвă йĕркисен авторĕ – ЧР Йĕпреç районĕнчи Хумри Ишек ялĕнче пурăнакан Гаврил Спиридонович Лосев (Луç Кавĕрли, Гаврил Луç).

Ĕçĕн сăнав объекчĕ – Гаврил Луçăн ку таранччен тухнă 8 кĕнеки. Вĕсем çаксем:

  1. «Юратупа эп килтĕм тĕнчене»  сăвăсем (1999 ç.);
  2. «Амăшĕпе хĕрĕ» поэмăсем (2001 ç.);
  3. «Тăван тавралăх» сăвăсен кĕнеки (2003 ç.);
  4. «Чупать-ха пурнăç урхамахĕ…» сăвăсен кĕнеки (2005 ç.);
  5. «Хум хĕрринче çуралнă юрату» прозăлла хайлавсен пуххи (2008 ç.);
  6. «Сонетăмсем - çунатăмсем» сонетсен ярăмĕ (2008 ç.);
  7. «Юрату – тĕнче тытăмĕ» сонетсем, сăвăсем, калавсем, очерксем (2010 ç.);
  8. «Кунĕ пур вĕт çут тĕнчен – пунăнасчĕ ыранччен» сонетсем, сăвăсем, калавсем (2013 ç.).
  • Гаврил Спиридонович Лосев  - сăмах ÿнерçи. Сăввисем шухăш тарăнлăхĕпе палăрса тăраççĕ. Поэт хăйен тĕнче курăмне, кăмăл-туйăмне тата шухăшне палăртма витĕмлĕ пулăмсемпе никĕслентерет, куçа курăнмалла тăвать.
  • Поэт-лирик тĕрлĕ тема ытамлать: Тăван çĕр-шыв, пурнăçпа вилĕм, çут çанталăк, туслăхпа юрату, çемье, ачалăхпа çамрăклăх, вăрçă суранĕсем, паттăр салтаксемпе тыл ĕçченĕсем, кершÿ, сипетлĕх т.ыт.те.
  • Поэт çут çанталăк символĕсемсĕр пуçне тĕрлĕ халăх культурипе, ÿнерĕпе, историйĕпе çыхăннă пайăр ятсемпе усă курать: Гагарин, Хусанкай, Çеçпĕл, Иванов, Николаев т.ыт.те.
  • Çыравçăн сăввисемпе  - философилле шухăшлавпа символла сăнарлăх тĕпре. Вăл сонет жанрĕпе анлă усă куракансенчен пĕри

          Мана ку тĕпчев ĕçĕ питĕ килĕшрĕ.. Чăнах та, пирĕн чаплă поэтăмăр пултаруллă, талантлă, ăслă, хастар, ĕçчен, кăмăллă, пысăк чĕреллĕ, пуян чунлă Çын.

Усă курнă литература

  1. Абрамов: 1998 – Абрамов В.А. Сăмахпа сăнар сипечĕ. Литература темипе çырнă статьясем. Шупашкар: ЧПУ изд-ви, 1998.
  2. Ендеров: 2005 – ЕндеровВ., Раевская Г. Юратупа вăл килнĕ тĕнчене // Тăван Атăл. 2005. 3 №, пуш уйăхĕ.
  3. Луç: I –  Лосев Г.С. Юратупа эп килтĕм тĕнчене.  Сăвăсем . Шупашкар, 1999. 58 с.
  4.  Луç: II –  Лосев Г.С. Амăшĕпе хĕрĕ. Поэма. Шупашкар, 2001. 64 с.
  5. Луç: III –  Лосев Г.С. Тăван тавралăх. Шупашкар, 2003. 56 с.
  6. Луç: IV –  Лосев Г.С. Чупать-ха пурнăç урхамахĕ… Шупашкар, 2005. 56 с.
  7. Луç: V –  Лосев Г.С. Хум хĕрринче çуралнă юрату. Калавсем. Очерксем. Аса илÿсем. Шупашкар, 2008. 100 с.
  8. Луç: VI–  Лосев Г.С. Сонетăмсем – çунатăмсем. Шупашкар, 2008. 64 с.
  9. Луç: VII –  Лосев Г.С. Юрату – тĕнче тытăмĕ. Сонетсем. Сăвăсем. Калавсем. Очерксем. Шупашкар, 2010.
  10. Луç: VIII –  Лосев Г.С. Кунĕ пур вĕт çут тĕнчен – пунăнасчĕ ыранччен. Сонетсем. Сăвăсем.  Калавсем. Шупашкар, 2013.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Социально-коммуникативное развитие младших дошкольников в рамках реализации ФГОС. Долгосрочный проект «Дорожная грамота». Паспорт проекта. Тип проекта- практико-ориентированный, коллективный. Вид проекта - долгосрочный, сентябрь 2018 года - май 2019 года

Актуальность проекта.Ежедневно в дорожно-транспортных происшествиях получают травмы, и гибнет много людей. Дошкольники составляют четвертую часть от общего числа пострадавших в ДТП дете...

Проект "Спортивная зима" Спортивно-познавательный проект «Спортивная зима» Цель проекта: Расширение представлений детей о зимних видах спорта. Задачи проекта: - создавать условия для сознательного изучения детьми здорового образа жизни; • ознакомление с

Спортивно-познавательный проект «Спортивная зима» Цель проекта: Расширение представлений детей о зимних видах спорта. Задачи проекта: - создавать условия для сознательного изучения детьми здоро...

Паспорт проекта «Пчёлкин огород». Тип проекта : среднесрочный, исследовательский. Участники проекта : дети, воспитатели, родители воспитанников. Возраст детей: 6 – 7 лет. Цель проекта: Создание условий в группе и на участке для развития познавательного и

Задачи проекта:Расширять знания детей и представления о культурных  растениях и цветах (их строении и полезных свойствах овощей).Знакомить детей с особенностями выращивания цветов и культурных ра...

МАДОУЦРР д/c «Теремок» Проект «Волшебница вода» " в средней группе «Почемучки» Воспитатель: Ганшу О.А.. 2022г. Проект: краткосрочный (с1.02 -20.02.22) Тип проекта: познавательно – исследовательский. Участники проекта: дети средней группы, воспитат

Проблема:  Отсутствие у детей представлений о значении воды в жизни всего живого на земле.Актуальность проекта: Экологическое воспитание, как никогда, является одной из актуальнейших проблем...

Проект Федоров Гавриил Егорович: Слава и Гордость Тунки

Тема проекта: Федоров Гавриил Егорович: Слава и Гордость ТункиУчастники проекта:Воспитанница средней группы "Одон" Антонюк Ангелинародитель Антонюк Светлана Викторовнавоспитатель Борхонова И...

Чăваш уявĕ "Гаврил Луç - Йĕпреç енĕн паллă поэчĕ"

Уяв сценарийне 4-7 çулхи ачасем валли çырнă. Уявра ачасем хамăр енри паллă çын Луç Кавăрлийĕн пуллтаруллăхĕпе тĕплĕн паллаштарчĕç: унăн пурнăçĕпе, произведенийĕсемпе, çемьипе ....

Аннотация к конспекту занятий на старший дошкольный возраст тема «Пирӗн ентеш - А. Г. Николаев космонавт».

Занятие составила и провела: воспитатель Кокшина Н.В.Данное занятие проводится с группой детей старшего дошкольного возраста по теме «Пирӗн ентеш - А. Г. Николаев космонавт».  Оно нап...