Развлечение
учебно-методический материал (старшая группа)

«Чăваш ачи чăвашах»

аслă ушкăн ачисем валли хатĕрленĕ

йăпатмăш каçĕн сценарийĕ

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл chavash_achi_chavashah.docx27.96 КБ

Предварительный просмотр:

Чăваш Республикин Муркаш районĕнчи шкулчченхи муниципаллă бюджет вĕренÿ учрежденийĕ «14-мĕш номĕрлĕ «Золушка» ача-сачĕ»

«Чăваш ачи чăвашах»

аслă ушкăн ачисем валли хатĕрленĕ

йăпатмăш каçĕн сценарийĕ

(Аслǎ ушкӑна çӳрекен ачасем валли хатĕрленĕ)

                                    Хатĕрлекенĕсем: воспитатель Шалтынова Т.З.

                                                                музыкă ертÿçи Макарова В.С.

                                                                       

Падаккасси ялĕ,

2021 ç.

Йăпатмăш каҫĕ

Заняти тĕсĕ – хутăшла вĕрентӳ вăхăчĕ.

Тема: «Чăваш ачи чăвашах» (шкулчченхи ушкăна ҫӳрекен ачисем валли).

Вĕрентӳ тĕллевĕсем: вĕрентӳ ĕҫĕнче музейри хатĕрсемпе анлă усă курасси, ĕлĕкхи ĕҫ хатĕрĕсемпе тата йăла йĕркесемпе палаштарасси (ака-суха туни, «Авал» курăва усă курни), ҫĕнĕ сăмахсемпе палаштарни, чăваш халăх вăййине вĕрентни, тăван халăхăмăрăн историпе палаштарасси.

Аталантару тĕллевĕсем: пуплев пайне аталантарасси, сăмах йышне ӳстересси, тавра курăмне аталантарасси.

Сапăрлăх тĕллевĕсем: ачасем хăйсем чăваш пулнишĕн мухтанас туйăм кӳресси, мĕн ачаран ĕҫе хăнăхтарасси, аваллăхпа палашса,  ăна хисеплеме, упрама, хăнăхтарасси.

Сăмахсем ҫийĕн ĕҫлесси: сăпка, ҫăл, йывăҫран хатĕрленĕ витресем тата кĕвенте, тукмак, ҫурла, суха пуҫ, пурак, улăм ури, жнейкă (тырă вырмалли хатĕр), «Ниме» сăвăри ĕлĕкхи ĕç хатĕрĕсен ячĕсем.

Вĕрентӳ вăхăтĕнче усă курмалли хатĕрсем: сăпка, ҫăл, йывăҫран тунă витресемпе кĕвенте, суха пуҫ, пурак, тĕрлĕ тукмаксем: çĕрулми тӳмелли, пир тĕркине çемçетмелли.

Кăтартмалли хатĕрсем: проектăр, экран, ноутбук, «Авал» ятлă курав.

Салатса памалли хатĕрсем: кашни ача валли чăваш ҫипуҫĕ, ҫурласем, пураксем, суха пуҫ, витресем.

Воспитатĕлĕн мероприяти умĕнхи ĕҫĕ: сценари хатĕрлесси, музейри ĕҫлекенсемпе калаҫу йĕркелесси, унти хатĕрсене илсе килесси.

Умĕнхи ĕҫĕ (ачасемпе): сценарипе палаштарасси, чăваш вăййисене, юррисене, такмакĕсене вĕренни, уйрăм ачасене сăвă вĕрентни.

         Ачасемпе уйрăм шаррăн ĕçлесси: хĕр ачасене сăпка юрри вĕрентесси, икшер ачана тырă акма, «çурлапа» тырă вырма, сухапуçпе» ана сухалама вĕрентсе вылятарасси, «сăваçсене» сăвă вĕрентесси тата илемлĕ калатарасси.

Заняти тытăмĕ тата меслетлĕхĕ: ачасем ĕҫ хатĕрĕсене алла тытса пăхса, пурнăҫра мĕнле усă курнине туса кăтартасси (ачасем пуракпа «акаҫҫĕ», ҫурлапа «выраҫҫĕ», сухапуҫпа «ака сухалаҫҫĕ»), сăпка сиктерсе сăпкав юрласси. Курăмлă меслетлĕх: «Авал» курăва ăнланса пăхасси, калаҫу тăвасси.

Заняти юхăмĕ

Ертÿçĕ – Ырă кун пултăр, маттур чăваш ачисем! Маттур пулмасăр, чăваш ачин «чунĕ ĕçре яланах», - тесе ахаль юрламастпăр –çке эпир. Паянхи тĕл-пулу «Чăваш ачи чавашах», - ятпа иртĕ. Пирĕн ун пек юрă та пур! Тел-пулăва асăннă юрăпа пуçлар.

«Чăваш ачи чăвашах» юрă

 Ертÿçĕ – Тимлесе юрларăмăр пулсан, пĕчĕк чăваш ачи пĕр çул хушши сăпкара ачашланса çитĕннине пĕлтĕмĕр. Юлашки вăхăтра сăпка таврашне эпир асаннне-кукамайсем патĕнче е музейре курма пултаратпăр.

 Ертÿçĕ сăпка патне пырса: - Хĕр пĕрчисем, килĕр пĕр çаврăм сăпка юрри ĕнĕрлер, кунта пĕчĕк пуканек те пур!( Хĕр ачасем сăпка юрри юрлаççĕ).

Сăпка юрри

 Ертÿçĕ – Чăваш ĕçе юратать, ĕç те чăваша ытларах юратать тейĕн! Пирĕн юррăмăрта та «виçĕ çула çитсессĕн витре йăтма вĕренет», - тенĕ йĕркесем пур. Муркаш салинчи тури чăвашсен музейĕнче ак çапла йывăçран тунă витресем упранаççĕ. Ĕлĕкхи вăхăтра мĕн чуль чăваш хĕрĕ кĕвентесемпе шыв йăтнă пулĕ. Халĕ вара кран уçатпăр та шыв юхать. (Воспитатель йывăçран тунă витресене кăтартать).

Ертÿçĕ – Музей – ĕлĕкхи вăхăтпа хальхи вăхăта çыхăнтаракан пулса тăрать. Акă музейре упранакан тепĕр япала, ĕç хатĕрĕ. Ачасем, эсир ку мĕнне  пĕлетĕр-и? (ачасен хуравĕсем).

Ачасем – тукмак.

Ертÿçĕ - Тĕрĕс, тукмак. Анчах, çĕрулми тÿмелли мар, пир çапмалли тукмак. Куратăр ĕнтĕ, тукмак таврашĕ тĕрлĕрен пулать! Акă кантăр вăрри тÿмелли тукмак. (Воспитатель экран çинче ÿкерчĕк кăтартать).

Ертÿçĕ – «Çын пуласси ачаран паллă», - тет ваттисен сăмахĕ. «Пилĕк çула çитсессĕн пилĕк авма тытăнать», - çакна çирĕплетеççĕ юрăри сăмахсем. Халĕ вара канлĕрех ларса «Авал» ятлă курав пăхăпăр. Ачасем, хăвăрах куратăр, ĕлĕкхи çын хĕвĕлпе тан тăрса, кунĕпе тар юхтарса ĕçлесен тин алла çăкăр тытма пултарнă.

Ертÿçĕ - Акă пирĕн умра пураксем. Вĕсемпе çуркунне тырă акнă.  Ку мĕн-ши? Ку япалапа мĕн ĕçлеççĕ?

Ачасен хуравĕсем – Çурла.

Ертÿçĕ – Çапла, ку çурла! Унпа тырă выраççĕ. Ачасем, халĕ тырă мĕнле выраççĕ?

Ачасем – Комбайнпа.

Ертÿçĕ – Экран çинче куртăмăр ĕнтĕ, анасене ĕлĕк хресченсем лаша кÿлсе сухапуçĕпе сухаланă. 5-6 çулхи ачасем лаша тытса пыма пĕлнĕ. Шухăшласа, танлаштарса пăхăр ачасем, ĕлĕк пурнăç çăмăл пулнă-и? (ачасем хăйсен шухăшсене калаççĕ).

Ертÿçĕ – Малалла, тин çеç паллашнă ĕç хатĕрĕсене тĕрĕс суйласа илсе, пĕлсе усă курмалла пулать. Ăна эпир вăйă урлă тăвăпăр.

Ертÿçĕ – Тырă мĕнле акаççĕ?

Ачасем – Акă çапла акаççĕ (икĕ ача тырă акаççĕ).

Ертÿçĕ – Тырă мĕнле выраççĕ?

Ачасем – Акă çапла выраççĕ (икĕ ача «çурлапа» тырă выраççĕ).

Ертÿçĕ – Ăна мĕнле сухалаççĕ?

Ачасем – Акă çапла сухалаççĕ (икĕ ача «сухапуçпе» ана сухалаççĕ).

 Ертÿçĕ – Уявра мĕнле юрлаççĕ?

Ачасем – Акă çапла юрлаççĕ!

«Тăван ялăм» юрă

Ертÿçĕ – Асăрхарăр ĕнтĕ, ачасем, аваллăхпа хальхи вăхăт тĕл пулчĕç паян. Аваллăх – пирĕн аслă асатте-кукамайсен вăхăчĕ, вĕсен пурнăçĕ, йăли-йĕрки… «Иртнине мансан, пĕлмесен – малашлăх çук», - теççĕ халăхра. Халĕ пирĕн асатте-асаннесем ача чух вылянă «çерем ватса вир акрăм» вăййа чĕнетĕп сире.

«Çерем ватса вир акрăм» вăйă

Ертÿçĕ – Вăт çапла, ĕç хушшинчех выляма вăхăт тупнă ача-пăча. Малалла вара ĕç çинчен, ĕçпе çыхăннă сăвăсем калăпăр.

1-мĕш ача: Вырма, çапма йыхрав ятăм –

        Йышпа тухса ниме турăм.

        Шăши пычĕ çурлапа,

        Йытти пычĕ çавапа,

        Хура кушак – тăпачпа,

        Чăпар автан – сенĕкпе,

        Чăххи-чĕппи – хутаçпа,

        Качакийĕ – кăрманпа. (В.Ахун)

2-мĕш ача: Ман анне – уй-хир ăсти,

                 Аграном, çĕр асамçи.

                Çĕр чĕлхине ăнкарать,

                Пахча çимĕç ăнтарать. (Н. Ишентей)

3 - мĕш ача: Çурлапа ĕçлет кукка

                   Чие-слива пахчинче,

                   Вырать симĕс курăка

                   Кĕмĕл сывлăм типиччен.( П.Ялкир)

Ертÿçĕ – Паян эпир «Чăваш ачи чăвашах» юрра тишкерсе тухрăмăр. Чăвашсем ытти халăхсен хушшинче маттуртарах та ĕçченрех пулнине пĕлтĕмĕр! Пĕчĕкрен ĕçе хăнăхсан çеç ĕçчен çын пулма пулать. Апла вара, тĕл пулăва вĕçленĕ май, ак çапла такмаклар.

Такмаксем

Ертÿçĕ – Паян курни, илтнине ан çухатăр, ăша хурăр! Сирĕн чĕресенче тăван чĕлхе, тăван халăх патне яланах юрату упрантăр!

Приложени

   Чăваш ачи (Николай Ыдарай)

Чăваш ачи чăвашах, чăвашах,

Чунĕ ĕçре яланах, яланах.

Чăваш ачи чăвашах, чăвашах,

Чунĕ ĕçре яланах, яланах.

1.Пĕр çул хушши сăпкара, сăпкара,

Ачашланса çитĕнет çитĕнет.

Пĕр çул хушши сăпкара ,сăпкара

Ачашланса çитĕнет çитĕнет.

2.Икĕ çула çитсессĕн, çитсессĕн,

ирĕкленсе çитĕнет, çитĕнет.

Икĕ çула çитсессĕн, çитсессĕн,

ирĕкленсе çитĕнет, çитĕнет.

3.Виçĕ çула çитсессĕн, çитсессĕн,

Витре йăтма тытăнать, тытăнать.

Виçĕ çула çитсессĕн, çитсессĕн,

Витре йăтма вĕренет, вĕренет.

4. Тăватă çула çитсессĕн, çитсессĕн,

Тукмак тытма тĕлленет, тĕлленет.

Тăватă çула çитсессĕн, çитсессĕн,

Тукмак тытма тĕлленет тĕлленет

5. Пилĕк çула çитсессĕн, çитсессĕн.

Пилĕк авма тытăнать тытăнать

Пилĕк çула çитсессĕн, çитсессĕн.

Пилĕк авма тытăнать, тытăнать.

6. Ултă çула çитсессĕн, çитсессĕн.

Шкула тухса вĕçтерет, вĕçтерет.

Ултă çула çитсессĕн, çитсессĕн,

Шкула тухса вĕçтерет, вĕçтерет.

Чăваш ачи чăвашах, чăвашах,

Чунĕ ĕçре яланах, яланах.

Чăваш ачи чăвашах, чăвашах,

Чунĕ ĕçре яланах, яланах.

Сăпка юрри «Нянине – паппине» (Ф. Павлов илемлетнĕ)

Нянине-папине,                                                     Нянине-папине,

Папине-нянине.                                                    Папине-нянине.

Çывăр, çывăр, лăпкă пул,                                      Пурнăç ырă! Савăн, кул,

Ырă , ăшă тĕлĕк кур.                                                 Ӳссе çитĕн, паттăр пул.

Тăван ялăм юрă

(К. Ибряев сăввипе Ю. Чичков кĕвĕленĕ «Здравствуй, Родина моя» чăвашла куҫарăвĕ В.С. Макаровăн)

Хĕвел пăхрĕ кантăкран,

Пăшăлтатрĕ хăлхаран,

«Эс тухатни, урама?» -

Йыхăрать вăл выляма.

Чăн та хĕвел пăхнă чух,

Курăксем ешернĕ чух,

Кайăк сасси янта ян,

Таврара епле аван.

Симĕс курăк ҫийĕпе,

Эп чупатăп сиккипе,

Тăван ял, илемĕпе,

мухтанатăп чăннипе.

«Çерем ватса вир акрăм» вăйă

Ачасем икĕ ушкăна пайланаççĕ. Ушкăнсем пĕр-пĕрне хирĕç тăраççĕ. Икĕ ушкăн енчи ачасем те хăйсен хушшинче алран-алла тытăнаҫҫĕ. Пĕр ушкăнĕ теприне хирĕҫ карталанса тăрать. Малтан пĕр ушкăнĕ, унтан тепри ылмашăнса, пĕрер çаврăм юрласа илет, юрланă май, хирĕҫ тăракан ушкăн патне утса çывхарать, унтан каллех хăй вырăнне каялла чакать.

- Çерем ватса вир акрǎм,                                              

- Çерем ватса вир акрǎм.                                            

 - Эпир ǎна, эпир ǎна таптатпǎр,                    

Эпир ǎна, эпир ǎна таптатпǎр                      

 -Эсир мěнпе таптатар?                            

- Эсир мěнпе таптатар?                                

 - Кěтӳ кěртсе, кěту  кěртсе таптатпǎр.                  

 - Кěтӳ кěртсе, кěту  кěртсе таптатпǎр.                  

- Эпир ǎна тытатпǎр, тытатпǎр,                            

- Эпир ǎна тытатпǎр, тытатпǎр,                              

 -Эсир мěнпе, эсир мěнпе тытатǎр?                

- Эсир мěнпе, эсир мěнпе тытатǎр?                  

 -Чěн йěвенпе, чěн йěвенпе тытатпǎр              

- Чěн йěвенпе, чěн йěвенпе тытатпǎр.                

-Чěн йěвенě, чěн йевенě  кирлě мар.          

- Чěн йевенě, чěн йěвенě   кирлě   мар.          

-Сире тата мěн кирлě?                                    

- Сире тата мěн кирлě?                                        

 - Пире сарǎ, пире сарǎ  хěр кирлě  .                    

- Пире сарǎ, пире сарǎ  хěр кирлě  .                        

 -Сарǎ  хěрě мěн ятлǎ?                                            

 - Сарǎ  хěрě мěн ятла?                                              

-Сарă хěрě Наçтук ятлǎ.                                  

- Сарă хěрě  Наçтук ятлǎ .              

Такмаксем

(«Праздники на земле Улыпа» кĕнеке пуххинчен илнĕ)

  1. Эпир садик ачисем,

                  Çĕнĕ пурнăç калчисем.

                  Ӳссе çын пулас килет,

                  Çĕршыва юрас килет.

       Х.Ю.  Эх, сад виноград,

                  Çулçи ешĕл курăнать,

                  Çулçи ешĕл курăнать те,

                  Ача-пăча савăнать.

  1. Чӳречене уçăр-ха

                  Уçă сывлăш кĕтĕр-ха

                  Ик енелле сирĕлĕр-ха,

                  Чăваш ташши ташлăр-ха.

       Х.Ю.  Эх, сад виноград,

        Çулçи ешĕл курăнать,

                  Çулçи ешĕл курăнать те,

                  Ача-пăча савăнать.

  1. Анне пек пулас килет,

                  Атте пек пулас килет,

                  Аттепе анне пек,

                  Пысăк çын пулас килет.

       Х.Ю.  Эх, сад виноград

        Çулçи ешĕл курăнать,

                  Çулçи ешĕл курăнать те,

                  Ача-пăча савăнать.

  1. Ах, ишеççĕ, ах, ишеççĕ,

                  Шывра акăш чĕпписем,

                  Ах, ташлаççĕ, ах, ташлаççĕ,

                 «Золушка» сад ачисем.

      Х.Ю.    Эх, сад виноград

        Çулçи ешĕл курăнать,

                  Çулçи ешĕл курăнать те,

                  Ача-пăча савăнать.

       


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Развлечение "В гости к солнышку" для детей старшей группы. Экологическое развлечение, посвящённое празднованию Дня Земли..

Цели: Способствовать формированию личности ребёнка, воспитывать чувство ответственности за общее дело. Помочь детям понять, насколько серьёзна и важна проблема охраны окружающей среды, осознать, что с...

РАЗВЛЕЧЕНИЕ "В царстве Берендея" РАЗВЛЕЧЕНИЕ "В царстве Берендея"

Развивать познавательный интерес и любовь к русскому народному творчеству, любви к природе, развивать внимание, сосредоточенность , формировать умение работать в коллективе: принимать общий замы...

Сценарий зимнего детско-родительского развлечения «В сказочном лесу» (из цикла развлечений по ИЗО «Времена года")

Данный сценарий мероприятия может быть полезен педагогам и родителям. Мероприятие рекомендуется провести зимой, совместно с детьми старшего дошкольного возраста и  их родителями....

Конспект физкультурного развлечения "В стране зимних игр и развлечений" с использованием ИКТ

В развлечении я попыталась показать взаимодействие со всеми специалистами нашего детского сада. И как задачи образовательных областей «Здоровье» и «Физическая культура» интегрируются с другими о...

сценарий тематического развлечения "Осеннее развлечение"

Праздник осени, сбор урожая, стихи и песни об  осени...