Сценарий праздника «Пĕчĕк чиперкке»
план-конспект занятия (старшая группа)

Пашкова Татьяна Аркадьевна

Позднакомить с днем чувашского языка

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл ctsenariy_prazdnika.docx218.3 КБ

Предварительный просмотр:

Cценарий праздника «Пĕчĕк чиперкке»

праздник, посвященный Дню Чувашского языка  для детей старших групп/

Цели:

  • познакомить детей с днем чувашского языка;
  • через различные виды деятельности обогатить духовный мир детей;
  • формировать у детей свое отношение ко дню чувашского языка;
  • создание у детей радостного, весеннего настроения в праздничный день.

Задачи:

  • Образовательная:

развивать у детей любознательность и интерес к языкам.

  • Воспитательная:

воспитать уважение и любовь к родному языку, а также к другим языкам. 

Ход праздника:

ертсе пыракан:

Ырă кун пултăр, хаклă хăнасем!

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ-чăваш чĕлхи кунĕ. Сире пурне те килсе çитнĕ уявпа саламлатпăр!

Савăк кăмăл сире: тăвансем!

Выльăпăр та кулăпăр:

Хавас юрă юрлăпăр!

Тăвансем,  эсир хатĕр-и:

Вырнаçăнса лартăр-и?

2-мĕш ертсе пыракан:

Эпир паян кунта ахальтен пуçтарăнман. Хамăр хушăри чиперккесен пултарулăхепе паллашма, илемĕпе киленме пухăннă.

 (Звучит чувашская народная мелодия «Илемлĕ, илемлĕ...». Дети в чувашских национальных костюмах входят в музыкальный зал и выстраиваются полукругом).

2- мĕш ертсе пыракан:

«Пĕчĕк чиперкке»  конкурса пуçланă май, жюри членĕсемпе паллаштарăпăр.

1-мĕш ертсе пыракан:

Пичĕ куçĕ  пит хỹхĕм:

Хирти сарă чечек пек.

Икĕ  куçĕ  хуп-хура:

Икĕ  хура шăрçа пек:

Куçĕсемпе пахнă   чух

Каччăн  чĕри  çĕкленет:

Çỹхе тутти кулнă чух

Каччăн  чунĕ çемçелет? (К.В.Иванов)

Çак сăмахсене пирĕн пикесем çинченех каланă пуль?

1-мĕш конкурс: «Чăваш тумĕ».

ертсе пыракан:

Çурхи хĕвел пайăркисем, таврана ыйхăран вăратса, кăн-кăвак чечексен ырă шăршийĕ чăннипех те чуна тыткăнлать, чуна асамлăх курет. Сенкер тỹпере, таçта-таçта çỹлте пĕлĕт айĕнче тăри юррийĕ, илтĕннĕ чух, пирĕн мĕншĕн юрлас мар, пирĕн мĕншĕн савнас мар?

ертсе пыракан: 2-мĕш конкурс. Пултарулăх конкурсĕ. Хисеплĕ жюри тата куракансем, конкурса хутшăнакан кашни хĕр пĕрчи сире хăйĕн пултарулăх тĕнчипе паллаштарĕ. 

Пирĕн уява «Пукане» юрăпа пĕчĕк юрăçсем  килсе çитрĕç. Тархасшăн. Илем кỹрĕр пирĕн уява.

Кашни тĕрлĕ ĕçе юратса тусан, ĕç ăнса хушăнса пырать, пĕчĕк ĕçе те пысăк тума пулать. 3- мĕш конкурс: «Алă ĕç конкурсĕ».

ертсе пыракан:

Юрлама, ташлама, сăвă калама маттур. Кил - çуртри çỹп-çапа менле шăлса тасатма пултаратăр-ши? 4-мĕш конкурс: «Еçчен чиперкке».  (Шăпарпа шăлса чупмалла). 

Чăваш чĕлхи питĕ пуян чĕлхе. Ахальтен каламаççĕ: чăвашăн çĕр-пин юрă, çĕр-пин сăвă, çĕр-пин тĕрĕ тесе.

5-конкурс: «Эреш конкурсĕ». 

ертсе пыракан:

Сирĕн умра ташă ăстисем. Кĕтсе илĕр тархасшăн. Чăваш ташши.

2-мĕш ертсе пыракан:

Ан тиркесем чĕлхемĕре,

Ан хăй ăна начар теме.

Унпа сана аннỹ ỹстернĕ

Юрла-юрла лăпка ỹстернĕ.

Унпа эпир ĕçе вĕреннĕ.

Чăн тỹпене çити çĕкленнĕ.

Савар, мухтар чĕлхемĕре

Ӑна усрар чыс-хисепре. (В. Д. Анатри)

Ку «Пĕчĕк чиперкке»  конкурсăн юлашки пайĕ пулчĕ, халĕ вара жюри канашланă вăхăтра сире валли юрă саламĕ пулĕ.

"Асамат кĕперĕ" (слова и музыка Николая Суракина)

Халĕ жюри членĕсене сăмах паратпăр. Награждение участниц.

2-мĕш ертсе пыракан:

Çаксем вĕсем – чăн-чăн чăваш пикисем. Тавах сана, чăваш пики, пĕчĕк чиперкке, ĕмĕр-ĕмĕр сывлăхлă пул!

Чăвашлăх сирĕнте ан чактăр,

Тăван çĕре чунтан юратăр.

Мухтавлă Çеçпĕл çеçкисем –

Çĕрпу хулийĕн ачисем.

Чăваш сăмахĕ инçе кайтăр,

Чăваш юррийĕ ян янратăр!

Пехил сана чăваш ачи!

Санра çĕршывăн пуласси. 

2-мĕш ертсе пыракан:

Сывă пулăр! Тепре тĕл пуличчен. 

https://sun9-40.userapi.com/impg/gKboYmP74i6YBebkxEThlJXTSV4FtmUdvILH0w/xgvLkviAFzM.jpg?size=1040x780&quality=96&sign=0863af546d1097e16573c46aed50db32&type=album


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

8 марта в старшей группе. Сценарий "Любимые телепередачи" Праздник, посвященный дню 8 марта для детей старшего дошкольного возраста Описание материала: Предлагаю вашему вниманию сценарий праздника для детей старшего дошкольного возраста (5-6 лет), посвящ

8 марта в старшей группе. Сценарий "Любимые телепередачи"Праздник, посвященный дню 8 марта для детей старшего дошкольного возрастаОписание материала: Предлагаю вашему вниманию сценарий празд...

Сценарий праздника 8 марта в детском саду. Средняя группа Праздник 8 Марта в средней и старшей группах. Сценарий

1. Создание праздничной атмосферы для детей детского сада, родителей и педагогов.2. Формировать позитивное отношение к знаниям и школе....

Сценарий праздника «Пĕчĕк чиперкке»

Билингвальный праздник, посвященный Дню Чувашского языка на чувашском и русском  языках для детей старших и подготовительных групп...

Сценарий праздника «Пĕчĕк чиперкке»

Сценарий чувашского праздника ....