Наш земляк А. Г. Николаев .Год выдающихся земляков.
проект (старшая группа)

Иванова Галина Николаевна

Мероприятие 5-6 çулхи ачасем валли хатĕрленĕ.

Еç тĕллевĕ:  1. Ачасене А.Г.Николаев пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе тарăнрах паллаштарасси, чыслă та сумлă ентешĕмĕрĕн мăнаçлăхне туйтарасси.

2. Ачасен тавра курăмне хăпартасси. Ачасен илемлĕх туйăмне вăратса çирĕплетесси.

3. Тăван халăха хисеплеме, савă-юрăсенче, вăйăсенче сăмах пуянлăхне туйма пулăшасси.

 

Илемлĕ те çутă зал. Стена çине тĕрлĕ-тĕслĕ шарсемпе, хăюсемпе илемлетнĕ. Стена çинче А.Г.Николаев портретне вырнаçтарнă. Мультимедийлă экран çинче презентаци страницисем тухса пыраççĕ.

Ертсе пыракан

Паянхи уява эпир чăваш космонавтне Андриян Григорьевич Николаева халаллатпăр.

А.Г.Николаев авăн уйăхĕн пиллĕкмĕшĕнче Чăваш Енĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче çуралнă. 1-мĕш слайд.

 Пĕчĕк чухнех çăлтăрсем хушшине вĕçме ĕмĕтленнĕ чăваш хереçченĕн ывăлĕ. Вăл космосра Восток – 3, Восток-9 карапсем çинче пулнă.2-мĕш слайд. 3 –мĕш слайд.

Унăн ятне Шупашкар хулиничи урама панă. Ку урамра ун ячĕллĕ ача - пăча паркĕ пур.

Космонавта халалласа палăк лартнă. 3 –мĕш слайд.4 мĕш слайд.

2006 –мĕш çулта Шуршăлта Мемориал комплексĕ,часовня уçнă.5 – мĕш слайд.

Пирĕн Чăваш Ен хăйĕн ывăлĕпе мухтанать.

Ачасем, сирĕн космонавт пулас килет –и?  Халĕ пурте пĕчĕк космонавтсем пулатпăр.

Космоса çитме пире карапсем кирлĕ.

1.Вăйă «Пазлтан карап пуçтарни».

2.Вăйă «Хăвăн карапна туп». Минусовка «Космонавтсем»Ю.Слонован

Вăйă йĕрки:Воспитатель ушкăна 4-5 пая пайлать.Кашни пайăн хăйĕн карапĕ-обруч,Ачасен пуçĕ çинче карап тĕслĕ çăлтăр.Вĕçеве хатĕрленетпĕр.Вĕçсе кайрăмăр. Музыка.Вĕçсе çитрĕмĕр.Музыка чарăнать.Хăш ушкăн маларах пуçтарăнать- çав çĕнтереть.2-3 хут вылятпăр.

3.Пирĕн ачасем А.Г.Николаев çинчен сăвă каласа параççĕ.

1 «Мухтанатпăр»

Паттăр та мухтавлă Андриян,

 Мухтанатпăр пурте санпала,

Савăнтартăн эс чунтан пире.

Кам пěлмест сана халь тěнчере!

Эс чăваш ачийě пулнăран

 Утăпăр эпир малтан мала,

Уйрăмах хавас тапать чěре.

 Сан пек паттăр пулăпăр ěçре.

(А. Кăлкан)

 

2 Аслаçу, аçу та сан,

Савнă тусăм Андриян,

Аслăк тăрринчен çÿле

Хăпарса пěртте курман.

Эсě кайрăн инçене,

Çутă çăлтăрсем патне,

 Хăвăн халăх çěр - шывне

 Мухтавларăн ěмěрне.

(Александр Алга)

 

Ертсе пыракан.

Космосра космонавтсен час-часах уçлăха тухма тивет. Ун чухне вĕсене скафандр тата баллонлă кислород пулăшать.

4.Вăйă «Уçлăхра». Минусовка «Космонавтсен маршĕ»А.Филиппенко.

Вăйă йĕрки: ачасем икĕ ушкăна пайланаççĕ. Пуç çине пластмасс чашăк, çурăм çинче модуль çакмалла тунă.Черетпе чупса пĕр-пĕрне параççĕ.

5.А.Г.Николаев юрлама юратнă. Пурте пĕрле унăн юратнă юррине юрлатпăр.

«Вĕç-вĕç куккук» чăваш халăх юрри.

Виççĕмĕш космонавт, тĕнче уçлăхне вĕçсе, хăйĕн талантлă та ĕçчен  чăваш халăхне мутав кÿчĕ.

6.Ачасене «Çамрăк космонавт» ят пани.

 

Ĕç хатĕрĕсем – мультемедийлă экран, скафандарсем,обручсем,çăлтăрсем,пазлсем, «Самрăк космонавт» паллăсем .

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл презентация к занятию1.1 МБ

Предварительный просмотр:


Подписи к слайдам:

Слайд 1

Андриян Григорьевич Николаев ятне мухтатпăр

Слайд 5

перремĕш чăваш космонавчĕ

Слайд 6

Космонавт музейĕ Шуршăлта


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Игра – викторина «Знатоки» , посвящанная "Году выдающихся земляков Чувашии"

Цель: Закрепить знания о родном поселке, о родном крае. Прививать чувство любви и патриотизма к Родине....

Творческий проект для детей старшего дошкольного возраста "Выдающийся земляк Чувашии-- А.Г.Николаев".

В настоящее время очень актуальна проблема патриотического воспитания детей дошкольного возраста, воспитания чувства гордости за достижения, которые совершили наши выдающие и знаменитые люди Чувашско...

Узнаем, исследуем и творим в память о выдающихся земляках Чувашии

Узнаем, исследуем и творим в память о выдающихся земляках Чувашии...

Проект Выдающиеся люди Чувашии - А. Г. Николаев

Проект, направленный на ознакомление детей с А. Г. Николаевым...

Педагогический проект "Выдающиеся земляки: они прославили Чувашский край"

На примере конкретных исторических личностей воспитывать интерес к истории своей Родины. Формирование нравственно - патриотических чувств дошкольников через знакомство с выдающимися и знаменитыми людь...

Патриотическое воспитание у дошкольников ходе реализации проекта «Наш Чапаев», по ознакомлению с выдающимся земляком В.И.Чапаевым.

В материале представлен опыт работы в проектной деятельности по патриотическому воспитаню дошкольников "Наш Чапаев". Проблема нравственно-патриотического воспитания подрастающего поколения в...