Амăшсен кунне халалланă уяв сценарийĕ: «Тÿпере-пĕр хĕвел, çĕр çинче-пĕр анне».
методическая разработка (старшая группа) на тему
Сӗнтӗрвӑрри хулинчи «Асамат кӗперӗ» ятлӑ шклчченхи ача- пӑча
учрежденийӗ.
Амăшсен кунне халалланă уяв сценарийĕ:
«Тÿпере-пĕр хĕвел, çĕр çинче-пĕр анне».
Авторĕсем: Федорова О.Г.
Винокурова О.Н.
2018 çул.
Тĕллевсем:
- Ачасемпе амăшĕсем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетесси.
- Ачасене ашшĕ -амăшне хисеплеме вĕрентесси.
- Амăшĕсемпе ачасене хаваслă канма май туса парасси.
Кирлĕ хатĕрсем:
1.Амăшĕсен сăн керĕчĕкĕсем.
2.Магнитофон.
3.Тав çырăвĕ.
4.Вăйă ирттермелли хатĕрсем.
Уявра хутшăнакансем:
1.Воспитательсем.
2.Ачасен амăшĕсемпе асламăшĕсем.
3.Ача-пăчасем.
Уява ирттермелли вырăн:
1.Музыка залĕ.
Уява ачасем амăшĕсене, асламăшĕсене, воспитательсене чĕнеççĕ. Илемлетнĕ залра уяв ячĕпе кăларнă пысăк стена хаçачĕ, унăн ячĕ: «Ку вăл пирĕн юратнă анне!». Хаçат варринче-савăнăçлă кулăпа çиçекен хĕвел, ун тавра амăшĕсен сăн ÿкерчĕксене вырнаçтарнă.
(Лăпкă та çепĕç кĕвĕ янăрать. Ачасем уяв залне кĕрсе вырнаçса лараççĕ.)
1-мĕш ертсе пыракан:Ырă хĕвел ăшшипе! Ирхи хĕвел ăшшипе! Ырă кун пултăр! Хаклăран та хаклă аннесене уяв ячĕпе саламлар.
Хĕвел пăхтăр кунсерен,
Юр юрлаччĕр кайăксем.
Хавас кулă питĕнчен,
Ан çухалтăр аннесен.
1-мĕш ача: Аннен алли ĕçчен те ырă,
Ачаш та, ăшă та çеме.
Анне алли ÿстернĕ тырă,
Пире вĕрентнĕ пур ĕçе.
2-мĕш ача: Эп пĕчĕк чух мана лăпканă
Черчен те вăйлă алăсем.
Нихçан, нихçан пĕлмен пуль канăç,
Пире савса ÿстернĕçем.
3-мĕш ача: Çулсем хăйсен шутне тĕрленĕ
Сан аллусем çине, анне.
Эпир утас сукмак çул евĕр,
Вĕсем выртаççĕ пур енне.
Ачасен хорĕ: «Аннене суйламаĕ» юрă юрлать.
2-мĕш ертсе пыракан: Аннесен кунне халалласа хисеплĕ аннесемпе ачасем хушшинче ăмртусем ирттерĕпĕр. Ăмрту ячĕ «Ал ĕç ăстисем».
Аннен алли ĕçчен те ырă,
Ачаш та, ăшă та çеме.
Аннесем валли ĕç: ывăлсене галстук çыхса ямалла. Жюри членĕсем чи маттурисене паллă тумалла.
Музыка тăхтавĕ.
1-мĕш ертсе пыракан: Иккĕмĕш ăмрту: «Хĕрĕпе амăшĕ». Аса илер-ха, аннесем, сирĕн ачăрсем çуралсанах епле пулнине. Аса илтĕмĕр-и? Халĕ вара çапларах ĕç хушатпăр: сирĕн пуканене ача çиттипе чĕркемелле те сăпка юрри юрласа памалла.
Хĕр ачасем-пулас аннесем.Сирĕн хут çине уяв кĕпи ÿкермелле те касса кăлармалла.
П.Чайковский çырнă «Çулталăк вăхăчĕсем» кĕвĕ янăранă май ачасем «Аннене» сăвă калаççĕ.
4-мĕш ача: Тÿпере- пĕр хĕвел,
Çĕр çинче-пĕр анне.
Çвăнпа эс ялан
Упрасам вĕсене.
5-мĕш ача: Сар хĕвел йăл кулать,
Çĕр питне ăшăтать.
Анне ăшшăн кулать,
Чунăма йăпатать.
6-мĕш ача: Сар хĕвел айĕнче
Йывăç-курăк ÿсет.
Аннесем умĕнче
Ывăл-хрĕ ÿсет.
7-мĕш ача: Хĕвелрен ăшши çук-
Ан мансам эс çакна.
Аннерен хакли çук,
Упрасам эс ăна.
2-мĕш ертсе пыракан: Виççĕмĕш ăмрту спортпа çыхннă. Аннесем сире валли ĕç: кам нумайрах кăшăл çавăрма пултарать.
Музыка тăхтавĕ: «Спорт ташши».
1-мĕш ертсе пыракан: Пирĕн ăмăртăвăн тепĕр тапхăрĕ -творчество ĕçĕ пурнăçласси. Аннесем, эсир мĕн чухлĕ çепĕç, ăшă сăмахсем тупатăр çывăх çыннăрсем валли. Çавна кура сире валли ĕç : уяв ячĕпе саламласа 4 йĕркеллĕ сăвă çырмалла. Эсир вара ачасем, тимлĕ пулăр: сирĕн тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тавçăрса илмелле.
- Çеçен хир варринче ылтăн юпа.( Çиçĕм).
- Кĕрхи шывра çуралать, çурхи шывра çухалать.(Пăр).
- Мачча çине мерчен сапрăм.( Çăлтăрсем).
- Пĕчĕк хуранта тутлă пăтă пиçет.(Мăйăр).
- Асатте пек сухаллă, шуйттан пек мăйракаллă.(Качака).
Ачасем юмахсен тупсăмне шыранă хушăра амăшĕсен команди сăвăсем хайлать, вуласа парать.
2-мĕш ертсе пыракан: Юлашки ăмăрту- «Тавçăрса ил» ятлă. Вăл пурин валли те. Ачасем куçĕсене тутăрпа çыхаççĕ. Амăшĕсем ачисене «Хĕрĕм» е «Ывăлăм» тесе чĕнеççĕ. Ачасен тавçăрса илмелле: кам кама чĕнет. Амăшĕсен вара çыхнă куçсемпе хăйсен ачисене аллисем тăрăх тупмалла.
Музыка тапхăрĕ «Туслăх ташши».
8-мĕш ача: Кам-ха пире юратса,
Ачашласа, йăпатса,
Чунне парса ÿстерет,
Вĕçтерет?
Пурте: Анне!
9-мĕш ача: Кам-ха эпир ÿркенсен,
Аран-аран çĕлесен,
Туслăх мĕнне пĕлмесен
Пăшăрханать чĕререн?
Пурте: Анне!
10-мĕш ача: Тăван аннене суйламаççĕ,
Суйлас пулсан та ăна
Эп илĕттĕмчĕ суйласа,
Тăван аннеçĕм сана!
11-мĕш ача: Эх, аннеçĕм-анне,
Ăшă чунлă анне!
Эп чипер вĕренни
Сана пултăр парне.
1-мĕш ертсе пыракан: Чăваш ваттисем çамрăксене сахал мар ăслă сăмахсем каланă. Аса илер-ха вĕсене:
- «Аннÿ пур чухне тăлăх пулаймăн».
- «Аннерен хакли тус çук».
- «Аçу-аннÿне хисепле, хăвнах ырă пулĕ».
- «Атте-анне усал пул темест, ырă пул тет».
Нихăçан та ан манăр аслисен пехелне.
Хор «Тавах сире атте-анне» юрă янăрать.
2-мĕш ертсе пыракан: Тавах сире çуратнăшăн,
Юрла-юрла ÿстернĕшĕн,
Çуратнăшăн, юратнăшăн,
Сÿнми телей пилленĕшĕн.
1-мĕш ертсе пыракан: Сыв пуллашăпр сирĕнпе,
Вăй-хал пултăр пирĕнте.
Туслăх пултăр çемьере,
Тăнăç пурнăç-тĕнчере.
Хаваслă кĕвĕ янăравĕпе зал пушанать. Ачасемпе амăшĕсем сĕтел хушшине вырнаçаççĕ, чей ĕçеççĕ.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
sientiervarri_hulinchi.docx | 24.01 КБ |
Предварительный просмотр:

По теме: методические разработки, презентации и конспекты
«Тугутчаана» о5о саадын иитиллээччилэригэр аналлаах Куну корсуу сценарийа
Бэҕэһээ, о.э. олунньу 1 күнүгэр сарсыарда 11 ч 30 м Үрүҥ Хайатаа5ы Тугутчаана о5о саадын улахан уонна бэлэмнэнии бөлөх иитиллээччилэригэр аан бастаан таhырдьа Күнү көрсүү аралдьытар тэрээhин буолла. О...
Праздник "Чаваш куне"
Сценарий национального праздника "Чаваш куне", посвященный Дню чувашской письменности...
"Эненин куни" сценарий праздника ко дню Матери в детском саду.
quot;Эненин куни" сценарий праздника ко дню Матери в детском саду....
Познавательно-исследовательский проект: «Что за чудо эти перья?» Исследовательские свойства пера
Актуальность: Исследовательская деятельность по данной теме позволит расширить знания и представления детей о птицах; о строении и типах пера; значении перьев в жизни птиц.Цель...
«Чаваш челхи – таван челхе» ( Чаваш челхи куне ячепе хатерлене «УЯВ» сценарийе)
: Пурнасра – пер анне. Таван челхе те пере. Ана упрасси – пирен тивес. Иван Яковлевич Яковлев пуласлах сыннисене таван челхене упрама пиллесе хаварна.Сапла сес чаваш челхи ыттисенчен кая п...
Консультация для родителей "На куне с мамой мы играем - речь и пальцы развиваем!"
Консультация для родителей....
Новогодний сценарий "Волшебное перо Жар-птицы"
Сценарий новогоднего праздника для детей подготовительной группы. Как дети помогли Деду Морозу и Снегурочке победить Кощея Бессмертного....