Сказка «Шӑнкӑр - шӑнкӑр шыв юхать пирĕн касри урамра»
творческая работа учащихся (старшая группа)

«Шӑнкӑр - шӑнкӑр шыв юхать пирĕн касри урамра»

 

Г. Х. Андерсенӑн «Дюймовочка» юмахĕ тӑрӑх хатĕрленĕ музыкӑпа литература композицийĕ.

(Шкулчченхи ушкӑна çӳрекен ачасем валли хатĕрленĕ)

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл shankar_-_shankar_shyv.docx30.17 КБ

Предварительный просмотр:

Чӑваш Республикин Муркаш районĕнчи шкулчченхи муниципаллӑ бюджет вӗренӳ учрежденийӗ «14-мĕш номерлĕ «Золушка» ача сачĕ»

«Шӑнкӑр - шӑнкӑр шыв юхать пирĕн касри урамра»

Г. Х. Андерсенӑн «Дюймовочка» юмахĕ тӑрӑх хатĕрленĕ музыкӑпа литература композицийĕ.

(Шкулчченхи ушкӑна çӳрекен ачасем валли хатĕрленĕ)

        Юмаха чӑвашла куҫарса хатӗрлекенӗ тата сценари ҫыраканӗ аслӑ категориллĕ                                                 музыкă ертÿçи Вера Степановна Макарова

        

Патаккасси ялĕ – 2021 çул

Ачасем В. Александров кĕвĕленĕ «Çурхи пулӑмсем» юрӑпа зала кĕрсе вырнаçаççĕ. Пурте чӑваш çипуçĕ тӑхӑннӑ.

«Эп юрлатӑп пурнӑçа савса» - сӑвви Ю.Ковалевӑн

Ертÿçĕ: - Çуркунне те çитрĕ

Сар хĕвел кулать.

Сивĕ вӑхӑт иртрĕ

Тĕнче вӑранать.

Эп юрлатӑп пурнӑçа савса,

Атте –аннене телей сунса.

Юрататӑп çывӑх туссене,

Килĕштерĕр тетĕп çынсене.

Ача: -     Пахчана тухатӑп

Ăшӑ çил лӑпкать.

Килелле утатӑп,

Çеçке çурӑлать.

Ача: -     Атте те мухтать-çке,

Анне ачашлать.

Пурӑнас килет- çке,

Чунӑм савӑнать.

Ертÿçĕ:- Епле хаваслӑ та ӑшӑ сӑвӑ йĕркисемпеуçрӑмӑр çурхи уява. Сӑвӑ хыççӑн юрӑ пултӑр, чунӑм савнӑçпа тултӑр!

«Çуркунне»юрӑ. сӑвви Якку Мишшин

кĕвви Г.Лисаевӑн

«Чӑваш музыки ача садĕнче» - стр.37

Шупашкар-89 çул

Ертÿçĕ: -Çуркунне путек-сурӑх сиккелесе, кайӑксем хавас юрӑ шӑрантарнине курнах пулĕ. Ялти урамсенче кунĕ – кунĕпе ача –пӑча сасси янӑрать. Çак çурхи хавас кун пĕр – пĕр савӑк вӑйӑ выляни те вырӑнлӑ.

(«Косримушкӑ» - вӑйӑ)

Ертÿçĕ: - Ачасем, эсир кайӑк-кĕшĕксем чӑваш енне каялла таврӑннӑ çĕре аслисемпе пĕрле шӑнкӑрч йӑвисем те туса çакрӑр пулĕ-ха! Пирĕн пата çуркунне вĕçсе килекен кайӑксенчен пĕрин çинчен тупмалли юмах парас тетĕп, тимлĕ пулӑр:

                    Пĕчĕкçеçĕ питлĕ – куçлӑ,

                    Эреветлĕ – теветлĕ,

                    Хÿри вĕçне туй килнĕ,

                    Якат Петĕр пӑчӑнтӑр. (чĕкеç)

Ертÿçĕ: - «Чĕкеç çуначĕсем çинче çуркуннене пирĕн пата илсе килет»,- тенĕ сӑмах пур ватӑсен. Тинĕссемпе океансене пĕр канмасӑр вĕçсе каçма епле вӑй – хӑват кирлĕ пĕчĕкçĕ кайӑксене. Ачасем, атьӑр-ха экран çинче кайӑк-кĕшĕксене пӑхса илер!

(пĕр кадр – кайӑксем тинĕс урлӑ вĕçни. Тепĕр кадр – Андерсонӑн «Дюймовочка» юмахĕнчи Чĕкеçпе Чечекпи калаçни пĕр пайĕ)

(ачасем вылянине ÿкерсе илсе хатĕрленĕ)

Чĕкеç: - Куççульне шӑл, ан кулян,

               Вĕçĕпĕр инçе паян.

               Кайӑпӑр Чӑваш енне,

               Çичĕ тинĕс леш енне.

               Чӑваш халӑхĕ ĕçчен,

               Тĕлĕнмелле вĕсенчен!

               Тӑрмашаççĕ кунсерен,

               Ир пуçласа сĕм каçччен!

               Кÿрентермĕç ыр çынсем,

               Ăшӑ кӑмӑллӑ вĕсем.

Чечекпи: -  Апла пулсан вĕçтерер!

Ертÿçĕ: - Ак савӑнӑç! Юмахри хĕрачапа чӑнах та тĕл пулма май пур – ши вара?

(А.Асламас кĕвĕленĕ «Çурхи хĕвел» кĕвĕпе Чĕкеçпе Чечекпи «вĕçсе» килеççĕ)

Чĕкеç: - Салам чӑваш çыннисене,

Хĕрĕсене ывӑл(ĕ)сене!

Ырми – канми ĕçченсене,

Тавах сире, кашнине!

Ертÿçĕ: - Ырӑ кун пултӑр, хаклӑ хӑнасем! Иртĕр, иртĕр малалла, чӑваш юррине итлесе киленĕр!

(«Илемлĕ» - чӑваш юрри - ачасем юрлаççĕ)

Ертÿçĕ:- Хаклӑ Чечекпи, эсĕ Чĕкеç тӑрӑшнипе çĕр пин юрӑллӑ, хĕрÿллĕ ĕçчен чӑвашсен çĕршывне лекрĕн. Чĕкеçпе мĕнле тĕл пулнӑ-ха эсĕ, каласа памӑн – ши?

Чечекпи: - Итлеме кӑмӑлӑр пулсан, каласа парам эппин!Çураласса эпĕ ачасӑр тунсӑхласа çитнĕ хĕрарӑм килĕнче, чечек куршакĕнче çуралнӑ. Çавӑнпа мана Чечекпи ят панӑ. Пĕррехинче манӑн пÿлĕме уçӑ чÿречерен пысӑк шапа сиксе кĕчĕ те…

Шапа тӑхлачӑ: - Ну, аван-и, чиперкке,

Куçа илĕртен епле!

Ывӑла авлантарам,

Сана хамӑн кин тӑвам!

(Чечекпине шурлӑха сĕтĕрсе илсе каять)

Чечекпи: - Пулӑшӑр, Хурах! Хурах!

                     Шурлӑха илсе ан каях!

Шапа тӑхлачӑ: - Ан кутӑнлаш, ан туртӑн,
Ман ывӑлпа ыр курӑн!

(шапан ывӑлĕ чупса тухать, «амӑшĕпе» çапла юрлаççĕ:

«Çырмари концерт»

сӑвви Ю.Петровӑн

кĕвви В.Салиховӑн

Шапа тӑхлачӑ ывӑлне: - Куран пуль, епле чипер

                                             Туя хӑнасем чĕнер!

Ывӑлĕ: - Пирĕн питĕ пысӑк шурлӑх

                 Шутласа пĕтерми пурлӑх!

(хĕре чечек çыххи парнелеме тӑрать, хĕр аллипе тĕксе ярать)

                 Чечекпи, ан турткалаш,

                 Эс пирĕнпе тӑванлаш.

                 Пурӑнăпӑр шурлӑхра,

                 Çӑтмахри пек ырлӑхра!

Шапа тӑхлачӑ: - Ман ывӑлпа ыр курӑн,

                              «Патша» пек эс пурӑнӑн.

Эсĕ пит чаплӑ «Майра»

Сан пекки кунта сайра!

Чечекпи: - Ах, мĕн тӑвас, мĕн тӑвас,

                    Тинех мĕнле хӑтӑлас!?

Шапа ывӑлĕ: - Ан йĕрмеш, ан çĕх(ĕ)реш!

                           Эсĕ манпала пĕрлеш!

                           Туй кĕрлетĕпĕр пĕрре,

                           Пурӑнӑпӑр-ха пĕрле!

(Чечекпинейывӑç çумне çыхса хӑвараççĕ. Шапасем тухса каяççĕ)

«Шыври курӑксемпе пулӑсен ташши»

(кĕвĕ вĕçленнĕ тĕле «Шыв курӑкĕсем» тухса каяççĕ, пулӑсем Чечекпине çӑлма васкаççĕ)

Пулӑсем: - Куççульне шӑл, ан кулян

                    Часах ирĕке тухан!

(пулӑсем Чечекпине ирĕке кӑлараççĕ)

Чечекпи: - Ай, кунта епле аван,
                Хӑтӑлтӑмах шапаран!      

Пулӑсем: - Телейлĕ çул пултӑр!
                    Çулу такӑр пултӑр!  

(пулӑсем «ишсе» каяççĕ. Чечекпи Нӑрӑна тĕл пулать)

Нӑрӑ: - Эп – дж-жентельмен!

              Сире пĕтĕм чунтан саватӑп.

              Эп – дж-жентельмен,

              Сирĕн умра пуçа таятӑп!

Музыкçӑ Нӑрӑ: - Çурхи куншӑн савӑнар,

                               Вальс ташласа çаврӑнар!

«Лĕпĕшсемпе нӑрӑсен ташши»

(ташӑ вĕçĕнче лĕпĕшсем Чечекпине унӑн тĕрлĕ çитменлĕхĕсем пурри çинчен пĕлтерсе, тиркесе çапла калаççĕ:- Урусем те иккĕ кӑна, çунатту та çук тата ыт.те)

Нӑрӑ: - Санпала эп чиперкке!

Пĕрле пулас çук ниепле.

Нӑрӑсем сана сивлерĕç,

Хӑйсен çемьине илмерĕç.

Чипер юлӑр!

(нӑрӑсем вĕçсе каяççĕ.Чечекпи вӑрманалла утать)

Ертÿçĕ:- Чечекпи вӑрманта çу каçа пĕчченех пурӑннӑ, чечексем çинчи пылак шыва ĕçсе йӑпаннӑ, вĕсем хушшинче пурӑнса тем тĕрлĕ ташӑ та вĕреннĕ. Асамлӑ самантпа усӑ курса, чечексен ташшине ташлӑпӑр.

«Чечексен ташши» - «Волшебный цветок» -юрă кĕввипеташлаççĕ

Ертÿçĕ: Ăшӑ çу иртсе кĕр те çитнĕ. Чечекпи вӑрмантан тухса уялла утнӑ. Кӑшт утсан шӑши йӑвине асӑрханӑ та алӑкран пырса шакканӑ.

Шӑши: - Кам чӑрмантарса çÿрет?

                Кам çапкаланса çÿрет?

                Кур-ха, пĕчĕк хĕрача…

                Хӑй шӑнса хытнӑ тата!

Чечекпи: - Тархаслатӑп, хута кĕрĕр,

                    Мана хĕл каçмашкӑн кĕртĕр!

Шӑши: - Ах, мĕскĕн пĕчĕк хĕр,

                Ман пата ӑшӑнма кĕр!

                Чей ĕçтерĕп пылпала…

                Пурӑнӑпӑр санпала.

Чечекпи: - Сире мĕнле тав тӑвас?

                    Сире мĕнле ыр пулас?

Шӑши: - Юлах, юлах хĕл каçма,

                Ан ÿркен çеç пулӑшма!        

Чечекпи: - Çыхӑп, çĕлĕп, тирпей тӑвӑп,

                    Пур ĕçре пулӑшса пырӑп!

(Чечекпи урай шӑлать, шӑши чӑлха çыхать)

Ертÿçĕ:- Ēнтĕ кайӑксем те ӑшӑ енне вĕçсе кайма пуçларĕç тет. Çанталӑк тата сивĕтрĕ тет, йывӑçсем çинче çулçӑсем те юлмарĕç тет.

(Чĕкеç, аран-аран вĕçсекĕрет,кӑштах вĕçсен урайне ÿкет)

Шӑши: - Кайура килеп тесеччĕ,

                Сан çинчен ыйтса пĕлсеччĕ…

                Кайура пит пуян,

                Эс унпала ыр куран.

                Атя урай шӑлкала,

                Тирпей – илем тукала!

Чечекпи: - Пуянлӑхшӑн хапсӑнмастӑп,

                    Эп ун мӑшӑрĕ пулмастӑп!

Шӑши: - Кайурана тиркетни?

                Çапла тарӑхтаратни?

(Кайура туяпа, хура куçлӑх, шĕлепке тӑхӑннӑскер килет)

                Кайура, ирт тĕпеле

                Калаçар йĕркипеле!

Кайура: - Курманни нумай пулать,

Вӑхӑчĕ пĕрмай шӑвать.

                  Ēçсем мĕнле, шӑши тус!

                  Эсĕ маншӑн – çывӑх тус.

Шӑши: - Атя, ларсах калаçар,

                Сĕтел хушшинче сӑйланар.

                Çамрӑк хĕре пахалар,

                Йӑлт калаçса татӑлар.

                Хĕрĕ маттур, пултарать,

                Мана пĕрмай пулӑшать,

                Апат тутлӑ пĕçерет,

                Йӑлтах туса ĕлкĕрет.

Кайура: - Апла тутлӑ пĕçерет?

Шӑши: - Йӑлтах туса çитерет…

Эсĕ хӑв та чаплӑ каччӑ,

Никамӑн çук сан пек «дача»!

Кайура:-Иккĕн пĕрле пурӑнӑпӑр,

Нуша тавраш курмӑпӑр.

«Кайура юрри»

                  Çĕр чаватӑп ирсерен,

Çĕр чаватӑп каçсерен.

Тĕрлĕ проектсем тӑватӑп,

Çĕр айĕн метро хывап.

Каюра эп, каюра,

                  Юрлам-ха эп çак юрра.

                  Килсе курӑр ман пата,

                  Чей ĕçтерĕп тупата.

(Чечекпи хул пуççи çине ӑшӑ тутӑр витсе кайурапа пĕрле утать. Çул çинче шӑнса хытнӑ Чĕкеçĕ асӑрхать. Кайура малалла утать. Чечекпи чĕкеç патĕнче юлать)

Чечекпи: - Чĕкеç шӑнса лартӑн-им?

Эсĕ мĕн, аманнӑ-им?

Сана чунтан хĕрхенем

Хамӑн тутӑра витем!

(Чĕкеç сывалса тӑрать те хавассӑн вĕçкелеме пуçлать)

Чĕкеç: - Тавах сана, ырӑ хĕр,

Ман пурнӑçа çӑлнӑшӑн.

Ырӑшӑн эп те ыр тӑвӑп,

Эпĕ те саншӑн кĕл тӑвӑп!

(Чĕкеç «вĕçсе» тухса каять. Чечекпи шӑши патне каялла «кĕрет». Пукан çине ларса «алсиш çыхнӑ» пек тӑвать)

Шӑши: - Ну мĕнле пек кайура?

Чечекпи: - Пит аван, мухтав Турра…

Шӑши:- Ак сана валли фата!

Ан юл тетĕп эс ватта!

Чечекпи:- Хĕвелпе сывпуллашма,

Ирĕк парсамӑр кайма!

Шӑши: - Ну юрĕ, кайса кил.

Анчах кунта хӑвӑрт кил!

(Чечекпи шӑши патĕнчен чупса тухса «Хĕвел» патне чупать. «Хĕвел» тĕп стена çинче)

Чечекпи: - Сар хĕвелĕм, çут хĕвелĕм,

Эсĕ манӑн çут телейĕм!

Каçар мана, ырӑ сун

Ах, пит ыратать-çке чун!

(Чĕкеç вĕçсе кĕрет)

Чĕкеç: - Куççульне шӑл, ан кулян,

Вĕçĕпĕр инçе паян.

Кайӑпӑр Чӑваш енне,

Çичĕ тинĕс леш енне.

Чӑваш халӑхĕ ĕçчен,

Тĕлĕнсе каян çитсен!

Тӑрмашать вӑл кунсерен,

Ир пуçласа сĕм каçччен!

Кÿрентермĕç ыр çынсем,

Ырӑ кӑмӑллӑ вĕсем!

Чечекпи:- Апла пулсан вĕçтерер!

(Чĕкеçпе Чечекпи «вĕçеççĕ». Декораци улӑштарма юрать: сӑмахран тухъяллӑ  хĕвеле тĕп стена çине вырнаçтарма пулать, тата ыт.те)

Чĕкеç: - Салам чӑваш çыннисене,

Хĕрĕсене, ывӑл(ĕ)сене!

               Ырми-канми ĕçченсене,

Тавах сире, кашнине!

Ертÿçĕ:- Акӑ мĕн пулса иртнĕ санпала, Чечекпи! Чĕкеç тусӑмӑра питĕ пысӑк тав ырӑ кӑмӑлшӑн. Эсĕ пулман пулсан?...

Чечекпи, сана пирĕн хĕрачасем юрра – ташша, ĕçе хӑнӑхтарĕç, арçын ачасем вара сана никама та кÿрентерме памĕç.

Эпĕ маттур чӑваш ачисен ячĕпе сана пуçа масмак çыхса ярам, умна капӑр тĕрĕллĕ саппунпа илемлетем.

Ай, епле илемлĕ хĕрача эсĕ, Чечекпи!

Ну, тин пурне те чӑваш ташшине йыхравлатӑп!

(чӑваш ташши)

Чечекпи: - Килĕшет мана кунта!

                    Юлӑп эпĕ çакӑнта!

Ертÿçĕ:- Юратнӑ ачасем! Пирĕн яланах маттур чӑвашсен йышĕнче пуласччĕ. Чӑваш ятне ярас марччĕ. Савӑнӑçлӑ çурхи тĕл-пулăва «Чӑваш ачи чӑвашах» юрӑпа вĕçлĕпĕр.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Что за чудо эти сказки!!! Аппликация по сказке А. С .Пушкина «Сказка о рыбаке и рыбке».

Что за чудо эти сказки!!! Аппликация по сказке А. С. Пушкина «Сказка о рыбаке и рыбке».Ко дню памяти А. С. Пушкина, мы решили оформить выставку детских работ, посвященных творчеству поэта. Для этого з...

Интегрированное комплексное занятие в первой младшей группе "Путешествие в сказку" Интегрированное комплексное занятие в первой младшей группе "Путешествие в сказку" Интегрированное комплексное занятие в первой младшей группе "Путешествие в сказку"

Цель: Напомнить детям содержание знакомой сказки, побуждать их к проговариванию и повторению вслед за воспитателем отдельных слов и фраз, воспитывать любовь к художественной литературе.Задачи:·...

Развлечение по сказкам Абдуллы Алиша "Сказка за Сказкой"

Материал подготовлен к юбилею татарского поэта и писателя А.Алиша для ознокомления детей дошкольного возраста с его творчеством...

Памятка для родителей: "Сказка....Сказка? Сказка!"

Значение сказки в жезни ребенка...

Русские народные сказки. Сказки – один из основных видов устного народного поэтического творчества. «Словом “сказка” мы называем и нравоучительные рассказы о животных, и полные чудес волшебные сказки.

Русские народные сказки.Сказки – один из основных видов устного народного поэтического творчества. «Словом “сказка” мы называем и нравоучительные рассказы о животных, и полные ...

Рабочая программа по кружковой деятельности «Сказка лечит, сказка греет, сказка учит жить» Нравственное воспитание и развитие ребенка через сказку

Рабочая программа по кружковой деятельности «Сказка лечит, сказка греет, сказка учит жить»Нравственное воспитание и развитие ребенка через сказку...