сценарий для детей 4-5 лет на чувашском языке
план-конспект занятия (средняя группа) по теме

Ярчеева Нина Миньевна

Сценарий развлечения, написанный на чувашском языке, для детей 4-5 лет, посвящённый "Международному Дню детской книги". Цель данного материала: создание радостного и праздничного настроения у детей. Задачи: развивать интерес к чувашской художественной литературе; поощрять желание детей и их родителей участвовать в татрализовано-игровой деятельности; поддерживать стремление узнавать чувашские детские игры; развивать речевые умения.

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon В мире чувашских былин96 КБ

Предварительный просмотр:

«Чăваш халап тĕнчинче»  

Шкулчченхи вěренÿ учрежденийěнчи вăтам ушкăнри ачасемпе ирттермелли уяв

(тěрлě халăхсем хушшинче иртекен  ачасем вали çырнă кěнекесен  уявне халалланă)

Уява хатĕрленме малтанах тытăнатпăр. 

  • Уяв умĕн юмах кěнекисемпе паллашатпăр,  уявра тěл пулакан халапсене вулатпăр, калаçусем  йĕркелетпĕр.
  • Ача-пăчасем вали çырнă кěнекесен выставкине  йĕркелетпĕр.
  • Вăтам ушкăнри ачасемпе: Г. Лисков композитор чăваш халăх сăввипе кěвěленě «Кайăк» юрра вěренетпěр; Н. Шелепи çырнă «Саркайăк» сăвва вěренетпěр, чи лайăх вулакана палăртатпăр; чăваш ачисен «Кěтÿлле» вăййипе паллашатпăр.
  • Шкул умěнхи ачасен пысăк мар ушкăнěпе А.Никитин композитор В.Давыдов-Анатри сăввипе кěвěленě «Асамат кěперě» юрра вěренетпěр.
  • Уяв иртекен зала тематикăлла ятарласа илемлететпĕр.
  • Ашшĕ-амăшĕсене уява чĕнетпĕр.

Тěллевěсем:

  •  ачасене тěрлěрен уявсемпе паллаштарасси, вěсен хаваслă кăмăл-туйăмне çěклесси;
  • ачасене кěнекесемпе кăсăклантарасси, илемлě хайлав чěлхине тимлес кăмăлне çирěплетсси;
  • ачасене чăваш халăх сăвви-юррипе паллаштарасси, илемлěх туйăмěне аталантарасси, тăван чěлхепе тухăçлă усă курма хăнăхтарасси;
  • уявра ачасене литература опытне çирěплетме май паракан вăйăсемпе паллаштарасси.

♫ Залра илемлě те лăпкă чăваш кěвви янăраса каять. Уяв ертуçи хыççăн алла-аллăн тытăнса зала ачасем кěреççě, малтан палăртса хунă пукансем çине лараççě. 

Уяв ертÿçи: 

Апатсăр та ÿсме çук,

Вăйăсăр та ÿcме çук,

Алла лексен кěнеке -

Вуламасăр тÿсме çук.

Ырă кун, ачасем тата пирěн хисеплě хăнасем. Паян эпир сирěнпе çак пысăк та илемлě залра тěл пулма питě хавас. Мěншěн тетěр–и? Акă мěншěн:   эпир тěрлě халăхсем хушшинче иртекен  ачасем вали çырнă кěнекесен  уявне паллă тăватпăр.  Ачасем, калăр-ха, тархасшăн,  эсир юмахсем, халапсем итлеме юрататăр-и? (Ачасен хуравě).  Питě аван, ачасем. Халě вара  аслисенчен ыйтса пăхас килет. Эсир вара хăвăрăн пепкĕрсене час-часах юмах вуласа паратăр-и? (Хурав). Паллах, асамлă юмахсемпе халапсене пур те юратаççě! Эпир сирěнпе  пěлетпěр ěнтě, юмахсем тěрлě енлě пулаççě: пěрисем – çынсем çинчен каласа параççě, теприсем - чěр-чунсем çинчен, тата теприсем вара çутçанталăкра пулса иртекен пулăмсем çинчен.

Ачасем, калăр-ха пур те илтмеле, пирěн тăван çěр мěн ятлă? Çак çěрте пурăнакарсене камсем тесе чěнеççě? (Хурав: пирěн тăван çěр – Чăваш Ен,  пире чăвашсем тесе чěнеççě). Маттур, ачасем, эсир тěрěс хуравларăр. Пирěн тăван çěр - Чăваш çěрě, эпир Чăваш Республикинче пурăнатпăр.  Эпир – чăвашсем, чăваш халăхě, чăваш çыннисем!  Эпир сирěнпе чăваш юмахěсемпе халапěсене вулама юрататпăр, чăваш халăхĕ, чăваш çыравçисем калăпланă кěнекесене те вулама чунтан кăмăллатпăр. Паянхи уява эпир çутçанталăка кăтартса паракан чăваш халапěсене халаллатпăр. Пирěн пата тěрлěрен паттăрěсем хăнана килěç, эпир вěсемпе паллашăпăр, чăваш юррисем юрлăпăр, чăваш ташши ташлăпăр, чăваш ачисен вăййисене выльăпăр, тěрлěрен ăмăртусем ирттерěпěр.

♫  Залра А.Ульяндина шăрантаракан «Илемлě» чăваш халăх юрри янраса каять.                     Уяв ертÿçи алла капăр хупăллă тупмалли юмахсен кěнекине илет.

Уяв ертÿçи: Ачасем, чăваш халапěсенчи паттăрěсемпе тěл пулас килет-и? (Ачасен хуравě).  Енчен те тěл пулас тетěр пулсан пирěн сирěнпе çак илемлě кěнекери тупмалли юмахсен тупсăмне пěлес пулать. Апла пулсан тимлесе итлěр, вулатăп:

Асанне манна калать:

Çак кайăка пěл-ха тет,

Ытарми чěлхеллěскер,

Сарă-сарă тěслěскер… (Саркайăк).

♫ Саркайăк юрлакан илемлě кěвě янраса каять.   Зала Саркайăк пек сарă тěслě çи-пуç тăхăннă воспитатель кěрет.

Уяв ертÿçи: Ачасем, акě пирěн пата хăйěн илемлě çурхи юррине юрласа пěрремěш хăна килчě– Саркайăк. (Саркайăк еннелле çаврăнса.) Ырă кун, Саркайăк.

Саркайăк: Ырă кун пултăр сире те, манăн пěчěк тусăмсем тата аслă юлташсем, хăйсен пепкисене юмах кěнекисемпе кунран-кун паллаштаракансем. Эсир мана палларăр-и? (Ачасен хуравě).   Апла пулсан эсир ман çинчен кěнекесем те вулатăр пулě-ха. Çапла-и? (Ачасен хуравě).  

Уяв ертÿçи: Çапла, пирěн хисеплě хăна. Эпир çак кунсенче «Саркайăк мěншěн сарă тěслě» чăваш  халапне вуларăмăр. Сирĕн çинчен,  Саркайăк, çав халапран пěлтěмěр те.

Саркайăк: Апла пулсан аса илěр-ха, ачасем: хěвелпе тěл пуличчен эпě мěн ятлă пулнă тата ман тум мěн тěслě пулнă?

Ачасем (черетпе, ирěклĕ майпа хуравлаççě):

- Эсир «Пикайăк» ятлă пулнă.

- Пикайăк  сарă мар, тăпра тěслě пулнă.

Уяв ертÿçи: Тěрěс.  Саркайăк  ырă, таса чун-чěреллě пулнă, пурне те юратса, хисеплесе, шанса пурăннă. Çавăншăн хěвел пикайăка сарă тум парнеленě. Саркайăк, пěлетěр-и, сирĕн ырă кăмăлăра савса сирĕн валли  Юркка  ятарласа сăвă вěренчě. Атьăр-ха Юрккана  итлесе пăхар.

Саркайăк: Хаваспах итлетпěр сана, Юркка. Вуласа пар апла, сăввупа савăнтар.

Юркка: «Саркайăк»

Тěкěм-çÿçěм сап-сарă,

Сар чечек пек курăнать.

Юррăмпа та сăввăмпа

Çутçанталăк шăранать.

Манăн саспа сěм вăрман

Пěр киленсе янăрать,

Чаплă юрă-сăвăра

Уяври  хал туйăнать. (Н. Шелепи)

Саркайăк: Епле маттур Юркка.  Эпě пěрре те иккеленместěп: ытти ачасем те Юркка пекех маттур.

Уяв ертÿçи: Çапла, пирěн ачасем пурте маттур: эпир вěсемпе чăвашла сăвăсем кăна мар, илемлě юрăсем те юрлама кăмăллатпăр. Акă, итлесем, Саркайăк, тата эсир те, хăнасем, Г.Лисков композитор чăваш халăх сăввипе кěвěленě «Кайăк» юрра.

♫  «Кайăк» юррă

Хěвелтухăç хěрелет

Кайăк ěçе тытăнать.

Кунě-кунěпе ěçлет,

Чěпписене тăрантать.

Çав хушăрах йăпăртах

Йăви патне вăл ларать,

Йăви патне ларать те

Юрă юрлать, савăнать. 

 (стр. 18. - Артемьева Т.В., Трофимов Г.Ф. Пěчěккисен кěнеки (хрестомати). – Шупашкар: Чăваш кěнеке изд-ви, 2015. – 319 с.)

Саркайăк: Чăнах та маттур эсир, ачасем, мĕнле илемлě юрă юрларăр.  Эпě пуринпе те туслă пулма юрататăп, ачасем, сирěнпе те туслашасшăн. Эсир хирěç мар-и? (Ачасен хуравě).  Апла пулсан  сирěнпе  вăйă выляр. Сирěн пата чăваш ачисен «Сăрăсем» вăййине илсе килтěм.

Уяв ертÿçи: Эсě илсе килнě вăййа эпир хаваспах выльăпăр. Анчах та мěнле выляççě-ха çак вăййа? Эпир пěлместпěр-çке.

Саркайăк: Ан кулянăр, ку вăйăпа сире халех паллаштарăп. Вăйă валли  малтан кил хуçипе Йăвана суйлас пулать. Кил хуçийě хамах пулăп. Йăвана вара шут сăввипе суйлăпăр. Шутлатăп:

Пирěн пěчěк пахчара –

Саркайăк чěппи,

Пěрре, иккě, виççě –

Чăн та эсě вăл.  (100-мěш стр. «Чăваш ачисен вăййисем», Ягодова Л.Г., Махалова И.В., 2005.)

Шут Саша çинче чарăнчě. Апла пулсан вăйăра Саша Йăван пулĕ. Халě, ачасем, тимлě пулăр: эпě сире сăрă ячěсем парса тухатăп, эсир хăвăрăн сăрă тěсне асра çирěп тытăр.

Вăйă пуçланать. Йăван  кил хуçи патне пырать те алăкран шаккать:

- Шак-шак!

- Кам унта?

- Туянакан!

- Мěн кирлě?

- Сăрă!

- Мěн тěсли?

- Хěрли!

Хěрлě сăрă тухать те малтан калаçса татăлнă вырăна чупса тарать. Йăванăн ăна хăваласа тытмалла. Тытсан  - сăрă унăн, тытаймасан – хуçине юлать, çěнě ят илет.

Сăрăсене тытса пěтерсен вăйă çěнěрен пуçланать.

Вăйă йěрки. Сăрă палăртнă вырăнта пур еннелле те чупма пултарать.  

Уяв ертÿçи: Тавтапуç сана, ырă та таса чунлă Саркайăк, паян пирěн пата килсе савăнтарнăшăн,  ача-пăчасене хаваслă вăйăпа паллаштарнăшăн.

Саркайăк:  Мана та питě кăмăллă пулчě. Эпě вара яланхи пек хамăн ирхи юррăмсене хаваспах сире валли юрлăп. Маттурккасемпе вěсен ашшě-амăшěсене эпě çапла сěнÿ парасшăн: ача-пăча вали çырнă юмахсемпе халапсен кěнекисемпе яланах туслă пулăр, вěсенчен лайăххине кăна илме тăрăшăр, ачăрсемпе кěнеке вулама яланах вăхăт тупма тăрăшăр. Паянлăха вара эпě сирěнпе сывпуллашатăп. Ача-пăчасем вали çырнă кěнекесен страницисем çинче тěл пуличчен!

Уяв ертÿçи: Тавтапуç сана, Саркайăк! Сывă пул!

♫  Чăваш кěвви-çеммипе Саркайăк залран тухса каять.

Уяв ертÿçи:  Ачасем, сире «Саркайăк мěншěн сарă тěслě» халапри  хăна килěшрě-и? (Ачасем хуравлаççě). Питě аван.

♫  Залра А.Ульяндина шăрантаракан «Илемлě» чăваш халăх юрри янраса каять.                     Уяв ертÿçи капăр хупăллă тупмалли юмахсен кěнекине  алла илет. 

Уяв ертÿçи:  Енчен  те çак залра тепěр хăнапа тěл пулас тетěр пулсан, сирěн çак пысăк кěнекери  иккěмěш тупмалли юмах тупсăмне пěлес пулать. Ачасем, тимлě итлěр, халех вуласа паратăп: «Хěлěн-çăвěн юсанě, çийěнчи тумтирне пăрахмě» (тěрěс хурав: хыр). Маттур, ачасем, тěрěс, юмах тупсăмě – хыр. Çапла, хыр хěлěн те çăвěн симěс тумпа тăрать. Аса илěр-ха, ачасем, мěнле халапра эпир сирěнпе хырпа чăрăш çинчен вуланăччĕ? ( Ачасен хуравě: «Чăрăшпа хыр мěншěн яланах симěс»). Тěрěс. Апла пулсан эсир ман ыйту çине хурав пама пултарăр. Сивě ашшě: «Пěчěк кайăка усрама илнě йывăçсене тивнě ан пултăр. Вěсем хěлěпех симěс тăччěр», - тесе  кама каланă.  ( Ачасен хуравě:çиле каланă).

♫  Залра В. Ходяшев кěвěленě «Увертюрăри» «Спортивный праздник» пайě янăрать.               Çак кěвě çеммипе зала васкавлăн тепěр хăна кěрет – Çил.

Уяв ертÿçи: Ан васка-ха çав тери, мăнаçлă та хăватлă Çил! Чарăнсам пирěн патăрта. Эпир санпа çывăхрах паллашасшăн!

Çил: Ай, васкатăп, ěç нумай манăн. Анчах та ачасене эп юрататăп, вěсемпе тěл пулма питě хавас. (Чупма чарăнса ачасене) Ырă кун сире, ачасем! Эпě - Çил,  мăнаçлăскер, хăватлăскер, алхасма пит юрататăп. Эсир вара яланах лăпкă ачасем  е алхасас енĕпе ман пекех пултаруллă? (Ачасен хуравě). Апла пулсан, тусăмсем, сире ман ачасем, çил ачисем пулса тăма чěнетěп. Сирěнпе «Çил ачисем» вăйă выльăпăр!

Уяв ертÿçи:  Выляма эпир питě хавас. Çапла-и, ачасем? (Ачасен хуравě). Вăйă карти йĕркелер апла пулсан.

«Çил ачисем» вăйă. Вылякансем вăйă карти тăваççě. Пěрне ертсе пыраканĕ пулма суйлаççě (ку хутěнче вăл Çил пулать, вăл сигнал сăмахěсем калаканни пулать), ыттисем – çил ачисем. Çил карта варрине тухать те тěрлěрен  паллăсем  парать. Вылякансем вěсене тивěçлě хусканусем тăваççě:

Çил «Вăшшăн-вăшшăн çил вěрет!» тесен лăпкă кěвě илтěнсе каять, ачасем çил лăпкăн вěрнине хусканусем туса кăтаратаççě.

«Вăштăр-вăштăр çил вěрет» тесен вăхăтран вăхăт çил хуллен вěрнине кěвě майěн туса кăтартаççě.

«Вăштин-вăштин çил вěрет» тесен – вăхăтăн-вăхăтăн çил вăйланса пынине, «Вăшши! Вăшши! Çил вěрме пуçларě!» тесен вара – вăрăммăн та вăйлăн çил вěрнине, «Вăштăр-вăштăр! Вăштăр-вăштăр! Çил вěрет!» тесен унталла та кунталла асар-писер çил вěрнине туса кăтартаççě.  Çил каланă май кěвěсем те улшăнсах пыраççě.

Вăйă йěрки.  Ачасен çил мěнле вěрнине сигнал сăмахěсем каланă хыççăн çеç кăтартма тытăнмалла.

Ăнлантару. Кěвě май çил ачисен ташшине те йĕркелеме пулать.

Çил: Манăн çил ачисем пур те маттур. Ачасем, сире вăйă кăмăла кайрě-и? (Ачасен хуравě). Эсир пěлетěр ěнтě, эп еплерех хăватлă, вăйлă вěрме пултарнине. Эсир вара, манăн  маттурккасем, еплерех вěрме пултаратăр? Пурте харăс вěрсе кăтартăр-ха? (Ачасем вěреççě).

Уяв ертÿçи: Хисеплě Çил, пирěн ачасем вěрсе хăпартнă шарсемпе выляма питě юратаççě. Манăн кунта шарсем пур, ачасене пурне те выляма çитет.

Çил: Питě аван. Халех ачасемпе ăмăрту ирттерĕпěр, вěсен вăйěсене тěрěслĕпěр. Ачасем, шара   вěрсе карçиккана кĕртмелле. Вылятпăр-и? (Ачасем вěреççě).

Ачасем икě ушкăна пайланаççě, 2 йĕркене тăрса тухаççě, кашнин аллинче пěрер вěрсе хăпартнă шар. Палăртнă вырăнта,  карçинкка патěнче ашшĕ е амăшĕ тăрать.  Ача шара вĕсен еннелле вăйлă вěрсе ярать. Ашшĕ е амăшĕ ача пенě шара алпа тытса карçинккана хурать. Хăш ушкăн шарсене маларах персе пěтерет -  çав  ушкăн çěнтерет.

Çил: Епле маттур эсир, ачасем. Мěнлерех вăйлă вěртěр. Чăн-чăн çил ачисем пекех. Мана сирěнпе выляма питě хаваслă. Анчах тем пек хаваслă пулсан та манăн каялла халапсен  тěнчине каяс пулать, кěнеке чěнет мана. Сывă пулăр! Юмах кěнекисен страницисем çинче тěл пулăпăр сирěнпе!

Уяв ертÿçи: Чипер кай, хăватлă та хавас Çил! Тěл пуличчен!

♫ Çил зала кěнě кěвěпех тухса каять.

Уяв ертÿçи: Çапла ěнтě вăл çил – мěнле вěçсе килчě, çавăн пекех вěçсе кайрě. Çапах хаваслă кăмăл парнелерě  пире. Çапла-и, тусăмсем? Ачасем, халě вара тепěр чăваш халапěпе паллашма вăхăт çитрě. Халапăн ятне çак юрра итлесен  пěлěпěр. Кěтсе илěр. Сирĕн умăрта шкул умěнхи ачасен пысăк мар ушкăнě пире В.Давыдов-Анатри сăввипе А.Никитин композитор кěвěленě юрăпа.

♫  Ачасем   «Асамат кěперě» юрра юрлаççě.

Уяв ертÿçи: Тавтапуç сире, ачасем, пире илемлě юрă парнеленěшěн. Эсир вара, (уява хутшăнакансем патне çаврăнса) тусăмсем, тепěр хăна пирěн пата мěнле чăваш халапěнчен килессе ăнланса илтĕр-и?

Ачасем хуравлаççě: «Асамат кěперě» чăваш халапěнчен.

Уяв ертÿçи: Тěрěс хуравларăр. Астăватăр пулě, ачасем, тимěрçě Улăпăн инкеке лекнĕ, выçăпа аптранă выльăх-чěрлěхне пулăшнăччě. Мěнпе пулăшнине калăр-ха, тархасшăн?

Ачасем хуравлаççě: Тимěрçě Улăпăн выльăх-чěрлěхне инкекрен хăтарас, пулăшас тесе вăрăм кěпер туса панă.

Уяв ертÿçи: Çапла, тěлěнмелле чаплă, çěр çинчи чечексен илемěпе ялкăшакан чěнтěрлě кěпер туса лартнă. Çак кěпер тăрăх Улăп паттăр амăшěпе пĕрле выльăхěсене каçарнă та. Ун хыççăн кěпер куçран çухалнă. Халě эпир çумăр вăхăтĕнче хĕвел ялкăшсан пěлěт çинче курăнакан илемлě кěпере мĕнле кěпер тетпěр?

Ачасем хуравлаççě: Асамат кěперě тетпěр.

♫ Залра мăнаçлă чăваш кěвви илтěнсе каять – Улăп паттăр кěрет.

Уяв ертÿçи: Акă, ачасем, Улăп паттăр çитрě те. Ырă кун, Улăп паттăр!

Улăп паттăр: Сывлăх сунатăп пурне те. Çапла, эпě Улăп паттăр. Пăхатăп та – сирěн хушăра та паттăрсем нумай, пěчěк паттăрсем.

Уяв ертÿçи: Чăнах та, пирěн арçын ачасем ÿссен паттăр пулас тесе  ěмěтленеççě.

Улăп паттăр: Эппин, вěсем ÿссен ман пекех паттăрсем пуласшăн-ха. Паттăр пуласси – ачаран паллă, теççě, çавăнпа та эпě вěсемпе тупăшса пăхасшăн. Ачасем, манпа ăмăртма килěшетěр-и?

Ачасем хуравлаççě: Килěшетпěр!

Ăмăртуллă вăйă «Паттăр». Урайне обруч е вăрăмах мар явнă вěрене çаврашка туса хураççě. Варрине икě ăмăртакан тăраççĕ  те вăрăмах мар патака икě вěçěнчен тытаççě.

Ăмăртакансен  вăййа пуçламалли çинчен систерекен сигнал илтсен пěр-пěрне патакпа тěксе çаврашкаран кăларса яма тăрăшмалла. Ăмăрту вăхăчě – 1 минут. Енчен те 1 минутчен вылякансечен пěри хăрах урипе те пулин çаврашка йěрě çине пусать е çаврашкаран айккине тухать -   выляса ярать, тепри çěнтерет.  1 минут иртсен пěри те айккине пусмарě пулсан – иккěшě те паттăр пулса тăраççě. Вăй виçме вара теприсем тухаççě.

Уяв ертÿçи: Пирěн ачасем чăваш ачисен вăййисене выляма питě юратаççě. Сăмахран, «Кěтÿлле» вăййа вěсем хаваспах выляççě. Улăп паттăр, эсě ăста кěтÿçĕ пулнине эпир легендăра вуласа пěлтěмěр.  Пирěнпе çак вăййа выляма кăмăл тумăн-ши?

Улăп паттăр: Эпě те тахçан, пěчěк чухне, çак ача вăййине вылянă. Халě вара «Кěтÿлле» вăййа   аса илме хапăл тусах килěшетěп. Айтăр, выляр, ачасем!

Вăйă «Кěтÿлле». Вылякансем кěтÿçĕпе кашкăра суйлаççě, ыттисем - сурăхсем пулаççě. Кашкăрăн килě – залăн пěр енче, сурăхсен килě -  тепěр енче. Сурăхсем хăйсен кěтÿçне чěнеççě.

Кěтÿ ачи, кěтÿçě,

Шăхличěпе вылясамччě!

Çемçе курăк çине пире

Хăваласа тухсамччě!

Илемлě кěвě илтěнсе каять. Кěтÿçě сурăхсене çаран çине хăваласа тухать, вěсем курăк çиеççě, чупаççě, сиккелеççě. Кěвě чарăнсанах кěтÿçě: Кашкăр! Тесе кăшкăрать. Кашкăр сурăхсен еннелле ыткăнать. Сурăхсем пурте хăйсен килне чупаççě. Кěтÿçě сурăхсене çăласшăн – кашкăра чăрмантарать. Кашкăр тытнă сурăхсем вăйăран тухаççě.                                              Ăнлантару. Вăййа 2 е 3 хут вылма пулать (уяв мěн чул вăхăт пынинчен килет).

Улăп паттăр: Халě пурте куртăмăр ěнтě çак ача садěнче еплерех муттур пěчěк паттăрсемпе пěчěк чиперккесем ÿсеççě. Ман шутпа, вěсем ÿссен пурте пирěн чăваш çěршывěн чапне, мухтавне ÿстерсе те аталантарса пыракансем пулěç. Çавăнпа та эпě сирěнтен тулли те лăпкă кăмăлпа уйрăлатăп. Юлашкинчен ман сире юратăр аçăр-аннěре, тăванăрсене, тусăрсене, тăван çěршыва, юмах кěнекисемпе ялан туслă пулăр тесе калас килет. Халлěхе сывпуллашатăп. Кěнеке страницисем çинче тěл пуличчен!

Уяв ертÿçи: Тавтапуç, Улăп паттăр, ырă сăмахсемшěн! Телейлě çул пултăр!

Улăп паттăр тухса каять.

Уяв ертÿçи: Шел пулин те, пирěн паянхи уяв-тěлпулу вěçленсе пырать. Уява чылайччен асра тытма сěнетěп. Ачасем, эпир сирěнпе вара çак илемлě кěнекене пěрле илěпěр, тата нумай-нумай юмахсемпе, халапсемпе паллашăпăр. Хисеплě ашшě-амăшěсем, кěнекен асамлă тěнчи пуриншěн те яланах уçă пултăр, пепкĕрсемпе час-часах вулăр, яланах савăнăçпа та телейпе пурăнăр. Пуринпе те сывпуллашатпăр.

♫ Залра илемлě те лăпкă чăваш кěвви янраса каять. Ачасем алран-алла тытăнса уяв ертÿçи хыççăн залран тухаççě. 

Уяв сценарийне çырнă чух усă курнă кěнекесемпе интернет ресурсěсем.

  • Артемьева Т.В., Михайлова С.Г., Иванова Н.В. Ачасене шкулччен вěрентмелли тěслěх программа. Пуплеве аталантарасси. Илемлě литературăпа паллаштарасси. Вырăс (тăван мар) чěлхене вěрентесси. – Шупашкар: Чăваш кěнеке изд-ви, 2015. – 95 с.
  • Артемьева Т.В., Трофимов Г.Ф. Пěчěккисен кěнеки (хрестомати). – Шупашкар: Чăваш кěнеке изд-ви, 2015. – 319 с.
  • Захарова Г.П., Захаров Л.Л. Чăваш музыки ача садěнче (хрестомати. Хушса çěнетнě 2-мěш кăларăм). – Шупашкар: Чăваш кěнеке изд-ви, 1995. – 124 с.  
  • Махалова И.В. Воспитание здорового ребёнка на традициях чувашского народа: Учебно-методическое пособие. – Чебоксары, 2003.
  • Портнова З.Н. Ача-пăча вăййисем: вěренÿ кěнеки. – Шупашкар, 2016. – 100 с.
  • Скворцов М.И. Русско-чувашский разговорник. Издание 2-е, исправленное и дополненное. Типография № 1 Госкоминформпечати Чувашской Республики, 1992. – 78 с.
  • Ягодова Л.Г., Махалова И.В. Чувашские детские игры: Методическое пособие для воспитателей дошкольных образовательных учреждений. – Чебоксары, 2005. – 135 с.
  • http://samahsar.chuvash.org/ Электронлă сăмахсар (словарь) (легенда (халап), авалхи халап - старинная легенда, халăх легендисем — народные легенды, халапа кĕрсе юл — войти в легенду, стать легендарным)
  • http://chuvash.org/ Чăваш халăх сайчě.
  • portalpedagoga.ruservisy/publik/publ… Портал педагога | Знакомство с традициями чувашского...


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Сценарий праздника "Любимая Чувашская земля" на чувашском языке

Тĕллевсем: ачасене Тӑван ҫӗр-шыва юратма,Чӑваш енпе мухтанма, тӑван чӗлхене, культурине аталантарасси; ачасем Чӑваш Республики ҫинчен мӗн пӗлнине ҫирӗплетесси; туслӑха упрама, пӗр-пӗрне пулӑ...

Сценарий для 2 младшей группы "Новый год" на чувашском языке

Сценарий для 2 младшей группы "Новый год" на чувашском языке...

Сценарий ко дню чувашского языка "Мăнкун" (Пасха)

Состав участников: средняя, старшая и пдготовительная к школе группы, коллектив ДОУ.Место проведения: музыкальный зал. Оформлен как чувашская деревня: забор, домик, скамья, деревья; на центральной сте...

Сценарий праздника "День чувашского языка"

Материал развлечения "День чувашского языка" может быть полезен для воспитателей, музыкальных руководителей ДОУ.Праздник организуется с детьми 6-7 лет. Изучая чувашский язык, ребенок приобща...

Сценарий осеннего праздника для старшей группы на чувашском языке

На праздник к детишкам приходят Мухомор со своим другом ......


 

Комментарии

Ярчеева Нина Миньевна

Добрый день, гости моего мини-сайта! Желая приумножить количество сценариев на чувашском языке, разработала и опубликовала, к вашему вниманию, данный сценарий. Буду очень рада вашим отзывам. Желаю успехов всем творческим и талантливым людям, любящим всем сердцем детей.