Сценария развлечения "Вырма" на чувашском языке
план-конспект занятия (старшая группа)
Сценария развлечения "Вырма" ("Жатва") написана на чувашском языке
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
vyrma.docx | 29.04 КБ |
Предварительный просмотр:
Вырма
Чӑваш наци уявӗ
(Аслӑ ушкӑнри ачасемпе иртермелли вӑйӑ-уяв)
Тӗллевӗ: ачасене чӑваш культурине упраса хӑварма, пирӗн несӗлсем иртернӗ çурхи-кӗрхи, çуллахи-хӗллехи йӑла-йӗркисене асра тытма хӑнӑхтарасси; тӑван ен культури урлӑ кашни ачан чун-чӗрине, кӑмӑл сипетне, шухӑш-туйӑмне, илемлӗхне аталантарма пулӑшасси; вӗсене уçӑ кӑмӑллӑ, тӳрӗ чунлӑ, çивӗч туйӑмлӑ, тарӑн сисӗмлӗ пулма вӗрентесси.
Уяв иртерме кирлӗ хатерсем: кашни арçын ача валли çурласем, хӗр ачасем валли пучахсенчен хатӗрленӗ пуç кӑшӑлӗсем. Кӗлте çыхма тыр пучахисене хатӗрлемелле.
Уяв юхӑмӗ
Ачасем зала пӗр-пӗрин хыҫҫӑн карталанса чӑваш кӗввипе утса кӗреҫҫӗ (пурте чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ, арҫын ачасем аллине ҫурла тытнӑ, хӗр ачасем пучахсенчен ӑсталанӑ пуҫ кӑшӗлӗ тӑхӑннӑ).
Пурте пӗрле: Эй, ҫӗр ашшӗ, ҫӗр амӑшӗ! Тавах сире кивӗрен ҫӗнне ҫитернӗшӗн, курак-чакак сикки сикмелӗхне пар пире, утнӑ ҫӗртре утса вырма, чупнӑ ҫӗртре чупса вырмалӑх вӑй хӑват пар пире! (Унтан пурте пӗрле кӗлтене хитрелетеҫҫӗ).
Ертсе пыраканӗ: Вырма – чӑвашсен кӗрхи уявӗ – тыр-пула уйран пуҫтарса кӗртнӗ тапхӑрӗ. Ӗлӗк тыр-пула уйра хальхи пек комбайнсемпе вырман, алӑпа ҫурлапа вырнӑ, кӗлтесене ҫыхнӑ. Ҫынсем ир-ирех, хӗвел тухнӑ тухманах уя тырӑ вырма кайнӑ. Каҫченех хӗвел анса ларичченех уйра ӗҫленӗ, тырӑ вырнӑ. Тырӑ вырма вӗсем уява хатӗрленнӗ пек хитре чӑваш тумӗсене тӑхӑнса тухнӑ. Ачасем те уйра сӗм-тӗттӗм пуличченех аслисене пулӑшнӑ. Уйра кунепех ҫурла сассси янраса тӑнӑ. Тулӑ пусси хушшинче путене сасси юрлани илтӗнсе тӑнӑ. Ахальтен каламан ваттисем кильте хӗртсурта ларса тӑрайман, уя тухнӑ. Тыррра вырса пӗтерсен, уйра пӗр пӗчӗк лаптӑк вырмасӑр хӑванӑ – каҫалӑк теҫҫӗ ӑна. Ҫак каҫалӑка пурте пӗрле вырса пӗр кӗлтене ҫыхнӑ, ӑна хитрелетнӗ. Пуҫламан ҫӑкӑрпа чӑкӑт пурнете валеҫсе парса хӑналанӑ. Ҫак кӗлте умӗнче пурте пӗрле юрласа, ташласа савӑннӑ.
Уй-хирте вӑйӑ выляҫҫӗ. Ертсе пыраканни карта варринче юрласа ярать , ачасем вӑйӑ картинче юрласа утаҫҫӗ, сӑмахсем евӗр хусканусем тӑваҫҫӗ
Хесченсене эп хам куртӑм вӗсем ака тӑваҫҫӗ:
Ак ҫапла, ак ҫапла вӗсем ака тӑваҫҫӗ
Хесченсене эп хам куртӑм вӗсем тырӑ акаҫҫӗ
Ак ҫапла, ак ҫапла: вӗсем тырӑ акаҫҫӗ
Хесченсене эп хам куртӑм вӗсем ҫум ҫумлаҫҫӗ
Ак ҫапла, ак ҫапла: вӗсем ҫум ҫумлаҫҫӗ
Хесченсене эп хам куртӑм вӗсем тырӑ выраҫҫӗ:
Ак ҫапла, ак ҫапла вӗсем тырӑ выраҫҫӗ
Хесченсене эп хам куртӑм вӗсем авӑн ҫапаҫҫӗ
Ак ҫапла, ак ҫапла вӗсем авӑн ҫапаҫҫӗ:
Хесченсене эп хам куртӑм весем арман авӑртаҫҫӗ
Ак ҫапла, ак ҫапла вӗсем арман авӑртаҫҫӗ
Хесченсене эп хам куртӑм вӗсем чуста ҫӑраҫҫӗ
Ак ҫапла, ак ҫапла вӗсем чуста ҫӑраҫҫӗ
Хесченсене эп хам куртӑм вӗсем ҫӑкӑр пӗҫереҫҫӗ
Ак ҫапла, ак ҫапла вӗсем ҫӑкӑр пӗҫереҫҫӗ
Хесченсене эп хам куртӑм вӗсем юрӑ юрлаҫҫӗ
Ак ҫапла, ак ҫапла вӗсем юрӑ юрлаҫҫӗ
Хесченсене эп хам куртӑм вӗсем ташӑ ташлаҫҫӗ
Ак ҫапла, ак ҫапла вӗсем ташӑ ташлаҫҫӗ
Пурте пӗрле «Айтӑр ташӑ пуҫлар-и» ташласа юрлаҫҫӗ.
Савӑнӑҫлӑ «Сар автан» чӑваш кӗввипе ташласа автан костюмне тӑхӑннӑ арҫын ача кӗрет.
Автан: Камӑн ку кӗлти? Ни пӗчӗк мар, ни пысӑк мар.
Авӑнман, хуҫӑлман. Кӗмӗл-ылтӑн тӗслӗ
Ак сана кӗлте ҫӑкӑр, тӑвар тата шыв
Тепӗр ҫул тата тулӑхрах ҫитӗнсем
Автанпа ачасем кӗлте умне пырса ҫӑкӑр тӑвар хураҫҫӗ, шывпа сирпӗтеҫҫӗ.
«Çӑлтӑр витӗр çул курнать» юрӑ юрлаҫҫӗ
Ертсе пыраканӗ: Ачасем уя ан тухӑр, унта урусене ыратарса пӗтеретӗр. Вырмаҫӑсем тырра вырса пӗтернӗ, кӗлтене ҫыхнӑ, ҫӗмелӗ кӑна юлнӑ, халӗ прӗн пата килеҫҫӗ, савӑнӑҫлӑ юрӑ юрлаҫҫӗ. (Икӗ арҫын ачапа хӗрача кӗреҫҫӗ, арҫын ачасен аллинче кӗлтесем, херача аллинче пуҫ кӑшӑлӗ.
Арҫын ача: Эпир пушӑ алӑпа килмерӗмӗр кӗлтепе пуҫ кӑшӑлӗ илсе килтӗмӗр. (кӗлтесене вырӑнне кайса хураҫҫӗ).
Хӗрача: Выракансем ҫамрӑк ҫурлисем ылттӑн
Кунӗн-ҫӗрӗн вырнӑ ҫӗмелне те хывнӑ
Капанӗ йӗтем тулли тырри – кӗлет тулли
Ҫӑкӑр-кукӑль кӑмака тулли
Ҫамрӑк хӗрачасен ташши
Ертсе пыраканӗ: Питӗ тулӑх пулчӗ кӑҫал тыр-пулӑ, нумай пуҫтарса илтӗмӗр. Вырмаҫӑсем вырчӗҫ, хамӑр та маттур пултӑмӑр. Арҫын ачасем вӑйлӑ, чӗр ачасем хитре. Кӗлте ҫыхнӑ, хитрелетнӗ пурне те выляма чӗнетпӗр, ҫак кӗлтене сутӑн илетпӗр. Кам тупмалли юмах тупсӑмне пӗлет, ҫавна кӗлте сутатпӑр.
Хӗрача: Хырӑм выҫмасӑр , ҫӑкӑр ан тыт
Ҫӑкӑртан хакли ҫук,
Алӑ ҫумасӑр ҫӑкӑр ан тыт
Ҫӑкӑртан таси ҫук
Ҫӗлӗк хывмасӑр ҫӑкӑр ан тыт
Ҫӑкӑртанасли ҫук.
«Кам маларах кӗлте ҫыхать» вӑйӑ-ӑмӑрту
Ачасем икӗ ушкӑна пайланаҫҫӗ. Пӳлӗм вӗҫӗнче тырӑ пучахӗсем выртаҫҫӗ. Ачасен пучахсене пуҫтарса пӗр кӗлтене ҫыхмалла. Камсен ушкӑнӗ маларах кӗлтене ҫыхать ҫавсем ҫӗнтереӳҫӗсем пулаҫҫӗ.
Ертсе пыраканӗ: Питӗ маттур иккен пирӗн вырмаҫӑсем, пултаруллӑ та хӑюллӑ вӗсем. Чӗлхепе кӑна мар алӑсемпе те ӗҫлеме юратаҫҫӗ. Ҫакӑ вырмаҫӑ мӗн каласшӑн тата.
Арҫын ача: Путене, путене ӑҫта ларса канӑн-ха
Уйра ыраша вырнӑ, кӗлтене ҫыхнӑ
Путене, путене ӑҫта ларса пытанӑн-ши
Уйра тулла та вырнӑ, кӗлтене ҫыхнӑ.
Путене: Мана путенелле вылякан ачасем пытараҫҫӗ.
«Пӗчӗк ҫеҫ путене» юрӑ юрласа ҫаврӑнаҫҫӗ, вӗҫӗнче вырмаҫӑ путенене тытмалла выляҫҫӗ.
Куккук сасси илтӗнет.
Ертсе пыраканӗ: Вырмаçӑсем тырра вырса пӗтернине
Куккук авӑтса пӗлтерет.
Куккуклатать куккук, савӑнать
Тыртан кукӑль пиçнӗ тет
Арчасене уçӑр та сӗтел çитти кӑларӑр
Тавах килӗр вырмаçӑсем
Сире хисеп тӑватпӑр çӗнӗ тыртан хуплу пиçсе тухрӗ
Сире савса хӑналатпӑр. Кӗрекене лартатпӑр.
Аслисем зал варрине сӗтел лартаççӗ, сӗтел çинче сӑмавар ачасем сӗтел хушшине лараççӗ.
Ачасем ваттисен сӑмахӗсене калаççӗ:
- Этем ырӑ ӗçпе мухтанать.
- Çӑкӑртан асли çук.
- Кам кулач çиес тет, кӑмака çинче выртмасть.
-Ӗçле.ӗçле çи, ӗçлемесен ан та çи.
- Ӗçрен ан хӑра, вӑл хӑй санран хӑратӑр.
Литература
- Ачасене шкулччен вӗрентмелли программа. – М.И.Скворцова куçарса хатӗрленӗ. – Шупашкар. 2009
- Праздники на земле Улыпа./ методическое пособие для дошкольных образовательных учреждений под ред. Р.Б.Кузьминой. – Чебоксары.2006.
- Чӑваш музыка ача садӗнче. Г.П.Захарова, П.Л.Захаров хатӗрленӗ. – Шупашкар,1996.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Сценарий праздника "Любимая Чувашская земля" на чувашском языке
Тĕллевсем: ачасене Тӑван ҫӗр-шыва юратма,Чӑваш енпе мухтанма, тӑван чӗлхене, культурине аталантарасси; ачасем Чӑваш Республики ҫинчен мӗн пӗлнине ҫирӗплетесси; туслӑха упрама, пӗр-пӗрне пулӑ...
сценарий для детей 4-5 лет на чувашском языке
Сценарий развлечения, написанный на чувашском языке, для детей 4-5 лет, посвящённый "Международному Дню детской книги". Цель данного материала: создание радостного и праздничного настроения ...
Сценарий постановки чувашской народной сказки "Серебряное колечко" в переводе на русский язык
Пьеса для детей подготовительной к школе группы...
Сценарий для 2 младшей группы "Новый год" на чувашском языке
Сценарий для 2 младшей группы "Новый год" на чувашском языке...
Сценарий ко дню чувашского языка "Мăнкун" (Пасха)
Состав участников: средняя, старшая и пдготовительная к школе группы, коллектив ДОУ.Место проведения: музыкальный зал. Оформлен как чувашская деревня: забор, домик, скамья, деревья; на центральной сте...
Сценарий праздника "День чувашского языка"
Материал развлечения "День чувашского языка" может быть полезен для воспитателей, музыкальных руководителей ДОУ.Праздник организуется с детьми 6-7 лет. Изучая чувашский язык, ребенок приобща...
Сценарий на чувашском языке «Устами детей».
Сценарий....