День чувашского языка
методическая разработка (старшая группа) на тему
Это сценарий на чувашском языке посвящен 170 летию И.Я. Яковлева просветителя чувашского народа. К сценарию прилагается песни и стихи на чувашском языке.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
День чувашского языка | 50 КБ |
Предварительный просмотр:
МБДОУ «Новочурашевский детский сад «Колосок»
Ибресинского района Чувашской Республики
Чăваш чĕлхи - тăван чĕлхе
(Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе хатĕрленĕ уяв сценарийĕ)
Выполнила Орлова Т.Н
музыкальный руководитель
с. Новое Чурашево
2018г
Чăваш чĕлхи - тăван чĕлхе
(Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе хатĕрленĕ уяв сценарийĕ)
Уяв тĕллевĕ: ачасене халăх традицийĕсене упрама, тăван чĕлхене юратса вĕренме хавхалантарасси, чĕлхе илемĕпе пуянлăхне туйма, пĕлÿлĕхе ÿстерме пулăшасси.
(ачасем зала к.вве май к.рсе тёра==. те ЧР гимн юрлама пу=ла==.)
1.ер.пыр: Вера Николаевна
2. ер.пыр: Венера Михайловна
1.ер.пыр: Ырă кун пултăр,туссем, тăвансем, ытарайми чăваш çыннисем! Паян-пысăк уяв - чăваш чĕлхи кунĕ. Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек янăравлă та кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма пулать
2. ер.пыр: Атте-анне чĕлхи - пирĕн тăван чĕлхе. Тăван сăмах, тăван чĕлхе - халăх чунĕ. Унăн паянхи кунĕ, малашлăхĕ. Унсăрăн халăх çук.
1.ер.пыр
Камсем эпир? Мĕнле йăхран эпир?
Мĕнле анне пире савса çуратнă?
Мĕнле атте ура çине тăратнă?
Мĕнле çĕр парнеленĕ хăйĕн çăкăрне?
2. ер.пыр:
Чăвашсемех эпир, ырă çынсем эпир.
Чăваш анне пире савса çуратнă.
Чăваш атте ура çине тăратнă.
Чăваш çĕрĕ парнеленĕ хăйĕн çăкăрне. (В.Станьял)
(=ёкёр тёварпа тухмалла: саламламалла)
(ачасем к.вве май залран тухса кайса пыра==.: чи к.=.н ушкён уява пу=лать)
1? Юрё «Алли кирл. м.н тума»
2? Вёйё «Ё=та пир.н аллисем»
3? Сёвё
4? Параппан
5? Ташё
(чи к.=.н ушкёнри ачасем тухса кая==.: к.=.н ушкёнри ачасем к.рсе уява малалла тёса==.)
1? Юрё «Выляма чённи»
2? Вёйё «+\рет Ванюк»
3? Юрё «Путене»
4? Сёвё
5? Частушки
6? Ташё
( к.=.н ушкёнри ачасем тухса кая==.: вётам ушкёнри ачасем к.рсе уява малалла тёса==.)
1? Юрё «Улми лайёх и: =е=ки лайёх-и»
2? Такмаксем «Тухха Ванюк пир.н умма»
3? Вёйёсем
4? Юрё «Ва=ка кушак»
5? Сёвё
5? Ташё
( вётам ушкёнри ачасем тухса кая==.: аслё ушкёнри ачасем к.рсе уява малалла тёса==.)
1ер.пыр: Паян, апрелĕн 25-мĕшĕнче, пĕтĕм Чăваш çĕршывĕ чăваш чĕлхи кунне уявлать. Эпир 1993-мĕш çултан пуçласа кашни çул Чăваш наци кунне уявлатпăр.Ăна ахальтен мар ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче ирттерме палăртнă. Çак кун чăваш çырулăхне йĕркелекенĕ И. Я. Яковлев çуралнă. 2018 м.ш =ул Чёваш Республикинче Иван Яковлевич Яковлев =улталёк. тесе йышённё? Вёл =уралнёранпа 170 =ул =итн.? Уява хамăр республикăра кăна мар, аякра пурăнакан чăвашсем те чысласа хатĕрленеççĕ. Мĕнле савăнмăн –ха çакăншăн!
СЁВЁ
Тавтапуҫ Яковлева-
Ҫутта кӑларчӗ чӑваша.
Вулама-ҫырма пӗлме,
Майне туса вӑл пачӗ.
Алфавит вӑл йӗркелерӗ,
Пичетлерӗ букварьне,
Халалне ҫырса хӑварчӗ
Туслӑ пурӑнма чӗнсе.
Чӑваш шкулӗсем вӑл уҫрӗ
Маттур ачасем валли.
Тарӑн йӗр ӑшра хӑварчӗ -
Асра юлчӗ ӗмӗре.
Чӑваш халӑхӗ манмарӗ
Аслӑ Вӗрентекенне.
Ун ячӗпеле чысларӗ
Проспектпа бульварсене.
Тавтапуҫ Яковлева-
Ҫутта кӑларчӗ чӑваша.
Мускавра та, Раҫҫейре те
Пӗлеҫҫӗ халь чӑваша!
(Алексеева О.И в.рентекен)
2 –мĕш ертсе пыракан: Пурнăçра – пĕр анне .Тăван чĕлхе те пĕрре. Ёна упрасси –пирĕн тивĕç. Иван Яковлевич Яковлев пуласлăх çыннисене тăван чĕлхене упрама пиллесе хăварнă. Çапла çеç чăваш чĕлхи ыттисенчен кая пулмĕ тенĕ вăл . « Чĕлхе чечекленесси пĕтĕмпех сиртен килет»,- ак мĕнле пархатарлă шухăшĕ вĕрентекенĕмĕрĕн.
Кам тăван чĕлхене юратмасть,
Вăл тăван амăшне юратмасть.
Кам тăван амăшне юратмасть,
Вăл тăван халăхне юратмасть.
Кам тăван халăхне юратмасть,
Вăл тăван çĕр-шывне юратмасть
(1 ача)
Эп - чăваш ачи, саватăп
Чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхене.
Юратап сăвва-юрра та,
Купăса та кĕслене.
Юрататăп вуламашкăн
Чăвашла та вырăсла.
Ик чĕлхе вăл - ик ăс маншăн,
Эп пуласшăн ик ăслах!
(Петĕр Хусанкай
(2 ача)
Мухтанап чăваш пулнишĕн,
Чăвашах пулса юлнишĕн,
Çепĕç-çепĕç уç сассишĕн,
Акăш-макăш пур юрришĕн
Юрё «Шупашкар»
1. ер.пыр: Чӑваш чӗлхи – халӑхӑн ӗмӗр сӳнми ӑс-тӑн чечекӗ. Чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан Иван Яковлевич Яковлев хӑйӗн халалӗнче ҫапла ҫырса хёварнё: «Туссем, тӑвансем, ытарайми чӑваш ҫыннисем! Мӗн ӗмӗрӗм тӑршшӗпех чунӑмпа, чӗремпе ҫунса пурӑнтӑм сирӗншӗн. Ан манӑр, астуса тӑрӑр ҫакна! Эсир хӑвӑр халӑхӑрӑн чӗлхинчен ютшӑнмасан, халӑх кӑмӑлӗ пӗтӗмпех сирӗн аллӑрта пулӗ!
3(ача)
Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн,
Тăпăл-тăпăл тăпăлкка ташшишĕн,
Асамат кĕперĕ пек тĕрришĕн,
Атăл шывĕ пек çемçе чĕлхишĕн.
Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн.
(А. Николаева)
Юрё «Асамат к.пер.»
(4 ача)
Ытарайми тăван чĕлхемĕр,
Сана манмастпăр ĕмĕрне.
Çухатас çук атте-аннемĕр
Пире пилленĕ парнене.
(5 ача)
Ытарайми тăван чĕлхемĕр,
Сана манмастпăр ĕмĕрне.
Çухатас çук атте-аннемĕр
Пире пилленĕ парнене.
«Шумовой оркестр»
(6 ача)
Атьăр ташша пуçлар-и те
Атьăр ташша пуçлар-и?
Ура ху=са ташлар-и те,
Ура ху=са ташлар-и?
«+амрёк ачасен ташши»
7 (ача)
Ташши: ташши:
салакайёк ташши
Салакайёк ташши мар
Х.р п.рчисен ташши
(8 ача)
Й.пре= енĕ ĕлĕкрен илемлĕ
Чăн тÿперен илĕртет хĕвелĕ.
К.тне шывĕн хумĕсем
Кĕвĕлеççĕ юрăсем
(Л. Мартьянова)
Юрё «Тёван ен»
2 ер.пыр
Малалла пирӗн, ҫитӗнсе пыракан ачасене, Вӗрентекенӗмӗр ӗҫне малалла туса пымалла, чӑваш чӗлхине юратса вӗренмелле, аталантармалла, тӗпчемелле, упрамалла
Тăван чĕлхе пурри савăнтарать,
Çуралнă вырăна астутарать.
Хăв халăхна хисеп тума хушать,
Çĕр-шывшăн тăрăшма вăй-хал парать.
(Александр Савельев-Сас )
Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать.
Шăпчăк та юрлать кунта, ав, чăвашла.
Сассăм пин чĕлхеллĕ халăх хушшинче
Янăрать сăпайлăн, уççăн, чăвашла.
1 ер.пыр:
Чăвашăмсем! Сире телей сунатăп,
Ан сивĕнĕр тăван чĕлхемĕртен.
Мансан – чĕлхесĕр янавар пулатпăр.
Чĕлхе пулсан –пĕтместпĕр ĕмĕрте!..
( Раиса Сарпи )
.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Мои разработки: «День чувашского языка». 27.04.2017г.
Сценарий праздника«День чувашского языка»...
День чувашского языка
25 апреляВ Чувашии отмечается День чувашского языка |...
День чувашского языка "Янра, чаваш челхи!"
Уяв т.ллев.% Шкул =улне =итмен ачасене тăван чĕлхене юратма: ăна хисеплеме вĕрентсе пыни: пĕр-пĕринпе хутшăнса хăнăхăвĕсене: пултарулăхне аталантарасси? Ачасен савăк кăмăлне у=ма тăрăшни чăвашсен...
Сценарий праздника "День чувашского языка"
Материал развлечения "День чувашского языка" может быть полезен для воспитателей, музыкальных руководителей ДОУ.Праздник организуется с детьми 6-7 лет. Изучая чувашский язык, ребенок приобща...
День чувашского языка (сценарий развлечения)
У каждого человека есть Родина и свой родной язык. Каждый человек должен знать и хорошо говорить на своём родном языке....
День чувашского языка 24.04.2021
День чувашского языка...
День чувашского языка
Познавательная беседа "Мы чуваши".Развлечение "В краю сто тысяч песен"...