Праздник "Чаваш куне"
материал (подготовительная группа) на тему

Пашкова Татьяна Аркадьевна

Сценарий национального праздника "Чаваш куне", посвященный Дню чувашской письменности

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon chavash_kune_2015god.doc62.5 КБ

Предварительный просмотр:

МБДОУ «Новочурашевский детский сад «Колосок»

Ибресинского района Чувашской Республики

СЦЕНАРИЙ

ЛИТЕРАТУРНО-МУЗЫКАЛЬНОГО ДОСУГА

        «Чǎваш чěлхи - илемлě чěлхе»

        

 

с. Новое Чурашево, 2017 год

УЯВ   ТĔЛЛЕВĔ :

 Шкул çитмен ачасене  чăвашсен çырулăхне никĕсленĕ, И.Я.Яковлевпа

паллаштарасси.Унăн сăввисемпе, кĕске калавĕсемпе юмахесене аса илесси.Чăваш Çĕршывне юратма,унăн чĕлхине хисеплеме тата упрама вĕрентесси.

Малтан туса ирттернĕ ĕçсем :

Тăван çĕршыв çинчен, унăн пултаруллă çыннисем çинчен ирттернĕ калаçусем. Библиотекăра Чăваш çĕршывĕ çинчен уçса паракан материалсене тишкерни. Паллă художниксен ÿкерчĕкĕсемпе паллашни.Чăваш писателĕсемпе поэчĕсен сăвă - калавĕсене вулани.

Ушкăн пÿлĕмне илемлетни. Ачасем валли тĕрленĕ кĕпесем хатĕрлени.

Ачасемпе уйрăм ĕçлени :

Сăвăсене янаравлă калама вĕрентни.

Ушкăн пÿлĕмне чăваш тĕрри-эрешепе илемлетнĕ.

Чăваш чĕлхин пуянлăхне уçса паракан кĕнекесен выставки те пур.

     Чи курăмă выранта Иван Яковлевич Яковлев сăн укерчекĕ.

Ертсе  пыраканĕ :  Апрель кунĕ. Çуркунне.

                                  Уявлать чăваш «чĕлхе кунне»

                                   Тухрĕç садик ачисем,

                                   Шăрантарчĕç сăвăсем.

                                  Сар хĕвелĕ ялкăшать,

                                  Пур тавралăх çуталать,

                                  Яковлев сăнарĕ асра,

                                  Чăваш чĕлхине эс упра.

(Чăваш Республикен гимне янăрать. Икĕ ача Чăваш ялавĕсемпе утса çаврăнаççĕ те кайран уна тытса тăраççĕ).

Ертсе пыраканĕ :  Ырă кун пултăр, хаклă тусăмăрсем! Паян эпир сирĕнпе ĕмерсем хушши аталанса пынă тăван чĕлхе пуянлăхĕпе тĕплĕнрех паллашас шухăш ĕмĕтпе пухăнтăмăр. Паянхи куна чăваш чĕлхине халаллатпăр! Чăваш çĕршывĕ! Çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕ!

    1 ача :                  

                       Эп –чăваш ачи. Саватăп

                       Хамăрăн чăваш çĕрне.

                       Вăл кипке те ман, сăпка та,

                       Ăна манмăп ĕмĕрне.

        

    2 ача :          Эп - чăваш ачи. Саватăп

                         Чĕвĕл - чĕвĕл чĕлхине,

                         Юрататăп юрра - сăвва та,

                         Купăса та кĕслене.

                                                    ( П.Хусанкай)

Ертсе пыраканĕ:  Пирĕн чăваш чĕлхи сĕм авалхи чĕлхесенчен пĕри шутланать. Анчах та çырулăх сĕм авалтанах пулнă - ши  ачасем? Пирĕн халăхăн Улăп-паттăр çинчен хывнă юмах пур.»...Вăхăт çитĕ, тенĕ унта, чăваш çĕрне Улăп - паттăр килĕ, вăл вара çухалнă, «ылтăн кĕнекене»

шыраса тупса, ăна çынсене каялла тавăрса парĕ…»

          Кам - ши вăл çав хăюллă чăваш? Паллах, Иван Яковлевич Яковлев -

чăваш чĕлхин никĕсне хываканĕ, чăваш халăхне çутта кăлараканĕ. Темиçе ĕмĕр хушши çырулăхсăр пурăннă чăвашсем 1872-мĕш çулта хăйсен тăван чĕлхипе çырнă кĕнĕкене пĕрремĕш хут алла тытса кураççĕ.  Ку – Иван Яковлевич Яковлев çырнă пĕрремĕш букварĕ. Букваре калавсем, юмахсем, ваттисен самахĕсемпе каларăшсене кĕртнĕ.

   Пĕлетпĕр ĕнтĕ, кашни чĕлхерех асран кайми илемлĕ, тăванпа çывăх сăмахсем пур. Вĕсенчен пĕрне янратар-ха.

  ( залра илемле чăваш халăх юрри шăранать -  «Илемлĕ».

Чăваш тумĕсем тăхăннă, ачасем тухаççĕ).

 

(юрă хыççăн «Кроха» группăри ачасем тенкĕлсем çине лараççĕ, ытти группăри ачасем тухса каяççĕ. Зала пĕр воспитатель  кĕрет, аллинче  çăкăрпа тăвар.)

Воспитатель:    Эс упра çăкăра,

                            Сума су эс ăна.

                            Пысăка ан хурсам

                            Нихăçан эс хăвна.

                            Çăкăрта – пуласси.

                            Асра тытăр кашни:

                            Çăкăра упрани –

                            Çĕршыва сыхлани.

- Çăкăр вăл пирĕн пурнăç, халăх пуянлăхĕ. Çăкăртан асли çук, тĕнĕ ваттисем. Çăкăр авалтанах халăхра пысăк хисепре пулнă.

 (çăкăрне сĕтел çине хурать, кайран тухса каять).

 Ертсе пыраканĕ:  Чĕлхе - халăх пуянлăхĕ. Тăван чĕлхене юратман çын та çук тĕнчĕре. Тăван чĕлхе - халăх вилĕмсĕррине çиреплĕтекен тăмха. Çавăнпа та кашни халăх хăй чĕлхине ытарми юратать. Пуринчен ытла хисеплет, чи хаклă пурлăх тесе упрать.

                               - Эй, чĕлхеçĕм, сана юратса

                               Çак сăвва вулатăп чунтан.

                               Ирхи сывлăм пек эсĕ таса,

                               Эс хрусталь савăт пек янăран.

                               Эй, чĕлхем! Анне панă чĕлхем!

                               Янара эсĕ çут тĕнчере!

                             Ыттине çĕр чĕлхе хуть пĕлем,

                               Эсĕ манăн пĕрре çеç, пĕрре!

                                                                             (Н.Сандров)

   (сцена çине «Кроха» группăри  ачасем тухаççе, хăйсен юррипе ташшипе савăнтараççĕ).

                           

  1.  Юрă «Хĕвел»
  2. Юрă «Параппан»
  3. Ташă «Чăваш ташши»

Ертсе пыраканĕ:            Савăнатăп хам чăваш пулнишĕн ,

                                            Тăпăл - тăпăл тăпăлкка ташшишĕн,

                                            Асамат кĕперĕ пек тĕрришĕн

                                            Атăл шывĕ пек çемçе чĕлхишĕн,

                                            Савăнатăп хам чăваш  пулнишĕн .

(«Колобок» группăри  ачасем тухаççĕ. Хăйсен художество пултаруллăхепе паллаштараççĕ).

 1. Юрă «Сĕрме купăс эп калатăп»

2.  Ташă «Айтăр ташша пуçлар – и те»

3.   Вăйă «Кушакпа шăшисем»

4.   Юрă «Икĕ хур» (с инсценировкой) – юрлаканĕ Петрова Лейла. 

Ертсе пыраканĕ:  Чăваш чĕлхине упрамалли, чысламалли çинчен  чăваш писателĕсем, поэчĕсем нумай çырнă.

«Чăваш чĕлхине упрар, ăна усме пулăшар. Пире пурсăмăра та сăмах мулĕ кирлĕ»  - тенĕ Илпек Микулайĕ. Акă  Василий Алентей çапла каланă: «Тăван чĕлхе шыв пек юхса, тăп - тăрă шыв пек шăнкăртатса пырать. Вăл хăй тĕлленех юхать. Иреклĕ, анлăн…»

(«Теремок» группăри  ачисем зала кереççĕ. Хăйсен музыка программипе паллаштараççĕ).

1. Юрă «Шурă хурăн»

2. Юрă «Митюк тухрĕ урама»

3. Юрă «Пĕр кунхине ирхине»

4. Вăйă «Мишша ларать»

Ертсе пыраканĕ:  Пирĕн Чăваш çĕршывĕ пысăк, унта тĕрлĕ халăх пурăнать.Чăваш халăхĕ ытти халăхсен чĕлхине те хисеплет.  

                             …Юлташпа эс пул юлташ,

                                 Усалпа эс ан паллаш,

                                 Тăшманпа ан пул йăваш,

                                 Çывăр, аптраман тавраш!

                                 Вырăспа эс тăванлаш,

                                 Тутарпа та эс туслаш,

                                 Пурте - пирĕн хурăнташ,

                                Çывăр, пĕчĕкçĕ чăваш!

(П.Хусанкай)

( «Смешарики»  группари  ачисем тухаççĕ. Хăйсен номерĕсене кăтартаççĕ).

  1. Юрă «Урам аякки квак çеçке»
  2. Юра «Пирĕн пурнăç çуркунне»
  3. Юрă «Мăр – мăр кушак»
  4. Ташă «Линкка – линкка» - исполняют мальчики
  5.  «Тутăрсемпе ташламалли ташă» - исполняют девочки

 Ертсе пыраканĕ:  Анлă Атăл хĕрринче,

                                  Хальхи чăваш çĕрĕнче,

                                  Чи хĕрÿллĕ ĕç вĕрет,

                                  Çĕнĕ пурнăç вăй илет.

И.Я.Яковлев каланă: «Тǎван чěлхесěр чǎн-чǎн пěлу çук»

П. Хузангай каланă: «Чǎваш сǎмахě - пирěн чǎн çǎлкуçě. Шǎнкǎртатать вǎл ěмěр-ěмěре».

(Хăйĕн пултаруллăхĕпе «Солнышко» группăри ачисем паллаштараççĕ).

  1. Юрă «Çĕмĕрт çеçки çурăлать»
  2. Юрă «Чун – чĕремĕр савăнать»
  3. Юра «Асамат кĕпĕре»
  4. Вайă «Çерем ватса вир акрăм»
  5. Юрă «Асаннепе кукамай» - юрлакане Ястребова Евгения и Максимова Вика
  6. Чăваш ташши – 6 пар

Ертсе пыраканĕ:  Хаклă ачасем! Эсир пире хăваран пултаруллăхăрпа: сăввусемпе, юрру-ташшусемпе савантартăр. Эсир - пирĕн пуласлăх! Юратар, хисеплер, чыслар Тăван чĕлхемĕре!

 

( Пурте группăсене каяççĕ.)


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

«Тугутчаана» о5о саадын иитиллээччилэригэр аналлаах Куну корсуу сценарийа

Бэҕэһээ, о.э. олунньу 1 күнүгэр сарсыарда 11 ч 30 м Үрүҥ Хайатаа5ы Тугутчаана о5о саадын улахан уонна бэлэмнэнии бөлөх иитиллээччилэригэр аан бастаан таhырдьа Күнү көрсүү аралдьытар тэрээhин буолла. О...

Амăшсен кунне халалланă уяв сценарийĕ: «Тÿпере-пĕр хĕвел, çĕр çинче-пĕр анне».

Сӗнтӗрвӑрри хулинчи «Асамат кӗперӗ» ятлӑ  шклчченхи ача- пӑча...

"Эненин куни" сценарий праздника ко дню Матери в детском саду.

quot;Эненин куни" сценарий праздника ко дню Матери в детском саду....

«Чаваш челхи – таван челхе» ( Чаваш челхи куне ячепе хатерлене «УЯВ» сценарийе)

: Пурнасра – пер анне. Таван челхе те пере. Ана упрасси – пирен тивес. Иван Яковлевич Яковлев пуласлах сыннисене таван челхене упрама пиллесе хаварна.Сапла сес чаваш челхи ыттисенчен кая п...

Технологическая карта «Куну кытта оонньуубут»

Технологическая карта «Куну кытта оонньуубут»...